Short
Ентимӗр тӗме ҫинче Тӑрать халӑх умӗнче: Пичӗ-куҫӗ тӑваткал, Кӑвак куҫсем чармака, Янах вӗҫӗ сар сухал, Тӑнлав шӑмми сарлака.
XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Ӗҫлес килменрен тӑпра чӑмаккисене урипе тапкаларӗ, плеерпа юрӑ итлерӗ, витрине тултармасӑрах малтанхи вырӑна кайса ларчӗ.
Мӗне тивӗҫ? // Любовь Федорова. Любовь Фёдоров. Ӗмӗр вӗрен. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 32 с. — 14 с.
Пирӗн пултарулӑх коллективӗсемпе ӑстасем мӗнпур номинацие те тивӗҫлӗ хутшӑннӑ, ултӑ диплом тата тав ҫырӑвӗсем илсе килнӗ.
Шанӑҫпа савӑнӑҫ атмосфери // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ch-vashl-kh/ ... ri-4024191
Анчах Толя юлташӗсемпе калаҫма тытӑнсан, вӑл тӳрех пырса хутшӑнать, шухӑшласа хунӑ ӗҫе пӗтӗмпех айӑн-ҫийӗн пӑтратса ярать.
VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Акӑ мӗн аса килет мана халь час-часах, акӑ мӗншӗн эпӗ, нумай пулмасть ялта пурӑннӑ пӗр уйӑха аса илсен, таран шухӑша путатӑп.
Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.
Вутпа шыва пӗр савӑтра тытма ҫук, ҫавӑн пекех Турунов меслечӗсемпе прогрессивлӑ меслетсене те пӗр турта хушшине кӳлме ҫук.
X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Халь те вӑл автобусра хӑй тӗлӗнчи чӳречене пӑртак уҫса пуҫне тулалла чалӑштарнӑ: капла уҫӑ сывлӑша кӑкӑр туллиех сывлатӑн.
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Пуҫарулӑх бюджечӗн программи пирки те сӑмах хускатрӗҫ, асӑннӑ программӑпа мӑнҫырмасем хастар ӗҫленине палӑртса мухтарӗҫ.
Кашни ыйту тимлӗхре // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12909-kashni ... -timl-khre
Команда панӑ пекех, ҫынсен хушшинче хӳхлев вӑйланса кайрӗ, сасӑсем хыттӑнрах илтӗне пуҫларӗҫ, ӳсӗрни, шӑнкарни ҫирӗпленчӗ.
Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Энтрей аллинче ҫунакан улӑмпа вите еннелле утса кайрӗ, алӑкне уҫма ӗлкӗрчӗ кӑна — лерен тем пысӑкӑш кашкӑр вӑркӑнса тухрӗ.
Хӗр чӑрсӑрлӑхӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ял хуҫалӑх пайӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурхи кампанире ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсене 70 гектарне кӑна пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ.
Ҫур аки тикӗс пырать // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20
Акӑ халь, чупнӑ хыҫҫӑн тӑхтав пекки тунӑ хушӑра, салтаксем лачкам пулнӑ гимнастеркисене туратсем ҫине ҫака-ҫака типӗтеҫҫӗ.
8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Вӑл ҫӗрле кашкӑр уланинчен хӑраман, тискер ула кушак йывӑҫ тӑрринчен куҫӗсене ялкӑштарса пӑхнине курсан та хӑраса тарман.
Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
— Староста пӗчӗк ҫын мар-ха вӑл, Сарри хӑта, — терӗ Туринкепе юнашар ларакан старик хӑй хуҫашӑн ют ҫын пулманнине систерсе.
3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Шӑллӗ каллех ҫыран хӗрринчи пур япалана та, пур вырӑна та пӑхса ҫаврӑнчӗ, пурпӗрех нимӗнле шӑтӑк та, ӳпле тавраш та курмарӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Темиҫе юланутҫӑпа пуринчен те малта пыракан Тимофей-хусах сасартӑк йӗнерӗ ҫине ҫӗкленчӗ те малалла тинкерсе пӑха пуҫларӗ.
Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хӑяккӑн ларакан Миргалим чӑтаймарӗ, хӗрарӑм ҫине хапсӑнчӑклӑн йӑпӑрт пӑхса илчӗ, вара каллех пирус мӑкӑрлантарма пикенчӗ.
XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
«Пурнӑҫра ма ун пек пулса тухать-ха вӑл?» — терӗ хӗр ача, — пӑхма ҫын мӑрсаран, тепӗр княҫран та чаплӑ, анчах хӑй тарҫӑ кӑна.
5. Ҫураҫнӑ хӗр // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Гузель Шарафутдиновӑпа (Чӗчкен тӗп шкулӗ) Ксения Яковлева (Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗ) иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайланӑ.
Хӗллехи спорт сезонне уҫнӑ // Ирина ИЛЬИНА. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d1%85%d3%9 ... %bd%d3%91/
Хурӑн хӑйӗн савӑнӑҫ куҫҫульне тӑкма пӑрахнӑ ӗнтӗ, вӑл сип-симӗс ҫулҫӑ сарнӑ, ҫӗмӗртпе палан та ҫеҫкене ларма хатӗрленеҫҫӗ.
11. Ҫамрӑклӑхпа сыв пуллашни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.