Short
Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшас тӗллевпе йӗркеленӗ «Письмо к солдату», «Тепло для героя», «Корзинка для мобилизованных», «Подари платок солдату», «Новогодний подарок солдату» тата ытти акцисене пирӗн тӑрӑхри ҫынсем нумайӑн хутшӑнчӗҫ.
Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр // М.Прохорова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/
Юрать-ха, апӑрша, хӑйне вуҫех сӳтӗлсе кайма, хакран кӑларма, кӗлерӗнме памарӗ, пурнӑҫ тилхепине яланлӑхах ҫухатса ямарӗ: хӑй ҫӑлтӑрӗн телейне ҫирӗппӗн, анчах вӑрттӑн — карттӑн ӗненсе, тухтӑрсем ӳкӗтленипе хӑпма пӗлмен усал чиртен татӑклӑнах сипленме килӗшрӗ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
«2023 ҫулхи ҫавнашкал тапхӑртипе танлаштарсан, ял хуҫалӑх выльӑх-чӗрлӗхне тӑрантарнӑ чухне усӑ куракан выльӑх апачӗ патне хушмаллин калӑпӑшӗ 2,5 хут ӳснӗ, — палӑртнӑ надзор ведомствинче. — Пӗлтӗрхи ҫичӗ уйӑхра Пушкӑртран 10,5 пин тонна ытла кӑшман жомне ӑсатнӑ».
Пушкӑрт Китая хаклӑ выльӑх апачӗ ҫумне хушмаллин экспортне самаях пысӑклатнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... tn-3890822
Ку ыйту Баринова «Чувашия» стройучастокри лару-тӑру пирки тепӗр хут шухӑша ячӗ, кӑвак платье ҫийӗн хура хӑмӑр кофта тӑхӑннӑ, шӳтлеме хӑтланнӑ чухне те салхуллӑ пит-куҫлӑ хӗрарӑм сине тӗмсӗлсе пӑхрӗ: унӑн та юлашки вӑхӑтра самаях пӑшӑрханма, кулянма тивнӗ-тӗр.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Малти урисем ҫине чӗркуҫленнӗ ӗне Караҫӑм ҫине хурлӑхлӑ шурӑ куҫӗпе ӳпкевлӗн пӑхса илсе кӗлеткине ҫӗклеме пикенчӗ, анчах кайри урисем те шуҫса кайнӑран ҫирӗпленсе тӑраймарӗ, тискеррӗн мӗкӗрсе ярса шырлана ҫаврӑнса ҫапӑнчӗ, ун ҫийӗн шыв шарласа юхма тытӑнчӗ.
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Хӑш чухне мана пур япаласенчен те ҫынсем валли савӑнӑҫ тума май пур пек туйӑнать, ун валли ҫавна питӗ тӑвас килни ҫеҫ кирлӗ тата хӑвна ху хӗрхенес пулмасть, ҫине тӑрса, хӑюллӑрах, тӳрӗ чунпа тӑрӑшас пулать, вара пур япаларан та ҫынна савӑнтармалли тума пулать…
22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Унта округри вӗрентӳ организацийӗсен представителӗсем, педагогика ӗҫӗн ветеранӗсем, хӑйсен ӗҫ-хӗлне ҫитӗнекен ӑрӑва пӗлӳ парассипе ҫыхӑнтарма шут тытнӑ, ку енӗпе пӗрремӗш ӑнӑҫлӑ утӑмсем тунӑ ҫамрӑк специалистсем, ачасемпе ашшӗ-амӑшӗсем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ.
Педагогсемпе ачасене телейлӗ ҫулталӑк кӗттӗр // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d0%bf%d0%b ... %b0%d0%bb/
Елчӗк округӗнче ӗҫлӗ визитпа пулнӑ Чӑваш Республикинчи Ача прависем енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑя Алевтина Федоровӑна, округ пуҫлӑхне Леонард Левыя тата ытти ертӳҫӗсене пӗрлештерекен ушкӑн чи малтанах Курнавӑш, Ҫӗнӗ Пӑва шкулӗсен коллективӗсемпе курнӑҫрӗ.
Ҫамрӑксем яла юлччӑр тесен… // Елена Петрова. http://елчекен.рф/2023/03/17/c%d0%b0%d0% ... %b5%d0%bd/
2) вӑхӑт сыпӑкӗсене кӑтартакан ӗмӗр, тапхӑр, пилӗкҫуллӑх, ҫул, уйӑх, эрне т. ыт. ятсене -ри/-ти/-чи сегмента йышӑнтарсан, вӗсем япала е ӗҫ хӑш вӑхӑтра пулнине кӑтартаҫҫӗ: Пирӗн ӗмӗрти кашни улшӑну, кашни утӑм, кашни ҫӗнтерӳ е ҫухату биографие ҫырӑнса юлать (КЯ, 2.XI.80).
Япала ятне вырӑн тата вӑхӑт тӑрӑх ӑнлантаракан определенисем ҫинчен // И. П. Павлов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 22–44 с.
Пӗрремӗшӗ — кашниех хӑйне валли ҫирӗп кун йӗрки туса хатӗрлетӗр, эрнере кашниех пӗр кун стройкӑра ирттерме палӑрттӑр, курса ҫӳреме мар, паллах, ӗҫе хӑвӑртлатма, рабочисен хавхаланӑвне ыр тӗслӗх кӑтартса ӳстерме, асӑрханӑ ҫитменлӗхсене вырӑнтах пӗтерсе пыма.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Вӑл ҫапла сӗннӗ: 1) хура пӳртсене пӗтермелле — тӗтӗм алӑкран мар, мӑрьерен тухтӑр: 2) ҫынсене кил-ҫурта таса тытма хӑнӑхтармалла; 3) весӗн апачӗ тутлӑрах та сӗтеклӗрех пултӑр; 4) хресченсем меллӗрех тумтир тӑхӑнса ҫӳреччӗр, ҫумӑрта ан йӗпенччӗр, сивӗре ан шӑнччӑр.
Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.
Ҫакӑн пек куҫса ҫӳренине пула, мӗнпур тропосферӑра сывлӑш составӗ пӗр пекех пулать; ҫакна эпир аяларах кӑтартнӑ таблицӑра курма пултаратпӑр (ку таблицӑра ҫӗр ҫумӗнчи тата 11 км ҫӳллӗшӗнчи сывлӑш составне мӗнле газсем тата мӗн чухлӗ кӗнине процентпа кӑтартнӑ).
III. Гидро- тата аэродинамика // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Ҫак сӑмахсем йӑлтах — ЧР Патшалӑх Канашӗн Патшалӑх строительстви, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх, Регламент тата депутат этики енӗпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗ, Пӗтӗм Раҫҫейри «Единая Россия» политика партийӗн Чӑваш регион уйрӑмӗн секретарӗ Николай МАЛОВ пирки.
Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Ҫавӑн пекех фестиваль шайӗнче Шупашкар хулинчи лапамсенче пултарулӑх лабораторийӗсем тата Раҫҫей этнографи музейӗнчен вӗрентӳ программисем, декораципе ӗҫлев ӳнерӗн ӑстаҫисен ярмӑрккисем ӗҫлӗҫ, фольклор пултарулӑх коллективӗсем юрӑ-ташӑсемпе савӑнтарӗҫ.
Пушкӑртстанӑн тӗрленӗ карттине Пӗтӗм Раҫҫейри фестивале тӑратӗҫ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-08- ... ar-3391031
Тавлаша-тавлаша тем патне ҫитетчӗҫ вӗсем — калама хӗн, Крапивина ҫак самантра Никифоров кӑт! тӗксе илчӗ те: — Кур-ха, юлташлӑхсен уйӗсене, хуть те мӗн каласан та, пӑхма кӑмӑллӑрах, — терӗ тулли кӑмӑлтан, ыраш калчи ешерекен самай пысӑк лаптӑк енне пуҫне сӗлтсе.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
ТР Транспортпа ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви «Автострада» АО хыпарӗ ҫине таянса пӗлтернӗ тӑрӑх, «Алексеевски – Элмет» ҫӗнӗ ҫулпа ҫӳренӗшӗн 2025 ҫулхи февраль уйӑхӗн вӗҫӗнчен тӳлеттерме тытӑнаҫҫӗ, хӑш кунран пуҫланасси хальлӗхе паллӑ мар-ха, каярах пӗлтерӗҫ.
«Алексеевски – Элмет» ҫул февраль вӗҫӗнчен тӳлевлӗ пулать! // Ирина Кузьмина. https://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem ... levl-pulat
Ӳксе ҫитнӗ хыҫҫӑн цилиндр ҫинчен хутне сӳсе илеҫҫӗ те хут ҫинче пур паллӑсем урлӑ та каҫмалла тӳрӗ лини цилиндра тӑваканни тӑрӑх туртаҫҫӗ, унтан чи аялти паллӑран, цилиндр хускалмасӑр тӑнӑ чухне ӳкерсе илнӗ паллӑран пуҫласа, паллӑсем хушшисене виҫсе тупаҫҫӗ.
Задачӑсене шутламалли правилӑсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Энӗшкассинчи юмӑҫа вӗлерсе пӳртне вут тивертнӗ хыпара Праски ҫӑл кутӗнчен тупса килчӗ те алӑк урлӑ каҫнӑ-каҫманах: — Ах турӑ, Петӗр… тем курса ларӑн… Энӗшкассинче ытла та хӑрушӑ ӗҫсем пулса иртни ҫинчен калаҫаҫҫӗ. Ваҫухха юмӑҫ килӗ ҫунса кайнӑ теҫҫӗ, — терӗ.
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хамӑн ирӗк пулсан, эпӗ хулари кашни шкултах ҫак ял ачисенни пек отрядсем тӑвӑттӑм, ҫуркуннепе пӗр-пӗр колхоза кайса ярӑттӑм, акӑ сире ҫӗр, лартӑр тӗрлӗрен ҫимӗҫ, ҫитӗнтерӗр, кӗркунне турттарса кайӑр, курак чӗппи пек ҫӑвартан хыптарасса кӗтсе ан ларӑр тейӗттӗм.
VIII // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.
Стена ҫумне ҫапнӑ, уйрӑм стендсем туса ҫакнӑ тӗрлӗрен схемӑсене, диаграммӑсене, электриксен чи малтан мӗн пӗлмелли ҫинчен ҫырнӑ правилӑсене, ҫакӑнта ӗҫлекенсен сӑнӗсене пӑхрӑмӑр, куртӑмӑр, асӑрхаттарнисене вуларӑмӑр, хамӑра май пӗтӗмпех ӑнланма тӑрӑшрӑмӑр.
Ҫутӑ хуҫи // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 65–91 с.


