Short
Алевтинӑн икӗ пичӗ те анис улма тӗслӗ пулчӗ, пӑлханнипе, хумханнипе вӑл тӳрех сӑмах калаймарӗ, унтан тин: — Чыс туса хисепленӗшӗн чун-чӗререн тавтапуҫ сире, — тесе, тантӑшӗсене алӑ тытрӗ, мана, машина юсакансене, ҫав кун шефа илнӗ хайхи хӗрачана пӗрер чечек валеҫсе пачӗ.
Ӑси чупать, кӗрри ташлать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 119–128 с.
Нӑрваш Шӑхалӗнче, акӑ библиотекӑна ҫӳрекенсем Н.Кулешован «Правдивые истории о вредных привычках», «Сухви сехмечӗсем», О.Васильеван «Заповедные места Чувашии», В.Кириллован «Сас пачӗ ывӑлӑм», В.Левукован «Ӗмӗр пӗрле пуласчӗ» тата ытти авторсен кӗнекисемпе паллашрӗҫ.
Кӗнекесем вуланаҫҫӗ, тарӑн шухӑшлӑ // Альбина ИВАНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51655-k-ne ... -shukh-shl
Курмышовӑн пӗтӗм хӑтланӑвӗпе сӑмахӗнче хӑйне такӑнтарнине, хӑйне хирӗҫле кавар ҫеҫ курасшӑнччӗ; ПТОри сӗнӗве вӑл хӑйне майлӑ ҫавӑрттарса калани Акимова ирӗксӗрех шухӑша ячӗ, ҫитменнине, малтан стройматериал пирки улшӑну кирлине пӗркун Кулаков бригадир та асӑннӑччӗ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Граждансене ытларах ҫӗрпе усӑ курассипе, ҫурт-йӗрпе ҫӗр лаптӑкӗсене харпӑрлӑха куҫарассипе, таса шывпа тивӗҫтерессипе, ҫулсене тивӗҫлӗ тытса тӑрассипе тата юсассипе, ача-пӑча площадкисем тӑвассипе ҫыхӑннӑ ыйтусем канӑҫсӑрлантараҫҫӗ, — пӗлтерет Анатолий Васильевич.
Халӑх пуҫаруллӑ пулнӑран ӗҫ кал-кал пырать // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%85%d0%b ... %82%d1%8c/
Элӗк салинчи Иван Петровичпа Лилия Николаевна Никифоровсен ҫемйинче Александр, Асамат ялӗнчи Николай Алексеевичпа Кристина Игоревна Лаврентьевсен Артур, Шӑлан ялӗнчи Александр Леонидовичпа Дарья Петровна Романовсен ҫемйинче те Артур пӗчӗк каччӑсем кун ҫути курнӑ.
Пӗчӗк каччӑсем ҫуралнӑ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/pechek-kachchasem ... ralna.html
Чӑнах, сылтӑм еннелле куҫ ывӑтрӑм та — ҫак арҫынна хирӗҫ сӑпай, именчӗклӗ кулӑ йӑлкӑштаркаласа, сарӑ ҫӳҫлӗ, чӗнтӗрлӗ шурӑ блузка, корсажлӑ хӑмӑр юбка, йӑлтӑртатакан хӑмӑр туфли тӑхӑннӑ яштака хурӑн пек тӑпӑлкка хӗрарӑм алтарь патне ҫывхарнӑ пек ҫемҫен пускаласа утать.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Ушкӑнри йӗркелӳ ҫирӗп пулнине ҫакӑ та кӑтартать: уголовлӑ ӗҫ пуҫарсан йӗркелӳҫӗсем вӑйӑ заведенийӗсен персоналне тӗп хулари пӗр ресторанта пухнӑ, следователь патне допроса хӑйсен представителӗсемпе пӗрле кӑна каймалли е кӑтартусем памалла марри пирки асӑрхаттарнӑ.
Саккунсӑр услам — ҫӗр-ҫӗр миллион тенкӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Палюк мучи те: — Карчӑк, эс ӑнлан-ха, утар ҫеҫ мар, уйри клевер та, тырӑ та хамӑр колхоз пурлӑхӗ, Твиккапа Квикка унти шӑшисене тытса пӗтерсе колхоз пурлӑхне сыхласа хӑварни иксӗмӗрӗн тупрана сыхласа хӑварниех пулать, — тесе ӳкӗтлесен тин килӗшес енне пычӗ Настаҫ кинеми.
Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.
Ачисем темӗнле вӑрттӑн кӗнекесем вуланине, хӗҫпӑшал усранине курмӑш пулать, чӑвашра ун чухне паллӑ пулнӑ социалист-революционера Тимофей Николаева стражниксенчен тарса пытанма та пулӑшать, унӑн чӑматанне хӑй патӗнче усранӑшӑн кӗске вӑхӑтлӑх тӗрмене те лексе тухать.
Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.
Анчах, министр палӑртнӑ тӑрӑх, асӑннӑ йышри кашни ҫын шӑпах ҫак ҫӑмӑллӑхпа усӑ курасси иккӗленӳллӗ, вӗсем пӗр-пӗр урӑх ҫӑмӑллӑхпа усӑ кураҫҫӗ-тӗк /тӗслӗхрен, ӗҫ ветеранӗ пулнӑ май ҫакӑншӑн пособи илсе тӑрсан/ — капиталлӑ юсав тӳлевне саплаштармалли компенсацие илеймӗ.
Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Аллисем кӗҫ-вӗҫ колоннӑран вӗҫерӗнес пек, урисем пӑрӑсран шуса каяс пек тӑракан Иринӑна Миша: «Ан хӑра, аллусене пушат та — малалла!» — тесе хушнипе вӑраннӑ пек пулса хӑйӗн вӑйне хӑй шанмасӑр такамӑн пысӑк атӑ тӗпӗн йӗрӗ яланлӑхах тӑрса юлнӑ бетон плита ҫине ярса пусрӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Вӑл хӑйӗн ҫурӑмӗ хыҫӗнче ҫапӑҫури чап ҫунаттисене туять, ҫав ҫунатсем ӑна тыла, пысӑк хулана илсе каяҫҫӗ — унта тӗттӗмлетни те ҫук, урамсем тӑрӑх хӗрсем яланхи (ҫук, яланхи мар!) платйӗсемпе ҫӳреҫҫӗ, унта кино та пур, клубсем те пур пулӗ-ха, унта ташлама та пулать пулӗ-ха…
4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Уйрӑм сисӗм пӗр-пӗрин ҫумӗпе шунӑ чухне пӗр-пӗрне хытӑ япаласем пӗр-пӗрин ҫинче шунӑ чухнехи сӗртӗнӳ вӑйӗсем евӗрлӗ вӑйсемпех тивеҫҫӗ; шалти сӗртӗнӳ вӑйӗн пысӑкӑшне е вязкоҫа кура, тӗрлӗ веществосем е сахал (шыв, спирт), е ытларах (сӗрмелли ҫу, патока, вар) вязкий пулаҫҫӗ.
III. Гидро- тата аэродинамика // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Уява республикӑри тӗп театрсен артисчӗсем те хутшӑнчӗҫ: К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗн пултаруллӑ артисчӗсем пӗрле ӗҫленӗ самантсене аса илчӗҫ, ҫыравҫӑна вӑрӑм кун-ҫул сунчӗҫ, ҫӗнӗ хайлавсем ҫырма сӗнчӗҫ.
Ольга Туркайӑн пултарулӑх каҫӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... h-ka-irtr/
Ҫирӗммӗш ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурри пуҫламӑшӗнчех пурнӑҫ майӗпен манерленсе пынӑ пулин те ял ҫынни «атӑ тӑхӑнса ҫӑпатине кӑларса пӑрахманччӗ-ха», анчах вӑл, ҫӑпата, ку тӗлелле хӑйӗн хакне-сумне самаях чакарчӗ, ҫыннӑн ӑс-тӑн (темшӗн-ҫке?) та пурлӑх чухӑнлӑхӗн паллине ҫаврӑнчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Стратегилле пӗлтерӗшлӗ ракетӑсен ҫарӗсен республикӑри ветеранӗсен организацийӗн ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен ПР канаш председателӗ Анатолий Балтинский каласа пачӗ, вӑл стратегилле пӗлтерӗшлӗ ракетӑсен ҫарӗн ветеранне, отставкӑри подполковника Мажит Музафарова тав ҫырӑвӗ пачӗ.
Пишпӳлек ракетчикӗсем ҫар кунне паллӑ тунӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/news/obshchestvo/2024 ... un-4015895
Республикӑри «Чувашия — Мед» страхлакан компанинчи обязательнӑй медицина страхованин пай пуҫлӑхӗн ҫумӗ Г. Разумова тата страхланнӑ граждансен правине хӳтӗлекен пай пуҫлӑхӗ С. Кузнецов ҫынсен сывлӑхне сыхлас тӗлӗшпе компани мӗнле ӗҫсем туса пыни пирки паллаштарчӗҫ.
Ыйтӑвӗсем тӗрлӗрен, тӗллевӗ — пӗрре // А. ЕГОРОВА. «Авангард», 2019.06.04
«Литературӑпа искусствӑн чи лайӑх произведенисем урлӑ ҫынсем пурнӑҫа тӗрӗс пӗлекен пулаҫҫӗ, ӑна улӑштарма вӗренеҫҫӗ, малта пыракан идейӑсене ӑнланса илеҫҫӗ, пӗчӗк ача калаҫма вӗреннӗ пекех, хӑй йӗркипе, сисмесӗрех хӑйсен характерӗпе шухӑш-кӑмӑлне йӗркелесе пыраҫҫӗ».
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Кӗлетне, чӑх витине, теплицине вӑл ашшӗпе амӑшӗ ҫӗре кӗнӗ хыҫҫӑн тунӑ, кунсӑр пуҫне, пӳрте тул енчен хӑма ҫапса сӑрланӑ, пахчана ҫырма еннелле чылай сарнӑ та йӗри-тавра тимӗр карта тытнӑ, верандӑна пысӑклатнӑ — ҫакна, май пулсан, ашшӗ-амӑшне кӑтартса мухтанасшӑн Ҫтаппан.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Авал чиркӳ тунӑ чух никӗс айне пикене чӗрӗлле чавса чикнӗ текен легендӑна уҫӑмлатма май килнӗ, кивӗ чиркӳ вырӑнне ҫӗннине лартма тытӑнсан никӗс айӗнче чӑнах та саркофага аса илтерекен япала тупнӑ вӗсем, анчах ӑшӗнче мӗн пуррине ҫеҫ пӗлеймен — уҫса пӑхма пачӑшкӑ чарнӑ.
Тӗллев — чи лайӑххи пуласси // Ирина КУЗЬМИНА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 7-8 стр.


