Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ ҫӑвара шыв кӗрсе тулнипе чыхӑнса пута пуҫларӑм.
XLI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
— Анчах халь чыхӑнса ан вилӗр, Лена, унсӑрӑн эпӗ пӗччен пӗтме пултаратӑп…— Ну, вы только сейчас не задохнитесь, Лена, а то тогда я один погибну…
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Каласа пачӗ, хытӑ кулнипе эпӗ кӑштах чыхӑнса вилмерӗм.— Говорила, как же, я до того смеялась, чуть не задохнулась.
Улттӑмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Воропаев, хумханнипе чыхӑнса, ҫапла каларӗ:
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Хӗрачи вара хӑйне итленӗшӗн хавасланчӗ пулас, вӑл сассине пусарса, сӑмахӗсемпе чыхӑнса хӗрсе кайсах пакӑлтатрӗ:
XVI // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Вернер ӑна васкавлӑн ҫӑтнӑ, чыхӑнса кайсах ҫӑтнӑ, анчах вӑл ҫаплах юхнӑ, темле тӗпсӗр ҫӑлтан тухса тӑнӑ пекех юхнӑ, ҫавӑнпа та ӑна вӗҫӗмсӗр ҫӑтма тивнӗ.Вернер торопливо глотал, глотал ее, захлебывался, а она все текла, точно из бездонного колодца.
IX // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Капитан Вернер кӑшт ҫеҫ тӗтӗмпе чыхӑнса вилсе каймарӗ.
IX // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Машина чыхӑнса ларнӑ пек туйӑнчӗ.
5. Тырӑпа тимӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Фроська ҫак пуянлӑха илсе кайма шутланине пӗлсен, Ксенофонтовна чейпе чыхӑнса ҫапла ыйтрӗ:Узнав, что Фроська уносит этот живой капитал, Ксенофонтовна поперхнулась чаем и спросила:
1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Хӑшӗсем ҫав тери хыпаланнӑ пирки чыхӑнса кайнӑ, ӳсӗрнӗ, мӗншӗн тесен, хӑвӑртрах ҫисе ярса, иккӗмӗш порци ыйтмалла пулнӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Сасартӑк вӑл темӗнле кӑмӑлсӑр япалана аса илчӗ ҫитменнине тата чыхӑнса та кайрӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Вӑл сӑмахне те каласа пӗтереймерӗ, — чейпе чыхӑнса кайрӗ, Полозова вара ун ҫине сӑнарах пӑхса илчӗ.Он не закончил фразы и чуть не поперхнулся глотком чаю, а она внимательно и ясно глядела на него.
XXXV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Пурте калама ҫук телейлӗ пулнӑн курӑнать; йытти вара хавасланнипе чыхӑнса та илчӗ; пӗр кушак анчах куҫне хӗссе кӑмӑлсӑртараххӑн ларчӗ.
IV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Пӑртакран король, ура ҫине тӑрса, малалла тухрӗ те, вӑй-халне пухса, сӑмах пекки калама пуҫларӗ, темӗн пакӑлтатать, ҫывӑх ҫынна ҫухатасси вӗсемшӗн, шӑллӗпе иккӗшӗшӗн, мӗн тери йывӑр хуйхӑ иккен, тӑватӑ пин миля килсе те вӗсем пиччӗшӗ вилсе кайиччен ҫитеймен, анчах халӑх вӗсемпе пӗрле ҫапла куҫҫуль юхтарса кулянни вӗсен хуйхине кӑшт ҫӑмӑллатать-мӗн, ҫавӑнпа вӑл вӗсене пӗтӗм чунран, пӗтӗм чӗререн тав тӑвать, хӑй ячӗпе те, пиччӗш ячӗпе те мӗншӗн тесен куна сӑмахпа каласа пама май ҫук, сӑмах мехелӗ ҫитмест, тет… малалла та ҫаплах супӗлтетрӗ, итлесе хӑлха йӳҫрӗ, унтан куҫҫульпе чыхӑнса, тӗн хушнине пӑхӑнса пурӑнакан ҫын пекех «аминь» тесе кӑшкӑрчӗ те ӗсӗклесе йӗрсе ячӗ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Чутах чыхӑнса вилеттӗм.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Эпӗ пӗр пысӑк сыпкӑм турӑм та чутах чыхӑнса каяттӑм.
1943-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Старик чыхӑнса кайрӗ те ӳсӗрме пуҫларӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Мэри Грант, пӑлханнипе чыхӑнса кайса, ҫурри пӗлми пулса Элен кӑкӑрӗ ҫине йӑванчӗ.Мэри Грант, задыхаясь от волнения, в полуобмороке склонилась на грудь Элен.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Вӗсем ҫӑра тӗтӗмпе чыхӑнса каяҫҫӗ; вӗсене тӳсмелле мар вӗри; пушар нимне тиркемесӗр ҫывхарать.Они задыхались от густого дыма; нестерпимый жар обжигал их; пожар неотвратимо приближался.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Перекоп хыҫӗнче, Крымра, нимӗнле хӑрушлах туймасӑр, ҫӗршывӑн пур енчен те кунта хӑваласа кӗртнӗ, пӗтме пӳрнӗ кивӗ тӗнче эрех сӗрӗмӗнче чыхӑнса тӑнӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.