Corpus of the Chuvash language

Short

Тепӗр кунне ирхине (хӑй сӗткенӗпе самаях кӳпчесе вӑй илнӗ чӗрӗ тӗнче тӑп; ҫулҫӑсен пӑшӑл-пӑшӑлӗ илтӗнмест; вӗсем тата тӗллӗн-тӗллӗн курӑксем ҫинче типсех ҫитеймен сывлӑм симӗссӗн-хӗрхӗлтемӗн ялтӑрать; кайӑк-кӗшӗк ҫутҫанталӑк ырлӑхӗпе сапӑрланни те палӑрмасть; кӗвӗлнӗ турӑх тӗслӗ шӗвеке пӗлӗтсем ҫӗр каҫа ҫӗр ҫинех «йӑшса йӑтӑнма» ӗлкӗрнӗ, ҫавӑнпа йывӑҫ, курӑк шӑршиллӗ сывлӑш нӳрӗ, йывӑр; катаран, Атӑл ҫинчен сулхӑн варкӑш туртӑнкалать; хулана тирпейлесе илемлетекенсен, ӗҫлеме иплӗ тумланнӑскерсен, ушкӑнӗ ҫӑка вуллисене пурӑ (е акшар?) шӗвекӗпе шуратать), пӗрремӗш экзамена ҫула тухса, вӗсем, Альберт палӑртнӑ автобус-троллейбуссем чарӑнмалли хӳшӗ умӗнче тӗл пулчӗҫ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Унсӑр пуҫне, унӑн ҫӑлкуҫ шывӗ пек таса, ҫав вӑхӑтрах чӑн пурнӑҫ тапса тӑракан пултарулӑхӗ ҫыракансенчен чылайӑшне, ахӑртнех, ӑмсантарнӑ, кӗвӗҫтернӗ те пулӗ — литература пурнӑҫӗнчи хӑш-пӗр тасамарлӑхсем пирки, пултарулӑхӗ хавшак, анчах сӗмсӗрлӗхӗпе влаҫа юраслӑхӗ ытлашшипех ҫыравҫӑсем талантлӑ, тӳрӗ чунлӑ ӗҫтешӗсене епле пӗтерсе пыни ҫинчен тӗлӗнсе каймалла тарӑннӑн ҫырса кӑтартнӑ, ҫӗршыври ҫӗнйӗркелӳ тапхӑрӗнче кӑна ҫырӑнса пичетленме пултарнӑ «Пӗр ухмахӑн юратнӑ сӑмахӗ» повеҫӗнчи Таранов писатель сӑнарӗ, паллах, чылай енчен автобиографиллӗ, унта Николай Мартынов хӑйӗн литература ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ хуйхисуйхине, чун ыратӑвне ҫырса кӑтартни каламасӑрах паллӑ.

Help to translate

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Хутшӑну центрне ҫӳрекенсемпе тӗрлӗ мероприятисем йӗркелеме пулӑшнӑшӑн округ администрацине, территори уйрӑмӗсене, Комсомольскинчи тӗп район больницине, Ача-пӑча искусство шкулне, «Кӗтне» спорт шкулне, централизациленӗ библиотека тытӑмне, централизациленӗ клуб тытӑмне, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел, Комсомольски 1-мӗш тата 2-мӗш вӑтам шкулӗсене, «Радуга» ача садне, пенсионерсен союзӗн вырӑнти уйрӑмне (председателӗ В.Пундяков), инвалидсен обществин вырӑнти уйрӑмне (председателӗ А.Гаврилов), куҫ курманнисен обществин вырӑнти уйрӑмне (председателӗ Г.Михайлов), ветерансен вырӑнти уйрӑмне (председателӗ Ю.Тимофеев), округри волонтерсен юхӑмне (ертӳҫи Ф.Абдрахманова) чӗререн тав тӑватпӑр.

Help to translate

Пӗрле эпир йӑлт тӑваятпӑр // Ирина Самарина. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d0%bf%d3%9 ... %91%d1%80/

Акӑ эпир председатели колхозов ӑнлава чӑвашла колхоз председателӗсем тесе палӑртатпӑр, урӑхла каласан, сӑмахӗ чылай колхоз ҫинчен пырать пулсан та, ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшӗн пӗрремӗш компонентне пӗрреллӗ хисеп формипе калатпӑр, мӗншӗн тесен унӑн нумайлӑ хисеп пӗлтерӗшне иккӗмӗш компоненчӗн (председателӗсем) нумайлӑ хисеп форми хӑйех кӑтартать, ҫавӑнпа та маларах илсе кӑтартнӑ ытти сӑмах ҫаврӑнӑшӗсенче те пӗрремӗш компонентне пӗрреллӗ хисепре ҫеҫ калама кирлӗ: кран машинисчӗсем, экскаватор машинисчӗсем, хуран машинисчӗсем, катушка намотчикӗсем, автомобиль водителӗсем, вагон ҫӑвакан машина, автомобиль юсакан слесарь, трамвай-троллейбус юсакан, автобус ҫӑвакан т. ыт. те.

Help to translate

2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Кун йышши определенисен компоненчӗсем чӑвашла е пӗр пек форма йышӑнаҫҫӗ (акӑлчанла-вырӑсла словарь), е пӗр-пӗринпе -па(-пе) аффикспа ҫыхӑнаҫҫӗ (Венгрипе Совет Союзӗн туслӑхӗ); 2) пӗрремӗш е иккӗмӗш компоненчӗ япала ячӗпе иккӗмӗш е пӗрремӗш компоненчӗ урлӑ (тепӗр компоненчӗн определенийӗ пулса) ҫыхӑнаҫҫӗ, урӑхла каласан, пӗри тепринпе пӑхӑнуллӑ ҫыхӑнура тӑрать (тӗслӗхрен, научно-исследовательский институт, профессионально-техническое училище, химико-технологический факультет т. ыт. те), ҫавӑнпа та вӗсене пӗр-пӗринпе сыпӑнтару союзӗпе ҫыхӑнтарни пӗртте тӗрӗс мар (научная и исследовательская, профессиональная и техническая, химическая и технологическая тени тӗрӗс пулмасть).

Help to translate

3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

«Чӑваш хутлӑхӗн хӗрарӑмӗсем ӗҫченлӗхпе, сӑпайлӑхпа тата тивӗҫе чӗре хушнӑ пек пурнӑҫланипе яланах палӑрса тӑнӑ. Республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине аталантармашкӑн, ентешӗмӗрсен ӑс-хакӑлне тата пултарулӑхне ӳстермешкӗн, вӗсен пурнӑҫӗпе сывлӑхне упрамашкӑн эсир хывакан тӳпе чӑннипех сумлӑ. Ҫитӗнӗвӗрсем пулӑшнипе тӑван ен малашлӑх ҫулне такӑрлатать, йывӑрлӑхсене парӑнтарать, ҫынсен пурнӑҫне ырӑрах тума ӑнтӑлать. Культурӑра ӗҫлетӗр-и, экономика секторӗнче-и, медицинӑра-и, вӗрентӳре-и - ытарайми те илӗртӳллӗ, шанчӑклӑ та тимлӗ туссем пулса тӑратӑр, чунӑр ӑшшипе, ӑс-хакӑл пуянлӑхӗпе кун-ҫула илемлӗрех те хӑтлӑрах тӑватӑр», - палӑртнӑ вӑл чыслав церемонине уҫнӑ май.

Help to translate

Уяв парни - патшалăх награди // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Унта Станислав Сатур хӑйӗн пурнӑҫне Ҫеҫпӗл Мишшин кӗске кун-ҫулӗпе танлаштарса темӗн чухлӗ пӗрпеклӗх тупать: иккӗшӗ те пӗр тӑрӑхра ҫуралнӑ (Ушанарпа Касаккасси Шӗкӗр — юнашар ялсем), пуҫламӑш шкула иккӗшӗ те сакӑр ҫулта кайнӑ, иккӗшӗ те ачаран ура чирӗпе асапланнӑ, икӗ ҫамрӑк ачара пурте пулас ӳнерҫӗсене курнӑ, иккӗшӗ те пӗр ӳсӗмре ҫурма тӑлӑх юлнӑ, иккӗшӗ те сӑвӑҫ чунӗпе ҫут тӗнчене килнӗ, мӗн ачаран купӑс калама юратнӑ, иккӗшӗ те виҫӗ ҫул вӗреннӗ хыҫҫӑн професси илнӗ, Киеври ҫар округӗн вӗренӳ полкӗнче радиопа телеграф ӗҫне вӗреннӗ, иккӗшӗ те ҫамрӑклах вӑрҫӑ тӳссе ирттернӗ, нумай виле курнӑ, Ҫеҫпӗл — юратнӑ ҫыннипе, Сатур пулас мӑшӑрӗпе июнь уйӑхӗнче паллашнӑ тата ытти те.

Help to translate

«Иртни патне эп кӗтӗм ҫула май...» // Галина АНТОНОВА. https://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem ... m-cula-mai

Тата Турра чунтан-вартан ӗненекенсен те ҫӗр ҫинчи телейӗ расна: пӗрисен ӑс-тӑнӗ алтӑрпа ӑсмалӑх, теприсен — пӗчӗк кашӑк ҫинчен ҫулласа илмелӗх е унран та катӑкрах, ҫавна пулах лешсем пурнӑҫа шур ҫӑкӑрпа хура вӑлча ҫисе, тӳрӗ пилӗккӗн пурӑнса ирттереҫҫӗ, кусем вара хура ӗҫре вӗри тар тӑкса е ура айӗнчи ҫӳп-ҫапла таптанса тупнӑ паян пурӑнмалӑх хура ҫӑкӑрпа тӑварсӑр пуҫне нимех те ас тивсе кураймаҫҫӗ; пӗрисем юман пек ҫирӗп, капмар, тапса тӑракан вӑй-халлӑ, теприсем йыт ҫӗмӗрчӗ пек имшер, ҫемҫешке, халсӑр; пӗрисем чун кӗлекен хӑтлӑ сӑн-питлӗ, теприсем — илемсӗр, асси, чӑлах; пӗрисем хӗрӳ, таса юратуллӑ, ача-пӑчаллӑ, теприсем вараланчӑк юратуллӑ е пачах юратусӑр типнӗ хӑрӑк турат…

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Куракансене ҫавӑн пекех Шуркассинчи «Аслут» фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи Владимир Ксенофонтов), Кӳкеҫри «Феерия» вокал ансамблӗ (ертӳҫи Олеся Саксонская), Мӑкӑр ялӗнчи «Туслӑх» фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи Вероника Иванова), Красноармейски районӗн муниципалитет округӗн Иссаковӑри кану центрӗнчи «Ҫӑлкуҫ» ансамблӗн юрӑҫисем Валентина Петровӑпа Геннадий Яковлев (ашшӗ енчи тӑванӗсем), Вӑрнар районӗнчи Чӑрӑш Шӗнерти «Шӗнер ен» юрӑпа ташӑ ушкӑнӗ (ертӳҫи Олег Семенов), Канаш районӗнчи культура керменӗн ертӳҫи Ольга Микушина, Энтриялӗнчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Пинер» фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи Александр Никоноров) ҫыравҫӑ ӗҫӗсемпе хатӗрленӗ юрӑсемпе композицийӗсем уйрӑмах кӑмӑла кайрӗҫ.

Help to translate

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

«Чи малтанах маскировка сеткисене шкулта ҫыхрӑмӑр, вӗренекенсем те пирӗнпе пӗрле ҫыхрӗҫ ун чухне. Кӑштахран клуб ҫуртне куҫрӑмӑр. Сетка ҫыхмалли йывӑҫ станока пире ял старости Станислав Петрович Петров ӑсталаса пачӗ. Ун ҫинче 6х3 м, 3х10 м, 3х12 м, 6х12 м калӑпӑшлӑ маскировка сеткисем ҫыхма пултаратпӑр. Ҫулла симӗс тӗслисем ҫыхатпӑр, хӗлле — сарӑ-хӑмӑр, тӗттӗм симӗс тӗслисем. Маскировка сеткисен никӗсне тата каснӑ лентӑсене Чупай ҫамрӑкӗ Слава Данилов пулӑшнипе Шупашкартан илсе килетпӗр. Паллах, материалсене туянма укҫа-тенкӗ кирлӗ. Кунта вара яла халӑхӗ питӗ пулӑшать. Пурте пӗр шухӑшлӑ пулса кирлӗ суммӑна пуҫтарса параҫҫӗ. Тавах вӗсене пурне те ҫавӑншӑн», — тет Людмила Геннадьевна.

Help to translate

Салтаксене пулӑшасси арапуҫсемшӗн малти вырӑнта // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/12632-saltak ... ti-vyr-nta

Халап мар вӗт-ха вӑл, чӑн япала: чӑваш ачисем Тутаркаса пырса кӗрсен, тутар ачисем вӗсене чулпа пенӗ, хӑйсем чӑваш ялне пырса кӗрсен, лешсем вӗсене ҫӗҫӗпе хӑваланӑ, икӗ ял ҫыннисем пӗр-пӗринне выльӑхӗсене вӑрланӑ, лаша вӑрлани те пулкаланӑ, пасарта-мӗнре ҫапӑҫса кайсан, чӑвашсем тутарсене, тутарсем чӑвашсене вӗлерес пек хӗненӗ, ҫӗрле ҫурчӗсене вут тӗрте-тӗрте янӑ, икӗ ял айккинчи улӑха кашни ҫул тенӗ пекех юнпа хӗретнӗ, утта пӗр ҫулхине, маттуртарах пулса, атӑлкассем ҫулнӑ, тепӗр ҫулхине, пуртӑсемпе хӑратса, тутаркассем пуҫтарса кӗнӗ, лашасемпе выртма каяс умӗн ачасем кашни ҫулах ваттисенчен «Кӑҫал ҫаран камӑн пулать?» тесе ыйтнӑ, выртма кайсан та атӑлкассем килсе тапӑнасса кӗтнӗ.

Help to translate

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫӗпрел лесничествин участокри вӑрманҫине Сагит Зиннурович Махмутова; «АгроТрансПорт» обществӑн тракторист-механизаторне Ильмас Анверович Низамова, Анат Чакӑ ял библиотекин заведующине Владимир Васильевич Токмакова; Тутарстан Республикин Министрсен Кабинечӗн «Государев Амбар» обществӑн ӗҫ сыхлавӗ енӗпе специалистне Лилия Рафаэловна Гиматдинована, «АгроТрансПорт» обществӑн тракторист-механизаторӗсене Юрий Петрович Биктирякова тата Анатолий Петрович Хохлова, «Цильна» обществӑн ветеринари фельдшерне Ильнар Рустемович Ситдикова, хресчен-фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫине Ильгам Диганшинович Халимова Тутарстан Республикин Министрсен Кабинечӗн Тавне тата Тав ҫырӑвӗсене пачӗҫ.

Help to translate

Ӗҫӗсене хисеплесе // Гулия Фаизова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... 1718951634

«Хаҫатра ӗҫлеме татах та интереслӗрехчӗ. Ирхине 5 сехетрех районти ялхуҫалӑх управленийӗн специалисчӗсемпе пӗрле колхозсемпе совхозсенчи фермӑсене ирхи сӑвӑма тухса каяттӑмӑр. Унти лару-тӑрупа тӗплӗн паллашаттӑмӑр. Ҫитменлӗхсене тупса палӑртса, вӗсене ҫийӗнчех пӗтерес тесе район хаҫатӗнче ҫырса кӑтартаттӑмӑр. Фермӑсене - хӗле, ялхуҫалӑх техникине ҫур акине мӗнле хатӗрлени ҫинчен рейд материалӗсем тӑтӑшах ҫыраттӑмӑр. Паллах, критикӑлла материалсем пирки хӑш-пӗр хуҫалӑхсен руководителӗсем кӑмӑллах пулман ӗнтӗ. Хаҫат пулӑшнипе район руководителӗсем ҫавӑн пек пуҫлӑхсене вырӑна лартнӑ, ҫитменлӗхсене ҫывӑх вӑхӑтрах пӗтерме хушнӑ», - калаҫӑва малалла тӑсать Вячеслав Григорьевич.

Help to translate

Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

Вӗсем: С.А.Алиуллов («Дружба»), И.Н.Евгеньев («Гигант»), Н.К.Крылов («Знамя»), Н.Д.Краснов («Россия»), В.Я.Титов («Заветы Ильича»), М.М. Гибатдинов («Алга»), М.М.Сурнаев («Луч»), М.А.Маторин («Заря»), И.Ф. Мулгачев («Урожай»), Т.П.Казаков («Красный Октябрь»), Д.Г.Герасимов («Восток»), В.Т.Краснов («Комсомольский» совхоз), П.И.Сорокин («Агропромхимия»), И.Ф.Гоголев (Комсомольски вӑтам шкулӗ), М.В.Орлов (КПСС парти райкомӗ), М.П.Боровков (сӑра тата тутлӑ шывсен завочӗ), П.П.Порфирьев (РАПО), Г.В.Краснов (МПРЭО), Л.А.Драндров (МПМК), Н.Е.Браницын (райпо), О.И.Кульгеева (РСУ), Т.Г.Краснова («Эмитрон»), В.К.Кудрявцев (РТП), В.Е.Воронов (райӗҫтӑвком), А.А.Микенина (ҫыхӑну узелӗ), А.Г.Скворцова (Комсомольски ял Совечӗ), В.П.Ефремова (РБУ).

Help to translate

Ветерансем паян та стройра // Ю.Тимофеев. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%b2%d0%b ... %80%d0%b0/

РФ Ҫурт-йӗр Кодексӗн 161 статйин 2-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн вӗсем ҫакна виҫӗ меслетпе тума пултараҫҫӗ: хваттерсен шучӗ 30-тан ытларах пулсан патшалӑх ҫуртӗнче пурӑнакансен харпӑрлӑх хуҫисене тӳрремӗнех тытса тӑни (непосредственное управление собственниками помещений в многоквартирном доме, количество в котором составляет не более чем 30); пурӑнмалли ҫурт-йӗр хуҫисен юлташлӑхӗпе е пурӑнмалли ҫурт-йӗр кооперативӗпе е ытти специализациленӗ потребитель кооперативӗпе управленийӗ туни (управление товариществом собственников жилья либо жилищным кооперативом или иным специализированным потребительским кооперативом); организацин управляющийӗн управленийӗ (управление управляющей организацией).

Help to translate

Хуҫасӑр ҫурт юхӑнать // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51869-khuc ... t-yukh-nat

Ку списока тата та малалла тӑсма пулать. Вӗсенчен пӗри вӑл - Елизавета Федоровна Васильева - филологи наукисен кандидачӗ, доцент, Чӑваш Республикин вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ. Ҫынни питӗ ырӑччӗ. Кашниех унӑн ырӑ ятне чӗрере упрать, - терӗ Геннадий Дегтярев хӑйӗн вӗрентекенӗ пирки. Елизавета Васильевӑн ҫутӑ сӑнарне тӑванӗсем, юлташӗсем, хӑй вӑхӑтӗнче ун патӗнче вӗреннӗ, халӗ округри шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем аса илчӗҫ. «Елизавета Федоровна хӑй вӑхӑтӗнчен маларах утнӑ ҫын пулнӑ, ҫавӑнпа та унӑн ӗҫӗсене тӗпчесе те ҫитереймен-ха. Паянхи куна тата икӗ ал ҫырӑвӗ упранать, вӗсене пичетлесен татах пуҫтарӑнса калаҫӑпӑр», - терӗҫ пӗр ҫемьери пек ӑшшӑн иртнӗ тӗлпулӑва вӗҫлесе.

Help to translate

Ырӑ ячӗ халӑхра упранать // Марина МИХАЙЛОВА. https://cv42027.tw1.ru/yira-yache-xalaxr ... ranat.html

Хаҫатсенчен эпир ҫакӑн пек тӗслӗхсем ҫырса илтӗмӗр: ҫуртсем тӑвакан завод, резецсем тӑвакан завод, приборсем тӑвакан завод, машинӑсем тӑвакан завод, вагонсем юсакан завод, ҫурма фабрикатсен комбиначӗ, бульдозерсен машинисчӗсем, автокрансен машинисчӗсем, экскаваторсен машинисчӗсем, хурансен машинисчӗсем, модӑсен ателйи, катушкӑсен намотчикӗ, вагонсем сӳтекен цех, вагонсене ҫуса тасатакан машина, автомобильсен водителӗсем, автомобильсене юсакан слесарьсем, трамвайсемпе троллейбуссене юсакансем, мастерсем-сантехниксем, инженерсем-сметчиксем, инженерсем-водопроводчиксем, оюлицовщиксем-плиточниксем, автобуссене ҫӑвакан, ҫусен (вырӑсла масло) технологийӗ, сувенирсен фабрики, машинӑсен паркӗ.

Help to translate

2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Текстне пӗр улӑштармасӑр илсе кӑтартатӑп: «Прохоров Василий Матвеевич, 1921 ҫулта ҫуралнӑ, рядовой колхозник пулса ӗҫлет, партире тӑмасть. 1946 ҫулта бригадӑри ӗҫсене салатса янӑшӑн бригадиртан кӑларнӑ.1948 ҫулта халиччен пурӗ те 19,8 ӗҫкунӗ кӑна тунӑ. Эпир пурте пӗлетпӗр, вӑл аманса пӗтмен, армире служит туман. Вӑй питти ҫын. Хальхи вӑхӑтра колхозра пачах ӗҫлемест, урӑх ҫын патӗнче платникре ӗҫлесе ҫӳрет тата хӑйшӗн Чиркин лесник патӗнче ӗҫлет. Прохоров Василин арӑмӗ те колхозра ӗҫлемест. Ӗҫкун тумаллли минимума тултарман пулсан та Прохоров Васили 0,25 га улма пахчипе усӑ курать. Вӑл государство умӗнчи парӑмсене пурнӑҫлама пуҫӑнманпа пӗрех. Сӑмахран, сӗт 150 литр вырӑнне пӗр литр та паман. 50 ҫӑмарта та паман».

Help to translate

"Общество приговорӗн" хӗн-хурӗ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51522-obsh ... -kh-n-khur

«Республика пурӑнмалли вырӑн тӑвассипе курӑмлӑ ҫитӗнӳ тӑвать, — терӗ М.Игнатьев. — Кашни ҫын пуҫне ӑна хута ярасси федерацин Атӑлҫи округӗнче малта пыракан регионсен йышӗнче шутланать. Раҫҫей строительство министрӗ Михаил Мень пушӑн 10-мӗшӗнче, эпӗ унпа курнӑҫнӑ чухне, ҫӗршыври ансат мар экономика лару-тӑрӑвне пӑхмасӑр Чӑваш Ен строительстви, вӑл шутра пурӑнмалли вырӑн хута ярассипе, пысӑк калӑпӑшлӑ пулнине палӑртрӗ. Нумай хутлӑ пурӑнмалли ҫуртсем хӑпартассипе пӗлтӗр ӳсӗм ҫулӗпех талпӑннӑ: строительство калӑпӑшӗ 2014 ҫултинчен 19% пысӑкрах. Ҫав вӑхӑтрах хваттер ыйтӑвне татса парас текенсен тупӑшӗ пӗчӗкленнине шута илсе уйрӑм ҫынсем валли пурӑнмалли вырӑн виҫӗмҫулхинчен 29% сахалрах тунине йышӑнатпӑр».

Help to translate

Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Мобильлӗ бригада диспансеризацин пӗрремӗш тапхӑрне кӗрекен ӗҫсене ҫыннӑн ӳсӗмне кура пурнӑҫланӑ: функционаллӑ тата лаборатори диагностики ирттернӗ, ҫав шутра анализсем те илнӗ, куҫӑн шалти юн пусӑмне тӗрӗсленӗ, врач-терапевт консультаци панӑ. Кашни тӑваттӑмӗш ҫыннӑн йывӑр чир пуҫланас хӑрушлӑх пур. Кун пек пациентсене диспансеризацин иккӗмӗш тапхӑрне яратпӑр. Ҫавӑн пекех ӗҫлекенсене флюорографи тата маммографи меллӗ вӑхӑтра тухма май паратпӑр. Почта ӗҫченӗсене чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсенчен сыхланас тесен мӗн тумалли, гипертони кризӗ, ҫивӗч коронарлӑ синдром тата пуҫ мимин юн ҫаврӑнӑшӗ тӑрук пӑсӑлсан мӗнле пӗрремӗш пулӑшу памалли ҫинчен каласа панӑ», — пӗлтерет больницӑн тӗп врачӗ Инна Ефремова.

Help to translate

Ӗҫе пырсах сывлӑха тӗрӗслеҫҫӗ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/28/%d2%ab%d0%b ... %ab%d3%97/

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed