Corpus of the Chuvash language

Short

ЧР цифра аталанӑвӗпе информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумӗ Юлия Стройкова, ЧР культура министрӗн ҫумӗ Елена Чернова ертсе пыракан ушкӑн вара чи малтанах Атнар ял тӑрӑхӗнче пулчӗ, Атнарти вӑтам шкул коллективӗпе тӗл пулса калаҫрӗ.

Help to translate

Чылай ҫитменлӗх тупса палӑртрӗҫ // А.ОРИНОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.17

Елчӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн Леонард Левыйӑн 2024 ҫулхи майӑн 16-мӗшӗнчи 59-р номерлӗ хушӑвӗпе килӗшӳллӗн «Яманчурино» сахал яваплӑ обществӑри Юрий Сергеевич КОМИССАРОВ механизатор ячӗпе округ администрацийӗн ҫурчӗ умӗнче Ӗҫ Мухтавӗн ялавне ҫӗкленӗ.

Help to translate

Ӗҫ Мухтавӗн ялавне ҫӗкленӗ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... %d0%bde-3/

Хамӑр ялта ҫуралса ӳснӗ, ялшӑн нумай тӑрӑшакан Владимир Васильевич Александрова, Николай Афанасьевич Афанасьева, Екатерина Ивановна Лукинана Хуруй ялӗн хисеплӗ ҫынни пулни ҫинчен пӗлтерсе хулпуҫҫи урлӑ хӑю ҫакрӗҫ, ҫавӑн пекех удостоверени парса чысларӗҫ.

Help to translate

Ял халӑхӗ савӑннипе хӗвел те хытӑрах хӗртрӗ // Е.АЛЕКСАНДРОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9717-yal-kha ... akh-kh-rtr

Патӑрьел муниципалитет округӗнче Раҫҫейри Тӑван ҫӗршыв, Чӑваш Енри Ҫӗнтерӳпе патриотизм ҫулталӑкӗсене тата Тӑван ҫӗршывӑн 1941 - 1945 ҫулсенчи Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа пурнӑҫа кӗртме палӑртнӑ пӗлтерӗшлӗ мероприятисем сахал мар.

Help to translate

Вӑрҫӑ ачисене асра тытса - сумлӑ палӑк // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/53021-v-rc ... suml-pal-k

Раҫҫейри Педагогпа наставник, Чӑваш Енри Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗнче ачасемпе ҫамрӑксем хушшинче кӑмӑл-сипет пуянлӑхӗпе эстетикӑпа патриотла кӑмӑл-туйӑма ҫирплетес тӗллевпе йӗркеленӗ ҫак конкурсра 27 облаҫрен, ытти регионсемпе хуласенчен 1200 ача хутшӑннӑ.

Help to translate

Пултарулӑх конкурсӗнче ҫӗнтернӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%bf%d1%8 ... 80%d0%bde/

Саламлакансен йышӗнче округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ Александр Федоров, вырӑнти АПК ветеранӗсен канашӗн председателӗ Валерий Долгов, «Канмаш» агрофирмӑн ӗҫ тӑвакан директорӗ Валерий Лапшин, Ачча территори пайӗн ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан Марина Порфирьева пулчӗҫ.

Help to translate

Уя пырса саламланӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/08/18/%d1%83%d1% ... b0%d0%bda/

Пурнӑҫ ҫулне пӗрле суйласа илнӗскерсем 5 ҫул вӗреннӗ хыҫҫӑн направленипе Муркаш тӑрӑхне килсе вырнаҫаҫҫӗ: Николай Семеновича Нискассинчи ветеринари участокне ертсе пыма шанаҫҫӗ, Ирина Николаевна «Сеятель» хуҫалӑхра выльӑх тухтӑрӗнче ӗҫ биографине уҫать.

Help to translate

Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт // Анатолий БЕЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Пуҫ тӳпинех кармашса хӑпарнӑ хӗвелӗ пӗрре, таса тӳпене ярр! ярӑнса тухсан, ӑшшӑн ҫуталса, ялтраса каять, тепре, «шур сухалсемпе» е «ҫам таткисемпе» «чапикла выляма» пуҫласан, хӗвӗшсе, хӑйӗн шуркам йӗс ҫавракипе халь-халь лап сӳнекен уҫӑ вучах пек тӗлкӗшкелет.

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Кичем, хӑрушӑ шухӑшсен тыткӑнне лекрӗ вӑл: пӗр енчен, Ҫимунӗ вӑрманта чӑн-чӑн хуҫаланса кайни шиклентерет, тепӗр енчен, халь-халь алӑкран ҫапкаланчӑк таркӑнсем кӗрсе тӑрассӑн туйӑнать — нумай калаҫмӗҫ, ҫапӗҫ те пӑрахӗҫ, ҫири кӗрӗкпе урари ҫӑматта хывса илӗҫ.

Help to translate

Вӑрманти ыйткалакан // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Санӑн хӑвӑн вӑйна ҫухатас килмест, тасалӑхна варалас килмест, туйӑмусене ватӑлтарас килмест, хӑвӑн юратӑвна вӑйсӑрлатас килмест, мӗншӗн тесен вӑй та, тасалӑх та, чӑн-чӑн туйӑмсем те, юрату та — пурте ҫамрӑклӑхра, ҫын пурнӑҫӗн чи хитре тапхӑрӗнче пуҫланаҫҫӗ…

Help to translate

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

«Питех те савӑнӑҫлӑччӗ пуҫарулӑх кӑтартса ӗҫлеме, районти кашни ялах ҫитсе кураттӑмччӗ. Комсомолецсен пухӑвӗсенче ҫамрӑксене пырса тивекен тӗрлӗ ыйтусене сӳтсе яваттӑмӑр, интереслӗ мероприятисем йӗркелеттӗмӗр», - аса илет ҫав вӑхӑтсене комсомол ветеранӗ.

Help to translate

Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12

«Европӑра ҫав тери ухмах пулнӑ французсемпе нимӗҫсем те Российӑра генерал пулаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем балсенче лайӑх ташлама, патша майрисемпе хӗрӗсен аллисене хӗрӳллӗн чуптума, илемлӗн пуҫ тайма тата ҫар тумне уйрӑмах шукӑль тӑхӑнма пӗлеҫҫӗ», — терӗ вӑл…

Help to translate

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Ҫавӑн пек потенциллӗ энерги персе, хӗссе лартнӑ е туртса тӑсса хунӑ тапӑмлӑ япаласенче пулать: сехет пружининче, пружинӑллӑ рессорӑсенче, буферсенче, тӑснӑ резинӑра, электричествӑланӑ е магнитланӑ пӗр-пӗринчен пӗр паллӑ инҫӗшре тӑракан икӗ япалара т. ыт. те.

Help to translate

4. Механикӑлла энерги // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Вӗсен канӑвне усӑллӑ ирттермелли мероприятисем, ашшӗ-амӑшӗпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлемелли мелсем тата ытти ыйту тавра тӗплӗн калаҫрӗ вӗрентӳ, ҫамрӑксен политики, физкультура тата спорт управленийӗн начальникӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Николай Анисимов.

Help to translate

Саккуна пӑхӑнни те, асӑрханни те кирлӗ // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52014-sakk ... ni-te-kirl

Ҫавӑн пекех Цивилёв Путина йышӑннӑ икӗ пуҫарушӑн тав тунӑ: авари лару-тӑрӑвӗсен шутне чакаракан территорири тытӑмлӑ организацисене хута яни, майнинг саккунӗ ҫирӗпленни, вӑл электричество тӑкакӗсене тухӑҫлӑрах валеҫме тата вӗсен легальлӗхне сӑнама пулӑшӗ.

Help to translate

Путин Раҫҫей аталанӑвӗн тӗп стратегилле сферисенчен пӗри энергетика тенӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... en-3953638

Сиплев ӗҫӗнче вӑй хуракансене профессие чун-чӗререн парӑннӑшӑн Чӑваш ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Владимир Свешниковпа Роман Алексеев тата район администрацийӗн пуҫлӑхӗн заместителӗ Денис Трофимов, район Пухӑвӗн депутачӗ Александр Петров саламларӗҫ.

Help to translate

Ҫынсен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшакансене – чыс та хисеп! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10977-cy ... -ta-khisep

Округ администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — территорисене хӑтлӑх кӗртес тата аталантарас енӗпе ӗҫлекен управленин начальникӗ Алина Смирнова Елчӗк муниципалитет округӗнче юсавпа строительство ӗҫӗсене контрактацилес ӗҫ мӗнле пыни пирки тӗплӗн каласа кӑтартрӗ.

Help to translate

Тивӗҫлисене — чыс-хисеп // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/2 ... %b5%d0%bf/

Округ администрацийӗн ял хуҫалӑхӗпе экологи пайӗнче пухса хатӗрленӗ оперативлӑ сводкӑра кӑтартнӑ тӑрӑх, июлӗн 4-мӗшӗ тӗлне ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсенче пурӗ 4423 тонна е 88 процент утӑ, 24207 тонна е 62 процент чухлӗ сенаж хатӗрленӗ.

Help to translate

Шутлӑ кунсенче, пысӑк пахалӑхпа // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/0 ... %bf%d0%b0/

Картуна ҫитсен, хунямӑшӗ машинӑна каялла ҫавӑрса тӑраттарать; хӑй, хӗрӗпе мӑнукне кабинӑран тухма пулӑшса, сана вӑрттӑн каламалли сӑмах пур тесе, кӗрӳшне машина хыҫне ертсе каять, лешӗ ун-кун тавҫӑрса иличчен шӗвӗрлесе тытнӑ чышкипе хӑлхаран швинь тутарать.

Help to translate

Хуняман асран кайми авансӗ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

ЧР вӗренӳ министрӗн заместителӗ Сергей Кудряшов кӑҫал Шупашкарти электромеханика колледжӗн никӗсӗ ҫинче «Автоматизаци, радиотехника тата электроника» специальноҫа вӗрентме Регионсен хушшинчи центр никӗслеме, унта ҫӗнӗ классем уҫма палӑртнине пӗлтернӗ.

Help to translate

Бизнес-пĕрлĕх: «Тупăшу шайĕ пысăк!» // С.СЕРЕГИН. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed