Short
Кистенлӗпуҫӗнчи ял клубӗн «Спорт тата эпӗ» спорт программинче хутшӑнакансемпе чупассипе, сикессипе интереслӗ конкурссем ирттернӗ, мечӗксемпе, кегльсемпе, кӑшӑлсемпе эстафетӑсем тунӑ, унта ачасем хӑйсен спорт, ӑс-хакӑл тата хӑнӑхӑвӗсене кӑтартма пултартнӑ.
Кистенлӗпуҫӗнче "Спорт тата эпӗ" программа иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sport/2024-0 ... tn-3811884
Сӑмах май, асӑннӑ министерство Тулашэкономбанкпа пӗрле предприятисен производствине тӑнӑҫлӑхпа тивӗҫтермелли майсене - кредит парӑмӗсене реструктуризацилеме, кредитӑн ҫӗнӗ линийӗсене йӗркелеме тата профильпе ҫыхӑнман активсене реализацилеме - палӑртнӑ.
Чăваш тракторĕсен чапĕ-сумĕ таврăнатех // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№
Тепӗр чухне сунарҫӑн пулать ҫавнашкал туйӑм: тискер кайӑкне курмасть те, илтмест те-ха вӑл, унӑн йӗрӗпе кӑна пырать, анчах темскер ӑнланма-пӗлме ҫукки ӑна ҫав тискер кайӑк инҫех те мар иккенни, унпа кӗҫ-вӗҫ куҫа-куҫӑн тӗл пулма пултарасси ҫинчен асӑрхаттарать.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Эпӗ, янахӑма ялт-ялт сиктере-сиктере, хӗпӗртӗве-савӑнӑҫа пач хӗстермесӗр, хӳме лартмасӑр, епле майпа футбол мечӗкӗ ҫак ӑш хыппине пӗр ыраттармасӑр самант «майласа, пуҫтарса хуни» ҫинчен ынатласа, пал-пал ҫулӑмланса, ҫӗтерех панӑ саспа пайӑрласах каласа патӑм.
Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.
Кӳршӗсен те — Тутарстан, Пушкӑртстан, Мордва республикисен — пур вӑл, ҫавӑнпа вӗсенче наци хутшӑнӑвӗсем тӗлӗшӗпе ҫамрӑксен, ҫул ҫитменнисен хушшинче те ҫитӗнӳсем самай аваннине палӑртрӗ съездра Раҫҫей Халӑхӗсен ассамблейин председателӗ Светлана Смирнова.
Пӗрлӗхпе туслӑх: хурҫӑран та ҫирӗп, ылтӑнран та пахарах // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№
Хуйхи-суйхине ачисене систермен вӑл, кӑвак ҫутӑлла тӑрса пӳрт хутса ӑшӑтнӑ, ачисене ҫупӑрласа тӑратнӑ, тумлантарнӑ, пичӗсене ҫунӑ, сӗтел хушшине лартса апатлантарнӑ, вут-кӑвартан шикленсе, шӑрпӑкне хӗрачин алли ҫитмелле мар ҫӗре хунӑ та ир-ирех ӗҫе тухса утнӑ.
Ҫутӑ хуҫи // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 65–91 с.
Опыт туса тӗпчес задача акӑ мӗнре тӑрать: пӗр-пӗр япалана икӗ вӑй кӗтеслӗн тивтермелле, унтан ҫав икӗ вӑя ҫавӑн пекех тивекен пӗр вӑйпа улӑштармалла, вара хушӑнакан вӑйсемпе равнодействующин пысӑкӑшӗсем тата енӗсем пӗр-пӗринпе мӗнле шайлашса тӑнине тупмалла.
1. Пӗр-пӗринпе шайлашса тӑракан вӑйсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Анчах та, тайлӑк тӳремҫи тӑрӑх кайнӑ ҫул, вертикаль майлӑ хӑпарнӑ чухнехи ҫулпа танлаштарсан, вӑй миҫе хут сахалрах, ҫавӑн чухлӗ хут вӑрӑмрах пулать; ҫавӑнпа та тайлӑк тӳремҫи тӑрӑх сӗртӗнӳсӗр тата пӗртикӗс хӑпартнӑ чухне ӗҫ хисепӗ хутшӑнмасть те, чакмасть те.
Ансат механизмсем ҫинчи вӑйсен равновесийӗн условийӗсем тата вӑл механизмсем ҫинчи ӗҫсен законӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Паллӑ ӗнтӗ, «эстетика», «кадр» тенисене Гаврил ӑнлансах ҫитеймен, «шӑпах Наҫтаҫа» тенӗрен ҫеҫ чухласа илет: ырӑпа килмен ку этем, таҫти тахӑш хусаха, пуян та пит «вашнӑйскере», арӑмлӑх хӗр тупса парас тесе ҫӳрет, лешне сӑнӳкерчӗк урлӑ Наҫтаҫпа паллаштарасшӑн…
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
«Хальхи вӑхӑтра хамӑрӑн вӑйпа выльӑх хупмалли тӑррине витнӗ карта тӑватпӑр. Кӑҫал мӑйракаллӑ шултра выльӑх йышне 100 пуҫ таран ҫитерме палӑртатпӑр. Мӗн пуррипе лӑпланса ларасшӑн мар эпир, малалла аталанмалла», - каласа панӑ тӗлпулу вӑхӑтӗнче Алексей Олегович.
Грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9121-grantse ... a-08-04-22
Доклад тӑрӑх сӑмах илсе ЧР Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Эмир Бедертдинов Тӑвай муниципалитет округӗ аталанура ырӑ динамика кӑтартнине, чылай отрасльпе лайӑх позицисем пулнине палӑртнӑ, ӗҫе малалла лайӑхлатса пырассипе хӑш-пӗр сӗнӳсем панӑ.
Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/
Икӗ е темиҫе сӑмахлӑ терминсенче (кӗскерех вӗсене хутлӑ термин тесен те юрамалла — «составной термин» пӗлтерӗшпе; пӗр сӑмахлисем вара хутсӑр термин пулаҫҫӗ) ҫак йӗркене тытса пырас туртӑм сисӗнет: пысӑкрах единицӑн е ушкӑнӑн ячӗ пӗчӗкрех ушкӑнсенче те юлать.
3. Ку чухнехи чӗлхе терминологийӗ. Унӑн пахалӑхне ӳстересси // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.
Ларкӑч ҫине хӑпарса ларнӑ извозчик, темскерле шалпар сӑхман тӑхӑннӑскер, пуҫне, тата, тем пысӑкӑш «чилинтӑр» тӑхӑннӑскер пит тӗлӗнтернӗ ӑна. мӗншӗн извозчиксем ҫавӑн пек тумтир тӑхӑннине пиччӗшӗ те, Антонина Павловна та путлӗн ӑнлантарса параймарӗҫ Павлуша.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Пӗр енчен вӑл пурнӑҫа тӗрӗс ҫутатса парать, пуҫ пулса тӑракан классем ҫинчен куҫкӗретӗнех тӗрӗс сӑмах калать, дворянсен обществин хирӗҫӗвӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларать, тепӗр енчен ку обществӑна революцилле майпа улӑштарма кирлине ӑнланса илме пултараймасть.
Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.
— Гури, йӗри-тавра пӑхса, шӑппӑн кӑна паян хӑй Уҫӑппа тата Павӑлпа пӗрле малтан чиркӳ хуралҫи патӗнче пулнине, унтан Уҫӑп Якку пуппа мӗнлерех калаҫнине, кайран пӗлтерӳсем ҫырса вӗсене Павӑлпа иккӗшӗ ял тӑрӑх ҫыпӑҫтарса ҫӳренине йӑлтах тӗпӗ-йӗрӗпе каласа пачӗ.
Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вунӑ класс пӗтернӗ ҫулхине Левен, вӑрманлӑ ялта ҫуралнӑскер, вӑрмана чунтан килӗштерекенскер, «Хӑмпӑ» хӳрешкисем парнеленӗ «тута шыҫҫи» иртсе кайнӑ-кайман, Сыктывкара ҫитнӗччӗ абитуриент сукмакӗпе, унти ял-хуҫалӑх техникумӗн вӑрман уйрӑмне вӗренме кӗнӗччӗ.
Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Виталий Долгов механизатор нумай ҫул ӳсекен курӑксене акассишӗн, Василий Капсулов акнӑ лаптӑксене пусӑрӑнтарассишӗн, Аркадий Обручковпа Вячеслав Волков удобрени турттарассишӗн, Виталий Адюков ака комплексӗ патне вӑрлӑх турттарса тӑрассишӗн яваплӑ пулчӗҫ.
Уява — ӳсӗмсемпе // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/0 ... %bf%d0%b5/
Аркадий, ҫакна илтсе, Альберта, ӑна пурнӑҫра пӗрремӗш хут курнӑ пек, пӗр ластӑк тӗпчевлӗн пӑхса тӑчӗ, тем каласшӑн пулчӗ, анчах сӑмахне чӗлхи ҫинчен вӗҫерӗнме памарӗ — ҫулхӑнланнӑ чунне хытарса, шӑлне ҫыртса, сассем илтӗннӗ еннелле ҫаврӑнчӗ те малалла васкарӗ.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Нимӗҫсем вара хӑйсен хӗвеланӑҫӗнчи ҫарӗсене, Англипе Америка ҫарӗсене хирӗҫ ҫапӑҫма хатӗрленнӗскерсене, ҫав кунах, январӗн 12-мӗшӗнчех, наступление чарса ик-виҫ кун хушшинче хӗвелтухӑҫне, анлӑ наступлени пуҫласа янӑ Совет Ҫарӗсене хирӗҫ ҫапӑҫма илсе килеҫҫӗ.
Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3
Люба вара кунӗпех унӑн чеен кулакан сенкер куҫӗсене, пит ҫӑмартисем ҫинчи илемлӗ путӑксемпе ҫулталӑк каялла хӑйне чуп тунӑ кӑшт хулӑнрах тутисене курчӗ, ытти питӗ сывлӑхлӑ ҫынсенни пекех темле, кӑрӑлтатнӑ евӗрлӗрех тухакан янравлӑ, анчах лӑпкӑ сассине илтрӗ:
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Владимир Садай. В. Л. Садай. Ҫӗр ҫалкуҫ: повеҫсемпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 184 с. — 3–101 с.


