Шырав
Шырав ĕçĕ:
пулнӑ ансӑр тӑкӑрлӑкпа шурӑ лаша чупса пыни курӑнчӗ, пынӑ май вӑл такама пуҫ тая-тая кахаллӑн чупать, вара ҫинҫен чӑнкӑртатса пыракан ҫатан урапа та курӑнса кайрӗ, унта мӑнкӑмӑллӑн Даша аппа ларса пырать.
IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫинҫен пӗнтӗртетнӗ сасах хӗскӗчлет ӑна таҫтан, чӗри анинчен; ҫакӑн пек самантсенче унӑн вӗҫӗмсӗрех, вырӑн ҫинчен тӑрса, витене тухас килет, тур лашине йӗнерлесе, инҫетри чӗмсӗр ҫӗр ҫине супӑнь кӑпӑкӗ пек кӑпӑк тӑкса, килне ҫитичченех вӗткенлентерсе хӑвалас килет.
2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Ӳке-е-тӗн!» — ҫинҫен ҫухӑрать Дарья, сиккелесе, аллисемпе Аникейӗн лакированнӑй аттисене ыталаса тытса.— Уп-па-па-де-ошь!.. — визжала Дарья, подпрыгивая, обнимая руками лакированные сапоги Аникея.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Кӗрлесе тӑракан сасӑсем хушшинче ҫинҫен кӑшкӑрни илтӗнсе кайнӑ.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Григорий Мостовой, Стегачев Татьянӑна ӑсатнӑ каҫ киле пыман Григорий, пилӗк таран ҫарамасланнӑскер, урапа ҫинче ларакан пичке умне пӗшкӗннӗ те, пичке шӑтӑкӗнчен ҫинҫен сирпӗнекен шыв унӑн мӑйӗ ҫине те, ҫурӑмӗ ҫине те, хуҫлатнӑ аллисем ҫине те юхать.
V // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Сӑмавар ҫеҫ ҫинҫен, хурлӑхлӑн нӑйлаткаласа ларчӗ.
VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Ах, эсӗ, тӗктӑрмас, ӑҫта ҫитиех хӑпарнӑ! — Рафальский пуҫне ҫавӑрчӗ те тутине чуптунӑ чухнехи пеклӗн чаплаттарса илчӗ, сасси вара хӑйӗн, шӑп та лӑп шӑши чӗриклетнӗ евӗр, питех те ҫинҫен тухрӗ.
XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
— Калас-с-амӑр, тар-рхасшӑн! — ҫинҫен юрлаттарса ячӗ Слива.
X // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Курӑк тӗттӗмре хӑй сарӑхнине курманнишӗн тенӗ пекех, ун ӑшӗнче шӑрчӑксем ҫамрӑк сасӑпа хавассӑн чӑрлатма-чӗриклетме тытӑнаҫҫӗ; ҫатӑртатни, шӑхӑра-шӑхӑра илни, чӗриклетни, ҫеҫенхирти хулӑн, ҫинҫе сасӑсем, питӗ ҫинҫен чийлетнисем — ҫаксем пурте варшӑнса-хутшӑнса кайса вӗҫсӗр-хӗрсӗр пӗр евӗрлӗн илтӗнекен сас пулса тӑраҫҫӗ те, ҫавна май аса илме, тунсӑхлама питӗ лайӑх.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Кӑнтӑрла Афанасий Крашокутовпа вӑкӑрсене хӳтерекенни пулса ӗҫлет, ҫӗрле пулсан вара, вӑл пурӑнакан хӗрлӗ будка патӗнче шуҫӑм киличченех балалайка тинкӗлтетет, икӗ ретлӗ хут купӑсӑн басӗсем ассӑн-ассӑн сывласа хашлатаҫҫӗ те аялти чӗлӗхсем ҫинҫен янӑрашаҫҫӗ, каччӑсемпе хӗрсем ташлаҫҫӗ, юрлаҫҫӗ; ҫак ытла та савӑнӑҫлӑ пӗтӗм вӑййа-кулла Лушка ертсе пырать.
39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
«Ая-я-я-я-я-я-я!» — ҫинҫен ҫӗкленсе кайса, арҫынсен хулӑн сассисем ҫийӗн янраса тӑрать хӗрарӑмсен ҫивӗччӗн ҫухӑрашнӑ сасси.«Ая-я-я-я-я-я!» — высоко взлетая, звенел над мужскими басовитыми голосами пронзительный бабий крик.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
… — Балабинӑн сасси ҫинҫен янраса тухрӗ, тӑвӑнса тӑракан хулӑн мӑйӗ калама ҫук хытӑ карӑнса кайрӗ, кӑштах тӗкӗнсенех пӳрне айӗнчен юн пӗрхӗнсе тухассӑн туйӑнать.
32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ҫил кашланине, улӑм чӑштӑртатнине, шӑшисем ҫинҫен ҫухӑрашкаланисене тата пусӑ тараси чӗриклетнине тимлӗн итлесе ларнӑ хушӑра, Яков Лукич тӗлӗрсе кайнӑ пек пулчӗ: ҫӗрлехи мӗнпур сасӑсем ӑна таҫтан инҫетрен илтӗнекен тӗлӗнмелле салхуллӑ музыка евӗр туйӑнма пуҫларӗҫ.
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ун хыҫҫӑн хӑйне яланах йӗркеллӗ тытакан Атаманчуков васкамасӑр тухса кайрӗ, каяс умӗн хӑйӑлтатарах паран сассипе ҫинҫен кӑна ҫапла каласа хӑварчӗ:За ним степенно вышел Атаманчуков, тоненько и хриповато сказав на прощанье:
12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Унтан ҫинҫен, хӑрӑлтатса кӑшкӑрса яни илтӗнчӗ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫынсем ҫав сасса илтсе площадьрен хӑвӑрт тасала пуҫланӑ, горн сасси ҫинҫен кӑна илтӗннӗ, вӑл офицер паттӑрлӑхне, унӑн хӗп-хӗрлӗ вӗҫлӗ хӗҫне, арӑш-пирӗшленсе кайнӑ мӑйӑхне ӳкерсе кӑтартас ӗҫе туса пӗтернӗ, темелле…
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Гаврила ӑна пӗлӗтрен ытларах та ытларах тӑкӑнакан, вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫинҫен йӑлтӑртатса юхнипе ҫеҫенхире витӗр тухми хурҫӑ тӗспе хупланӑ ҫумӑр ӑшне кӗрсе ҫухаличченех пӑхса юлчӗ.
III сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Якорь сӑнчӑрӗсем янӑрани, япала турттаракан вагонсем пӗр-пӗринпе ҫапӑнса кӗмсӗртетни, ҫул ҫине сарнӑ чул ҫинче таҫтан ӳкекен тимӗр листисем йынӑшса чанкӑртатни, йывӑҫ каскисем тӳплетсе ӳкни, извозчиксен ураписем шӑлтӑртатни, пӑрахутсем хыттӑн та ҫинҫен е хулӑн сасӑпа мӗкӗрсе ҫухӑрни, грузчиксем, матроссем, таможня салтакӗсем кӑшкӑрашни, — ҫак сасӑсем пурте, хӑлхана хупласа лартакан ӗҫлӗ кун музыкипе пӗтӗҫсе, гавань ҫинчи пӗлӗт айӗнче, аялта, пӑлхавлӑн чӳхенсе тӑраҫҫӗ; вӗсем патне ҫӗр ҫинчен ҫӗнӗрен ҫӗнӗ сас хумӗсем е хулӑнӑн кӗмсӗртетсе пӗтӗм тавралӑха сиввӗн кисрентереҫҫӗ, е вичкӗнӗн, янӑравлӑн хӑпарса — тусанлӑ вӗри сывлӑша таткаласа ҫураҫҫӗ.
Челкаш // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Йӗтем ҫинчи молотилка ҫинҫен шӑхӑрттарма пуҫларӗ.
38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Унтан, хӑвӑл кӗпҫе тытса, вӗҫен-кайӑк сасси пек янраттаракан шӑхлич тума тытӑнчӗ, тулӑ хӑмӑлӗнчен ҫинҫен те ачашшӑн чӗтрентерекен шӑхлич турӗ, хӑва хуллинчен вара хӑлхана ҫурмалла сасӑ паракан шӑхлич пулчӗ.
10-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951