Corpus of the Chuvash language

Short

Ӗҫпе тивӗҫтернӗ айӑпланнисен йышне ӳстерессине учрежденире дисциплинӑна ҫирӗплетмелли пӗртен-пӗр ҫул-йӗр тесе йышӑнтӑмӑр: ӗҫлеме хирӗҫленӗ кашни тӗслӗхре айӑпланнисене тытса тӑрассипе, апатлантарассипе ҫыхӑннӑ тӑкаксене хӑйсенчен шыраса илес ыйтӑва ҫӗклерӗмӗр.

Help to translate

Репресси органӗ мар, тӳлевсӗр адвокат // Виктория Вышинская. «Тӑван Ен», 2017.11.16

«Малалла ку ӗҫе унӑн мӑшӑрӗ – Раиса Ефимовна Пугачева йӗркелесе пынӑ. Ку тытӑмра вӑл пӗтӗмпе 27 ҫул ӗҫленӗ. Библиотека ӗҫне юратни унӑн кӗҫӗн йӑмӑкне – манӑн аннене Валентина Ефимовнӑна куҫнӑ», - йӑл кулӑпа каласа парать тӗп библиотекарь сӑмах ҫывӑх ҫынни ҫине ҫитсен.

Help to translate

Юратнӑ ӗҫ темиҫе ӑрӑва пӗрлештерет // М.МИХАЙЛОВА. http://alikovopress.ru/yuratna-ec-temice ... teret.html

Анчах тул енчен сӑнаса тӑнӑ чирлисенчен пӗри — ҫамрӑк кӑна хӗрарӑм ӑна пӗррех пуҫӗнчен щетка аврипе хаплаттарнӑ, ҫав вӑхӑтрах шалтан тепӗр милиционер вӑрра урисенчен ҫулса илнӗ, — Демахин кайсан вӗсем коридортан кӗмелли алӑка ҫаклатнине ҫӗмӗрсе пӳлӗме кӗнӗ иккен…

Help to translate

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Февраль варринче Пишпӳлекри Культура керменӗнчи Халӑх пултарулӑхӗн галерейинче тавралӑха сисӗмлӗ туякан, тавралӑха юратакан, опытлӑ фотоаппаратпа ӳкерме юратаканӑн Ситекри Иван Константинович Григорьевӑн «Манӑн пӗчӗк Тӑван ҫӗршывӑм» сӑнӳкерчӗксен куравӗ иртнӗ.

Help to translate

Сӑнӳкерчӗк ӑсти // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/kultura/2025 ... ti-4135785

Республика Правительстви пулӑшнипе Чӑваш Республикинчи Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне, Раҫҫей Федерацийӗнчи педагогпа вӗрентекен ҫулталӑкне, чӑвашсене ҫутта кӑлараканӑмӑра Иван Яковлевич Яковлев 175 ҫул тултарнине халалланӑ проектсемпе мероприятисене пурнӑҫа кӗртнӗ.

Help to translate

Чӑваш Енре ачасене хушма пӗлӳ пама пин ытла вырӑн кӑҫал йӗркелӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/01/31/chav ... in-itla-vi

Радиограммӑсем тӑрӑх вӑл ӗҫ ҫыннисене Совет влаҫӗ ҫирӗпленсе пыни ҫинчен информацисем парса тӑнӑ, ют ҫӗршывсенчи пресса Совет влаҫӗ ҫинчен элек сарнине критикленӗ, вырӑнти влаҫсем ҫӗнӗ декретсене мӗнле ӑнланмаллине тата вӗсене мӗнле пурнӑҫламаллине кӑтартса панӑ.

Help to translate

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

«Тӑван Атӑл» альманах редакцийӗ, хӑйӗн пур вулаканӗсемпе пӗрле, ӑна аллӑ ҫул тултарнӑ ятпа хӗрӳллӗн саламлать, малашне тата тухӑҫлӑрах ӗҫлеме, коммунизм тӑвакан халӑх валли татах нумай паха произведенисем, кӗрешӗве чӗнекен лайӑх кӗнекесем ҫырма ырлӑх-сывлӑх сунать.

Help to translate

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Тахҫан авал ирсӗр, кӗвӗҫӳллӗ француз, саранча пек, вӑрҫӑпа килсе тухнӑ кунта, Мускав таран ҫитнӗ, хулана ҫунтарса янӑ, унтан, выҫса ҫитсен, Кутузовран тарма тытӑннӑ, кунта ӑна вырӑс сивви ҫитсе кутран ҫапнӑ та ҫур миллионлӑ «Аслӑ ҫарне» ҫухатса ҫаврӑнса пӑхмасӑр тарнӑ.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Округри 14 субъектран Чӑваш Енре сивӗ шывшӑн тата пурӑнмалли вырӑнтан хура шыва юхтарса кӑларнӑшӑн тӳлев чи пӗчӗкки, вӗри шыв тӳлевӗпе республика пӗчӗк хаклисен йышӗнче, электричество тӳлевӗпе — 3-мӗшӗнче, пурӑнмалли вырӑна хутса ӑшӑтнӑшӑн хуракан хакпа — 4-мӗшӗнче.

Help to translate

Коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсем ӳсеҫҫӗ-и? // Альбина ЕГОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Эпир равнодействующи лекнӗ точка урлӑ ҫавӑрӑну тӗнӗлӗ каять, тесе шутлама пултаратпӑр; ҫак тӗнӗл тӗлӗшӗнчен вара япалана сехет стрелки майлӑ ҫавӑракан вӑйсен моменчӗсен сумми япалана сехет стрелкине хирӗҫле майлӑ ҫавӑракан вӑйсен моменчӗн суммипе пӗртан пулмалла.

