Short
Чӑх ҫӑмарта тунӑ вӑхӑтах выртрӗҫ вӗсем ҫапла — сывламасӑр тенӗ пек, ҫепӗҫленсе, тӗпсӗр пылак тинӗсе путса, хӳхӗм ӗмӗтпе илӗхсе, ҫак ҫут тӗнчери этем пурнӑҫӗн чӑн-чӑн тӗллевне, чӑн-чӑн ырлӑхне, чӑн-чӑн илемне, чӑн-чӑн телейне туйса: Павӑл аялта, Лена — ун ҫинче.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Пӑртасран тухнӑ аякри ишев капитанӗ, Арктика шельфӗ ҫинче сейсморазведка тӑвакан паллӑ полярник Александр Пылин ҫинчен пӗлтӗр ҫуралнӑ ялӗнче ун аслашшӗ – кулаксем персе вӗлернӗ колхоз председателӗ Гордей Пылин ячӗпе – ҫӗнетнӗ палӑка уҫнӑ чухне илтнӗччӗ.
Пӑртасран – Арктика таран // Светлана Чикмякова. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2017.09.13
Ҫӗнӗ ҫырулӑхлӑ чӗлхесем (вӗсенчен ытларахӑшӗ ҫырулӑх революци хыҫҫӑн кӑна туяннӑ) пурте тенӗ пекех, пӗр енчен, совет тапхӑрӗнче хӑйсен обществӑллӑ функцине ҫулсеренех сарса пычӗҫ, тепӗр енчен, хуллен-хулленех вырӑс чӗлхипе ылмашӑнас ҫул ҫине тухса пыраҫҫӗ.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Виктор Гаврилчсемпе юнашар пуранакан ҫамрӑк зоотехник тепӗр эрнерен сӑвӑ ҫырчӗ: сӑвӑра кӳршӗ хӗрӗн чӗринче пӗрремӗш хут юрату ҫурални ҫинчен каланӑ, мӗншӗн тесен хӑнана килнӗ кӳршӗ хӗрӗ ытла та ҫӑмӑл, лӗпӗш пек вӗҫсе кӑна ҫӳрет, ялан хаваслӑ юрӑсем юрлать…
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Фактсем вара ҫакӑн ҫинчен калаҫҫӗ: маларах асӑннӑ виҫӗ ӗҫре США, Даллес каланӑ пек, «вӑрҫӑ пуҫланас патнех» ҫитсе тӑнӑ пулсан, ку вӑл Америкӑн «вӑйпа пӑхӑнтармалли» политикинчен кӑна, урӑх государствӑсен шалти ӗҫӗсене сӗмсӗррӗн хутшӑнинчен кӑна килнӗ имӗш.
Даллес „Лайф“ журнал корреспонденчӗпе калаҫни // Коммунизм ялавӗ. Коммунизм ялавӗ. - 1956. - 14 январь (№ 10). - С. 4.
Хусаншӑн нумай ҫул хушши кӗрешнӗ, аслӑ князь ирттерекен темӗн чухлӗ похода хутшӑннӑ, ҫӗнтерӳ савӑнӑҫӗ мӗнле пулнине те, вӑрҫӑра тӑшмана парӑнтараймасан чуна мӗнле йывӑррине те тӳссе курнӑ воеводӑсем мӗн пулса иртнишӗн пӑшӑрханса, ытлашши шавламасӑр тӑчӗҫ.
13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Чим-ха, кочегар, питех ӗҫес тесен, эп сана халех ҫур литр кӑларса пама пултаратӑп, анчах тӳрех килне кай, таса тумланнӑ ҫынсене мазутпа вараласа ан ҫӳре кунта, лавкка таврашӗнче, илтетӗн-и? — юлашки сӑмахӗсене хыттӑнрах каларӗ Влас, ӳсӗре ӑса вӗрентет тейӗн.
Хумкка мучи юмах ярать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Вӑл ВКП(б) Крым обкомӗпе Ялта хула комитечӗн бюровӗсен членӗ, Совет писателӗсен союзӗн Крымри уйрӑмӗн ответлӑ секретаре, «Крым» альманах редакторӗ, «Знамя» журнал редколлегийӗн членӗ, ССР Союзӗнчи Совет писателӗсен союзӗн секретариачӗн членӗ пулса ӗҫлерӗ.
П. А. Павленко // Ялав. Ялав. — 1951. — № 6. — 31 с.
Асӑннӑ наци проекчӗ шайӗнче Чӑваш Республикинче «Атӑла сыватасси», «Вӑрмансене упраса хӑварасси», «Таса ҫӗршыв», «Коммуналлӑ хытӑ каяшсене вырнаҫтарас ӗҫӗн комплекслӑ тытӑмӗ», «Сайра шыв объекчӗсене упраса хӑварасси», «Таса шыв» проектсем пурнӑҫланаҫҫӗ.
Ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхӗ экологи лару-тӑрӑвӗнчен килет // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12056-cynsen ... chen-kilet
Президиум членӗсем Чӑваш Республикин иккӗмӗш заявкине йышӑннӑ, Ҫӗмӗрле тата Куславккара хутса ӑшӑтмалли объектсене, шывпа тивӗҫтермелли сетсене пурнӑҫа кӗртме палӑртнӑ 578,6 млн тенкӗ тӑракан проекта ырланӑ, объектсене валли ятарлӑ Фонд 459,2 млн тенкӗ уйӑрӗ.
