Corpus of the Chuvash language

Short

Чӗри хӗскӗчпе хӗстернӗ пек ырата пуҫласан тин сӗтел хушшинчен тухса эмел ӗҫрӗ, диван ҫине хутланса выртрӗ: «Калавсене тӳрлетсе пӗтерсе машинисткӑна леҫсе парас та ыран больницӑна каяс», — шут тытрӗ вӑл чӗри ҫаплах йӗркесӗртереххӗн тапӑлтатнине туйса.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Сат варринчи сар кайӑк пек Чӗкеҫ чепчен чӗлхеллӗ; Ирхи сывлӑм тумламӗ пек Чӗкеҫ таса, илемлӗ: Кӑтра хӗриллӗ ҫырӑ ҫӳҫ, Тӑрӑхла тӗксӗм хура куҫ, Хура ҫинҫе куҫ харши, Авӑнса тӑран ҫӳхе тути, Сентел тӗсӗ пит ҫӑмарти, Яштак пӳ те тӳрӗ ура — Пӳрнӗ хӗре пурнӑҫра!

Help to translate

II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Райадминистраци пуҫлӑхӗ Д.Иванов, унӑн заместителӗ – ял хуҫалӑхӗпе экологи пайӗн начальникӗ Н.Николаев, районти выльӑх-чӗрлӗх чирӗсемпе кӗрешкен станци руководителӗ В.Александров Кивӗ Вӑрмарти «Михайлов А.О.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗн ӗҫӗпе паллашнӑ.

Help to translate

Грантсем пурнӑҫланаҫҫӗ // Э.МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9121-grantse ... a-08-04-22

«Ҫак кун эпир ҫулсерен тӗл пулни ырӑ йӑлана ҫаврӑна пуҫларӗ, ку питӗ пӗлтерӗшлӗ. Республикӑри влаҫпа журналистсен корпусӗ хушшинчи принциплӑ тата ҫав вӑхӑтрах ӗҫлӗ хутшӑнусем пысӑк тимлӗхе тивӗҫ, эпир ҫакӑн ҫине ӑнланса пӑхатпӑр», — тесе палӑртрӗ вӑл.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш власть — халӑх шухӑшӗ // Константин Малышев. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 1 стр.

Ҫак ҫулсенчех пирӗн писательсем ҫырнӑ романсемпе повеҫсем, калавсем, сӑвӑсемпе поэмӑсем, драмӑллӑ произведенисем урӑх хуласенче — Мускавра, Киевра, Куйбышевпа Хусанта, Йошкар-Олапа Саранскра, халӑх демократиллӗ ҫӗр-шывсенче пайтах пичетленсе тухрӗҫ.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

«Шыв ыйтӑвне вӗҫне ҫитерес тесе эпӗ Президент патне ыйтупа тухнӑччӗ. Килес ҫул ҫак пӑрӑхсем шывпа тулас пысӑк шанӑҫ пур. Малтан Патӑрьелпе Шӑмӑршӑра пурӑнакансене шывпа тивӗҫтерме палӑртнӑ. Унтан пӗчӗккӗн ытти ялсене ҫитерӗпӗр» - терӗ Олег Алексеевич.

Help to translate

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 36 ыйтӑва хуравларӗ // Александр ИВАНОВ. https://avangard-21.ru/gazeta/51945-ch-v ... -khuravlar

Николай Дмитриевич ялти ытти ҫамрӑксемпе пӗрле уй-хирте ҫурлапа тырӑ та вырнӑ, плугпа ҫӗр те сухаланӑ, ҫӗмел те тунӑ, капан хывнӑ, элеватора лашасемпе тырӑ леҫнӗ, каярахпа лашасене те вӑрҫа илсе кайсан, вӑкӑрсене кӳлсе ӗҫленӗ, чукун ҫул ҫинче те тӑрӑшнӑ.

Help to translate

Вӑрҫӑра пулнисем нихӑҫан та асран тухмаҫҫӗ // А.НИКОЛАЕВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

Экзамен тытакансем, куҫӗсемпе доска ҫинче ҫырнине тимлесе, палӑртнӑ темӑсемпе пухнӑ пӗлӗвӗсене уҫӑмлатас тӗллевпе ӑс-тӑн чӗлкӗмӗсене пантлаттарса татӑлас пек карӑнтарса ларкаларӗҫ те, кашни хӑйне ҫывӑх тема суйласа илсе, «ҫанӑ тавӑрса», ӗҫе кӳлӗнчӗҫ.

Help to translate

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

1918-1919 ҫулсенче тухса тӑнӑ чӑваш хаҫачӗсемпе журналӗсенче ҫакӑн пек тӗслӗхсем асӑрхама пулать: Соединенные штаты, военная монополия, культурно-просветительный ушкӑн, исполнительный комитет, революционный военный совет, продовольственный комиссариат.

Help to translate

Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.

ПК комитечӗн председателӗ Петр Краснов хайхи воспитательсене пырса тивекен ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарнӑ май ҫак ӗҫе кӳлӗнекенсен тивӗҫлӗ программа пулмалли ҫинчен каларӗ, ҫавӑн пекех воспитатель пулма пултарайман ҫынсен категорийӗсене ҫирӗплетнӗ-мӗн.

