Short
Электрохунарсем участок картишне каҫпа лайӑх ҫутатаҫҫӗ; шурӑ кирпӗчрен хӑпартнӑ тӑватӑ ҫурт чӳречисенчен те тула ҫутӑ ӳкет; ӑшчиккисене штукатур-малярсен ӑсталӑхӗ илем кӳмен-ха, верандӑсемпе ҫенӗксем те ҫук, анчах хамӑр строительсене вӗсенче вӑхӑтлӑха пурӑнма юрӑхлӑ.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
— Алина, аҫу сан пирки: «Юратура ҫуралнӑ хӗр вӑл пирӗн, унӑн чӗринче те таса ҫак туйӑм пурӑнать. Пӑхма анчах ҫинҫешке вӑл, шалта вара пысӑк вӑй пытаннӑ, ырӑ мӗнне пӗчӗкренех пӗлет, телей хӑйӗн урапине пирӗн тӗлтен кӑлтӑртаттарса иртнӗ чухне ҫак хӗре ӳкерсе хӑварнӑ», — тет.
«Чӑваш чӗлхи кирлине туйрӑм» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №
Раҫҫейре иртнӗ ӗмӗр вӗҫӗнче капитализм вӑйлах аталанма тытӑннӑ май, чӑваш ялӗнче те укҫа-тавар хутшӑнӑвӗсем сарӑлнӑ, тӗрлӗ йышши хуҫасем нумайланнӑ: тырӑ, хӑмла, ҫӑмарта хуҫисем, арман, лавкка тытакансем, тир, ҫӑм, шӑрт пуҫтаракансем тата ытти усламҫӑсем мулшӑн хапсӑннӑ.
Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.
«Чистое село», «Чистый двор», «Я помню! Я горжусь!», «Своих не бросаем», «Свеча памяти», «За наших! За мир!», «Все на зарядку», «Убедись, что тебя пропускает водитель», «Здравые выходные», «Зеленая Россия» тата ытти акцисене йӗркелесе ирттерес тӗлӗшпе те пуҫарулӑх кӑтартнӑ.
Ӑнтӑлу хӗлхемӗ вӑй парса тӑрать // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d3%91%d0%b ... %82%d1%8c/
Нумайччен шавланӑ, княҫсемпе кӑшт тӳпелешсе илнӗ хыҫҫӑн унта халӑх ҫапла йышӑнчӗ: кипкере выртакан пӗчӗк ханпа тата унӑн куштан амӑшӗпе Хусанта йӗрке туса пулмасть, вӗсене Мускав аллине пама Сӗве хулине ӑсатмалла, вырӑс патшинчен Хусан престолӗ валли урӑх хан ыйтмалла.
12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, вӑл, пӑшлатса-йӑслатса, тӗтӗм-сӗрӗм йӑсӑрлантаркаласа, каллех хӑйӗн «ҫамрӑклӑхне-яшлӑхне» аса илчӗ — яра пачӗ ташша, ҫӑт-ҫат ҫапӑнса, ҫӑтӑр-ҫӑтӑр явӑнса, хоп-хоп ура хуҫса (савӑнса юлтӑрах ӗнтӗ вӑй-хал тапса тӑнӑ чух этемӗнни пекех кӗске ӗмӗрӗнче!).
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Федераци пӗлтерӗшлӗ ҫакнашкал пысӑк проектсем пурнӑҫа кӗрсе пыни питӗ кӑмӑллӑ. Пирӗншӗн пысӑк тӗрев. Тӑватӑ ҫул хушшинче эпир ҫав тери паха проектсене пурнӑҫа кӗртнӗ, вӗсене валли пӗтӗмпе 713 млн тенкӗ тӑкакланӑ», - тесе сӑмаха малалла тӑснӑ регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев.
Пӑрачкав салинче тасатакан сооруженисен ҫӗнӗ комплексне уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/03/para ... sen-cene-k
Конкурсӑн историйӗ пуян – вӑл чӗрӗк ытла ӗмӗр тӑршшӗ ачасене хушма пӗлӳ паракан системӑри чи пултаруллӑ вӗрентекенсене пӗрлештерет, тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлекен професси пӗрлӗхӗ йӗркелесе педагогика тата воспитани практикинчи чи лайӑх тӗслӗхӗсене ҫӗршывӗпе сарма май парать.
Пушкӑртстанра хушма пӗлӳ паракан чи пултаруллӑ педагогсене палӑртӗҫ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/%C3%87%D1%8B%D1% ... rt-3938283
Акӑ нумаях пулмасть кунти Кӗрекаҫ ялӗнче пурӑнакан нумай ачаллӑ Константиновсен ҫемйи патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курса икӗ хутлӑ капмар ҫурта пурӑнма куҫрӗ пулсан, капиталлӑ юсав ӗҫӗсем туса ирттернӗ хыҫҫӑн декабрӗн 23-мӗшӗнче Шомикри Культура ҫурчӗ хӑйӗн алӑкӗсене уҫрӗ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи савӑнӑҫ // В. ШАПОШНИКОВ. http://www.zp21rus.ru/kultura/2208-n-ul- ... nkhi-sav-n
Туй хыҫҫӑн кӗлете тул енчен питӗрсе илсенех вӑл, Патирек ӳкӗтленине пӑхмасӑр, кушак пек, мачча каштисем ҫине улӑхса кайрӗ те тухса тарма шӑтӑк тупаймӑп-ши тесе ҫи виттири мӗн пур хӑмана тӗрӗслесе ҫаврӑнчӗ, тырӑ пулмисене анса унта та хыпашласа пӑхман пӗр кӗтес хӑвармарӗ.
19. Ирхине // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Управляющи кишӗр уйӗнче тӗрлӗ ӗҫсенче вӑй хуракан Лев Пудовкин, Ферит Купиров, Владимир Владимиров, Анатолий Вершков, Искандер Насыбуллин, Димитрий Козин, Тахир Абеев, Валерий Пудовкин, погрузчикпа тӑрӑшакан Вадим Григорьев тата ытти нумай механизаторсене ырӑпа асӑнчӗ.
Ҫанталӑк чӑрмантарсан та ӗҫ чарӑнмасть // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/21/c%d0%b0%d0% ... %82%d1%8c/
Каҫсерен вӗсем кинофильм курма пӗрле кайрӗҫ, унтан, ҫанталӑк лайӑх пулсан, пляжра уҫӑлса ҫӳрерӗҫ, сивӗ пулсан тӗп корпусӑн гостинӑйӗнче ларчӗҫ е, ҫумӑр килсен, Завьялов пӳлӗмӗнче иккӗшех пулчӗҫ, — унӑн кӳрши вӑл вӑхӑтра кантӑклӑ верандӑна преферансла выляма тухса кайрӗ.
I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
«Доброволец 60 ҫул тултарнӑ. Анчах, ҫулӗсем пысӑк пулин те, Владимирӑн вӑй-халӗ нумай тата Тӑван ҫӗршыва фашистсен ирсӗрлӗхӗнчен хӳтӗлеме хатӗр. Боецӑн тӗп принципӗ — «тӑван ҫӗршыва хӑрушлӑх хӑратса тӑнӑ чухне айккинче юлмалла мар», - тенӗ муниципалитетӑн telegram-каналӗнче.
Пушкӑрт салтакӗ хӑйӗн 60 ҫулӗнче СВО зонинче ӗҫлеме пултарасса шанать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... -l-3831555
Хӑйне ҫавӑтнӑ ҫыннӑн гимнастеркине, пиҫиххине, тӳмисене хыпаласа пӑхсан тин савӑнӑҫ ҫиҫсе илчӗ унӑн тӗксӗмленнӗ питӗнче: — Хӑтӑлтӑмӑр иккен, тусӑмсем, хӑтӑлтӑмӑр! Тавах сире мана пӑрахманшӑн, — темччен калаҫса пычӗ Иван, ункӑран ҫӑлӑнса тухнӑ пулӗ тесе шутларӗ ӗнтӗ вӑл.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Кашни ялӗнчен чаплӑ ҫыравҫӑсем тухнӑ: Пӑрӑнтӑкра Иван Яковлев, Пӳркелӗчен Иван Юркин, Мӗтри Юман, Владимир Ухли, Пимӗрселтен Тайӑр Тимкки, Константин Петров, Раккассинчен Валентин Урташ, Элшелтен Николай Дедушкин, Владимир Чебоксаров, Валерий Ашкеров, Василий Цыфаркин…
Пӳркел Шӳрелӗсен талпӑнуллӑ ӳсӗмӗ // Витатий Станьял. https://chuvash.org/news/36895.html
Вӑл Булат Ширинпа калаҫнӑ хушӑра илтмесӗр тӑма пултараймарӗ — унта: «Чиксе пӑрахӑр ӑна, мӗн калаҫса тӑратӑр ҫав киревсӗр этемпе!», «Кирлӗ мар пире Гирейсем! Нумай инкек куртӑмӑр эпир вӗсемпе!», «Хӑвалӑр ӑна Нухая, хуняшшӗ патӗнче лаша кӗтсе пурӑнтӑр!» — тесе ҫухӑрашаҫҫӗ.
5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Тӑхӑр сехет ҫитесси пилӗк минут юлсан, класа, алӑка хатӑррӑн уҫса, аллинче кӑвак хут конверт тытса, яланхиллех яка тумланнӑ, чӑпар ҫӳҫлӗ шкул директорӗ кӗрсе тӑчӗ, пурне те сывлӑх сунчӗ, вара, конверта хачӑпа хӗрринчен касса, ӑшӗнчен форматлӑ шурӑ хут листи туртса кӑларчӗ.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Ӑнсӑртран кӑна вӑл йывӑҫсем хушшипе пӗр пӗчӗк ярӑм шуса тухать те ман ҫумри хӑва тӗми ҫулҫисене юлхавлӑн хускатса, ҫавӑркаласа пӑхать, вара мӗнле килнӗ, ҫавӑн пекех сисӗнкӗсӗр тепӗр ҫӗрелле каять, е тата хӑш чух, тӗмӗ ӑшӗнчен урӑх тухмасӑр, ҫавӑнтах лӑпланса пӗтсе ларать.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Ку ӗнтӗ хурасимӗс ҫӑмӑл тумлӑ улатакка — вӑрман «санитарӗ» — хӑй хырӑмне шӗкӗсемпе, йӑплака хуртсемпе (слизевиксемпе), вӑрӑм сӑмсасемпе тӑрантасшӑн сӑмсипе пӗр ухӑнмасӑр ларакан лутрарах, янӑравлӑ, варакланнӑ (е хӑвӑлланнӑ?) ватӑ хыр сӑсӑлне-янкарне таккаса кӑларасшӑн.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Уҫнӑ ҫӗре район администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе кадрсем енӗпе ӗҫлекен заместителӗ Алексей Александрович Данилов, вӗренӳ пайӗн начальникӗн заместителӗ Инна Петровна Данилова, муниципалитет методика службин заведующийӗ Светлана Анатольевна Юсупова хутшӑннӑ.
Пишпӳлекри 3-мӗш вӑтам шкулта "Ӳсӗм точки " уҫнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... -n-3928148


