Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чыхӑнса (тĕпĕ: чыхӑн) more information about the word form can be found here.
Чӗрем ҫурхи юр шывӗ пек тулса килчӗ, кӑкӑрӑм шӑнӑҫайми савӑнӑҫпа чыхӑнса ларчӗ, ҫунат сарса, кӑртлатса тапма пуҫларӗ: «Невушлӗ манӑн анчӑкӑм???»

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Пурис пакетран пуҫланӑ пулштух илчӗ, ӑна уҫса юлнӑ эрехе лӑнкӑрт-лӑнкӑрт туса тӗппипех ӗҫсе ячӗ, хыҫҫӑнах чыхӑнса кайрӗ (такам сӑхрӗ-ши?).

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ывӑлне ыталасанах хӗрарӑм чыхӑнса кайнӑ пек пулчӗ.

Обняв сына, женщина словно захлебнулась.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл «кафедра» патнелле вӑрӑм урисемпе тӑрнаккай пек ярса пусса пынине курсан, ачасем сасартӑк чыхӑнса кайсах кулса ячӗҫ.

Ребята прыснули со смеху, когда он, шагая словно на ходулях, приблизился к «кафедре».

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Мотор та чыхӑнса, сӳнсе ларнӑ ӗнтӗ…

Help to translate

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Хӑй, юнӗпе чыхӑнса, ман ҫине пӑхса, хуллен: — Шутламарӑм хама ҫапла тӑвасса… Ан яр! Ан тарт ӑна, Кӗркури! Ответ тыттарӑр, камне пӗлетӗ-ӗр… — тесе пӑшӑлтатрӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Хрестук унталла-кунталла пӑркаланчӗ, ӳпне ҫаврӑнса выртрӗ, урисемпе тапкаланчӗ, ҫӑварӗнчи ҫӗтӗк татӑкӗпе чыхӑнса кайрӗ, пӗтӗм кӗлеткипе турткалашрӗ.

Help to translate

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Петӗр ҫав шӑршӑпа чыхӑнса икӗ хутчен хытах апчхулатса илчӗ.

Help to translate

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чикан, ҫӑварӗнче татӑлса юлнӑ кашкӑр хӳрипе чыхӑнса, пӗр самантлӑха аптӑраса тӑчӗ.

Help to translate

Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Вилсе ан кай, бикенчи, чыхӑнса вилсе ан кай.

Help to translate

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку сӑмахсене калама вӑй ҫитерчӗ вӑл, унтан чыхӑнса кайрӗ.

Help to translate

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Каллех чыхӑнса кайса ӳсӗрме пуҫлать.

Help to translate

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Чӑтайманнипе чыхӑнса кайсах ӳсӗрет Альберт.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Борис та стаканӗнчи эрехне ӳпӗнтерчӗ, чыхӑнса кайрӗ.

Help to translate

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Пӗри чыхӑнса кайса ҫӑварӗнчен ҫӗлӗк пысӑкӑш шур тӗтӗм кӑларса ячӗ.

Вот один из них, чуть не задохнувшись от дыма, вытолкнул изо рта белое кольцо величиной с добрую шапку.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Гаврик калаҫма чарӑнса манӑн хуҫпуҫҫинчен ярса тытрӗ, унтан, пуҫне пӗшкӗртсе, чыхӑнса кайрӗ, сивӗ тытнӑ чухнехилле чӗтренсе ларчӗ.

Help to translate

Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.

— Ярак чыхӑнса каять те тутар ури патне сурса пӑрахать, — Ман вӑя сан пек хуҫасем ӗмсе илчӗҫ…

— Ярак снова закашлялся, сплюнул под ноги татарину, — А кровь мою такие вот, как ты, хозяева выпили…

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Темскер калама тӑнӑ чӑваш ӳслӗкпе чыхӑнса тахҫанччен пӗр сӑмах чӗнеймест.

Больной чуваш хотел что-то сказать, но его забил такой сильный кашель, что он и выговорить ничего не мог.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шӑп кӑна ҫак самантра ӳсӗрме тытӑннӑ ырхан чӑваш чыхӑнса кайса ҫӑварне ал-липе хуплать, куҫне шӑлкалать.

Больного чуваша в это время одолел кашель: он и так и сяк пытается заглушить его — бесполезно.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Аптранӑ кӑвакал мар, аптранӑ чӑх пуль эсӗ! — тесе ҫиллипе чыхӑнса мӑлатукне лаҫ кӗтессинелле вӑркӑнтарать Кушил мучи.

— Да ты даже не утка, а мокрая курица! — гневно кричит кузнец и с силой швыряет молоток в угол.

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed