Short
Тӗлпулӑва хутшӑннисен ыйтӑвӗсене хуравласа ҫитес ҫулсенче нумай ачаллӑ ҫемьесемшӗн автотранспортран тытакан налука пӗчӗклетме палӑртманнине, патшалӑхпа муниципалитет органӗсенче ӗҫлекенсене ҫывӑх вӑхӑтра 65 ҫул тултарсан ҫеҫ пенсие кӑларассине пӗлтерчӗ.
Малаллах талпӑнаҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Вӑрманҫӑ аттине хывса аппаланнӑ хушӑра пӳрт алӑкӗ чӗриклетсе уҫӑлать те: «Кам унта?» — тесе ыйтать малтан Тамара, унтан ҫурма уҫӑ алӑк патне таплаттарса пынӑ арҫын ача, калаҫма сӗмленекенскер, пӗр сӑмахах темиҫе хутчен те калать амӑшӗнчен илтнипе: — Км… нта?..
«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Республикӑри Учительсен пӗлӗвне ӳстерекен институтра, ЧПУпа ЧППУри чӑваш факультечӗсенче, Шупашкар хула администрацийӗнче пулса хӑйӗн тӗллевӗсене пӗлтерет, хула шкулӗсем валли ҫӗнӗ учебниксем, методика кӑтартӑвӗсем, дидактика материалӗсем кирлине калать.
Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/
Вырӑсла масс-медие кӗнӗ тӗрлӗрен те тӗрлӗ -измсем чӑвашла масс-медие нимӗн улшӑнмасӑр куҫса пыраҫҫӗ: марксизм-ленинизм, коммунизм, социализм, реализм, альпинизм, экстремизм, канцеляризм, вульгаризм, реваншизм, космополитизм, антисоветизм, бюрократизм т. ыт. те.
Чӗлхемӗрӗн малашлӑхӗ унӑн паянхи пуянлӑхӗнчен килет // М. Р. Федотов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 6–21 с.
Алексей куҫӗ хӗрелсе кайнӑ, унӑн хурарах кӑтра ҫӳҫӗ, усӑнса анса, тарланӑ ҫамки ҫумне пайӑркан-пайӑркан ҫыпҫӑнса ларнӑ, калаҫнӑ майӑн час-часах сывлӑша касакан сылтӑм алли вилнӗ ҫынӑнни пек, кӑвакарса кайнӑ, шӑлавар кӗсйине чикнӗ сулахай алли чӗтре-чӗтре илнӗ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
ВN татӑка шутласа кӑларма икӗ треугольник: ВLN тата АОВ танлаштарса пӑхар; вӗсем танаяклӑ: АО = ВО = R (радиуссем); ВL = LN = ВК₁ = v (линилле хӑвӑртлӑхсем); ҫак треугольниксенче тӑррисенчи кӗтессем пӗртан: АОВ = BLN (енӗсем тӗлме-тӗллӗн перпендикулярлӑ кӗтессем пулнӑран).
IV. Ҫавӑрӑнса куҫни // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Ку вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ: шӑпах ҫавӑн чухне ҫынсем хӑйсене пачах йӳле яраҫҫӗ, вӗсен ырри те, усалли те самантрах тан тапса, е сенкер куҫлӑ тӳпери ылтӑн-кӗмӗл хӗвеллӗн, е ырӑ шӑршлӑн, е вун икӗ пуҫлӑ аҫтахан пек пӗтермӗшле хаяр сӑнлӑн, е усал газ пек пӗрхӗнсе тухать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн ку ҫӗнӗ спектакльне тахҫантанпах кӗтнӗччӗ, «Ҫапкаланчӑк» ятлӑскерӗн премьери нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуласси ҫинчен «Хыпар» хаҫатӑн февралӗн 13-мӗшӗнче тухнӑ номерӗнче «Кӑшкӑрас килчӗ - сас тухмарӗ…» статьяра та пӗлтернӗччӗ.
«Бомжик» тени чӑвашла «Маттуркка» пулать-и? // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 5 с.
Унӑн пит-куҫӗ пӗркеленчӗ, сухалӗ чӗтреме пуҫларӗ, сӳнекен кӑвар пек пӗчӗк куҫӗсем вӑхӑт-вӑхӑт ялкӑшса, ҫисе ярасла пӑхрӗҫ Ҫимун ҫине: — Значӑтцӑ, — терӗ вӑл чӗтрекен сассипе сӑмах вӗҫне тӑсса, — значӑтцӑ, эсӗ, Хура Ҫимун, ял кулакӗ, ват колхозникран кулас терӗн?!
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Иртнӗ эрнере муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ҫамрӑксен ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен советникӗ Ольга Григорьева тата администрацин ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн специалист-эксперчӗ Ремис Шарафутдинов ертсе пынипе округри ҫамрӑк экологсемпе «Таса вӑрман» акци йӗркеленӗ.
Вӑрмана варалар мар // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/06/18/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d1%80/
ӑ) физкультурӑпа спорт событийӗсене, ӑмӑртӑвӗсене радиопа телевидени передачисенче, хаҫат-журнал страницисенче, стена хаҫачӗсенче, кӗнекесенче ҫутатса тӑрасси; физкультурӑпа спорта сӑмах вӗҫҫӗн пропагандӑласси — лекцисем, калаҫусем, тӗлпулусем ирттересси;
Спорт терминологине йӗркелес ыйтусем // Л. Г. Улангин, М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 126–131 с.
Чӑваш чӗлхи пӗчӗк сӑмахпа та, микро- префикспа та анлӑн усӑ курма пултарать, анчах вӑл ҫыраканӑн пултарулӑхӗнчен килет: пӗчӗк архив — микроархив, пӗчӗк хула — микрохула, пӗчӗк район — микрорайон, пӗчӗк участок — микроучасток, пӗчӗк фильм — микрофильм т. ыт. те.
Чӗлхемӗрӗн малашлӑхӗ унӑн паянхи пуянлӑхӗнчен килет // М. Р. Федотов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 6–21 с.
«Илемлӗ ӳнер пултарулӑхӗ» номинацире вара ҫӗнтерӳҫӗсем пиллӗкӗн% Валерия Петрова («Умничка» клуб), Дарья Тимофеева (ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗ), Кристина Ерлыгина тата Виктория Павлова (Кӳстӳмӗрти тата Ярмушкари шкулсем), Петр Елимов (Калининӑри шкул-интернат).
Финалта тупӑшӗҫ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10671-fi ... a-tup-sh-c
Евлен та ман патӑмра ӗҫлесе пурӑнчӗ, анчах вӑл хӗрлӗ ялав ҫӗклесе Тимофей Николаевич хыҫҫӑн кайрӗ, пурӑнасса та ҫӗрне Артура тара парса кӑна пурӑнать, ҫемйи те ҫук унӑн, пулма та пултараймасть: пӗр кантӑклӑ хура пӳртре ача-пӑчасемпе ҫӑкӑрсӑр-мӗнсӗр пурӑнаймӑн.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ак вӑл вырӑнтан хускалчӗ, тӑтӑрхасӑр урисене (вӗсене такам тачка сӑнчӑрпах сӑнчӑрланӑ тейӗн) пӗр-пӗринчен шӑл ҫыртса, вӑй хурса куҫаркаласа, тӗттӗм вӑрман чӑтлӑхнелле лӑштӑрт-лӑштӑрт тутарса ленк-ленк калӑпсӑр сулланчӗ: ҫӑт-ҫат, шӑт-шат, чӑш-чаш, шачӑртшачӑрт…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Кӑшт тӑхтарахпа ҫакӑ мӗнле пулса иртнине пӗри тепринчен, тепри виҫҫӗмӗшӗнчен ыйта-ыйта пӗлсе чухлама пикенчӗҫ: кантурта шавланине илтекенсем пулнӑ иккен, кантуртан Гаврил сиксе тухнине, алкумӗнче кӑштах уткаласа ҫӳресен, каялла кӗнине те курнӑ иккен хӑшӗсем.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Пурнӑҫӗ апла хӑтланать, хваттер хуҫисем, ҫамрӑксене чӑл-чал тӗсесе: «Эсӗр, — теҫҫӗ, — пепкеллӗ-мӗнлӗ пулас тетӗр-тӗк… Вушпӗм, уа-а, уа-а тапраниччен урӑх вырӑн шыраса тупма тӑрӑшӑр. Иксӗр кӑна пурӑнма шутлатӑр пулсан — пашалстӑ, хӑть пин ҫул пурӑнӑр — чару ҫук».
Ирӗксӗртен хуняман асран кайми ҫырӑвӗсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Станока таса тытмаллине, ӗҫ вырӑнне пӗлсе йӗркелемеллине, кирлӗ ннструментсемпе майлаштарусене кирлӗ пек вырнаҫтармаллине, станок ӗҫсӗр ан тӑтӑр тесе яланах тӑрӑшмаллине кашни токарех лайӑх пӗлет, анчах ҫав пӗлекен япалана йӑлана кӗртме ҫеҫ йывӑртарах пуль.
Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.
Аслӑ шкулта филолог дипломне илнисенчен нумайӑшӗ (мӗн пытармалли) лингвист, филолог, чӗлхеҫӗ тесен, ахӑртнех, тӳрех кичем сӑмахсене аса илет: морфологи, синтаксис, орфоэпи, грамматика, лексикологипе лексикографи, морфема, лексема, япала ячӗ, падеж, сӑпат т.ыт.те.
Юман-аттепе ҫӑка-анне тата вӗсен ҫемйи // Алексей ЛЕОНТЬЕВ. http://hypar.ru/cv/yuman-attepe-caka-ann ... esen-cemyi
Пӗр-пӗр ӗҫпе е пӗлӳлӗхпе ҫыхӑннӑ ятарлӑ сӑмахсем ҫинчен калаҫнӑ чухне час-часах ҫав сӑмахсене икӗ ушкӑна пайлаҫҫӗ: пӗр ушкӑнне кӗрекеннисем паллӑрах та кирлӗрех ӑнлавсене палӑртаҫҫӗ, теприсем вара ҫав ӑнлавсемпе ҫыхӑннӑ конкретлӑ япаласен ячӗсем шутланаҫҫӗ.
1. Умӗн калани // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.


