Short
Компани гендиректорӗ Владимир Ермолаев ку енӗпе «Канмаш» предприяти такӑнтарнине пытармарӗ: «Унпа эпир 5 ҫуртра лифтсем вырнаҫтарса хута яма килӗшӳ тунӑ, укҫине те, 80 миллион тенкӗ, куҫарнӑ. Анчах хуҫипе телефонпа та ҫыхӑнаймастӑп — суда тавӑҫпа тухатпӑр».
Ҫынсем хваттер кӗтеҫҫӗ — кӗтсе илеймеҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2017.11.20
Кунсӑр пуҫне тата Симонюк хӑйне хӑй питӗ мӑнна хума юратаканскер пулнӑ та пенсие тухакан леш «хальхисем» ҫине кӳренсе пурӑннӑ, вӗсем хӑйсем айван, ухмах пулнипе ӑна, Симонюка, текех активлӑ, команднӑй ӗҫре тытмалла мар тесе йышӑннипе йӑнӑш тунӑ тесе шутланӑ.
5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ҫак кунсенче Мускавран ырӑ хыпар ҫитрӗ — Раҫҫей Центросоюзӗ ирттернӗ экономика ӑмӑртӑвӗнче 2015 ҫул кӑтартӑвӗсем тӑрӑх хуҫалӑха пӗтӗмӗшле аталантарас енӗпе виҫӗ пине яхӑн потребительсен обществи хушшинче Элӗк райповӗ ҫӗнтернӗ, куҫса ҫӳрекен ялава тивӗҫнӗ.
Элӗк райповӗ - Раҫҫейре пӗрремӗш! // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
— Пӗлетӗн-и, Филимон Петрович, юлашки вӑхӑтра, ху куран, эпир Калюков хурахӗсене хӳререн кӗҫ-вӗҫ ярса илес вӗҫнех ҫитрӗмӗр, икӗ-виҫӗ хут перкелешсе те илтӗмӗр, анчах, мурсем, темле асамҫӑсем пек вӗсем, шӑп читлӗх алӑкне шалтлаттарса хупас умӗн тарса ӗлкӗреҫҫӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пахчара — кая юлса ҫурӑлнӑ хӗвелҫаврӑнӑш, хӗвеле хирӗҫ чӗвенсе, чӗчӗ ӗмекен пӑру пек малалла сике-сике илет, тытамак тытнӑ пек каҫӑхса кайса тапкалашма тытӑнать, хыҫаланать, е шӑнса кӳтнинчен ӑшӑнас тенӗ майлӑ, ҫулҫисене, ҫын аллисем пек, хире-хирӗҫ сӑтӑрать.
12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Григорий ҫеҫ мар, Зиминцев та халь Аня ҫине темӗнле тинкерсе пӑхрӗ, вӗсем хыҫҫӑн, ҫакна курса, юлашкинчен (ну, мӗн кирлӗ-ха вӗсене!) Зиминцев арӑмӗ те йӑлтах ҫыпӑҫа пуҫларӗ: пуҫ ыратмасть-и, йывӑр мар-и (Аня пӗр уйӑх каялла ҫеҫ ача ҫуратнӑ-ҫке!), чирлесе ӳкмерӗн-и?..
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Ҫемье ҫулталӑкӗнче республикӑра мӑшӑрлану ҫинчен калакан 23,6 пин акт регистрациленине, ҫемье ҫавӑракансен пӗтӗмӗшле шучӗпе республика Федерацин Атӑлҫи округӗнче лидер пулнине ТР ЗАГС Управленийӗн коллегийӗнче ведомство пуҫлӑхӗ Эльвира Ахметова пӗлтернӗ.
Тутарстанра 2024 ҫулта 23,6 пин ҫемье чӑмӑртаннӑ // Оксана Бердникова. https://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem ... rlaxn-xuli
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ судьясен паттӑрлӑхне асра тытас, вӗсем ҫинчен ҫамрӑксене каласа парас тӗллевпе Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 70 ҫул ҫитнӗ тӗле 2015 ҫулта Чӑваш Республикин Аслӑ Сучӗ «Ҫӗнтерӳ салтакӗсем: Чӑваш Республикин судйисем» кӗнеке кӑларнӑччӗ.
Кашни ҫӗнтерӳҫӗ салтак асра // Надежда СЯДАРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06
ТАССпа пӗрле ирттерекен «Ҫирӗп аталану тата регион шайӗнчи «симӗс» экономика» сессире регион мӗнпур ҫул-йӗрпе отрасльте ҫирӗп аталану принципӗсене тата перекетлӗх мелӗсене туса хатӗрлемелли тата ӗҫе кӗртмелли майсене комплекслӑн кӑтартса пама палӑртать.
Регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пыракан Чӑваш Ен делегацийӗ Петербургра пухӑнакан пӗтӗм тӗнчери XXVI-мӗш экономика форумне хутшӑнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/13/regi ... -chvash-en
Премьерǎра ҫак ял тǎрǎхӗнче пурǎнакансем, тӗрлӗ ҫӗрте вǎй хуракансем: ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗсем Вячеслав Васильев тата Венера Васильева, Галина Иванова, Вадим Васильев, Аркадий Андреев,Алина Королькова, Дина Димитриева, Людмила Родионова, — вылянӑ.
Ҫеҫкери ҫӗмӗрт каллех ҫеҫкеленет // Галина Никитина. http://chuvash.org/news/11720.html
Кунпа пӗрлех район администрацийӗн ятарлӑ хушӑвӗпе ҫак тапхӑрта Тӑван ҫӗршывӑн никама пӑхӑнманлӑхне сыхласа хӑварассипе ҫыхӑннӑ ҫапӑҫусене хутшӑнакан ентешсен ачисем Элӗкри «Хӗлхем» ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулне те тӳлевсӗрех кӗрсе ҫӳреме пултараҫҫӗ.
Мӑшӑрӗсемпе ачисем - патшалӑх хӳттинче // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/masharesempe-achi ... inche.html
Ҫак юлташсем инҫе ҫула тухнинчен ним чухлӗ те тӗлӗнмелли ҫук, мӗншӗн тесен тепӗр чух вӗсене укҫа ӗҫлесе илме ӗмӗтленнинчен ытларах хальччен пулман вырӑнсене ҫитсе курас, унти йӑла-йӗркепе, ҫынсемпе паллашас текен шухӑш та килтен хӑвалать, пуйӑс ҫине лартать.
Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.
«…чӑн-чан илемлӗ произведенире — сӑвӑра, драмӑра, картинӑра, юрӑра, симфонире — пӗр стиха та, пӗр сценӑна та, пӗр фигурӑна та, пӗр такта та харпӑр хӑй вырӑнӗнчен кӑларса урӑх вырӑна куҫарса лартма ҫук, мӗншӗн тесен пӗтӗм произведени пӑсӑлса кайма пултарать…»
Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.
Хӑнасен йышӗнче Раҫҫей тата Мускав правительствисен членӗсем те, РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем те, Раҫҫей Геройӗсемпе ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем те, ҫӗршыври паллӑ артистсем те, ют патшалӑхсен полномочиллӗ посолӗсем те тата ытти чаплӑ ҫынсем пулнӑ.
Мускавра Акатуй иртнӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/06/18/%d0%bc%d1%8 ... %bd%d3%97/
Ачасем лабораторире пуҫа ватса ларнӑ чухне, пӗр вӑрра вӗреннӗ ҫын вӑрлама пӑрахаймасть теҫҫӗ ҫав, асамат кӗперӗ пек йӑлтӑртаттарса тӑракан йывӑҫа каллех милӗклӗх пултӑр тенӗ-и, ҫын ан куртӑр тесе вӑрттӑн кӑна йӑпшӑнса пынӑ та ун ҫине пурттине кач! ҫеҫ лартнӑ.
Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Эпир вӗсене ҫапла хушса ӑсатрӑмӑр: «Ленин йывӑр чирлӗ пулсан, курса чӑрмантарма ан тӑрӑшӑр, тутарсен пысӑк хуйхи ҫинчен те ан пӗлтерӗр, хӑвӑр кучченеҫсене парӑр та, чӑвашпа тутар халӑхӗнчен салам каласа, хӑвӑртрах сывалма сӗнӗр, вара каялла килӗр», — терӗмӗр.
Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
«Пӗтӗм Раҫҫейри право пулӑшӑвӗн эрни — Ҫемье ҫулталӑкӗн пӗлтерӗшлӗ пулӑмӗ. Ун вӑхӑтӗнче ҫемьесем хӑйсен прависемпе тивӗҫӗсем, ҫемье интересӗсене мӗнле хӳтӗлеме пултарни ҫинчен пӗлӗҫ», — палӑртнӑ ЧР Юстици ӗҫӗсен патшалӑх службин ертӳҫи Дмитрий Сержантов.
Право пулӑшӑвӗн эрни иртет // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d0%bf%d1%8 ... %b5%d1%82/
Кайнлӑк ял тӑрӑхӗнче пулнӑ ӗҫлӗ ушкӑн Геннадий Максимов, район администрацийӗн капиталлӑ строительствӑпа ҫул-йӗр, коммуналлӑ хуҫалӑх уйрӑмӗн начальникӗ Александр Краснов «Слава картофелю» агрофирма ӗҫ-хӗлӗпе паллашрӗҫ, Хирти Мӑнтӑрти вӑтам шкулта пулчӗҫ.
Район ҫыннисемпе тӗл пулса ыйтусене уҫӑмлатнӑ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.20
Халӗ ӗне сӑвакан, пӑру пӑхакан, сысна пӑхакан, чӑх-чӗп пӑхакан йышши терминсем те чӗлхере тытӑнса тӑрасшӑнах мар, халӑхра доярка, телятница, свинарка, птичница тесси вӑй илсе пырать, хаҫатсем те ытларах вырӑс е интернационаллӑ терминсемпе усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ.
Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев: «Республикӑра пурӑнакан кашни ҫын — хулара пурӑнать-и вӑл е пӗчӗк ялта — хӑйне кирлӗ вӑхӑтра пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗ илме пултарассишӗн ан иккӗлентӗр. Пӗтӗмӗшле илсен, эпир ҫак тӗллеве пурнӑҫлассипе тӗрӗс ҫулпа утатпӑр».
Медицина учрежденийӗсене — ҫӗнӗ оборудовани // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/12413-medits ... borudovani


