Corpus of the Chuvash language

Short

Кунта район администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Петр Павлов, район депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗсем Марина Леонтьевӑпа Василиса Архипова, районти Централизациленӗ клуб тытӑмӗн директорӗ Иван Никифоров, «Единая Россия» политика партийӗн пайташӗсем, шкул ачисемпе вӗрентекенсем, медицина тата культура ӗҫченӗсем хутшӑнчӗҫ.

Help to translate

Синкер кунсене асра тытса... // Л. НИКИФОРОВА. http://alikovopress.ru/sinker-kunsene-as ... yitsa.html

Кӗҫнерникун строительсене професси уявӗ ячӗпе саламламашкӑн Чӑваш патшалӑх филармонийӗн залне пухнӑ май ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, отрасль министрӗ Павел Данилов наградӑсене тивӗҫнисене пӗрин хыҫҫӑн теприне сцена ҫине чӗнчӗҫ те — ирӗксӗрех шухӑш ҫуралчӗ: пирӗн стройкӑсем хӗрарӑм сӑнлӑ иккен — награда илме тухакансем те, авӑ, шӑкӑрин хӗрарӑм…

Help to translate

«Эсир Чӑваш Ене хӑтлӑрах тата илемлӗрех тӑватӑр» // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/esir-chavash ... eh-tavatar

 — «Дина, килӗштеретӗп эпӗ сана. Килӗштеретӗп кӑна-и? Юрататӑп. Хытӑ-хытӑ, ҫав тери, калама ҫук хытӑ юрататӑп, сансӑр минут та, ҫеккунт та пурӑнма пултараймастӑп…» — тесе каласшӑнччӗ те ӗнтӗ каччӑ, сӑмаххи, ав, кӑварли, пыр айӗнчен тухса вӑркӑнмалли, пыр анинчех катрамланса-хытса ларнӑ иккен хӑйӗн; тухмасть, вӑркӑнмасть, чукмарпа тӑрӑслаттарсан та.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Анчах этем хӑйӗн телейӗшӗн хӑйӗнех кӗрешмелле, ман ҫине кӑна шанмалла мар: ачаранах вӗренмелле, ӗҫлемелле, Ҫӗре тата ун таврашне пӑсмасӑр, таса тытмалла, унпа тӗллевлӗ, перекетлӗ усӑ курмалла; чӗрӗ ҫутҫанталӑкри эпӗ хывнӑ саккунсене3 тӗпчесе тупса, вӗсемпе килӗшӳллӗн, виҫепе чикӗрен тухмасӑр хӑйӗн пурнӑҫне ӑнтармалла, пуянлатмалла, илемлетмелле.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Раҫҫей Следстви комитечӗн официаллӑ представителӗ Светлана Петренко Курск облаҫӗнчи чикӗ таврашӗнчи ҫынсене тапӑннӑ хыҫҫӑн, уйрӑммӑн илсен, терактпа вӗлерӳсем ҫинчен ӗҫсем пуҫарса яни ҫинчен пӗлтернӗ; Раҫҫей следователӗсем ҫак регионти гражданла объектсене пеме приказ панисене тата пурнӑҫланӑ Украинӑри ҫар ҫыннисем камсем пулнине тӗпчеҫҫӗ.

Help to translate

Путин Мантуровпа чикӗри ҫынсене пулӑшу памаллине сӳтсе явнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... vn-3883019

Чӑваш ҫыравҫисен произведенийӗсене вулассипе иртекен конкурсра, «Тӑван чӗлхем — чӑваш чӗлхи» сочиненисен конкурсӗнче, «Туслӑх хӗлхемӗ» наци культурин фестивалӗнче, «Упрар тӑван чӗлхемӗре» конкурсра, тӗрлӗ викторинӑсенче, интернет-олимпиадӑсенче малти вырӑнсене ҫӗнсе илеҫҫӗ, Пӗтӗм чӑваш диктантне ҫырса ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫеҫҫӗ тата ытти те.

Help to translate

Хӑйӗн предметне юратакан вӗрентекен ӗҫре ӑнӑҫуллӑ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9193-kh-j-n- ... n-re-n-ull

Пӗр кӳлленчӗкӗ вара «кӗр ҫулӗсем пуснӑ», ахаль те алли-ури вӑйӗ шалтӑр кайнӑ ҫынна чунне илмеллех хӑшкӑлтарчӗ: атӑ кунчи хӗрри таранах путнӑ урине шыв шӑпӑртаттаркаласа, ҫӑра ҫӑрӑлчӑка ҫӑрса сӗтӗркелесе кӑларнӑ чух, хӑшшӑн-хашшӑн сывлакаласа, шӑлне те шатӑртаттаркаласа илчӗ, унӑн пӑтӑр-пӑтӑр тарлӑ питне пукра ӑшшиллӗ юн та тӗмпӗл-тӗмпӗл тӑвӑнчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫакӑ вара уҫӑмлӑ: ӑна хӑйне кӗҫ-вӗҫ аякка ӑсатаҫҫӗ, — мӑннисен калаҫӑвӗнчен «приют» сӑмаха илтсенех чухларӗ кунтан таҫта инҫе каймаллине; ҫул ҫинче выҫӑпа аптрасран, — тем чухлӗ каймалла-ха, — кутамккана апат чикни пӑсмасть; каяс ҫӗре ӑна ҫак ырӑ этем ӑсатса ярсан питӗ лайӑхчӗ те, атту ҫул ҫинче каллех, амӑшӗпе пӗрле килнӗ чухнехи пек, ҫӗтсе кайӗ…

Help to translate

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Ҫавӑн пекех суйлав тытӑмне аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Владимир Акчурина, Николай Антонова, Николай Белкова, Татьяна Мамуткинана, Олеся Митюковӑна, Татьяна Мухинана, Наталия Орловӑна, Новелла Розовӑна, Ирина Самуковӑна, Ольга Соколовӑна, Людмила Читнаевӑна, Петр Селивестрова «Комсомольски округне туса хунӑранпа 85 ҫул» медальпе чысланӑ.

Help to translate

Наградӑсем панӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/08/02/%d0%bd%d0%b ... %bd%d3%91/

Районти туристсемпе пурӑнакансене валли гастрономи фестивалӗн пӗрремӗш кунӗнче Дема юханшывӗ тӑрӑх «Сердце Демы» маршрутпа шывпа юхнӑ, унта вӗсем пирӗн тавралӑх илемне курма пултарнӑ, июлӗн 12-мӗшӗнче «Пишпӳлек районӗн ҫичӗ тӗлӗнтермӗшӗ» туризм маршручӗпе ҫӳренӗ, ҫавӑн пекех Ситекпуҫ ялӗ патӗнчи пӗвере «Самый клевый» пулӑҫӑсен конкурсӗ иртнӗ.

Help to translate

Пишпӳлекре пулӑ фестивалӗ кӗрлесе иртрӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... tr-3848954

Умра, тӑвалла сӗвекленекен хула горизончӗ пӗлӗтпе сыпӑннӑ тӗлте, уйрӑм хуҫалӑхсен саланкӑр ҫурт-хуралтисемпе пӗрле ҫак ҫулсенче ҫуралса вӑй илнӗ пир-авӑр комбиначӗн корпусӗсем сӗмленеҫҫӗ (ытларах вӑрҫӑ ветеранӗсемпе вӑрҫӑ ачисем никӗслекен агрегат завочӗ «хул-ҫурӑмне сарсах» ҫитереймен-ха, вӑл ик-виҫ ҫулхи ача пек, пӗрремӗш утӑмсем ҫеҫ тӑвать).

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Эпир Чӑваш Енри пушар ӗҫӗн йӑли-йӗркине тивӗҫлипе хаклатпӑр тата тӗрлӗ енлӗн аталанма тӑрӑшатпӑр: пушар деповӗсене хальхи йышши техникӑпа пуянлататпӑр, ӑслӑлӑх-техника ҫӗнӗ ӗҫӗсемпе тата технологисемпе пушар сӳнтернӗ чухне усӑ куратпӑр. Сире пурне те уяв ячӗпе саламлатӑп, ӗҫрен киле яланах ырӑ-сывӑ таврӑнма сунатӑп», — терӗ Станислав Юрьевич.

Help to translate

Пушар хуралӗнче — чи хӑюллисем, хастаррисем // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ял ҫыннисем — ултӑ салтак тыткӑна лекнӗ, иккӗшӗ тыткӑнра вилнӗ: Петр Егорович Иванов Финляндири концлагерьте, Ананий Степанович Шленский — Германире вилнӗ, ыттисене — Иван Андреевич Павлова, Дмитрий Алексеевич Чамина, Павел Герасимович Чамина, Николай Иванович Никифорова пирӗн ҫарсем тыткӑнран хӑтарнӑ, вӗсем килӗсене таврӑннӑ.

Help to translate

Вӗсем Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме вӑрҫа тухса кайнӑ // Ҫӗпрел тӑрӑхӗ. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... a-irttercc

Хальхи хуҫасем ҫӑмарта сутти туни те Уҫӑп кӑмӑлне кайман: час ванакан-пӑсӑлакан япала вӑл ҫӑмарта, таҫта ҫӑва патне яма ун валли темӗн чухлӗ ещӗк хатӗрлес пулать, ҫӑмартине сийӗн-сийӗн сармашкӑн Ефремов хуҫаран ятарласа хатӗрленӗ сава турпасӗ илсе килес пулать, пӑти те кирлӗ: краҫҫынӗ те, ҫӑмарта суйланӑ ҫӗрте, тӗттӗм пӳлӗмре, пички-пичкипе пӗтет.

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Канашлура район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Н.Миллин Курнавӑш ял тӑрӑхӗнчи ҫарпа учет ӗҫӗн специалистне В.Светопольскаяна, район администрацийӗн ятарлӑ программӑсен пайӗн ертӳҫине А.Клементьева, Ҫирӗклӗ Шӑхаль ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне Л.Кошкина Чӑваш Республикин ҫар комиссариачӗн Комсомольски тата Елчӗк районӗсенчи пайӗн Хисеп грамотисемпе чысланӑ.

Help to translate

Ҫамрӑксене - ҫар ретне // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

— «Се яз царь и великий князь Иван Васильевич всеа Русии пожаловал есми Благовешенского монастыря архиманрита Исаию з братеею… в Курмышском уезде селцом Мигино з деревнями, да деревнею Плотинской враг, да лесами бортными ухожаи по реке Суре, рыбными ловли и бобровыми гоны в реке в Суре от речки Курмышки и от речки Урги наниз по Суре по Волгу реку…

Help to translate

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Унта вара унӑн паллӑ ӗҫӗсене тӑтӑшах асӑнса, пурнӑҫ саманчӗсене те чӗртсе, вӗсене тепӗр хут сӑнаса-тишкерсе, пирӗнтен пит вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ (паян-ыран пенси илмелли куна ҫитсенех вӑл: «Эпӗ Раҫҫейӑн демографи лару-тӑрӑвне пӗртте пӑсмарӑм!» — тесе шӳтлесерех калатчӗ!), ӗҫтешӗмӗрӗн тӗпчевӗсене, вӗрентӳри ӑс-хакӑлпа ҫыхӑннисене тивӗҫлипе хаклӗҫ.

Help to translate

Сӗвемӗн-сӗвемӗн иртсе пыракан чӑваш пурнӑҫӗнчи хурапа шурра 47 ҫул хушши тишкернӗ тарӑн шухӑшлӑ тӗпчевҫӗ // Леонид Атлай. Whatsapp

Мероприятие Патӑрьел муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ-строительство, ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн тата хӑтлӑх управленийӗн начальникӗ Равиль Ямалетдинов, Чӑваш Республикин ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министрӗ Эмир Бедертдинов, округ администрацийӗн структура подразделенийӗсен ертӳҫисем, территори пайӗсен начальникӗсем хутшӑнчӗҫ.

Help to translate

Тимлӗхре - пӗлтерӗшлӗ ыйтусем // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51798-timl ... -yjtusem-3

Коллективри кашни ҫын пӗр-пӗрне ӑнланса, пулӑшса, ҫӗнӗлӗхсене пурнӑҫа кӗртес тӗллевпе хавхаланса, пайҫӑсемпе, тавар туянакансемпе, пулӑшу сферипе усӑ куракан клиентсемпе, продукци туса кӑларакансемпе, тӗрлӗ организаципе килӗштерсе ӗҫлени пысӑк пӗлтерӗшлӗ, — палӑртать Юрий Харитонов. — Райпо аталанӑвне пурте хӑйнеевӗр тӳпе хываҫҫӗ теме пулать.

Help to translate

Элӗк райповӗ - Раҫҫейре пӗрремӗш! // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Уйрӑммӑн илсен, учительсемпе тренерсем валли спорт тӗсӗсем тӑрӑх е физкультура ӗҫӗн конкретлӑ условийӗсене шута илсе (ача сачӗ, шкул валли, пуҫламӑш спорт коллективӗ валли т. ыт. те) брошюрӑсем, методика кӑтартӑвӗсем чӑвашла пичетлесе кӑларни, телевиденипе ятарласа ӑнлантарупа вӗрентӳ передачисен ярӑмӗсем хатӗрлесе кӑтартни питӗ усӑллӑ пулӗччӗ.

Help to translate

Спорт терминологине йӗркелес ыйтусем // Л. Г. Улангин, М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 126–131 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed