Short
Хӑрушлӑхсӑр паха ҫулсем туни промышленноҫа, ял хуҫалӑхне, строительство тытӑмне аталанма май парӗ, мӗншӗн тесен регионсем такӑр та тикӗс автоҫулпа ҫыхӑнни ҫӗнӗ хушма инвестпроектсем пуҫарма май парӗ, предпринимательсем чи малтан ҫавӑн ҫине пӑхаҫҫӗ.
Кӗпер юсаҫҫӗ, юхан шыва тасатаҫҫӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/keper-yusacce,-yu ... tacce.html
Сас «сиктерекенни», вӑтам ҫулсенчи «хӑмла шалчи», казуар сӑн-питлӗскер, ҫуткамскер, сылтӑмалла ҫаврӑнса тӑнӑ та хула администрацийӗ вырнаҫнӑ ҫурт енчен митинга пухӑннисен хыҫнелле ҫывхаракан самаях ҫулланнӑ, кӗре сӑнлӑ ӳпӗнчӗк арҫынна пӑхса тӑрать.
Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.
Нимӗн те пӗлмерӗ те, туймарӗ те вӑл: темле карчӑк патне ҫитнине те, хӑйне йӳҫӗ те шӑршлӑ шӗвек ӗҫтернине те, урайне сарса панӑ хура тӳшек ҫине вырттарнине те, урисене сарма хушнине те, хӑйне чӑтма ҫук ыраттарнине те, кайран вӑйпах килне кӑларса янине те.
Тӗпсӗр ҫырмари чун // Валентина Элиме. Килти архив
Тепӗр виҫӗ конкурсанчӗ – Ярмушка шкулӗнчи ИЗО, технологи тата музыка учителӗ Любовь Максимова, Пӑртасри ял библиотекин библиотекарӗ Ольга Иванова тата Хирпуҫӗнчи ял библиотекин библиотекарӗ Надежда Михайлова – «К знаниям без барьеров» номинацире.
Хамӑр ентешсемшӗн сассӑрсене ан хӗрхенӗр! // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10813-kh ... kh-rkhen-r
Ку чухне Волгоградри химиксем тата унта пурӑнакансем предприяти территорийӗнче, сӑмах май, вӗсем хулара ҫынсем пурӑнакан вырӑнта упранакан кондициллӗ мар япаласем урӑх регионта, вӑл шутра Ҫӗнӗ Шупашкарта, пулни мӗнле савӑннине чухламалли ҫеҫ юлать.
Чӑваш Ене экологи инкек-синкекӗ кӗтет-и? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.06.21
Кунсӑр пуҫне, чӑвашла ҫыракансемпе калаҫакансем чӗлхере ҫирӗпленсе ҫитнӗ, пур словарьсенче те асӑнакан терминсене те шута хуманни е асра тытманни, ҫӗнӗ «терминсем» шутласа кӑларни, ҫапла майпа терминологие йӗркесӗрлӗх кӳни халлӗхе вӑйлӑ сисӗнет-ха.
Чӗлхе законӗсем тата терминологи // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Пароход пӗр вырӑнта тӑрса, пассажир палуба тӑрӑх пӗр хӗрринчен тепӗр хӗррине ҫитиччен пӗртикӗс ҫӳренӗ пулсан, вӑл ОВ₃ тӳрӗ лини тӑрӑх пынӑ пулӗччӗ, 1 секундӑран В₁ точкӑна, икӗ секундӑран В₂, точкӑна, виҫӗ секундӑран В₃ точкӑна т. ыт. те ҫитнӗ пулӗччӗ.
3. Движенисене хушасси // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
«Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ хушнипе ҫулсене юсакансем ҫанӑ тавӑрсах ӗҫе кӳлӗннӗ. Ӗҫ кунӗсенче ҫулсем ҫинчи шӑтӑксене ултӑ бригада таран саплать. Юсав ӗҫӗсем кану тата уяв кунӗсенче те чарӑнмаҫҫӗ», — пӗлтерет тӗп хула администрацийӗн пресс-служби.
Юр каять. Пӗрле асфальт та // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
— Шӑп та шай ачасемпе шкул ӗҫӗ тата педагогика маншӑн хӑй тӗллӗн аталану валли старт площадки пулса тӑчӗ, унтан хӑйне евӗрлӗ художник, скульптор, токарь, тимӗрҫӗ тата кивӗ мотоциклсене юсакан ӑстаҫӑ пулса тӑтӑм, — малалла калать Алексей Владимирович.
Ӑста ҫынсене савӑнӑҫ парнелет // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... et-4044201
Уяв вӑхӑтӗнче инновацисене ӗҫе кӗртес тата культура йӑли-йӗркисене упраса хӑварас енӗпе резус центрӗн Хисеп грамотисене, районти Ӗҫ тӑвакан комитетӑн ертӳҫин Тав ҫырӑвӗсене, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшнӑшӑн медальсем, парнесем пачӗҫ.
Район, Республика кунӗнче // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... ika-kunnce
Выльӑх-чӗрлӗх отрасльне аталантарасси ҫине ҫак ҫулсем тӑршшӗпех пысӑк тимлӗх уйӑракан «Победа» сахал яваплӑ обществӑра 500 гектар йышӑнакан нумай ҫул ӳсекен курӑксене пӗрремӗш хут ҫулнинчен шутлӑ кунсенче 6000 тонна пахалӑхлӑ сенаж хатӗрлесе хӑварнӑ.
Шутлӑ кунсенче, пысӑк пахалӑхпа // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/0 ... %bf%d0%b0/
Ҫитмӗлтен иртнӗ Ларионов ял Советне, Казаков патне, каять те ҫапла калать: «Матвей Александрович, паян-ыранах ятарласа комисси тӑвӑр, ман лавккари пӗтӗм япаласене акт ҫине ҫырӑр та унтах кооператив уҫӑр. Хам пурӑннӑ чул ҫуртра ял Совечӗ пултӑр», — тет.
Тарье хаярланма пуҫлать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Мӗнпур мелпе /тавара хӑйсем тӗллӗн турттарса килсе пасарта тата ярмӑрккара сутнин калӑпӑшне эксперт хаклавӗ тунине шута илсе/ ваккӑн суту-илӳ тунин ҫаврӑнӑшӗ 2014 ҫулта 132,6 млрд тенкӗпе танлашнӑ тата 2013 ҫулхинчен - 2,7, 2008 ҫулхинчен 32,7 процент пысӑкланнӑ.
Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.
Округ экономикине тӗреклетес, вырӑнти ҫынсен пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатас, ҫав вӑхӑтрах общество пурнӑҫӗнче, Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнчи салтаксене пулӑшас, Ҫӗнтерӗве ҫывхартас ӗҫре пысӑк хастарлӑх кӑтартакансем пирӗн хушӑмӑрта сахал мар.
"Ҫулталӑк ҫынни - 2024" ята кам тивӗҫӗ-ши? // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/52163-cult ... -tiv-c-shi
Малтанласа -ист морфема сӑмах тӗпӗнчен уйрӑлман пулсан, XX ӗмӗрте -ист вырӑсла тӗпсенчен те неологизмсем тума «вӗреннӗ»: связист, очеркист, вехист, правдист, чекист, шашист, хвостист, уклонист, значкист, отзовист, октябрист, декабрист, пушкинист т. ыт. те.
Чӗлхемӗрӗн малашлӑхӗ унӑн паянхи пуянлӑхӗнчен килет // М. Р. Федотов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 6–21 с.
Уяв ырӑ хыпарпа малалла тӑсӑлчӗ: Энӗшпуҫ ял тӑрӑхӗн депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗсем, «Единая Россия» политика партийӗн вырӑнти уйрӑмӗ пуҫарнипе Тинӗс Ҫар Флочӗн майорне Анатолий Григорьевич Воронина «Хуруй ялӗн Хисеплӗ гражданинӗ» ят пама йышӑннӑ.
Тинӗс Ҫар Флочӗ – Раҫҫей хӑватлӑхӗн символӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9680-tin-s-c ... h-n-simvol
Пӗрремӗш ыйтупа ЧР Вӗренӳ министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Светлана Петрова тата культура министрӗн заместителӗ Вячеслав Оринов доклад турӗҫ, республика Правительстви чӑваш чӗлхине аталантарас тӗлӗшпе мӗнлерех ӗҫсем туни ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ.
Чӗлхемӗр аталансах пытӑрччӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№
Хамӑра чӑн тӗрӗс пӑхӑнса тӑракан халӑхсене пурне те пӗлтеретпӗр: Россия патшалӑхӗ, хӑйӗн авалтан юлнӑ йӑлине тытса тӑрса, хӑйпе пӗр йӑхран тухнӑ, хӑйпе пӗр тӗне тытса тӑракан славян халӑхӗсене нихӑҫан та ют вырӑнне хуман, яланах вӗсемшӗн тӑрӑшса тӑнӑ.
Германияпа, Австрияпа вӑрҫӑ тухни // Паллӑ мар. Германипе, Австрипе вӑрҫӑ тухса кайни. - Симбирск, 1914. - 14 с.
Шӑнкӑртамри пӗрремӗш вӑтам шкулӑн «Надежда», Нӑрваш Шӑхалӗнчи вӑтам шкулӑн «Твори добро», Патӑрьелӗнчи пӗрремӗш вӑтам шкулти «Импульс», Пӑлапуҫ Пашьелӗнчи вӑтам шкулти «Доброе сердце», Первомайскинчи вӑтам шкулти «Доброволец» отрядсем - призерсем.
Ҫынна пулӑшма хӑнӑхаҫҫӗ // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52022-cynn ... kh-n-khacc
«Ҫакӑнта ҫуралса ӳссе, ҫакӑнта ӗмӗрӗме ирттертӗм, ҫакӑнтах, тӗп асаттемӗрсен ҫӗрӗ ҫинче, вилетӗп. Нимӗҫ хурахӗсем кунта ҫитиех килес пулсан та, мана, ват ҫынна, нимех те тӑваймӗҫ, Карчӑка тивме аллисем ҫӗкленеймӗҫ вӗсен», — тетчӗ ӳкӗте кӗме пӗлменскер.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.