Куславккапа Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан ҫичӗ пин ҫынна ӑшӑпа тивӗҫтерекен объектсене модернизацилесси ҫинчен калакан Чӑваш Енӗн заявкине ырланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/08/kusl ... che-pin-ci
ЧР конкуренци политикипе тарифсен патшалӑх службин ертӳҫи Альбина Егорова коммуналлӑ пулӑшӑвӑн кӑҫалхи хакӗсемпе, республикӑри ачасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй Вячеслав Рафинов демографипе, ҫитӗнекен ӑрӑва пӑхассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене тишкерчӗҫ.
Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№
Ҫав шутран «АСК-Яльчики» ОООра — 200 гектар (67 процент), «Победа» ОООра — 80 гектар (100 процент), «Рассвет» ЯХПКра — 120 гектар (48 процент), Ленин ячӗллӗ ЯХПКра — 150 гектар (38 процент), «Яманчурино» ОООра — 150 гектар (38 процент), «Прогресс» АХОра — 300 гектар (27 процент).
Округ уй-хирӗсенче // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/1 ... 7%d0%b5-2/
«СВ-ПРЕСС» Издательство ушкӑнӗн ертӳҫи Александр Вражкин уява пухӑннисене Константин Иванов тата Нарспи сӑнӗллӗ календарь парнелесе тухни ку ҫурхи пӗрремӗш уяв кӑна мар, Литература тата К.В.Иванов ҫулталӑкӗнчи пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗлпулу пулнине ҫирӗплетрӗ.
Сывлӑш пекех эс кирлӗ... // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 6 с.
С.Г.Еникеев профессорӑн сӑмахӗсем аса килчӗҫ вара: «Институт пӗтерни эсир чӑн-чӑн агроном пулнине пӗлтермест-ха. Пысӑк тухӑҫ туса илнишӗн пӗрре кӑна мар хӗпӗртесен е тырпула нушаллӑ пухса кӗртнишӗн чӗрене ыраттарсан тин чӑн-чӑн агроном пулатӑн», - тетчӗ вӑл.
Агроном - пултарулӑх ҫынниех // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
Колледж педагогӗсемпе администрацийӗ темиҫе площадка йӗркеленӗ, унта ӑсталӑх класне хутшӑнакансем: кондитерпа повар ӗҫӗпе, электриксен ӗҫӗпе, электричество сеткисемпе тата хӳтлӗх тумтирӗпе, каменщик ӗҫӗпе, ҫӗвӗҫ ӗҫӗпе, тӗрлӗ ялхуҫалӑх техникипе паллашнӑ.
Ученӑй патӗнче хӑнара // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... ra-4059801
Сӑмахӗ вара кунта ҫав ҫулталӑк хушшинче тумалли ӗҫсен планӗ ҫинчен пырать (ӑна иртнӗ ҫултах йышӑнса ҫирӗплетнӗ), апла пулсан ҫулталӑк (квартал, уйӑх) планӗ, смена норми (заданийӗ т. ыт. те) темелле, урӑхла каласан, кун пек чухне те изафет формипе усӑ курма кирлӗ.
3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Районти культура ҫурчӗ ҫумӗнче нумаях пулмасть йӗркеленнӗ «Без проблем» вокалпа инструментсен ансамблӗн концертне (ертӳҫи Иван Куропаткин), Андрей Дмитриев шӑпах ҫак ушкӑнӑн солисчӗ, Константин Григорьев шӑрантарнӑ юрӑсене куракансем кӑмӑлласа йышӑнчӗҫ.
Вӑйлисем, хӑюллисем ӑмӑртрӗҫ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d0%b2a%d0 ... 2%d1%80ec/
…Лянит — те чӗкеҫ пек хуп-хура пулнӑран, ялта ӑна Чикан Ляничӗ тенӗ; ҫаплах тата унӑн хушамачӗ те Цыганков ҫырӑннӑ — хӑй Ҫӗр Ҫӑлкуҫсем пулман, кунта вӑл алӑри ачалла килсе лекнӗ; ун амӑшӗ ку таврана выҫлӑх ҫулхине таҫтан анатран, Саратов патӗнчен килсе тухнӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Владимир Садай. В. Л. Садай. Ҫӗр ҫалкуҫ: повеҫсемпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 184 с. — 3–101 с.
Мероприяти тени хӑпартса, ӳстерсе каланӑ пек туйӑнать пулин те, ӑна чӑвашсен ӗлӗкрен пыракан йӑлипе пыл ҫулӗпе кайса ҫу ҫулӗпе таврӑнма ырӑ сунса йӗркеленӗ ӑсату каҫне ашшӗ-амӑшӗ, тӑванӗсем, Николай Александровича хисеплекен тус-тантӑшӗ чылайӑн пуҫтарӑннӑ.
Ҫара пил парса ӑсатнӑ // Юрий Михайлов. http://kasalen.ru/2024/05/31/%d2%ab%d0%b ... %bd%d3%91/
Вӗсем валли тутлӑ шӑршӑллӑ утӑ рулонӗсем кӗрсе выртаҫҫӗ те траншейсене нумай ҫул ӳсекен курӑксен сӗтеклӗ, витаминлӑ — люцерна, клевер, донник, хӗвелтухӑҫ козлятник т.ыт. те — выртаҫҫӗ, нумай ҫул ӳсекен культурӑсене 53 процент, пӗр ҫулхисене — 20 процент ҫулнӑ.
Сенаж — траншейсенче, утӑ — рулонсене // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... ne-3848969


