Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чыхӑнса (тĕпĕ: чыхӑн) more information about the word form can be found here.
Нок темӗн мӑкӑртатрӗ, чыхӑнса кайрӗ те курупкине шыва ывӑтрӗ.

Нок что-то промычал, поперхнулся и бросил коробку в воду.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Телейсӗрскерӗн ҫыртса лартнӑ шӑлӗсене Тарт пекӗпе уҫать, алӑ айӗнче сиплӗреххи урӑх нимӗн те ҫукран — Скоррей ҫӑварне шурӑ эрех яма пуҫлать, кӑштах ҫеҫ, хуллен — ӑнсӑрскер чыхӑнса каясран асӑрханса.

Раскрыв стиснутые зубы несчастного складным ножом, Тарт, за неимением под рукой ничего лучшего, стал лить в рот Скоррея водку, но понемногу, дабы бесчувственный не захлебнулся.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

Ҫак самантра боцман ҫӑкӑрпа чыхӑнса пехлетрӗ, матроссенчен тӑваттӑшӗ яшкине палуба ҫине тӑкса ячӗ.

В этот момент боцман подавился куском хлеба, и четверо из матросов пролили суп на палубу.

Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.

Вӑл чыхӑнса кайрӗ, куҫӗсене хупрӗ, хускалмасть.

Он задохнулся, закрыл глаза и не шевелился.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Санюк ытти кирек хӑш арҫынна та ҫунтарса яма пултаракан, упӑшки ҫине пӑхсан вара сасартӑк йӑвашланакан пысӑк куҫне мӑч-мӑч тутарчӗ те, мӑшӑрне хирӗҫлеме хӑяймасӑр, стакана тытрӗ, чӑпӑрт сыпса пӑхрӗ, хаяр эрехе хӑнӑхманскер, ҫавӑнтах чыхӑнса кайрӗ, ал лаппине ҫӑварӗ умӗнче сулла-сулла, аран-аран сывлӑш ҫавӑрса ячӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Эпир чӑн-чӑн йытӑ пулса тӑтӑмӑр, — чыхӑнса кайсах сӳпӗлтетрӗ Блемер.

— Превратились мы в настоящих собак, — захлебывался Блемер.

III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Питех те ансаттӑн вилет Тильс… яшкапа чыхӑнса кайса.

Очень просто умирает Тильс… подавившись супом.

Грин ҫӗр-шывне хапӑл тусамӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 5–7 с.

Пушара сӳнтернӗ ҫӗре вӑл тӗтӗмпе чыхӑнса вилнӗ.

Пока тушили пожар, он задохнулся от дыма.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Степан тӑрать те, турӑш кӗтессинелле туртӑнать; унта, виҫӗ кӗтеслӗ сентре ҫинче — краҫҫин тултарнӑ пушӑ бутылка, тата кӗленчесӗр лампа тӑраҫҫӗ; хуралса ларнӑ пӗчӗк турӑш хыҫӗнчен хаҫат татки туртса кӑларать те, ӑна куҫӗпе виҫсе пӑхса, пӗр ансӑр татӑк ҫурса илет, унтан хут татӑкӗ ҫине енчӗкӗнчен табак тӗпренчӗксем юхтарать, ӑна ҫавӑрса туртса ярать, вара, чыхӑнса ӳсӗрме пуҫлать те, Агриппинӑран: — Мӗн ҫӑмӑлпа килтӗн-ха? — тесе ыйтать.

Он, привстав, потянулся к божнице, где на треугольной полочке стояли: бутылка из-под керосина, лампа без пузыря, — достал из-за черного образка обрывок газеты, примерившись, оторвал узкий лоскуток, высыпал из кисета крошки табаку, свернул, закурил и, закашлявшись, сказал Агриппине: — С чем пришла?

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Пӳрте лаша кӗрсе тӑни ытла та кӗтмен ҫӗртен пулнӑран вӑл чалтах сиксе тӑчӗ те ҫӑварти какай татӑкӗпе чутах чыхӑнса каятчӗ.

Когда в дом вошла лошадь, он так и подпрыгнул от неожиданности и подавился куском мяса.

Юнкун, октябӗрӗн 31-мӗшӗнче, Эмиль лашаллӑ пулать тата Петрель-фрупа пӗтӗм Виммербю ҫыннисене вилесле хӑратса пӑрахать // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Суранлӑ ҫын йывӑррӑн сывласа илчӗ, чыхӑнса кайрӗ, пӗтӗм пӗвӗпе хыттӑн карӑнса туртӑнчӗ.

Help to translate

Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.

Феня ун мӑйӗнчен ҫакӑнса ҫаплах чӗтресе куҫҫульпе чыхӑнса макӑрнӑ.

А Феня, повиснув на его шее, вздрагивала и захлебывалась в слезах.

VII // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Юлашкинчен унӑн савӑнӑҫӗ чикӗрен тухсах кайнӑ: Емельяниха ташша янине курсан, вӑл кӗҫех чыхӑнса антӑхса кайман.

Наконец, восторг его превзошел всякие ожидания; от радости он чуть не подавился, когда увидал, что сама Емельяниха,

III // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

— Леночка! — тенӗ вӑл чыхӑнса, — ну, кирлӗ мар, ан макӑр!

— Леночка, — сказал он задыхаясь, — ну не надо!

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

— Ӑна эпӗ… — чыхӑнса, малтанхи пек тытӑнса тӑчӗ надзиратель, анчах сасартӑк, итлесе, алӑк патне ыткӑнчӗ.

— Да я… — задыхаясь, начал надзиратель и вдруг, прислушавшись, метнулся к двери.

XXXII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

«Пӗчченшерӗн» ларакансен коридорӗнче, чыхӑнса кайса, сасартӑках урӑлса ҫитнӗ Сулимӑн тытӑнчӑклӑ сасси илтӗнчӗ:

В коридоре «одиночных» захлебывался надрывом сулимовский, отрезвевший сразу, фальцет:

ХL сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Эпӗ вара чыхӑнса ан вилтӗрччӗ… тесе сехӗрленсех тӑраттӑм…

Я все беспокоился — не задохся бы… —

ХL сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Хырӑнман икӗ янах ҫӳлелле каҫӑрӑлчӗ, ҫуланса ларнӑ ҫухасем айӗнче тапхӑрӑн-тапхӑрӑн, васкавлӑн та чыхӑнса, карланкӑ мӑкӑлӗсем вылянса тӑчӗҫ.

Два небритых подбородка задрались вверх, над засаленными воротниками заходили истово и круто, разгонистыми толчками, горбатые кадыки.

ХL сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Ленька чыхӑнса кайрӗ, аллинчи карасне ҫӗре ывӑтрӗ.

Ленька закашлялся, бросил соты.

XXIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Эсир аннӗрсем патӗнче ҫеҫ ачашланса пурӑнакансем пулмалла мар, кӑшт шӑннӑшӑнах чыхӑнса кайса ӳсӗрекенсем пулса ӳсмелле мар.

Нельзя быть этакими маменькиными сынками, хлюпиками, которые начинают чихать от легонького сквозняка.

VI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed