Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫинҫен the word is in our database.
ҫинҫен (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Чӗререн аяларах ал тупанне такам тӗртӗнсе илнине — пӗчӗккӗн, ҫинҫен, вӑтаннӑн тӗртнине туйрӗ.

Help to translate

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Мӗн эс? — ҫинҫен ҫухӑрса ячӗ Тихӑн.

Help to translate

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӗр кӗскен те ҫинҫен «ай» тесе кӑшкӑрса ячӗ.

Help to translate

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Будкӑн уҫӑ алӑкӗнчен пӑхӑр пластинкӑсем темле ҫинҫен те хаяррӑн ӳлесе пӗрин хыҫҫӑн тепри тулалла туха-туха вӑркӑнчӗҫ…

Через распахнувшуюся дверь будки с металлическим воем полетели медные пластины — одна! две! три!..

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Упӑшки сасси, сӗрме купӑсӑн ҫинҫен чӗвӗлтетекен хӗлӗхӗ ҫумне хулӑнрах хӗлӗх янравӗ хутшӑннӑ пек, юрра ҫӗклесе, вӑйлӑлатса ярать.

Help to translate

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн пӑрахут ҫинҫен шӑхӑртса илет, хирӗҫ пулакан кимӗсене асӑрхаттарать.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Курӑнми пӑрӑнчӑкра хыпаланчӑк какӑр ҫинҫен янӑрарӗ те лӑпланчӗ.

Высокий торопливый рожок заиграл в невидимом повороте и смолк.

VI. Фильбанк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.

Ҫак самантра хӑлхасенче ҫинҫен янӑрама пикенчӗ, — вӑрӑм туна юррилле йӑлӑхтармӑш сасӑ, вара тинех уҫӑмлӑн ӑнкартӑм: ылтӑн ку! таса ылтӑн! — куҫӗсене ҫыхса хупланӑ хӗрарӑм юпи тӗлне пӑрахнӑскер.

В ту же минуту тонкий звон начался в ушах, назойливый, как пение комара, и я догадался, что это — золото, чистое золото, брошенное к столбу женщины с завязанными глазами.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Йытӑ пӗр уринчен теприн ҫине вӗчӗхерех пускалать, хуҫи ҫине кӗлӗ тунӑн-усаллӑн пӑхкалать, ҫинҫен нӑйкӑшать; ӑна сӑсар шӑрши тӳсмелле мар асаплантарать, анчах Тарт туртма чарӑнмасть-ха.

Собака нервно переминалась с ноги на ногу, рассматривая хозяина молитвенно-злыми глазами, и тонко скулила; запах куницы нестерпимо томил ее, но Тарт продолжал курить.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.

Ҫак ҫивӗт ҫине старик ӑтӑр тирӗнчен ҫинҫен касса илнӗ тир татӑкӗ явса хушнӑ: индеецсем шутланӑ тӑрӑх Хӗвел уйрӑммӑнах ҫав тир татӑкне юратнӑ.

В эту косичку старик вплел узкую полоску, вырезанную из шкуры выдры: Солнце, как считали индейцы, особенно любило этот мех.

Синопа Москитсен йӑхне кӗрет // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Пирӗн хуран тӗлӗпе пӗр пуля ҫинҫен шӑхӑрса иртрӗ.

Над нашим котлом тонко пропела пуля.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ку вӑл тӑм шӑхличӗсем ҫинҫен нӑйкӑшса шӑхӑрнӑ, тута купӑсӗсем нӑйӑлтатнӑ тата пӑлалайккӑсем тӗнкӗлтетнӗ сасӑсем хушшинче татӑклӑ та хаяр кӗрешӗве чӗнсе йыхӑракан хӑватлӑран та хӑватлӑ труба сасси майлӑ пулчӗ.

Это было похоже на могучий призывный клич трубы среди верещания свистулек, визга губных гармоник и теньканья балалаек.

2 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Эмиль сысна ҫури ҫинҫен ҫухӑрнипе вӑранчӗ.

Эмиль проснулся оттого, что визжал поросёнок.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

— И-и-и-и-и! — ҫинҫен ихӗрсе ячӗ те Лина хӗрӗх ураллӑ хурт пек аваланма пуҫларӗ.

— И-и-и-и-и! — завизжала Лина и стала извиваться как гусеница.

Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Унтан вӑл, ут кӗҫеннӗ пек, кӗскен те ҫинҫен кулса янӑ.

Наконец, он засмеялся тонким коротким смехом, походившим на ржание.

IX // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Анчах та часах асӑрхарӑм — пӗр тӗлте ҫинҫен кӑна явкаланса тӗтӗм ҫӗкленет.

Но вот заметил — вьется из лесу тонкой струйкой дымок.

Тӗлпулу // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Кайран, пӳлӗмре, чӗлӗм чӗртсе, сарлака ҫурӑмӗпе кӑмака ҫумне тайӑнса тата куҫӗсене хӗссе, тӗтӗме ҫинҫен кӑна хӑйӗн сухалӗ ӑшнелле ярса тӑрса, сӑмахсенчен вӑраххӑн кӑна уҫӑ та ӑнланмалла пуплевсем туса, вӑя эпӗ ҫамрӑклӑхри ҫулсене мӗн тери усӑсӑр сая янине тахҫанах асӑрхани ҫинчен каларӗ.

Потом, в комнате, закурив трубку, прислонясь широкой спиною к печке и прищурив глаза, он пускал струйки дыма в бороду себе и, медленно составляя слова в простую, ясную речь, говорил, что давно уже заметил, как бесполезно трачу я годы юности.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Юнашарти пӳлӗмре каллех шӑнкӑрав ҫинҫен, сӳрӗккӗн янӑраса илчӗ.

Звонок в прихожей прозвонил опять — тоненьким, очень неуверенным звоном.

III сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Тепӗр самантранах хайхискерӗн ҫӑварӗнчен кӑвак тӗтӗм ҫинҫен кӑна йӑсӑрланса та тухнӑ.

Еще секунда — ото рта маленькой струйкой завился синий дымок.

XLIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

— Тархасшӑн парӑрччӗ тӑлӑх-туратсене!.. — ҫинҫен йынӑшса ячӗҫ ачасем.

— Пода-а-айте сиротам на пропитанье!.. — тонкими голосами затянули ребята.

XXI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed