Short
Ула Тимӗр, аллинче пуш сетка тытса (хӗлле тӑхӑнмалли ҫи-пуҫне аппӑшӗпе ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчех киле ӑсатнӑччӗ), Шупашкарӑн сӗвекрех пӗр урамӗн хӑма ҫапса майланӑ тротуарӗпе хӑйне перӗнсе-сӗртӗнсе иртекен ҫынсен хушшипе «симӗс пасаралла» мӑкӑлтатрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Волейбол выляссине сарас, вӗренекенсен сывлӑхне ҫирӗплетес, сывӑ пурнӑҫ йӗркине хӑнӑхса ӳсес тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенчи чи лайӑх командӑсене палӑртас тӗллевпе ҫулленех «Чӑваш Республикинчи шкулсен волейбол лиги» Чемпионатне ирттереҫҫӗ.
Тушкилсем - виҫҫӗмӗш // Е.ЕМЕЛЬЯНОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22
Кузьма Васильч килкартине кӗме тӑрсан, Аргус вӗсем ҫине сиксе ларасла вӗрчӗ, вара ҫавӑнтах пӗр полицайӗ «вальтер» туртса кӑларчӗ те йытта икӗ хутчен тӗллесе печӗ, йывӑр аманнӑ Аргус хӑйӗн йӑвине аран сӗтӗрӗнсе ҫитрӗ, виҫӗ сехет асапланнӑ хыҫҫӑн вилчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
«Единая Россия» партин Чӑваш регион уйрӑмӗн секретарӗ, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Малов, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов республика ертӳлӗхӗ, хула влаҫӗ ентешлӗхсемпе яланах тачӑ ҫыхӑну тытнине, пӗр-пӗрне ӑнланса ӗҫленине палӑртрӗҫ.
Шупашкарта Туслӑх аллейи уҫӑлчӗ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.06, 69№
«Сана пуйса таврӑннӑ, теҫҫӗ. Тӗрӗсех-и?» — тесе ыйтсан: «Вӑрласа пуйман. Ҫыннӑнне илмен. Ултӑ уйӑх сӗм тайгара упа пек ҫӳрерӗм, ала витӗр хӑйӑр ҫурӑм. Ҫак алӑсемпе ҫӗр пӑт ытла хӑйӑр юхтартӑм», — тесе мухтанса илетчӗ Петрук, куштӑрканӑ аллисене кӑтартса.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вӗсем, самант шӑпланса, пӗр-пӗрин ҫине тӗлӗнӳллӗн те иккӗленӳллӗн куҫ ывӑткаласа илчӗҫ, хӑшӗ-пӗри, пуҫне пӗксе, йӳҫҫӗн куланҫи туса, куҫне аялалла та тартрӗ, анчах вӗсенчен нихӑшӗ те (Павӑлӑн ҫамрӑк упа вӑйне аса илсе-ши?) мӑнтӑрккана хирӗҫлеме хӑяймарӗ.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
«Тӑри юррипе вӑраннӑ эпир. Шел, халӗ хир кайӑкӗн сасси илтӗнмест», — ачалӑхри хаваслӑх таврӑнни те палӑрать «Кӗр мӑнтӑрӗ» сӑвӑсен кӗнеке авторӗн, 9-мӗш класрах Ҫемен Эреш поэт пулса тӑнӑскерӗн, ҫав вӑхӑтрах халӑх тӑван ҫӗртен сивӗннӗшӗн пӑшӑрханни те.
Ял ҫынни тӑван ҫӗртен ан сивӗнтӗр // Хыпар. «Хыпар», 2019.07.19, 79–80№№
«Эпир вӗсене ӗҫшӗн тав тӑватпӑр. Пурте - ятлӑ-сумлӑ ҫынсем, Чӑваш ен Пуҫлӑхӗн командинче юлаҫҫӗ. Вӗсене горизонтальлӗ ротаци мелӗпе ӗҫпе тивӗҫтерӗҫ», - пусӑм тусах палӑртрӗ Муниципалитет йӗркеленӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Александр Кузнецов.
ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen
Вӑл ҫӗршыв ертӳлӗхӗ - Раҫҫей Президенчӗ тата «Единая Россия» парти лидерӗ Владимир Путин тата Правительство пуҫлӑхӗ Дмитрий Медведев - хальхи экономика условийӗсенче тӗп тата приоритетлӑ ҫул-йӗр ҫине тӗллевлӗн пӑхма чӗнсе каланине палӑртса хӑварчӗ.
"Единая Россия" аталанӑвӑн тӗп ҫул-йӗрсене палӑртрӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.07.29
Ҫук, Аньӑн пӗрре те ҫывӑрас килмест, вӑл ахаль кӑна куҫне хупса, пуҫне Володя кӑкӑрӗ ҫине хурса ларать, мӗншӗн тесен унӑн вӑхӑт юхӑмӗнче тата ҫывӑракан тӗнчен шӑп вырнаҫӑвӗнче нимӗн те пӑсас килмест, ӗмӗрех ҫапла кӑна, нимӗн те улшӑнмасӑр тӑтӑр, тет вӑл.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Вӑл Левентее эртел колхоза та пысӑк усӑ кӳни ҫинчен, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл кирлӗ япаласемех туса кӑларма пултарни ҫинчен ӑнлантарма пикеннӗччӗ, анчах лешӗ пӗрре пӗтернӗ эртел пирки нумай калаҫма кӑмӑл тумарӗ курӑнать, юлташне пӳлсех хыттӑн каласа хучӗ:
VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
— Чӑваш халӑхӗн культурине, йӑли-йӗркине упраса хӑварасси, тӑван тӑрӑха аталантарма тивӗҫлӗ тӳпе хывасси, Чӑваш Республикин тулашӗнче ентешӗмӗрсене пулӑшса пырасси тата, паллах, ҫитӗнекен ӑрӑва Тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентесси — пирӗн тӗп тӗллевсем.
Иван Николаев - Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ // Елена Светлая. «Хыпар», 2016.06.21, 96№
Тукай Хусана кайма хатӗрленет тесессӗн ку хыпаршӑн чи малтан ун тарҫисемпе тӗкӗрҫисем хӗпӗртесе ӳкеҫҫӗ: тарҫӑсемшӗн вӑл ҫук чух ӗҫ сахалтарах пулать, тӗкӗрҫӗсем темиҫе кун хушши хӑйсен килӗсенче ӗҫлесе ашшӗ-амӑшӗсемпе тӑванӗсене пулӑшма пултараҫҫӗ.
10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хуҫа пӗр авӑк чунӗпе тӑлланса ларчӗ, вара, хӑйне хисте-хисте, пӑркӑчла-пӑркӑчла, хӑй урлӑ йывӑррӑн «ура ярса пускаласа», холодильник алӑкне шалтӑрт уҫрӗ, унтан виҫӗ пӗчӗк кукӑль (вӗсене пурне те кӑмӑска та пӑнтӑх ҫапнӑ) кӑларчӗ те сӗтел ҫине кӑпӑшт хучӗ:
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Чӑнах та ӗнтӗ, ҫанталӑк пит шӑрӑх тӑнӑ чух ҫӑмарта час пӑсӑлать: иртнӗ уйӑхра Вӑрмар станцинче вӑхӑтра вагон тупса парайман пирки Ревер патне ямалли ҫӑмарта Мускава та ҫитеймен — тепӗр хут пӑхса тухса ҫуррине яхӑн килтех йӳнӗ хакпа сутса ямалла пулнӑ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
«Тракторсем тӑвакан завода кулленех паха тарӑн пӗлӳллӗ пысӑк профессионалсем кирлӗ. Ҫитес вӑхӑтра вӗсем 300 ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ хатӗрлеме проекта пурнӑҫа кӗртме хатӗрленеҫҫӗ», – тесе ырӑ хыпара пӗлтернӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин.
Юлашки виҫӗ ҫул хушшинче тӑлӑхсене хваттерсемпе тивӗҫтерессин кӑтартӑвӗ 1,5 хут ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/11/yula ... attersempe
Ула Тимӗре пӗр касӑ ӑшӑ тинӗс хумӗ ҫупӑрласа, лӑпкаса илчӗ тейӗн, чӗринче халиччен тӳссе курман сӑпайлӑ шикпе хутӑш катари-катари тӗтреллӗ телей, янкӑрланса, йӑлтӑр-ялтӑр, йӑл-ял ҫиҫе-ҫиҫе, ҫиччӗмӗш тӳпенеллех, ҫӑтмах тӗнчинеллех «салют» тунӑн туйӑнчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Мероприятие пуҫтарӑннисене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Михайлов, район пуҫлӑхӗ Сергей Шерне, районти вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Лариса Сергеева саламларӗҫ, малашне те пысӑк ҫитӗнӳсем тума, ӗҫ кашнинех савӑнӑҫ кӑна кӳтӗр тесе ырлӑх сунчӗҫ.
Професси уявӗсене паллӑ тунӑ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d0%bf%d1% ... 83%d0%bda/
Ҫак кунсенче вӗсем Саруй ялӗнче тата Вӑрмар поселокӗнче, Арапуҫ, Кӗтеснер тата Мӑнҫырма ялӗсенче пурӑнакан, Вӑрмар поселокӗнчи социаллӑ пулӑшу кӳрекен учрежденине хӑйсем тӗллӗн час-часах килсе ҫӳреймен ачасене реабилитаци пулӑшӑвӗсемпе тивӗҫтернӗ.
Хевтесӗр ачасем тимлӗхре // Валентина ГУРЬЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/12511-khal-k ... t-41-11028
Ӳкерчӗкре куратӑр: пӗр енче десантиксен «ашшӗ», Совет Союзӗн Геройӗ Василий Маргелов арми генералӗ, тепӗр енче кӑҫалхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнче паттӑрла пуҫне хунӑ десантник, гвардин аслӑ сержанчӗ Александр Малов сӑнӗсем.
Раҫҫей ҫарӗшӗн ҫуралчӗ мӑнаҫлӑх // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%80%d0%b ... bba%d1%85/


