Short
Хуснутдинов-Йысна паҫӑрах тапчан ҫине тӑсӑлса выртнӑччӗ ӗнтӗ, тӗлӗкре те куҫ ҫӑмартисене йӑл-ял вылянтарса ҫывӑрать, ӑна халӗ хӑлха ҫумӗнче пӑшал персен те вӑратаймӑн; пӗртен-пӗр сӑмах — «лягавӑйсем» тени кӑна сиктерсе тӑратма пултарать ӑна кун пек чухне.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Кунтан вара ҫакӑн пек вывод тухса тӑрать: тӑван чӗлхепе тӑван ҫырулӑха малалла аталантарассишӗн, унӑн культурине ӳстерессишӗн, тӑван чӗлхепе хальхи пурнӑҫ ыйтнине тивӗҫтермелле тӑвассишӗн халӑх хушшинче вырӑс чӗлхине сарассишӗн тӑрӑшнӑ пекех тӑрӑшмалла.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Федерацин Атӑлҫи округӗн Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе обществӑлла пӗрлешӳсен координаци канашӗн пайташӗ, «Живи как хозяин» Гражданское движение» организацин председателӗ Ирина Волкова ТБОна ТКО тесе палӑртма пуҫлани те халӑха пӑтраштарнӑ.
Кирлех-и завод? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.03.07
Эпир хӑрушсӑрлӑх техника инженерӗ пулма ӗҫре палӑрнӑ пысӑк ӑстасене, стройкӑра мӗн пулса иртнине алӑ ҫинчи пилӗк пӳрнене пӗлнӗн пӗлсе тӑракансене, ӗҫ вырӑнӗнче кирлӗ тивӗҫлӗ йӗркене пӑсакансене асӑрхаттарма та, вӗрентсе калама та пултаракансене шанатпӑр.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалланӑ регионсен шайӗнчи «Ҫӗнӗ хум» литература пултарулӑх конкурсӗн ӗҫне йӗркелекен комитет ларӑвӗ иртнӗ.
Атӑлтан пуҫласа Хура тинӗс таранах // Сувар. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... s-taranakh
Колхоз производствинче палӑрнӑшӑн Порфирий Константиновича «1941-1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра паттӑр ӗҫленӗшӗн» медальпе, ҫавӑн пекех 1985 ҫулта паттӑрлӑхшӑн, чӑтӑмлӑхшӑн тата ҫирӗплӗхшӗн Отечественнӑй вӑрҫӑн 2-мӗш степеньлӗ орденӗпе наградӑланӑ.
Геройсем вилмеҫҫӗ, вӗсем пирӗн чӗрере ӗмӗрлӗхех юлаҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... la-3757103
Ула Тимӗр палт каялла ҫаврӑнса тимлерӗ — ун патнелле, пӗрре шӑкӑлти-макӑлти, лӑнк-ланк, тӑкӑр-такӑр туса, тепре тӗкӗлтура — «мӑн кӗрӳ» такмакланӑ пек нӑрӑлтатса, сулӑнкӑсене сулӑнкаласа, симӗс нитролакпа сӑрланӑ уҫӑ кузовлӑ «уазик» ҫӗмӗрттерсе килет иккен.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Топрисова ун сӑмахӗ пӗртте ҫырлахтармарӗ, СУ пуҫлӑхӗн шучӗпе, стройкӑра нумай ҫул ӗҫлесе те Курмышов пурнӑҫа ӑнланса ҫитеймен иккен: планеркӑра, паллах, тӗрӗс пӑшӑрханчӗ вӑл, анчах тӗрӗслӗх ниепле шӗкӗлчесе пӗтерме ҫук япала, пӗриншӗн лайӑх вӑл, теприншӗн…
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Анчах тӗпӗнчен тата ҫыранран аяккарах кайнӑҫемӗн шывӑн сасартӑках пӗрлехи пӗр хӑвӑртлӑх пулса тӑмасть: хушӑ ӳссе пынӑҫемӗн хӑвӑртлӑх та ӳссе пырать; ҫавӑнпа та чи пысӑк хӑвӑртлӑх юханшыв варринче (ҫырансенчен шутласан) тата юханшыв ҫине ҫывӑхнерех пулать.
III. Гидро- тата аэродинамика // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Ҫав хушӑрах ун ӑшӗнче темскер, ытла та хаклӑскер, йӑшӑлт вӑранчӗ те пӗтӗм чун-чӗрине ыррӑн-ыррӑн хускатса, хумхантарса ячӗ, кӑштахран вара куҫӗ умне майӗпен ытла та ҫывӑх ӗлке, чӗрери ҫурхи хӗвел — Полина сӑнарӗ — ҫӗкленсе-тӗсленсе, хӗрелсе-чечекленсе тухрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
— Сана пула, Узин, мӑшкӑл тӳсетпӗр, сан Алюнуна пула ҫынсем умӗн пуҫа усса иртсе ҫӳреме тивет, намӑса ниҫта чикме ҫук, кӑвак ҫӳҫ таран пурӑнсан та, кун пек мӗскӗннӗн туйман хама ял халӑхӗ умӗнче, пӗтӗмпех сана пула! — Ҫиллессӗн куҫӗсемпе ялтӑртатса илчӗ Элине.
II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Раҫҫей МЧСӗн ертӳлӗхӗ Чӑваш Республикине кӑҫалхи ака уйӑхӗнче ҫӗршывӗпех иртнӗ команда-штаб вӗренӗвне вӑйсемпе хатӗрсене явӑҫтарас тӗлӗшпе Раҫҫейри чи лайӑх субъекчӗсен йышне (Мордовипе, Коми Республикипе тата Тверь облаҫӗпе пӗрле) кӗртнине аса илтерчӗ.
Пушар хуралӗнче — чи хӑюллисем, хастаррисем // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
Программа тӗллевӗсем шкул инфратытӑмне ҫӗнетесси, хӑтлӑ тата хӑрушсӑрлӑх хутлӑхне йӗркелесси, шкулсене тӗп юсав ирттермелли ҫӗнӗ пахалӑхлӑ шая куҫасси, вӗрентӳпе воспитани хатӗрӗсене пуянлатасси, ҫавӑн пекех педагогика составӗн квалификацине ӳстересси.
Шкулӑн иккӗмӗш ҫуралнӑ кунӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... un-3814591
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейӗн хӗрарӑмсен юхӑмӗ» проектӑн регионти общество канашӗн председателӗ Наталия Партасова ывӑл-паттӑрсене пӑхса ӳстернӗ, вӗсене Тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентнӗ ашшӗ-амӑшӗсем пысӑк хисепе тивӗҫлине асӑннӑ, вӗсем ыттисемшӗн чӑн-чӑн тӗслӗх тенӗ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейӗн хӗрарӑмсен юхӑмӗн» ӗҫчешӗсем СВО хутшӑнакан паттӑрсен амӑшӗсене пулӑшаҫҫӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2026/03/05/chav ... ahe-oleg-n
Ӗнер, вӑн, Шӗшлӗ Павӑлӗ, ҫамки ҫинчи мӑкӑлӗсене «суйлакала-суйлакала», шӑлне шӑтӑр-шӑтӑр ҫырткаласа, анкарти хыҫӗпе йӑпшӑнса, тӑнкӑл-танкӑл, тӑнкӑл-танкӑл сулланнине хам та куртӑм (шӑпах ҫав вӑхӑтра, ҫемйине ертсе, урампа Трофим шакӑртаттарса пыратчӗ те-ха)…
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Ҫак меслетпех Раҫҫей ӗҫне сутнишӗн Пӗрремӗш Петӗр патша ывӑлне Алексей Петровича, Аслӑ Екатерина упӑшкине Виҫҫӗмӗш Петӗр патшана, унӑн ывӑлне Павӑл патшана, Ватикан ертӳҫине Вуннӑмӗш Иоанн папӑна, Эфиопи патшине Хайле Селасие тата ыттисене вӗлернӗ пулать.
Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Хӑман пӗр вӗҫне штатив лартӑпӑр та ҫак штатив ҫинчи ункӑна варинкке ҫирӗплетӗпӗр, варинккен вӗҫне вертикальлӗ резина трубка тӑхӑнтарӑпӑр, резина трубка вӗҫне авӑнчӑк кӗленче трубкӑпа пӗрлештерӗпӗр (хӑман тепӗр вӗҫӗнче — штатива шайлаштарса тӑракан груз).
IV. Ҫавӑрӑнса куҫни // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
«Хурама та хурӑнра» ҫамрӑк учительница Ирина Юрова ялти интеллигенци хушшинче хӑш чух тӗл пулакан кивӗлле шухӑшлӑ, лапӑрчӑк чунлӑ, путсӗр ҫынсемпе кӗрешсе, вӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларать, лешсем ӑна темӗн тӗрлӗ варалама тӑрӑшнӑ пулин те, чӑнлӑх ҫиеле тухать.
Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.
Нивушлӗ шанчӑклӑ ҫул юлташӗ пулайман пулӑттӑм-ши вара эпӗ сирӗншӗн, Андрей Васильевич? — пӗр кас каларӗ-каларӗ те Дина хӗрӳленсе, вӗҫлемӗш сӑмахне вара, кусса анмалли япалана пустуях сӑрт тӳпинелле тӗке-тӗке хӑшкӑлнӑн, лӑпкӑн та ӗшенчӗклӗн йӑлмакласа хучӗ.
8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Унӑн ӗҫне ял территори пайӗсен начальникӗсем, округ администрацийӗн структрура подразделенийӗсен, культура, вӗрентӳ, спорт, сывлӑх сыхлавӗн, библиотека, халӑха социаллӑ хӳтлӗхпе тивӗҫтерекен пай, «Авангард» хаҫат тата ытти организаци ертӳҫисем хутшӑнчӗҫ.
Санӑн ятупа, Ҫӗнтерӳҫӗ салтак // Александр ИВАНОВ. https://avangard-21.ru/gazeta/52523-san- ... c-saltak-2