Help to translate

Депутат мандатӗнчен пуҫласа Шупашкар шыв управӗ таран // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Пятин вӑл мӗн каласшӑннине паҫӑрах ӑнланчӗ, ҫавӑнпа анчахрах ӑна тарӑхса кӗтсе илнӗшӗн ӳкӗнме тапратрӗ: Топрисов мар ку, пурнӑҫа ӑнланакан ҫын; тӗрӗсех шутлать Акимов, Хӗрлӗ ялава чылайранпа вӗҫертмен трест управляющине шӑпах министра лартма кирлӗ те.

Help to translate

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Хӑйӗн аслӑ произведенийӗсемпе А. М. Горький ҫӗнӗ саманари ҫӗнӗ литературӑн — совет литературин никӗсне хывнӑ, ӗҫҫыннисене вӑл ҫӗнӗ, чӑн-чӑн ирӗклӗ пурнӑҫшӑн кӗрешме чӗннӗ, халӗ те унӑн паттӑр сасси пире коммунизмпа миршӗн кӗрешнӗ ҫӗрте хавхалантарать.

Help to translate

Мирпе коммунизмшӑн кӗрешекен аслӑ писатель // Аркадий Ӗҫхӗл. Ялав. — 1951. — № 6. — 4–6 с.

Лена уйри уҫӑ сывлӑша кӑкӑр туллин сывласа илчӗ, ҫавна май унӑн чӗрине ҫак тӑван тавралӑх хӑйне кунсерен ытларах та ытларах хаклӑ пулнишӗн, унӑн ытармалла мар илемӗпе ирӗккӗн сывлама пултарнӑран мӑнаҫлӑ туйӑм ытти кунсенхинчен те ытларах ҫавӑрса илчӗ.

Help to translate

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫавӑн пекех 100 сетьсӗр пуҫне ку ял, шӑпах Луиза Витальевнапа Екатерина Гизетдинова дрона хирӗҫ утиялсем хатӗрлеме тытӑннӑ, вӗсене 41 штук тата каярахпа уйрӑм заказ тӑрӑх 11 пончо хатӗрленӗ, вӗсем пурте ятарлӑ ҫар операцийӗ пыракан зонӑри вырӑнсене кайнӑ.

Help to translate

Михайловкӑри волонтерсем 100-мӗш сеткӑ явнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ytarl-car-op ... vn-3896337

Чи ансат барометр вырӑнне маларах каласа панӑ Торичелли трубкине те илме юрать: пусӑм ӳссен чашкӑри ртутӗн пӗр пайӗ трубкӑна кӗнӗ пулӗччӗ; трубкӑри ртуть шайӗ хӑпарнӑ, чашкӑри — аннӑ пулӗччӗ; атмосфера пусӑмӗ чаксан, хирӗҫле явлени пулса иртнӗ пулӗччӗ.

Help to translate

III. Гидро- тата аэродинамика // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Сумлӑ жюри пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, фольклор коллективӗсем хушшинче «Туслӑх» ансамбль фестиваль-конкурсӑн I степеньлӗ лауреачӗ пулса тӑчӗ, ӑна лауреат Дипломӗпе тата асӑнмалӑх статуэткӑпа — «Чувашские переливы» фестиваль-конкурсӑн символӗпе чысларӗҫ.

Help to translate

«Туслӑх» — фестиваль лауреачӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/08/15/%d1%82%d1%8 ... %87%d3%97/

М. Степанова «Илемлӗ», А. Степанова «Ягода малина» (районти искусство шкулӗ), С. Самаров «Милая мама» (Упири хупӑ йышши шкул), О. Афанасьевапа Г. Яковлева «Кайӑксем» (Именкасси шкулӗ), Н. Филиппова «Наша с тобою земля» (Алманч вӑтам шкулӗ) юрӑсемпе палӑрчӗҫ.

Help to translate

«Ҫуркуннехи тумлам» конкурсра // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.03.30

Райӗҫтӑвкомӑн ҫулҫӳрев ӑйӑрӗ — мӗн каламалли! — чаплӑскер, тилхепене купарчи ҫинче хӗреслетсе илсенех тапса сикӗ, анчах ҫӗр йӗпе чухне ҫӳренӗ урапа йӗррисем хытнӑ та ҫул тӑнкӑр-танкӑрланнӑ, урхамах чупма тытӑнсан, ҫемҫе тӑрантас ҫинче те ӑша кисретет.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ку сӑмахсене алӑк хыҫӗнче тӑракан мӑрсасем хӑйсем те илтрӗҫ, вӗсем ҫӗнӗ ханран сехӗрленсе тӑрасси ҫавӑнтах таҫта кайса ҫухалчӗ, хӑйсен аллисене салтса ярсан вара вӗсем хан вӗсене чӑнах та нимӗн те тӑвас ҫуккине сиссе хӑюллӑн палатӑна кӗпӗрленсе кӗчӗҫ.

Help to translate

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вырӑнти строительсем – «ДПМК «Яльчикское» ООО коллективӗ хальхинче те хӑйсем ҫине пысӑк яваплӑх илме хӑраман: вӗсен кӗске вӑхӑтра Ҫӗнӗ Пӑвари пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул территорине хӑтлӑх кӳрессипе ҫыхӑннӑ пысӑк ӗҫсене пурнӑҫлама ӗлкӗрмелле.

Help to translate

Вӑхӑт хӗрӳ ӗҫре иртет // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%b2a%d1% ... %b5%d1%82/

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed