Corpus of the Chuvash language

Short

Ӗҫ ҫулталӑкӗн пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх «Чи лайӑх комбайнер» ята «Канмаш» агрофирмӑн комбайнерӗ Константин Павлов тивӗҫрӗ, «Чи лайӑх механизатор» ятпа «АСК «Канаш» механизаторне Сергей Павлова чысларӗҫ, «Машинӑпа чи лайӑх ӗне сӑвакан» Киров ячӗллӗ ЯХПКра ӗҫлет, вӑл — Елена Тимофеева.

Help to translate

Ял хуҫалӑхӗн тӑрӑшуллӑ ӗҫченӗсене чысларӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2021/10/29/%d1%8f%d0% ... 0%d1%80ec/

Ку ыйтӑва хӑйӗн пӗр статйинче 1971 ҫултах хускатса, М. И. Скворцов тӗрӗс сӗнӳсем панӑччӗ, анчах пичетре ӗҫлекенсем вӗсене ӑша хывмарӗҫ курӑнать: хаҫат-журналта вырӑс чӗлхинчи мӑшӑр определениллӗ терминла сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене паян кунччен те чӑвашла тӗрӗс йӗркелеме пӗлни курӑнмасть.

Help to translate

3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

— Эпӗ кунта лекнӗшӗн, — пӗр енче кӗнеке шкапӗ, ун ҫумӗнче речӗпех — хыҫлӑ пукан, варринче революцичченех тунӑ сӗтел ларакан, тепӗр стена ҫинче Ленинпа Сталин сӑнӗсем ҫакӑнса тӑракан пӳлӗме сулахай аллипе сӗлтсе ҫаврӑнчӗ Никифоров, — эсир, Филимон Петрович, хытӑ тӗлӗнетӗр пулӗ-ха.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вуникӗ ҫул ӗлӗкрех вырӑс ҫыннисем ҫӑлса хӑварчӗҫ Наттала, выҫӑпа касӑхса-пӗтсе ҫитнӗскере; ача ҫуртне ҫитсен, тӑн ҫухатмаллах чирлесе ӳкнӗччӗ вӑл, самайланарахпа куҫне уҫсан, чи малтан ҫумра вырӑс хӗрарӑмне курать, лешӗ Наттала виҫӗ талӑк куҫ хупмасӑр тенешкел пӑхса пурӑннӑ-мӗн…

Help to translate

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Тӗпчевҫӗшӗн пур япалапа пулӑм та кӑсӑклӑ пулнӑ – ҫурт-йӗр те, тумтирсемпе апат-ҫимӗҫ те, мифологи те, уявсемпе тӗрлӗ йӑласем те, халӑх пӗлӗвӗсемпе ӗненӗвӗсем те, тӑван халӑх пултарулӑхӗ те, унӑн обществӑлла пурнӑҫӗ те, ҫемьепе унӑн йӑлисем те, нацисем хушшинчи ҫыхӑнусем те т.ыт. те.

Help to translate

Сӗвемӗн-сӗвемӗн иртсе пыракан чӑваш пурнӑҫӗнчи хурапа шурра 47 ҫул хушши тишкернӗ тарӑн шухӑшлӑ тӗпчевҫӗ // Леонид Атлай. Whatsapp

Станцире пӗр-пӗринпе юнашар тӑракан икӗ поезд ҫинчи ҫынсем пӗлеҫҫӗ: пассажир ларса пыракан поезд хускалса кайсан, тепӗр поезд вырӑнта тӑрса юлать-и, е вӑл пӗр вырӑнта тӑнӑ чухне тепӗр поезд тепӗр еннелле тапранса каять-и, — пассажира икӗ хутӗнче те поезд пӗр пек куҫнӑ пек туйӑнать.

Help to translate

1. Тӳрӗ лини тӑрӑх пулакан движени // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Анатоли хӑй агротехникӑна тӗплех пӗлеймест, анчах агроном каласа панӑ хыҫҫӑн вӑл ҫакна ӑнланчӗ: ҫӗр ку таврара хура, йывӑр, ешӗл ҫӗртмери пӑрҫана, кукурузӑна е кӑшмана пуҫтарса илнӗ хыҫҫӑн сухаласан, вӑл, кӗр тырри акиччен, сахалтан та пӗр вунӑ кун парланса выртмалла, пусӑрӑнмалла.

Help to translate

Саккӑрмӗш сыпӑк // Владимир Садай. В. Л. Садай. Ҫӗр ҫалкуҫ: повеҫсемпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 184 с. — 3–101 с.

Ун ҫинче пакша тирӗнчен ҫӗлетнӗ чаплӑ пальто, хулпуҫҫисем урлӑ хура-хӑмӑр тилӗ уртса янӑ, уринче чӑлт-шурӑ бурки, пуҫӗнче авалхи бояр ҫӗлӗкӗ, аллинче тем шуйттан тирӗнчен ҫӗлетнӗ акӑш-макӑш сумкӑ; тулли питне пудра сапнӑ, куҫ харшине ытла хура сӑрланӑ, тутине хӗп-хӗрлӗ помада сӗрнӗ.

Help to translate

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Ак тамаша, ак япала, — тесе Еххим, магазина кайса, сӑран атӑ туянса килчӗ, швейцара канаш панӑшӑн тав туса, арҫынсен пӳлӗмне тӳрех кӗчӗ, кӑҫаттине хывса батарея ҫине лартрӗ, куҫкӗски умӗнче сухалне якаткаларӗ те хӑналакан зала иртрӗ, хӗрӗнкӗленме ӗлкӗрнӗ Тит Захарча шыраса тупрӗ.

Help to translate

Туйра тукмак йӑванать // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 133–144 с.

Ҫапла вара, обществӑ членӗсемшӗн кашниншӗнех творчествӑлла ӗҫлеме тата вӗренме лайӑх майсем уҫӑлаҫҫӗ; ҫак кирлӗ ӗҫре халӑх пурнӑҫне пурлӑх тӗлӗшӗнчен лайӑхлатса пыни, ӗҫ кунӗ кӗскелни, ҫынсен пурнӑҫӗпе йӑла условийӗсене ҫултан-ҫул лайӑхлатни питех те пысӑк вырӑн йышӑнса тӑрать.

Help to translate

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

хими терминӗсем: ирӗлчӗк, ирӗлнӗ, ирӗлтернӗ, хытӑ (шыв), ҫемҫе (шыв), ҫуллӑ (шыв), тутлӑхлӑ (шыв), тӑраннӑ (ирӗлчӗк), кукӗртлӗ (тимӗр), кӳкӗртлӗрех (тимӗр), таса (тимӗр), тасатман (тимӗр), хумлӑ (тимӗр), хӗснӗ (газ), шӗвӗ (газ), шӗветнӗ (газ), пӗрчӗллӗ (ылтӑн), катӑклӑ (ылтӑн), ҫиекен (япала) т. ыт. те;

Help to translate

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

Чапаев ячӗллӗ колхозри пухура тухса калаҫакан активистсем пурте СССР Верховнӑй Совет Президиумӗн указӗ питӗ вырӑнлӑ пулса тӑнине ырлаҫҫӗ, колхоз ӗҫне хутшӑнман «харам пырсене» чунтан сивлеҫҫӗ, уйрӑммӑн илсен, Василий Прохоровпа Анна Мнейкинана ялтан Ҫӗпӗре ссылкка яма ыйтаҫҫӗ.

Help to translate

"Общество приговорӗн" хӗн-хурӗ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51522-obsh ... -kh-n-khur

Ленин «самӑрӑлса шыҫӑннипе асапланакан», «влаҫра тӑракан вунӑ пин ҫыннӑн» интересӗсемшӗн мар, «ҫӗршывӑн илемӗ, унӑн вӑйӗ, унӑн пуласлӑхӗ» пулса тӑракан миллион тата вуншар миллион ӗҫ ҫыннисен интересӗсемшӗн тӑрӑшакан литературӑ ҫураласси ҫинчен каланӑранпа ҫур ӗмӗр ытла иртрӗ.

Help to translate

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Кӑҫал та ҫурлан 28-мӗшӗнче Канаш муниципаллӑ округӗнче вӗренӳ тытӑмӗнче вӑй хуракансем конференцие пуҫтарӑнса ҫивӗч ыйтусем тавра калаҫнӑ, ҫитес вӗренӳ ҫулӗ валли тӗллевсене палӑртнӑ, иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнче курӑмлӑ кӑтартусемпе палӑрнӑ ӗҫченсене тӗрлӗ шайри наградӑсемпе чысланӑ.

Help to translate

Педагогсем канашланӑ, тӗллевсене палӑртнӑ // Наталья Калашникова. http://kanashen.ru/2023/09/01/%d0%bf%d0% ... %80%d1%82/

— Плана ҫын миҫе ҫултине пӑхса парас пулсан та йӑнӑшатӑн, Валентина тусӑм, — ӑна кӑкӑр тӗлӗнчен пӳрнепе тӗллесех малалла каларӗ Маша, — эсӗ вунҫиччӗре — сана ҫӗр ҫитмӗл деталь, санӑн аннӳ аллӑ пиллӗкре — ӑна вара, сан «идею» тӑрӑх, пилӗкҫӗр аллӑ деталь туса хатӗрлеме хушас пулать.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

«Ырӑ кун», «Ҫӗнтерӳҫӗсем», «Телей», «Пӗчӗк строительсем», «Атӑл», «Ӑмӑрткайӑк», «Тимур тусӗсем», «Республика ирӗ», «Юратнӑ ҫӗр», «Ҫулсем», «Хастар Иван», «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», «Тупа», «Атӑл тапранчӗ», «Ҫӗнтерӳ аки», «Хӗвел ҫулӗ», «Пурнӑҫ илемӗ», «Йӑлӑмри юрӑ», «Тӑван кил», «Ашшӗпе ывӑлӗ»…

Help to translate

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Туй пуҫӗ пулнӑ ҫын ҫамрӑксем ларакан сӗтелтен виҫӗ хут сӑра тултарса ваттисем патне кӗмелле, виҫӗ хут ыйтмалла: «Эпир ҫак ҫурта ҫӗнӗ ҫын илсе килес тетпӗр. Ҫавна илсе килме туй лартас тетпӗр. Ҫав туя лартма рӗскет (пархатар) паратӑр-и», — тесе ыйтмалла («Паратпӑр», — теҫҫӗ ваттисем).

Help to translate

Пушкӑртстан Республикин Федоровка районне кӗрекен Ашкатар ялӗнчи туй йӑли-йӗрки // Лариса Коротаева. https://phsreda.com/e-articles/79/Action ... -43529.pdf

Уҫӑ грузовик ҫинче ларакан колхозниксем Мускав урамӗсене пӑхкаласа пыраҫҫӗ: унта та кунта хӗҫпӑшаллӑ салтаксем стройпа утса иртеҫҫӗ, танксем, шӑналӑк пек пысӑк ҫивиттипе витнӗ пысӑк грузовиксем, пӳрт пысӑкӑш хӑмпӑсем шӑвӑнаҫҫӗ урамсемпе, тӳпене те ҫав хӑмпӑсемех каркаласа илнӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый тунтикун чӗр тавара ӗҫлесе хатӗрлекен «Вӑрнарти СОМ завод» директорӗпе — Федор Волковпа, территори пайӗсен пуҫлӑхӗсемпе тата вырӑнсенче сӗт пухакан хӑш-пӗр уйрӑм предпринимательсемпе куҫа-куҫӑн тӗл пулсан та калаҫу ҫакӑн пирки пычӗ.

Help to translate

Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/

Юхмапа Пӑла тӑрӑхӗнчи аграри ӗҫченӗсем хальхи вӑхӑтра ытти енӗпе те ҫуркуннехи яваплӑ тапхӑра хатӗрленеҫҫӗ: пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсен вӑрлӑхӗсене тӗрӗслеттереҫҫӗ, минераллӑ удобренисем, ҫунтармалли-сӗрмелли материалсем кӳрсе килеҫҫӗ, техникӑна юсаҫҫӗ тата ытти те.

Help to translate

Сухан-севок аллаҫҫӗ, техника юсаҫҫӗ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/52440-sukh ... ika-yusacc

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed