Short
4. Ҫуллахи сывлӑха ҫирӗплетмелли учрежденисем пур организацисемпе учрежденисен ертӳҫисен вӗсене уҫас умӗн йӗри-таврари территорие кӑшлакан чӗрчунсен йышне тата вӗсем хантавируспа сиенленнине пӗлме лайӑх тӗрӗслессине йӗркелемелле; ҫывӑхри вӑрмана (учреждени тавра 500 метр радиус зонӑра) ҫӳп-ҫапран, ӳкнӗ туратсенчен, шанкӑран, вӗтӗ хунавсенчен тасатассине йӗркелемелле; хуҫалӑх хуралтисемпе пурӑнмалли ҫурт-йӗре кӑшлакан чӗрчунсем лекесрен мӗнпур шӑтӑк-ҫурӑка хуплаттармалла; учреждени территорийӗнче тата хуралтӑсенче шӑши евӗр кӑшлакан чӗрчунсене пӗтерессине йӗркелемелле; 500 метр радиуслӑ зонӑра наркӑмӑшлӑ им-ҫам хуртармалла; вырӑн таврашӗсене ятарлӑ камерӑра вӗретессине тата хуралтӑсенче нӳрӗ дезинфекци ирттерессине йӗркелемелле.
Геморраги сивчирӗнчен асӑрханӑр // Алина ЛУКИЯНОВА. Сывлӑх, 2015.06.03
Вара вӑл нумай пулмасть вуланӑ сӑмахсене аса илчӗ: «Высоко в горы вполз Уж и лег там в сыром ущелье, свернувшись в узел и глядя в море. Вдруг в то ущелье, где Уж свернулся, пал с неба Сокол с разбитой грудью, в крови на перьях… О, если б в небо хоть раз подняться!.. Врага прижал бы я… к ранам груди и… захлебнулся б моей он кровью… О, счастье битвы!.. Безумству храбрых поем мы славу! Безумство храбрых — вот мудрость жизни! О смелый Сокол! В бою с врагами истек ты кровью… Но будет время — и капли крови твоей горячей, как искры, вспыхнут во мраке жизни и много смелых сердец зажгут безумной жаждой свободы, света! Пускай ты умер!.. Но в песне смелых и сильных духом всегда ты будешь живым примером, призывом гордым к свободе, к свету! Безумству храбрых поем мы песню!..»
XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
«— ҫырнӑ республика Пуҫлӑхӗ официаллӑ аккаунтсенчи хӑйӗн страницисенче. Чаплӑ пианист, Раҫҫей халӑх артисчӗ Денис Мацуев тата чаплӑ актер, Раҫҫей халӑх артисчӗ Сергей Безруков Уфара Федор Шаляпин ячӗпе хисепленекен музыка Музейне ҫитсе курнӑ. «Вӗсем пирӗн пата музыка фестивалӗпе тата Уфа 450 ҫул тултарнӑ ятпа мероприятисен шайӗнче ҫӗнӗ постановкӑпа килнӗ. Музей хӑнасене килӗшнӗшӗн эпӗ савӑнатӑп. Вӑл пысӑках мар, анчах питӗ хӑтлӑ, — палӑртнӑ Радий Хабиров. — Денис Леонидовичпа Сергей Витальевича Уфара вӗсен концерчӗсемпе спектаклӗсемшӗн, пӗтӗмӗшпе илсен, Пушкӑртстана тимленӗшӗн тав тӑватӑп. Пирӗн ҫынсен столицӑри концертсемпе спектакльсен атмосферине путма, пирӗн ҫӗршывӑн аслӑ культурине тӳрех хамӑр республикӑра сӗртӗнме май пурри питӗ пӗлтерӗшлӗ».
Радий Хабиров Сергей Безруковпа Денис Мацуева наградӑлани ҫинчен калакан указ ҫине алӑ пуснӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... sn-3792589
Унта Александр Николаевӑн амӑшӗпе ашшӗ — Галина Николаевнӑпа Николай Нефалимович, тӑванӗсем, юлташӗсем, ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн руководителӗн пӗрремӗш заместителӗ Владимир Степанов, РФ Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чикӗ хуралӗн Управленийӗн сотрудникӗ Виталий Рупышев, РФ Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Республикинчи Управленийӗн начальникӗн заместителӗ Сергей Баранов, Вӑрмар муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Василий Шигильдеев, «Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем» патшалӑх фончӗн регионти филиалӗн руководителӗ Елена Зайцева, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Леонид Пронин, ЧР Пуҫлӑхӗн коррупцие хирӗҫ кӗрешекен Управленийӗн начальникӗ Петр Куприн, Тихвински Турамӑш турӑшӗ ячӗллӗ Мӑнҫырмари чиркӳ настоятелӗ Леонид Ермолаев протоиерей тата ыттисем те хутшӑнчӗҫ.
Кӗтеснерти шкула Александр Николаевич Николаев аслӑ лейтенантӑн ятне парассипе торжествӑлла мероприяти иртрӗ // Вӑрмар тӑрӑхӗ. http://gazeta1931.ru/urmary/12014-k-tesn ... iyati-irtr
Ӳсекен ӑрӑва вӗрентес, тивӗҫлӗ воспитани парас енӗпе нумай ҫул ырми-канми тӑрӑшнӑшӑн Комсомольски 2-мӗш шкулӗн социаллӑ педагогне Г.Н.Волковӑна, Урмаел вӑтам шкулӗн математика учительне Л.Г.Гельметдиновӑна, Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн чӑваш чӗлхипе литературин учительне С.А.Жуковӑна, Тукай Мишер вӑтам шкулӗн кӗҫӗн классен вӗрентекенне А.А.Зинетуллинӑна, «Колосок» ача сачӗн аслӑ воспитательне Т.Р.Каримуллинӑна, Нӗркеҫ вӑтам шкулӗн математика учительне Н.Ю.Константиновӑна, Хырхӗрри тӗп шкулӗн географи, чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенне И.М.Степановӑна, Асанкасси вӑтам шкулӗн директорне А.И.Филиппова, Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнчи вырӑс чӗлхипе литературин учительне Н.В.Филипповӑна Чӑваш Республикин Вӗрентӳ министерствин Хисеп грамотине парса чысланӑ.
Умра — ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d1%83%d0%b ... %bb%d3%97/
Мероприятие Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ - Чӑваш Республикин экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ - ялхуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ - сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов, Чӑваш Республикин финанс министрӗ Михаил Ноздряков, Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ Максим Иванов, Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова, Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева, Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Владимир Мурайкинпа Николай Малов тата округра тӗрлӗ тытӑмра тӑрӑшакансем хутшӑнчӗҫ.
Курӑмлӑ ырӑ улшӑнусем нумай // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/15883 ... usem-numaj
Каярахпа пире улӑштарма тепӗр ушкӑн килетчӗ«. Блиндажсенче пурӑнаҫҫӗ. Вӗсене хӑйсем ҫӗр чавса хатӗрлеҫҫӗ. Ҫӑвӑнмалли мунча ӑсталаҫҫӗ. Пусӑ та чавнӑ. Шывсӑр пурӑнма ҫук. Апатне хӑйсемех пӗҫереҫҫӗ. Продукчӗсемпе ҫителӗклех тивӗҫтернине палӑртать. Гуманитари пулӑшӑвӗ те ҫитнине калать. Ятран яракан посылкӑсем хуҫисене тупаҫҫех. Сител халӑхне мухтать. Тивӗҫлӗ пулӑшушӑн тав тӑвать. Уйрӑмах ку енӗпе Раиса Прискина пуҫаруллӑ пулнине палӑртать. Вӑл йӗркелесе янӑ-мӗн малтан ҫак ӗҫе. Маскировка сеткисене ырлать. Вӗсене тата та тата ҫыхма ыйтать. Пӗрне-пӗри юлташсем сӑмахсӑрах ӑнланаҫҫӗ. Пӗр ҫапӑҫура вӗсем вӑрманта 2 эрне неонацистсене малалла кайма памасӑр тытса тӑнӑ. Вилӗмпе куҫа-куҫӑн пулсан та пӗри те тарма та, парӑнма та шутламан. Ҫакӑншӑн «Паттӑрлӑхшӑн» медале тивӗҫнӗ.
"Ман Раҫҫейӗм нихҫан тӑшмана парӑнман" // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51310-man- ... a-par-nman
Юрий Исаев монографийӗнче ытти йывӑҫ (пурӗ 15) ҫинчен те кӑсӑклине нумай пӗлеетӗн: вӗрене пуртӑ аври; йӑмралӑхра курак та ҫӑвар тулли кӑшкӑрать; йӗлме йӗлтӗр — йӑлтӑр-ялтӑр, шуса тухрӑмӑр хире; кав(ӑ)рӑҫран тукӑн аваҫҫӗ; шалта — тимӗр, тулта — мимӗр (катӑркас ҫырли); кетӑр (кедр) — вӗт мӑйӑр йывӑҫҫи; пилеш йывӑҫҫинчен выльӑхсене усал ан ертӗр тесе хӗрес туса ҫакса яраҫҫӗ; пихтӑран (шур чӑрӑшран) хими меслечӗпе 20 пин ытла япала тӑваҫҫӗ; тирек (тополь) уйгурсемпе хакассен те тирек; хурамапа юман лартнӑ ҫын йывӑҫсем хӑй мӑйӗ пысӑкӑш пулсан вилет тет; хурӑн хуллипе выльӑха ҫапмаҫҫӗ, выльӑх хӗсӗр пулать, ӗрчемест теҫҫӗ; хырӑмсем хыр тӑрринче лараҫҫӗ; ой варринче вӑрӑм чӑршӑ (чӑрӑш), вӑрӑм чӑршӑра лӑш торат, лӑш торатра сар кокку (куккук), сарӑла-сарӑла вӑл атат, ҫа та полат перӗн инки.
Юман-аттепе ҫӑка-анне тата вӗсен ҫемйи // Алексей ЛЕОНТЬЕВ. http://hypar.ru/cv/yuman-attepe-caka-ann ... esen-cemyi
ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ — финанс министрӗ Михаил Ноздряков, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Юрий Попов, ЧР Ача прависем енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй Алевтина Федорова, Федераци налук службин Чӑваш Республикинчи управленийӗн ертӳҫи Николай Гусев, ЧР контрольпе шутлав палатин председателӗ Светлана Аристова, Федераци казначействин Чӑваш Республикинчи управленийӗн ертӳҫи Олимпиада Ананьева, Елчӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый хутшӑннипе иртнӗ ҫак анлӑ ларура вырӑнти тата республика хыснисен кӑҫалхи 6 уйӑхри кӑтартӑвӗсем, налук саккунӗсене федераци шайӗнче улшӑну кӗртни, вӗрентӳ тытӑмӗнче укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерессине лайӑхлатасси, суд акчӗсене муниципалитетсенче пурнӑҫлассин чӑрмавӗсем тата ытти ыйтусем ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ.
Елчӗкре — финанс министерствин анлӑ ларӑвӗ // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... b0%d1%80a/
Патӑрьелӗнче Асӑнупа хурлӑх кунӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑк умӗнчи ӗмӗрлӗх хӗлхемӗ умне чечек хунӑ ҫӗре Патӑрьел муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ - тирпей-илем тата территорисене аталантаракан управлени начальникӗ Фениль Алиуллов, Улатӑр Епархийӗн миссионерсен уйрӑмӗн председателӗ Сергий Горохов диакон, Улатӑрпа Пӑрачкав епархийӗн благочиннӑйӗ, Турӑ Амӑшӗн «Державная» иконӗ ячӗллӗ Патӑрьелӗнчи чиркӳ настоятелӗ Александр Синяков иерей, Чӑваш Енри мӑсӑльмансен тӗн управленийӗн представителӗ Минхарис хазрат Мясогутов, Патӑрьел тата Шӑмӑршӑ районӗсен ҫар комиссарӗ Вячеслав Илюткин, Раҫҫей Федерацийӗнчи Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсен ветеранӗсен Патӑрьел муниципалитет округӗнчи председателӗ Сергей Шадиряков, ял-йыш хутшӑннӑ.
Ҫӗршыв историйӗшӗн паллӑ кун // Авангард. https://avangard-21.ru/gazeta/54091-c-rs ... n-pall-kun
Александр КРАСНОВ, Вӑрмар муниципаллӑ округӗн администрацийӗн культура, социаллӑ аталану тата спорт пайӗн начальникӗ: «Владимир Путин Раҫҫей Президенчӗн должноҫне официаллӑ йышӑнни — пӗтӗм ҫӗршывшӑн, кунта пурӑнакан кашни ҫыншӑн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм. Вӑл пӗтӗм халӑх умӗнче кашни ҫыннӑн тата гражданинӑн правипе ирӗклӗхне хисеплеме тата хураллама, Раҫҫей Конституцине пӑхӑнма тата хӳтӗлеме, патшалӑхӑн суверенитечӗпе никама пӑхӑнманлӑхне, хӑрушсӑрлӑхӗпе пӗрлӗхне хӳтӗлеме, халӑхшӑн чунтан парӑнса ӗҫлеме тупа турӗ. Раҫҫей лидерӗ патшалӑх Президенчӗн должноҫӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ май вӑл ҫӗршыва парӑннине хӑйӗн ӗҫӗ урлӑ ҫирӗплетнине палӑртас килет. Путинпа пӗрле пирӗн ҫӗршыв ҫӑмӑл мар тапхӑрсене ҫӗнтерсе аталану еннелле утать, Раҫҫей чӑннипех те вӑйлӑ патшалӑх пулса тӑнӑ».
Владимир Путин Раҫҫей Президенчӗн должноҫне официаллӑ йышӑнни — пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм // Хӗрлӗ Ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/11943-vladim ... -shl-pul-m
Эпӗ хӑвӑрт кӑна антӑм та: «Эсир мӗн тума машинӑна силлетӗр? - терӗм. Вӗсем мана хӑвӑртрах каялла ларма хушрӗҫ те малалла ҫул тытрӑмӑр. Ҫурт сирпӗннӗ май сывлӑш хумӗ пирӗн пата ҫитсе техникӑна силленӗ иккен, - аса илчӗ виҫӗ ача амӑшӗ. Калаҫса ларнӑ май Алина Владимировна салтаксем валли пухнӑ япаласене хӑш машинӑна хумаллине, кайран кама памаллине, ӑҫта тӑратса хӑвармаллине сӑнаса тӑчӗ. Ҫав вӑхӑтрах салтаксене маскировка сечӗсем питӗ кирлине, ӑна ҫанталӑка кура хатӗрлемеллине каларӗ. Курск тата Белгород енчи салтаксем валли япаласем тиенӗ икӗ машина ҫула тухрӗ. Алина Владмировна та хальхинче неонацистсене хирӗҫ кӗрешекенсем патне ашшӗ-амӑшӗн ӑшшине валеҫме кайрӗ. Хушса ҫырни: материала пичете хатӗрленӗ вӑхӑтра «СВОи Батыревский район» волонтерӗсем тӑван тӑрӑха каялла таврӑнчӗҫ.
Тыл ҫирӗп чухне салтаксене те ҫӑмӑл // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52101-tyl- ... e-te-c-m-l
Паллӑ пулӑма Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» политика партийӗн регионти уйрӑмӗн Секретарӗ Леонид Черкесов, «СПРАВЕДЛИВАЯ РОССИЯ – ПАТРИОТЫ – ЗА ПРАВДУ» политика партийӗн регионти уйрӑмӗн Председателӗн ҫумӗ Федор Степанов, «КОММУНИСТИЧЕСКАЯ ПАРТИЯ РОССИЙСКОЙ ФЕДЕРАЦИИ» фракцийӗн ертӳҫи Алексей Шурчанов, ЛДПР Политика паритийӗн регионти уйрӑмӗн ертӳҫин ҫумӗ Эдуард Петров, «РОССИЙСКАЯ ПАРТИЯ ПЕНСИОНЕРОВ ЗА СОЦИАЛЬНУЮ СПРАВЕДЛИВОСТЬ» Политика партийӗн Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗн председателӗ, «ПАРТИЯ ПЕНСИОНЕРОВ» фракцийӗн ертӳҫи Николай Степанов, «НОВЫЕ ЛЮДИ» Политика партийӗн регионти уйрӑмӗн секретарӗ Ксения Семенова, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Евгений Кадышев хутшӑннӑ, уяв ячӗпе пухӑннисене ӑшшӑн саламланӑ, малашлӑха шанчӑклӑн пӑхма суннӑ.
Раҫҫей кунӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев республикӑри 12 шкул ачине паспорт парса чысланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/13/racc ... kolaev-res
«Ирӗн-каҫӑн ывӑлӑмшӑн кӗл тӑватӑп, кулленех чиркӗве ҫӳретӗп. Турӑ сыхлатӑр, упратӑр ӑна, тӑван киле тӗрӗс-тӗкел ҫаврӑнса ҫитме пулӑштӑр, сывлӑх патӑр. Мӑшӑрӗ Таня Женьӑна питӗ кӗтет, пуҫне усма памасть, ӑшӑ сӑмахпа хавхалантарать, тӗрев парать, — тет Галина Петровна. — Тӑвансемпе юлташсем те пулӑшса пыраҫҫӗ. Акӑ, Женя СВОра УАЗ автомашина /буханка теҫҫӗ туяннӑ пулнӑ, анчах снаряд ӳкнипе вӑл ҫӗмӗрӗлсе пӗтнӗ. Женьӑн юлташӗсем машинӑна хамӑр яла илсе ҫитерчӗҫ, халӗ ӑна юсассипе ӗҫлеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне гуманитарлӑ пулӑшу кӳрекенсен, маскировка сеткисем ҫыхакансен ырӑ ӗҫне палӑртас килет. Акӑ, кӑҫал Ҫимӗкре отпуска килсен хамӑр ял активисчӗсем Женьӑна 6 метрлӑ 2 максировка сетки парса ячӗҫ. Вӗсене те, ытти ҫынсене те пысӑк тав сӑмахӗ калатӑп. Йывӑр вӑхӑтра халӑх пӗр чӑмӑрта пулни ҫав тери пӗлтерӗшлӗ».
Ҫар задачисене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлать // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/12351-car-za ... -purn-clat
Унта ҫапла каланӑ: 1) терминсем тумалли тӗп материал — тӑван чӗлхе, унӑн диалекчӗсемпе вырӑнти калаҫӑвӗсем; 2) кирлӗ пулсан, манӑҫа тухнӑ е манӑҫа туха пуҫланӑ сӑмахсемпе, вӗсен семантикине улӑштармасӑр е улӑштарса, термин пӗлтерӗшӗпе усӑ курма юрать; 3) тӑван чӗлхере термин тума юрӑхлӑ сӑмах тупӑнмасан, аффикссемпе е хутлӑ сӑмах мелӗпе усӑ курса, ҫӗнӗ сӑмах термин тумалла; 4) тӑван чӗлхе хатӗрӗсенчен те, унӑн вырӑнти калаҫӑвӗсенчен те термин тума май килмесен, ҫав термина урӑх чӗлхерен йышӑнмалла; 5) ытти чӗлхесенче сарӑлнӑ интернационаллӑ сӑмахсене куҫармасӑрах йышӑнмалла; 6) литературӑра терминсемпе усӑ курнӑ чух ҫав литературӑна кам валли ҫырнине асра тытмалла, халӑхӑн анлӑ масси валли ҫырнӑ чух урӑх чӗлхе терминӗсемпе, ҫавӑн пекех ансӑр специальность терминӗсемпе сахалтарах усӑ курмалла.
Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.
Ӑна тӑсса янӑ ӳкерчӗксенчен (тӗслӗхе, ҫул ҫинчи нушасене ӗртӗ пахалӑхне чакармасӑрах кӗскетме пулать), ҫакса янӑ кирлеми сӑмахсенчен тата пуплевсенчен тасатсан (сӑмахран, хамӑр историе варалан вырӑнсенчен — «курайман Совет влаҫӗ», «халӑх ылханакан вӑтӑрмӗш ҫулта», «коммунистсем хӑйсен хура ӗҫӗсене ҫӗрле тунӑ», «хӑнкӑласем совет влаҫӗ пекех хыттӑн ҫыртрӗҫ»; эстетикӑпа килӗшмен («лӑкаса хӑвартӑн», «тула ларма тахҫанах вӑхӑт ҫитнӗ…» пеккисене) тата ача пӑрахтармалли инструкцие, минтер википедине катертсен, ун вырӑнне «Корсаковсен вунтӑватӑ вилӗм хучӗ, Самаркинсен йӑхӗнчен ҫеҫ вунвиҫ тӑван вӑрҫӑра ӗмӗрлӗхех юлнӑ» тени мӗне пӗлтернине философилесе парсан, Веселина Кузнецова сӑваплӑ вӑрҫа хирӗҫ тӗрӗс вӑрҫӑ пуҫланине лайӑхрах ӑнланма, унӑн тӳре-шарана хирӗҫ пӑлхавне тӳрре кӑларма пулатчӗ.
«Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман тавра // Виталий Станьял. https://chuvash.org/blogs/comments/4943.html
«Республика экономикине тӗреклетмешкӗн пултарнӑ тата май килнӗ таран хутшӑнатпӑр, - тет Юрий Ефимович. - Обществӑн виҫӗ предприятийӗ ӗҫлет. Шупашкарта газ плити валли электрозажигалка, оборудование розеткӑпа ҫыхӑнтармалли тӗрлӗ йышши шнур пухаҫҫӗ. Канаш хулинчи предприятире вырӑн таврашӗн пуххине, алшӑлли, ӗҫ тумӗ, йӑлара тата кулленхи ӗҫре усӑ курмалли щеткӑсем ӑсталаҫҫӗ. Малтанхи ҫулсенче картон цехӗ кал-кал ӗҫленӗ - торт курупкисем хатӗрленӗ. Самана таппипе тан пыраймарӑмӑр. Вӗсене илемлетсе кӑлармашкӑн тӗрлӗ тӗспе ҫапакан полиграфи оборудованийӗ пулманнипе асӑннӑ производствӑна хупма тиврӗ. Куҫ курманнисен Улатӑрти предприятийӗн саккасӗсемпе те мухтанмалли ҫукрах. Хальлӗхе рабочисем электрооборудовани чӗркемӗ хатӗрлеҫҫӗ, Чулхулари автозавод ыйтнипе тӗрлӗ йышши щетка ӑсталаҫҫӗ».
Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
1959 ҫулта терминологи ыйтӑвӗсемпе ирттернӗ Пӗтӗм Союзри канашлура вӑл ҫапла каланӑччӗ: «Необходимо целесообразно сочетать в терминологии конкретного языка собственные (курсивӗ пирӗн. — А.Г. ), интернациональные термины и лексические заимствования из русского и других языков. Вместе с тем надо вести борьбу против неудачных, малопонятных, искусственно созданных терминов… Этот принцип (принцип минимальных расхождений. — А. Г. ) требует, чтобы при создании новых терминов, во-первых, полностью использовались словарный фонд конкретного языка и его словообразовательные возможности (курсивӗ пирӗн. — А. Г. ), и, во-вторых, в необходимых случаях заимствовались соответствующие интернациональные и русские термины, более распространенные и понятные народу, чем малопонятные, искусственно созданные термины».
1 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Унӑн йышӗнче — Чӑваш Республикин юстици министрӗ, юридици наукисен кандидачӗ Надежда Прокопьева, ЧР Патшалӑх Канашӗн Аппарачӗн ертӳҫи, юридици наукисен кандидачӗ Анатолий Ухтияров, республикӑн Адвокатсен палатин вице-президенчӗ Владимир Арапов, РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн йӗркелӳпе тӗрӗслев пайӗн ертӳҫи, юстици подполковникӗ Павел Царев, Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗн геодезипе картографи пайӗн пуҫлӑхӗ Сергей Васюков, РФ ШӖМӗн Чулхулари академийӗн уголовлӑ тата уголовлӑ айӑплава пурнӑҫламалли право кафедрин профессорӗ, юридици наукисен докторӗ, Раҫҫей наукӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, РФ тава тивӗҫлӗ юрисчӗ Александр Кузнецов тата Раҫҫей Федерацийӗн Генеральнӑй прокуратурин наука-тӗпчев академийӗн наука сотрудникӗ, юридици наукисен кандидачӗ Ляля Халиуллина доцент.
Патшалӑхпа право аталанӑвӗн XXI ӗмӗрти ҫивӗч ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ // Вероника ДАВЫДОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
2. Укҫа хакне хытарса пӗр вырӑнта тӑратмашкӑн Канаш ирӗке тӗслӗрен йӗрке тӑвать, вӗсенчен паллӑраххисем акӑ ҫаксем: а) патшалӑхӑн расхутне сахаллантарса пырса нумайӑшне (расхута) вырӑнти расхутсем хушшине кӳртсе ярать (кӗпӗрнесен, уессен, вулӑссен ҫине), ҫав расхутсем хушшине вырӑнти пурӑнӑҫа йӗркере тытса усрамалли расхутсене анчах кӳртет, вӑл расхутсем вырӑнти пурӑнӑҫ валли кирлине пӗлсе тӑрса халӑхӑн тӑнланас пулать те, вӗсене йышӑнас пулать; б) уйрӑм ҫынсене суту-илӳ тума ирӗкленнӗ пирки, патшалӑхри учрежденисенче ҫынсене кирлӗ ӗҫсене туса тӑнӑшӑн тӳлемелле, сапламалла тӑвать; тата в) буржуйсен ушкӑнӗсем каллех шӑтса тухнӑ пирки, экономикӑн ҫӗнӗ политики тухиччен пӗтернӗ налуксене халӗ ҫӗнетет, мӗншӗн тесен пролетарисен патшалӑхӗ валли буржуйсен ҫине хунӑ налук экономикӑшӑн та политикӑшӑн та пурпӗрех кирлӗ.
Финанс налукӗ ҫинчен каламалли тезиссем // Облаҫри парти комитечӗн агитаципе пропаганда пайӗ. Пирӗн юлташ. - 1922. - август—сентябрь. — 1–2№ — 17–18 с.


