Corpus of the Chuvash language

Short

а) шкулсенче тата шкулчченхи ача-пӑча учрежденийӗсенче, колхозсемпе совхозсенчи, чӑвашсем йышлӑ ӗҫлекен предприятисенчи спорт секцийӗсенче, спорт обществисен организацийӗсенче ӗҫе йӗркелесси, вырӑнсенче ӑмӑртусем ирттересси, производство гимнастикине йӗркелесси;

Help to translate

Спорт терминологине йӗркелес ыйтусем // Л. Г. Улангин, М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 126–131 с.

— Эпир районти хӗрарӑм бизнесне аталантарма, пурлӑх никӗсне ӳстерме, професси предпринимательлӗх хутлӑхне йӗркелеме тата цивилизациллӗ бизнес йӗркелеме, ҫавӑн пекех социаллӑ предпринимательствопа ырлӑх ӳстерме хастар пулӑшатпӑр, - каласа парать Анна Вячеславовна.

Help to translate

Хӗрарӑмла бизнес // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... es-4020243

Ытти колхозниксемшӗн вӑл тӗлӗнтермӗш курӑк ҫеҫ, анчах Липашӑн тата виҫӗ колхозри кок-сагыз бригадисенчи ҫынсемшӗн ҫак илемсӗр курӑк ҫӗрӗн-кунӗн шухӑшлаттаракан япала: тепӗр эрнерен вӗсен ун вӑрлӑхне темиҫе гектар акса хӑвармалла, ҫу каҫиччен ӑна лавӗпе туса илмелле.

Help to translate

ХХII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Шыв хӗррине тухса шӳт хыҫҫӑн шӳт каласа та халӑха култармарӗ, пылпа ҫу пек пурӑнакан мӑшӑрсене хирӗҫтерсе ярса та ятлаҫтармарӗ, ывӑлне чӗнсе кӑларчӗ те: — Картишӗнче чӑх-чӗп ҫӳреми кӑна мар, шӑши хӗсӗнсе тухмалла мар шӑтӑк та ан хӑвар, — терӗ, ӑна тимӗр кӗреҫе тыттарса.

Help to translate

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗлет Вадик крана чарса тӑма юраманнине: крановщица темиҫе хут сигнал парсанах, маҫтӑр чупса килме пултарать, Руфа цемент-бетон шӗвекне хатӗрлекенсемпе калаҫнӑ пулмалла ҫав, пӗр вӗҫӗмсӗр килсе тӑрать бетон, — вӗсем кулленхи нормӑна ирттерсе тултарма тӑрӑшни сисӗнчӗ.

Help to translate

Пирвайхи тӗлпулу // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Августӑн 15-мӗшӗнче Пушкӑрт Республикин административлӑ органсемпе тата спорта аталантарас тӗлешпе ӗҫлекен департамент директорӗ Адус Ягафаров тата юстици ӗҫӗпе республика комитечӗн председателӗн заместителӗ Светлана Ишмуратова ӗҫпе Пишпӳлек районне пырса кайнӑ.

Help to translate

Адус Ягафаровпа Светлана Ишмуратова ӗҫпе Пишпӳлекре пулнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... ln-3888839

Хальхи условисенче кашни совет нацийӗн хӑйне евӗр культура пуянлӑхӗ совет халӑхӗн пӗтӗмӗшле культурине хушӑнать, ӗлӗк тӗрлӗ наци ҫыннисене уйӑрса тӑнӑ чикӗрен пӗр-пӗрне лайӑхрах ӑнланма май паракан, пӗр-пӗринпе ҫывӑхланса тачӑ пӗтӗҫме пулӑшакан фактор пулса тӑрать.

Help to translate

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Пӗрене ҫурӑкӗсенчи вӑрӑм сухаллӑ таракансем: «Мӗне пӗлтерет-ши ку?» тесе, хӗвел ҫути ҫине кӑмӑлсӑррӑн пӑхрӗҫ, хӑшпӗрисем тарма хӑтланчӗҫ, анчах, хӑрушлӑх ҫуккине ӑнланса, ылтӑн туя-хӗвел ури вӗсене инкеке ҫитермессине чухласа, каллех шӑтӑк тӗпне хӗсӗнчӗҫ те лӑпланчӗҫ.

Help to translate

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Час яртарт-тарап сана тенкелпе! — паҫӑртанпах амӑшӗпе ывӑлӗ хушшинчи уҫҫа-хуппа куҫ уҫмасӑр тӑнласа выртаканскер, лешӗ, шӗвӗрри, ҫапанах тесе хастарланса кравать умне капламлансан, ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа вӗлт ҫеҫ сиксе тӑрса, Виталие кӑкӑрӗнчен ҫулса та тытрӗ Бонапарт.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эпир аттене МТС политпайне епле ӑсатнине те, Мускавра Электрозавод пилӗк ҫуллӑха ҫӗршывра никамран малтан икӗ ҫул ҫурӑра тултарнине те, — ман атте унта ӗҫлетчӗ, — челюскинецсене епле ҫӑлнине те, Чкалов, Байдуков тата Беляков хӑйсен вӗҫевӗ хыҫҫӑн мӗнле таврӑннине те…

Help to translate

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫав шутра Елчӗкри ачасен искусство шкулӗн ИЗО класӗнче вӗренекен (вӗрентекенӗ — Римма Парферьева) Эвелина Артемьева, Елизавета Мурзакаева, Анастасия Борисова, Илья Волков, Кристина Павлова, Кира Кондратьева, Мария Муратова, Олеся Никифорова, Николай Савинов та пулнӑ.

Help to translate

Пултарулӑх конкурсӗнче ҫӗнтернӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%bf%d1%8 ... 80%d0%bde/

Ҫавӑн пиркиех ӗнтӗ куршанак ҫыпҫӑннӑ кӑпӑшка хӳрине пӑлтӑртаттарса вӑрмантан кӗр калчи пуссипе хӗрлӗрех сарӑ тилӗ хӑюллӑн чупса тухрӗ, кайри урисем ҫине ларса шӗвӗр сӑмсипе нӑш-нӑш! шӑршласа пӑхнӑ хыҫҫӑн тин, сывлӑшра этем шӑрши пуррине туйнӑскер, каялла тапса сикрӗ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӗсем, социализм вӗрентӗвне тӗпе хурса, производствӑлла артельсем организацилеҫҫӗ, наукӑра ҫӗнӗ ҫулсем уҫаҫҫӗ, рабочисене ҫырма-вулама вӗрентеҫҫӗ, вӗсем хушшинче политикӑлла пропаганда туса пыраҫҫӗ, кивӗ йӑласене хӑюллӑн ҫӗмӗреҫҫӗ, ҫӗннисемшӗн чун-чӗререн тӑраҫҫӗ.

Help to translate

«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.

Тӑвай муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Владимир Михайлов Тӑвай, Йӑнтӑрчӑ, Тенеяль тата Улянкӑ, Тӑрмӑш, Лачкасси, Мучар, Кӗрше тата Киччӗ ялӗсенче пурӑнакансемпе тӗл пулнӑ, округӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн итогӗсем тата малашлӑх ӗҫӗсем ҫинчен каласа панӑ.

Help to translate

Пӗтӗмлетӳсем. Проектсем. Тӗллевсем // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... -tllevsem/

Каҫсерен вӗсем тӗрлӗ япаласем ҫинчен — пуринчен ытла 1956 ҫулхи ҫуркунне тата ҫулла пӗтӗм халӑха хумхантарнӑ япаласем ҫинчен, Викторӑн пулас ӗҫӗ ҫинчен (ӑна Ҫӗпӗре, облдортранссенчен пӗрине ямалла тунӑ), Мускавра килес ҫул пулмалли ҫамрӑксен фестивалӗ ҫинчен калаҫрӗҫ.

Help to translate

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Паллах ӗнтӗ, больницӑсем сахал пирки чирлӗ ҫынсене пурне те унта йышӑнма пултарайман, вырӑн ҫителӗксӗр пулнӑ, 1859 ҫул тӗлне Шупашкар уесӗнче 68 пин ҫын валли пурӗ 50 вырӑн, Ҫӗрпӳ уесӗнче 100 пин те 600 ҫын валли 17 вырӑн, Етӗрне уесӗнче 103 пин те 200 ҫын валли 12 вырӑн ҫеҫ шутланнӑ.

Help to translate

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Ӗмӗрлӗх двигатель тӑвас ӗмӗте темӗн чухлӗ укҫа-тенкӗ, вӑй, сывлӑх тата пурӑнӑҫ та парне кӳнӗ, мӗншӗн тесен ҫак шухӑша парӑннӑ ӗмӗтленекенсем, ҫак ӗмӗте пурӑнӑҫа кӗртнӗ хыҫҫӑн этемлӗхе, хӑйне хӑй хутшӑнса пыракан энерги запасне парса, темӗн пек усӑ кӳрӗпӗр тесе шутланӑ.

Help to translate

Ансат механизмсем ҫинчи вӑйсен равновесийӗн условийӗсем тата вӑл механизмсем ҫинчи ӗҫсен законӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

«Малтанах Оренбург облаҫӗнче вӗренӳ пулчӗ, декабрь уйӑхӗн варринче вара Запорожск облаҫне ҫитсе вырнаҫрӑмӑр. Чӑваш полкӗнче ПТУР /противотанковые управляемые ракеты батарейинче службӑра тӑратӑп, водитель тивӗҫӗсене пурнӑҫлатӑп», — каласа парать Тимур Анатольевич.

Help to translate

Тӑван ҫӗршывшӑн, тӗрӗслӗхшӗн, ирӗклӗхшӗн // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12470-t-van- ... -kl-khsh-n

Чупай ялӗнче, акӑ, йӗлтӗрпе чупассипе Раҫҫей спорт мастерне, «Хӑюлӑхшӑн» орденӑн кавалерне, Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнче паттӑрла пуҫне хунӑ Владимир Петрович Сергеев аслӑ лейтенанта асӑнса ҫулсерен йӗлтӗрпе чупассипе ӑмӑртусем ирттересси йӑлана кӗрсе пырать.

Help to translate

Владимир Сергеев ячӗ ялан асӑмӑрта // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12917-vladim ... n-as-m-rta

Элшелӗнчен — 7355 тенкӗ (ертӳҫи — В.А.Емельянов), Чӑваш Киштекӗнчен — 2180 тенкӗ (ертӳҫи И.А.Павлов), Пӳркелӗнчен — 2000 тенкӗ (ертӳҫи А.И.Юркин), Шемек ял хутлӑхӗнчен — 4000 тенкӗ (ертӳҫи Н.Н.Мешков), Хирти Кушкӑ ял хутлӑхне кӗрекен ялсенчен 3771 тенкӗ (ертӳҫи В.К.Иванов) пухса панӑ.

Help to translate

Халӑх вӑйӗпе // Елена ХЛЫНОВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 4 стр.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed