Short
Малашне мӗнле специалистсем кирлӗ пуласси производство еплерех аталаннинчен, тепӗр тесен республикӑн пӗтӗмӗшле ӳсӗмӗнчен те килет вӗт, эппин, ӗҫ-хӗл векторне ӑҫталларах тӗллемеллине пӗрле канашласа татса памалла, — уҫӑмлатрӗ шухӑшне ректор.
Кадрсен ҫитменлӗхӗ ура ан хутӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№
Кистенлӗпуҫ клубӗн «Ҫуллахи йӑпану» программинче ачасем ҫулла, хӗвел ҫинчен интереслӗ фактсем нумай пӗлнӗ, витаминсем ҫинчен тупмалли сӑмахсен тупсӑмӗсене тупнӑ, тавҫӑрулӑхпа эрудици конкурсӗсене хутшӑннӑ: «Пуҫ мимин гимнастики», «Пӑтрашу».
Кистенлӗпуҫӗнче ҫуллахи вӑйӑсем иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/amr-k-ru/202 ... tn-3900382
«Пӗр ухмахӑн юратнӑ сӑмахӗ» повесть те ҫавнашкал пӑтӑрмахран пуҫланать: Таранов писатель кӗтнӗ журналӑн черетлӗ номерне аран кӗтсе илет те хӑйӗн калавӗнче «нит» сӑмаха пур ҫӗрте те туртса тухнине курать, вара уншӑн ахӑр самана тапранса каять…
Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.
Микроҫырав пурне те пырса тивмест: Раҫҫейре 1985 тата 1994 ҫулсенчи тӗпчевсенче пӗр вырӑнта ялан пурӑнакан халӑхӑн 5 проценчӗ хуравланӑ, кӑҫал - 1,7, ҫав шутра Чӑваш Енре - 1,9. Урӑхла каласан пирӗн республикӑра 24 пин ҫыннӑн хӑйсем ҫинчен пӗлтерме тивет.
«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсене йышӑннӑранпа 25 ҫул ҫитнӗ май кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 20-мӗшӗччен республикӑри ачасемпе ҫамрӑксен библиотеки «Герб, ялав, гимн — пирӗн пуянлӑх» республика пултарулӑх конкурсӗ ирттерет.
«Герб, ялав, гимн - пирӗн пуянлӑх» // Тантӑш. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№
Чылайччен, вӑй ҫитӗшне пухса, мӗхлете-мӗхлете, эхлете-эхлете, ирхи сывлӑм сырӑннӑ, лӑштӑркка торф мӑкӗнчен пӗтӗм ывҫипеле ҫатӑрла-ҫатӑрла тытса, ӑна тымарӗ-мӗнӗпех ҫӑла-ҫӑла, тӑпӑлтара-тӑпӑлтара, чакаланчӗ, мекеҫленчӗ вӑл ҫӳлелле, чӑм шывах ӳкрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
97 ӳкерчӗкре кӑтартнӑ 6 шӑлтӑрмаллӑ полиспастпа усӑ курса, груза 1 м ҫӳллӗшне хӑпартас тесен, шӑлтӑрмасене ҫавӑрса тӑракан 6 кантраран кашнинех 1 м тӑршшӗ туртмалла, вара кантран ирӗклӗ вӗҫне 6 хут вӑрӑмрах, урӑхла каласан, 6 м тӑршшӗ туртса илмелле.
Ансат механизмсем ҫинчи вӑйсен равновесийӗн условийӗсем тата вӑл механизмсем ҫинчи ӗҫсен законӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Пӗтӗм чӑваш ҫӗрӗ тӑрӑх чухӑн ҫынсене, ӗҫлекенсене пурне те юратакан патька-патша ҫинчен, вӑл Атӑл урлӑ каҫнӑ кунхинех тин ҫуралнӑ пӗчӗк чӑваша ят хуни, унӑн аталӑхӗ пулса тӑни ҫинчен ҫӗр ҫунатлӑ асамлӑ кайӑк пек ырӑ хыпар ҫав тери хӑвӑрт сарӑлчӗ.
Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Калӑпӑр, фигурнӑй кирпӗч вырӑнне, чӑнах та, кунта фигурӑллӑ кирпӗч теме пулать (ку термин халлӗхе нихӑш терминологи словарьне те лекмен, анчах 1961 ҫулта тухнӑ «Чӑвашла-вырӑсла словарьте» фигурные скобки тенине фигурӑллӑ скобкӑсем тесе панӑ (470 с.)
Чӑваш чӗлхинчи термин тумалли мелсемпе хаҫатсенче мӗнле усӑ кураҫҫӗ // В. И. Сергеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 108–125 с.
«Чим-ха, Атӑл-ҫке ку! Атӑл! Вӗлтӗр-вӗлтӗр, вӗлтӗркке хумпа шатраланса, йӗрленсе тӑракан Атӑл! Ман тӑван Атӑл!» — сасартӑк тарӑн ыйхӑран вӑранса кайнӑн, ӑс-пуҫӑм кантрине, тим ҫиппине хивре карӑнтарса, кӑмӑл-туйӑмпа пал! ҫуттӑн ҫулӑмланса илтӗм эпӗ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Апла пулин те ҫак кунсенче Шупашкарти «Витязь» спортпа стрелоксен тирӗнче Чӑваш Республикинчи вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем хушшинче йӗркеленӗ ХХII спартакиадӑра Патӑрьел муниципалитет округӗн чысне хӳтӗленӗ команда виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Тӗл пересси ҫӑмӑл мар... // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51795-t-l- ... -c-m-l-mar
Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн академикне, Пушкӑртстан Республикин вӗрентӳ отличникне, П.М. Миронов ячӗллӗ чӑваш вырсарни шкулӗн вӗрентекенне, сумлӑ таврапӗлӳҫе, пултаруллӑ чӑваш хастарне Вера Михайловна ТАРАСОВАНА 65 ҫулхи юбилей ячӗпе!
Вера Михайловна ТАРАСОВА // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/articles/salamlanisem ... va-3419490
Кунсӑр пуҫне вырас чиркӗвӗсен пуҫлӑхӗ сан урлӑ Сӗве вӑрринче тӑракан мӗн пур ратнӑй ҫынсене хӑйӗн архипастырь саламне ярать, — митрополит шучӗпе, унти воинсен чунӗсем йӑлтах ҫылӑха кӗрсе пӗтнӗ, ҫавӑнпа унти ҫынсем хушшинче чирлисем питӗ нумай.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Халь Ятман шухӑшлать те, Левентей чӑнах та тӗрӗс мар тунӑ: эртел колхоза кансӗрлеме кӑна мар, пысӑкран пысӑк усӑ пама пултарать, вӑл туса хатӗрлекен урапа-ҫунасем фронтра та, фронт ҫывӑхӗнче те мӗн те пулин турттарнӑ ҫӗрте кирлӗ пулма пултараҫҫӗ.
XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Унчченхи секретаре Ярусова, трестра пилӗк ҫул пӑр татӑлмасӑр ӗҫленӗскере, ҫывӑх пӗлмен-тӗк, Вера Костина Усанова кашни сӑмахрах тиркемӗччӗ, Ярусов Верӑна партие хатӗрленсе кӗме пулӑшрӗ, Ярусовпа пӗрле вӑл пӗрре мар спорт ӑмӑртӑвӗсене хутшӑннӑ.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Кӑҫалхи Акатуйри чӑваш ялавне ҫӗклеме пултаруллӑ вӗренекенсем Кристина Антонова (9 кл.‚ Кивӗ Сименкке шкулӗ)‚ Рузалина Гаряева (8 кл.‚ Пелепейри чӑваш гимнази)‚ Олеся Степанова (6 кл.‚ Ярмулай шкулӗ)‚ Юлия Иванова (8 кл.‚ Слакпуҫ шкулӗ) тивӗҫрӗҫ.
Чӑваш халӑх поэтне халалланӑ Акатуй // Ирина ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.05.25
— Пуршӑн-ҫукшӑнах чӗрре кӗрес мар, атте, пирус тенине эп хаваслансах, каҫӑхса кайсах туртмастӑп, пӗр тарӑхсан, ҫине тӑрсан, пирусран ӗмӗрлӗхех сивӗнме те вӑй ҫитереп пуль, хамӑр ялти Тарас Викторович каларӑшле, пирус вӑл пӗрмай ӗмме канихвет мар.
Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.
Тата ҫакна та каламалла: эпир хальхи наука шайӗпе пӗр пулас, малти сиплев технологийӗсене алла илес тетпӗр пулсан пирӗн нумай вуламалла, Раҫҫейре тата ун тулашӗнче иртекен тӗрлӗ конференцисене-съездсене тухса ҫӳремелле, унта докладсем тумалла.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Анатолий Волков. А.Н. Волков. Атте ҫути: роман — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 368 с
Ял хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Инна Волкова ӑмӑрту условийӗсемпе паллаштарнӑ май пахча ҫимӗҫ ҫитӗнтерекенсен тупӑшӑвне пӗтӗмлетнӗ чухне тухӑҫпа пӗрлех ӗҫлекен кашни ҫын пуҫне туса илнӗ продукци виҫине те шута илессине палӑртрӗ.
Пулӑ ӗрчетсе те... ӑмӑртӑпӑр // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/pula-erchets ... -amartapar
«Ольга Николаевна – вӑл хӑй пӗр тӗнче. Автор чи малтан хӑйне хумхантаракан, уншӑн чи ҫывӑх пулӑмсене чунӗ витӗр кӑларса ҫырать. Ҫавна май ун хайлавӗсенче ӑшӑлӑх, савӑнӑҫ, ҫӳтӑлӑх, телейпе ырлӑх курма пулать», – тесе палӑртрӗ Надежда Григорьевна.
Ольга Туркайӑн пултарулӑх каҫӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... h-ka-irtr/