Help to translate

3. Вӑй моменчӗ ҫинчен ӑнлантарни // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Республика Пуҫлӑхӗ Чӑвашстатӑн, ЧР Ял хуҫалӑх министерствин, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен тата массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ҫавна май пуҫаруллӑрах ӗҫлемеллине палӑртрӗ: хуҫалӑхӑн пӗчӗк мар формисене федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн хушма налук хума пултараймаҫҫӗ.

Help to translate

Ҫӗр ҫыннин ырлӑхӗшӗнех пӗлтерӗшлӗ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Палӑртнӑ мероприятие халӑх вӗрентекенӗ тата тава тивӗҫлӗ вӗрентекен хисеплӗ ятсене тивӗҫнисем, педагогика династийӗн представителӗсем, педагогика ӗҫӗн хисеплӗ ветеранӗсем, ҫамрӑк вӗрентекенсем тата професси ӗҫ-хӗлӗнче пысӑк кӑтартусемпе палӑрнӑ ҫынсем хутшӑннӑ.

Help to translate

Олег Николаев Чӑваш Республикинче Педагогпа наставник ҫулталӑкне старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/31/oleg ... gogpa-nast

Ҫакӑнта кӑтартнӑ пайсемсӗр пуҫне, тропосферӑра пӗрлешсе пӗлӗт е тӗтре формине йышӑннӑ вӗтӗ шыв тумламӗсемпе пӑр пайӗсем, минералсен тусанӗсем (вулканла тусан, хӑйӑр, хӑрӑм, тӑварсем) е органически тусансем, ку шутрах кӑмпасемпе бактерисем, спорӑсем пулма пултараҫҫӗ.

Help to translate

III. Гидро- тата аэродинамика // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Экстремизмпа терроризма профилактика енӗпе ӗҫлекен программа шайӗнче ҫамрӑксен хутлӑхӗнче «Планета ҫинче мир — телейлӗ ачасем», Калинин ял совечӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен специалисчӗ А.Д. Зиганшина «Эпир пӗлмелле тата асра тытмалла» терроризм ҫинчен калаҫу ирттернӗ.

Help to translate

Калинин ял Советӗнче терроризм ҫинчен калаҫу ирттернӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/terrora-khir ... rn-4056051

Энӗшпуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ А.Яковлев Анатолий Григорьевича ҫак пулӑмпа ӑшшӑн саламласа хӗрлӗ хӑю ҫыхса ячӗ, хисеплӗ ята тивӗҫнине ҫирӗплетекен удостоверени пачӗ, ял аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парас ӗҫе хутшӑннӑшӑн тав турӗ.

Help to translate

Тинӗс Ҫар Флочӗ – Раҫҫей хӑватлӑхӗн символӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9680-tin-s-c ... h-n-simvol

Пултарулӑх союзӗсен /писательсен, художниксен, архитекторсен, композиторсен тата ыттисен те/ тӗп тӗллевӗсем пурин те пӗрешкел — пӗр ӗмӗт-шухӑшпа пурӑнакансен ӗҫ-хӗлне лайӑхлатасси, йывӑрлӑха лекнӗ ӗҫтешсене пулӑшасси, ҫамрӑксене ӑсталӑха ӳстерме хавхалантарасси...

Help to translate

Савӑнӑҫ, киленӗҫ кӳрекенсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Хальхи вӑхӑтра «Яснана» ҫитмелли ҫула тӑваҫҫӗ, «Чувашавтодор» панкрута каяс процедурӑна пуҫланӑ май тивӗҫне пурнӑҫласа пӗтереймен, ҫавна май ӑна халь «Гарант» строительство компанийӗ хӑй ҫине илнӗ, икӗ эрне каялла пуҫланӑ ӗҫсене уйӑхра пӗтерме планлать подрядчик.

Help to translate

«Ясна» хута кайма хатӗрленет // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Производство процесӗнче усӑсӑр хускалусем тӑвас ӗҫе сахаллатас, ӗҫхатӗрне тӗрӗсрех тата хӑвӑртрах ӗҫлемелле тӑвас тесе, этем ӗҫхатӗрне, вӑйсӑр та тӗрӗс мар алӑпа тытса ӗҫлес вырӑнне, пӗр-пӗр паллӑ тата хӑвӑрт хускалусем тума пултаракан тепӗр япала ҫумне ҫирӗплетнӗ.

Help to translate

Ансат механизмсем ҫинчи вӑйсен равновесийӗн условийӗсем тата вӑл механизмсем ҫинчи ӗҫсен законӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

ЧР культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев пӗлтернӗ тӑрӑх - палӑртнӑ вӑхӑтра асӑннӑ юбилейсемпе ҫыхӑннӑ тӗп мероприятисен планне улшӑнусем кӗртес тӗлӗшпе Чӑваш Ен Культура министерстви сӗнӳсем тӑратнӑ.

Help to translate

Ӗҫ планне улшӑнусем кӗртнӗ // Н.ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Пысӑкрах вӑйне, F₂ вӑя, икӗ хушӑнакан вӑй ҫине уйӑрар, вӗсенчен пӗри F₁-пе тан пултӑр тата унпа пӗр А₁ точкӑна лектӗр; апла вара тепӗр хушӑнакан вӑй F₂ — F₁ разноҫпа тан пулать, вӑл F₂ вӑйран тепӗр енче, О точкӑна, мӗнле вырнаҫса тӑни халлӗхе паллӑмарскере, лексе тӑрать.

Help to translate

1. Пӗр-пӗринпе шайлашса тӑракан вӑйсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed