Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫинҫен the word is in our database.
ҫинҫен (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Сӑрнай сасси хурлӑхлӑн та ҫинҫен янранӑ.

Голос у дудочки был тонкий и такой жалобный.

Музыка // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.

Вӑрманта каллех ҫав сасӑ ҫинҫен те кӑмӑллӑн янраса каять.

А из лесу опять: «Дзенн!..» — да так звонко, ласково.

Музыкант // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 17–86 с.

Стерлядников вӑл ҫунаттисене чӗтревлӗн те ҫинҫен шӑхӑрттарса вӗҫсе кайнӑ сасӑпа тӑна кӗчӗ.

Тонкий дребезжащий посвист его крыльев заставил Стерлядникова очнуться от забытья.

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пульӑсем, ҫинҫен те ҫивӗччӗн вшиклетсе, пуҫ тӑрринчен вӗҫсе иртеҫҫӗ.

Тонко и резко свистали над головой пули.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫил шӑхӑрнӑ, ҫӳллӗ тип курӑк хӑй еннелле тайӑлса ҫинҫен чӑштӑртатнӑ сасӑсем хушшинче вӑл часах тӗлӗрсе кайрӗ.

Он задремал под свист ветра, под тонкий напевный шорох склонившейся над ним высокой сухой травы.

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кил хуҫи арӑмӗ тарӑхнипе ҫинҫен янӑрашакан сассипе упӑшкинчен ыйтрӗ:

Тонким от ненависти голосом хозяйка спрашивала:

XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Анчах Мишаткӑн хӗсӗннӗ куҫӗсем каснӑ-лартнӑ Пантелей Прокофьевич тилӗрсе кайнӑ чухнехи пек сасартӑк хаяррӑн йӑлтӑртатса илчӗҫ, пӗчӗк чышкисем чӑмӑртанчӗҫ, хӑй макӑрас пек сасӑпа ҫинҫен кӑшкӑрса тӑкрӗ:

Но у того вдруг зловеще вспыхнули сузившиеся глаза (точь-в-точь как у деда Пантелея, когда он приходил в ярость), сжались кулачки, и высоким, плачущим голосом он крикнул:

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Дарья именчӗклӗн кулса илчӗ, самантлӑха шӑпланса аллисене чӑмӑртарӗ те, кӗҫ-вӗҫ пыр тӗпӗпе ӗсӗклесе ярас килнине ирттерсе, каллех калаҫма тытӑнчӗ, сасси пушшех ҫинҫен те тӑвӑнчӑклӑн тухрӗ:

Дарья застенчиво улыбнулась, смолкла, сжала руки и, справившись с подступившим к горлу рыданием, заговорила снова, и голос ее стал еще выше и напряженнее:

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Таҫти аякри улӑхра амӑшӗнчен ҫӗтсе юлнӑ тиха вӑрӑммӑн та ҫинҫен кӗҫенет.

Где-то далеко в займище заливисто и тонко ржал потерявший матку жеребенок.

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ксенине курсан, вӑл хӑраса ҫӳҫе турачӗ ҫине вӗҫсе ларчӗ те, ӑна суллантарса, ҫинҫен шӑхӑрма пуҫларӗ.

Вспугнутая появлением Ксении, она вспорхнула на ветку ивняка и закачалась на ней, тоненько посвистывая.

26 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Акӑ кӗҫех пӗри ҫинҫен нӑйӑлтатса кӑшкӑрса ячӗ:

И вот ребячий голос заверещал!

LVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫав самантрах вара хаваслӑн та ҫинҫен янӑраса кайнӑ иккӗмӗш сасӑ, мӗкӗрнӗ пек хулӑнӑн тухакан баса хупласа, кайӑк пек ухӑнса хӑпарчӗ, савӑнӑҫлӑн, ҫӗкленӳллӗн шӑранма тытӑнчӗ:

И тотчас же задорный тенорок подголоска взмыл, как птица, над гудящим басом и весело, с перебором начал:

XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсем вичкӗннӗн шӑхӑрни казаксен кӑмӑлне ҫӗклентерчӗ, пуля вӗҫнӗ сасӑсем хаваслӑн та ҫинҫен янӑраса тӑчӗҫ.

Живой их звук бодрил, был весел и тонок.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ун патӗнчен ҫын йӗрӗсемпе йытӑсен ҫинҫен чӗнтӗрленнӗ йӗрӗсем тӗрлӗ еннелле пайӑркаланса каяҫҫӗ…

От него лучами расходились людские следы и низаная мережка собачьих…

XXIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пуля ҫинҫен чвиклетсе пӗр хутчен кӗреҫен валак пек ҫаврака лупашкине шӑйӑрса иртрӗ.

Один раз пуля с звенящим визгом скользнула по покатому желобу лопатки.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унпа юнашарах, Митька Коршунов пекех Подтелков юлташӗсен юнне юхтарнӑшӑн урядник лычкине илнӗ Андрюшка Кашулин ҫинҫен ихӗлтетет.

Тенорком подголашивал ему Андрюшка Кашулин, тоже получивший урядницкие лычки, заработавший их на крови подтелковских сподвижников.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Голубов, хӗремесленсе кайса, Назаров патне вӑркӑнса пычӗ те унӑн генерал кӗрӗкӗ ҫинчи пакунне туртса татрӗ, ҫинҫен хӑйӑлтатса, хыттӑн кӑшкӑрса тӑкрӗ:

 — Голубов, багровея, подбежал к Назарову, рванул с плеча его генеральской тужурки погон, прорвался на хриплый визг:

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кольт патӗнчен, ҫинҫен авкаланса, кӗпи тӑрӑх хура хӗрлӗ юн йӑрласа анать.

Мимо кольта извилисто стекала по сорочке тонкая и веселая черно-рудая струйка.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пантелей Прокофьевич ӗненмелле мар хӑвӑрт кутӑн шуса кайрӗ, унтан тин, ура ҫине ҫирӗппӗн сиксе тӑрса, хӑрушӑ сасӑпа ҫинҫен мӗкӗрсе ячӗ:

Задом, с невероятной быстротой отполз Пантелей Прокофьевич и только тогда твердо вскочил на ноги, ревнул:

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хӑватлӑ кӗрлев пӑртак лӑпланма ӗлкӗрчӗ те, Кривошлыков, малтанхи майлах ҫинҫен, янӑравлӑн, йытӑсене кашкӑр ҫине вӗскӗртсе янӑ чухнехи пек вичкӗннӗн кӑшкӑрчӗ:

Едва лишь, немея, простерся оглушительный рев, — так же тонко, заливисто и голосисто, как на травле волка, Кривошлыков крикнул:

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed