Short
«Шкул ачисемпе тата вӗсен ашшӗ-амӑшӗпе тӗл пулса ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑх ҫинчен калаҫасси йӑлана кӗчӗ. Эпир хускатакан ыйтусем чӑннипех те ҫивӗч тӑнине статистика кӑтартӑвӗсем ҫирӗплетсе параҫҫӗ: ҫулсем ҫинчи инкексен шучӗ пӗчӗк мар. Ҫавӑнпа та ачасемпе пӗчӗкренех ӑнлантару ӗҫӗсем ирттермелле. Паллах, аслисем хӑйсем ырӑ тӗслӗх кӑтартни нимрен те хаклӑрах. Нумаях пулмасть Юнтапа шкулӗнче ҫамрӑк ҫул-йӗр инспекторӗсемпе тӗл пултӑмӑр. Вӗсем ҫулсеренех республикӑра иртекен конкурссене хутшӑнаҫҫӗ, ятарлӑ тумӗ те пур. Хальхинче ҫамрӑк инспекторсемпе пӗрле водительсене ятарлӑ асӑрхаттарусем валеҫсе патӑмӑр. Пӗрлехи ӗҫсем хӑйсен ҫимӗҫне парасса шанатпӑр».
Ачасем аслисенчен тӗслӗх илеҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/achasem-aslisench ... lecce.html
Йӑлӑмри кӗрхи самаях чалланнӑ, сарра кайнӑ шӑкӑр хутӑш вӑрман «ҫырӑвне вула-вула», вӑхӑтне кура чал тивнӗ, чӗрӗлӗхӗ хавшанӑ упасаррине, аслати, ие, кӑчӑр, супӑнь, пыл, тикӗт, чапӑр, кӑвак, вӑрман кӗпҫи, ытти вуншар та ҫӗршер хӑрӑннӑ курӑк-марӑка вӑшӑлтаттаркаласа сиркелесе, ҫумӑрпа шӳсе йывӑрланнӑ, тӗллӗн-тӗллӗн кӑвасак шӑршиллӗ кӗрхи ҫулҫӑсемпе чӑштӑртаткаласа, патӑрка патак-шатак таврашне шӑт та шат, ҫӑт та ҫат, парт-парт хуҫкаласа, ҫурӑмӗ ҫинчи тӑктӑках кӑмпа тултарнӑ рюкзакне малалла чикӗнсе, кутекленсе, питӗрленсе йӑтса, Шупашкарпа «Ҫурҫӗр» поселока ҫыхӑнтаракан асфальт-бетон сарнӑ мӑн ҫул еннелле пӗр йӑпшакрах, ҫӑтӑ пӳ-силлӗ арҫын каптӑртаттарса утать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Кашни валлиех ӗҫ пур темиҫе эрнене тӑсӑлакан шавлӑ курбан байрамра: пӗрин халӑха йыхӑрса ҫӗлӗк ҫавӑрмалла, хӑйне мӗн хушнине кӑшкӑрса ҫӳремелле, теприн купӑс каламалла е параппан ҫапмалла; пӗрин типнӗ пулӑ е пусма-тавар сутмалла, теприн чаплӑ тумланса хӗр пӑхса ҫӳремелле; пӗрин чӑм шыва ӳксе Казанка хӗрринче сутуҫсен япалисене пушатмалла, теприн ӑшша пиҫнӗ ҫынсем валли шерпет сутмалла; пӗрин ӗҫсе ӳсӗрӗлсе пылчӑк ӑшӗнче йӑваланса выртмалла, теприн ҫав вӑхӑтра ыттисен кӗсйине якатмалла; пӗрин килтен тарнӑ тарҫине шыраса ҫӳремелле, теприн пӗр-пӗр кӗтесре юмӑҫ пӑхмалла, ыран вилес ҫынсене чир иртсе каяссипе, лашине ҫухатнӑ ҫынна вӑл тупӑнассипе савӑнтармалла.
5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ҫӳлерех асӑннӑ ыйтусемпе Юхмапа Пӑла тӑрӑхӗнче ӗҫе мӗнлерех йӗркелесе пынӑ пирки Патӑрьел муниципалитет округӗнчи вӗрентӳ, ҫамрӑксен политики, физкультура тата спорт управленийӗн начальникӗ Ирина Рубцова, Патӑрьелӗнчи социаллӑ хӳтлӗх центрӗн васкавлӑ тивӗҫтерӳ уйрӑмӗн заведующийӗ Татьяна Шакаева, «Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем» патшалӑх фончӗн Чӑваш Енри филиалӗн Патӑрьел округӗнчи социаллӑ координаторӗ Алена Петрова, социаллӑ контракт ыйтӑвӗпе тимлекен компетенци уйрӑмӗн начальникӗн ҫумӗ Наталия Никитина паллаштарчӗҫ, ку тӗлӗшпе кашни салтак, унӑн ҫемйи, вӗсен ачисем шутра, тимлӗхре пулнине, ку тӗлӗшпе тӗрлӗ шайра кӑларнӑ хушусене ҫирӗп пӑхӑнса пынине каларӗҫ.
Ҫар операцийӗн участникӗсемпе ҫемйисене - тӗрев // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52092-car- ... sene-t-rev
Тепӗр кунне ирхине (хӑй сӗткенӗпе самаях кӳпчесе вӑй илнӗ чӗрӗ тӗнче тӑп; ҫулҫӑсен пӑшӑл-пӑшӑлӗ илтӗнмест; вӗсем тата тӗллӗн-тӗллӗн курӑксем ҫинче типсех ҫитеймен сывлӑм симӗссӗн-хӗрхӗлтемӗн ялтӑрать; кайӑк-кӗшӗк ҫутҫанталӑк ырлӑхӗпе сапӑрланни те палӑрмасть; кӗвӗлнӗ турӑх тӗслӗ шӗвеке пӗлӗтсем ҫӗр каҫа ҫӗр ҫинех «йӑшса йӑтӑнма» ӗлкӗрнӗ, ҫавӑнпа йывӑҫ, курӑк шӑршиллӗ сывлӑш нӳрӗ, йывӑр; катаран, Атӑл ҫинчен сулхӑн варкӑш туртӑнкалать; хулана тирпейлесе илемлетекенсен, ӗҫлеме иплӗ тумланнӑскерсен, ушкӑнӗ ҫӑка вуллисене пурӑ (е акшар?) шӗвекӗпе шуратать), пӗрремӗш экзамена ҫула тухса, вӗсем, Альберт палӑртнӑ автобус-троллейбуссем чарӑнмалли хӳшӗ умӗнче тӗл пулчӗҫ.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Унсӑр пуҫне, унӑн ҫӑлкуҫ шывӗ пек таса, ҫав вӑхӑтрах чӑн пурнӑҫ тапса тӑракан пултарулӑхӗ ҫыракансенчен чылайӑшне, ахӑртнех, ӑмсантарнӑ, кӗвӗҫтернӗ те пулӗ — литература пурнӑҫӗнчи хӑш-пӗр тасамарлӑхсем пирки, пултарулӑхӗ хавшак, анчах сӗмсӗрлӗхӗпе влаҫа юраслӑхӗ ытлашшипех ҫыравҫӑсем талантлӑ, тӳрӗ чунлӑ ӗҫтешӗсене епле пӗтерсе пыни ҫинчен тӗлӗнсе каймалла тарӑннӑн ҫырса кӑтартнӑ, ҫӗршыври ҫӗнйӗркелӳ тапхӑрӗнче кӑна ҫырӑнса пичетленме пултарнӑ «Пӗр ухмахӑн юратнӑ сӑмахӗ» повеҫӗнчи Таранов писатель сӑнарӗ, паллах, чылай енчен автобиографиллӗ, унта Николай Мартынов хӑйӗн литература ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ хуйхисуйхине, чун ыратӑвне ҫырса кӑтартни каламасӑрах паллӑ.
Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.
Хутшӑну центрне ҫӳрекенсемпе тӗрлӗ мероприятисем йӗркелеме пулӑшнӑшӑн округ администрацине, территори уйрӑмӗсене, Комсомольскинчи тӗп район больницине, Ача-пӑча искусство шкулне, «Кӗтне» спорт шкулне, централизациленӗ библиотека тытӑмне, централизациленӗ клуб тытӑмне, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел, Комсомольски 1-мӗш тата 2-мӗш вӑтам шкулӗсене, «Радуга» ача садне, пенсионерсен союзӗн вырӑнти уйрӑмне (председателӗ В.Пундяков), инвалидсен обществин вырӑнти уйрӑмне (председателӗ А.Гаврилов), куҫ курманнисен обществин вырӑнти уйрӑмне (председателӗ Г.Михайлов), ветерансен вырӑнти уйрӑмне (председателӗ Ю.Тимофеев), округри волонтерсен юхӑмне (ертӳҫи Ф.Абдрахманова) чӗререн тав тӑватпӑр.
Пӗрле эпир йӑлт тӑваятпӑр // Ирина Самарина. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d0%bf%d3%9 ... %91%d1%80/
Акӑ эпир председатели колхозов ӑнлава чӑвашла колхоз председателӗсем тесе палӑртатпӑр, урӑхла каласан, сӑмахӗ чылай колхоз ҫинчен пырать пулсан та, ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшӗн пӗрремӗш компонентне пӗрреллӗ хисеп формипе калатпӑр, мӗншӗн тесен унӑн нумайлӑ хисеп пӗлтерӗшне иккӗмӗш компоненчӗн (председателӗсем) нумайлӑ хисеп форми хӑйех кӑтартать, ҫавӑнпа та маларах илсе кӑтартнӑ ытти сӑмах ҫаврӑнӑшӗсенче те пӗрремӗш компонентне пӗрреллӗ хисепре ҫеҫ калама кирлӗ: кран машинисчӗсем, экскаватор машинисчӗсем, хуран машинисчӗсем, катушка намотчикӗсем, автомобиль водителӗсем, вагон ҫӑвакан машина, автомобиль юсакан слесарь, трамвай-троллейбус юсакан, автобус ҫӑвакан т. ыт. те.
2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Кун йышши определенисен компоненчӗсем чӑвашла е пӗр пек форма йышӑнаҫҫӗ (акӑлчанла-вырӑсла словарь), е пӗр-пӗринпе -па(-пе) аффикспа ҫыхӑнаҫҫӗ (Венгрипе Совет Союзӗн туслӑхӗ); 2) пӗрремӗш е иккӗмӗш компоненчӗ япала ячӗпе иккӗмӗш е пӗрремӗш компоненчӗ урлӑ (тепӗр компоненчӗн определенийӗ пулса) ҫыхӑнаҫҫӗ, урӑхла каласан, пӗри тепринпе пӑхӑнуллӑ ҫыхӑнура тӑрать (тӗслӗхрен, научно-исследовательский институт, профессионально-техническое училище, химико-технологический факультет т. ыт. те), ҫавӑнпа та вӗсене пӗр-пӗринпе сыпӑнтару союзӗпе ҫыхӑнтарни пӗртте тӗрӗс мар (научная и исследовательская, профессиональная и техническая, химическая и технологическая тени тӗрӗс пулмасть).
3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
«Чӑваш хутлӑхӗн хӗрарӑмӗсем ӗҫченлӗхпе, сӑпайлӑхпа тата тивӗҫе чӗре хушнӑ пек пурнӑҫланипе яланах палӑрса тӑнӑ. Республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине аталантармашкӑн, ентешӗмӗрсен ӑс-хакӑлне тата пултарулӑхне ӳстермешкӗн, вӗсен пурнӑҫӗпе сывлӑхне упрамашкӑн эсир хывакан тӳпе чӑннипех сумлӑ. Ҫитӗнӗвӗрсем пулӑшнипе тӑван ен малашлӑх ҫулне такӑрлатать, йывӑрлӑхсене парӑнтарать, ҫынсен пурнӑҫне ырӑрах тума ӑнтӑлать. Культурӑра ӗҫлетӗр-и, экономика секторӗнче-и, медицинӑра-и, вӗрентӳре-и - ытарайми те илӗртӳллӗ, шанчӑклӑ та тимлӗ туссем пулса тӑратӑр, чунӑр ӑшшипе, ӑс-хакӑл пуянлӑхӗпе кун-ҫула илемлӗрех те хӑтлӑрах тӑватӑр», - палӑртнӑ вӑл чыслав церемонине уҫнӑ май.
Уяв парни - патшалăх награди // Валентина ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№
Унта Станислав Сатур хӑйӗн пурнӑҫне Ҫеҫпӗл Мишшин кӗске кун-ҫулӗпе танлаштарса темӗн чухлӗ пӗрпеклӗх тупать: иккӗшӗ те пӗр тӑрӑхра ҫуралнӑ (Ушанарпа Касаккасси Шӗкӗр — юнашар ялсем), пуҫламӑш шкула иккӗшӗ те сакӑр ҫулта кайнӑ, иккӗшӗ те ачаран ура чирӗпе асапланнӑ, икӗ ҫамрӑк ачара пурте пулас ӳнерҫӗсене курнӑ, иккӗшӗ те пӗр ӳсӗмре ҫурма тӑлӑх юлнӑ, иккӗшӗ те сӑвӑҫ чунӗпе ҫут тӗнчене килнӗ, мӗн ачаран купӑс калама юратнӑ, иккӗшӗ те виҫӗ ҫул вӗреннӗ хыҫҫӑн професси илнӗ, Киеври ҫар округӗн вӗренӳ полкӗнче радиопа телеграф ӗҫне вӗреннӗ, иккӗшӗ те ҫамрӑклах вӑрҫӑ тӳссе ирттернӗ, нумай виле курнӑ, Ҫеҫпӗл — юратнӑ ҫыннипе, Сатур пулас мӑшӑрӗпе июнь уйӑхӗнче паллашнӑ тата ытти те.
«Иртни патне эп кӗтӗм ҫула май...» // Галина АНТОНОВА. https://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem ... m-cula-mai
Тата Турра чунтан-вартан ӗненекенсен те ҫӗр ҫинчи телейӗ расна: пӗрисен ӑс-тӑнӗ алтӑрпа ӑсмалӑх, теприсен — пӗчӗк кашӑк ҫинчен ҫулласа илмелӗх е унран та катӑкрах, ҫавна пулах лешсем пурнӑҫа шур ҫӑкӑрпа хура вӑлча ҫисе, тӳрӗ пилӗккӗн пурӑнса ирттереҫҫӗ, кусем вара хура ӗҫре вӗри тар тӑкса е ура айӗнчи ҫӳп-ҫапла таптанса тупнӑ паян пурӑнмалӑх хура ҫӑкӑрпа тӑварсӑр пуҫне нимех те ас тивсе кураймаҫҫӗ; пӗрисем юман пек ҫирӗп, капмар, тапса тӑракан вӑй-халлӑ, теприсем йыт ҫӗмӗрчӗ пек имшер, ҫемҫешке, халсӑр; пӗрисем чун кӗлекен хӑтлӑ сӑн-питлӗ, теприсем — илемсӗр, асси, чӑлах; пӗрисем хӗрӳ, таса юратуллӑ, ача-пӑчаллӑ, теприсем вараланчӑк юратуллӑ е пачах юратусӑр типнӗ хӑрӑк турат…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Куракансене ҫавӑн пекех Шуркассинчи «Аслут» фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи Владимир Ксенофонтов), Кӳкеҫри «Феерия» вокал ансамблӗ (ертӳҫи Олеся Саксонская), Мӑкӑр ялӗнчи «Туслӑх» фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи Вероника Иванова), Красноармейски районӗн муниципалитет округӗн Иссаковӑри кану центрӗнчи «Ҫӑлкуҫ» ансамблӗн юрӑҫисем Валентина Петровӑпа Геннадий Яковлев (ашшӗ енчи тӑванӗсем), Вӑрнар районӗнчи Чӑрӑш Шӗнерти «Шӗнер ен» юрӑпа ташӑ ушкӑнӗ (ертӳҫи Олег Семенов), Канаш районӗнчи культура керменӗн ертӳҫи Ольга Микушина, Энтриялӗнчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Пинер» фольклор ушкӑнӗ (ертӳҫи Александр Никоноров) ҫыравҫӑ ӗҫӗсемпе хатӗрленӗ юрӑсемпе композицийӗсем уйрӑмах кӑмӑла кайрӗҫ.
Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/
«Чи малтанах маскировка сеткисене шкулта ҫыхрӑмӑр, вӗренекенсем те пирӗнпе пӗрле ҫыхрӗҫ ун чухне. Кӑштахран клуб ҫуртне куҫрӑмӑр. Сетка ҫыхмалли йывӑҫ станока пире ял старости Станислав Петрович Петров ӑсталаса пачӗ. Ун ҫинче 6х3 м, 3х10 м, 3х12 м, 6х12 м калӑпӑшлӑ маскировка сеткисем ҫыхма пултаратпӑр. Ҫулла симӗс тӗслисем ҫыхатпӑр, хӗлле — сарӑ-хӑмӑр, тӗттӗм симӗс тӗслисем. Маскировка сеткисен никӗсне тата каснӑ лентӑсене Чупай ҫамрӑкӗ Слава Данилов пулӑшнипе Шупашкартан илсе килетпӗр. Паллах, материалсене туянма укҫа-тенкӗ кирлӗ. Кунта вара яла халӑхӗ питӗ пулӑшать. Пурте пӗр шухӑшлӑ пулса кирлӗ суммӑна пуҫтарса параҫҫӗ. Тавах вӗсене пурне те ҫавӑншӑн», — тет Людмила Геннадьевна.
Салтаксене пулӑшасси арапуҫсемшӗн малти вырӑнта // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/12632-saltak ... ti-vyr-nta
Халап мар вӗт-ха вӑл, чӑн япала: чӑваш ачисем Тутаркаса пырса кӗрсен, тутар ачисем вӗсене чулпа пенӗ, хӑйсем чӑваш ялне пырса кӗрсен, лешсем вӗсене ҫӗҫӗпе хӑваланӑ, икӗ ял ҫыннисем пӗр-пӗринне выльӑхӗсене вӑрланӑ, лаша вӑрлани те пулкаланӑ, пасарта-мӗнре ҫапӑҫса кайсан, чӑвашсем тутарсене, тутарсем чӑвашсене вӗлерес пек хӗненӗ, ҫӗрле ҫурчӗсене вут тӗрте-тӗрте янӑ, икӗ ял айккинчи улӑха кашни ҫул тенӗ пекех юнпа хӗретнӗ, утта пӗр ҫулхине, маттуртарах пулса, атӑлкассем ҫулнӑ, тепӗр ҫулхине, пуртӑсемпе хӑратса, тутаркассем пуҫтарса кӗнӗ, лашасемпе выртма каяс умӗн ачасем кашни ҫулах ваттисенчен «Кӑҫал ҫаран камӑн пулать?» тесе ыйтнӑ, выртма кайсан та атӑлкассем килсе тапӑнасса кӗтнӗ.
ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Ҫӗпрел лесничествин участокри вӑрманҫине Сагит Зиннурович Махмутова; «АгроТрансПорт» обществӑн тракторист-механизаторне Ильмас Анверович Низамова, Анат Чакӑ ял библиотекин заведующине Владимир Васильевич Токмакова; Тутарстан Республикин Министрсен Кабинечӗн «Государев Амбар» обществӑн ӗҫ сыхлавӗ енӗпе специалистне Лилия Рафаэловна Гиматдинована, «АгроТрансПорт» обществӑн тракторист-механизаторӗсене Юрий Петрович Биктирякова тата Анатолий Петрович Хохлова, «Цильна» обществӑн ветеринари фельдшерне Ильнар Рустемович Ситдикова, хресчен-фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫине Ильгам Диганшинович Халимова Тутарстан Республикин Министрсен Кабинечӗн Тавне тата Тав ҫырӑвӗсене пачӗҫ.
Ӗҫӗсене хисеплесе // Гулия Фаизова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... 1718951634
«Хаҫатра ӗҫлеме татах та интереслӗрехчӗ. Ирхине 5 сехетрех районти ялхуҫалӑх управленийӗн специалисчӗсемпе пӗрле колхозсемпе совхозсенчи фермӑсене ирхи сӑвӑма тухса каяттӑмӑр. Унти лару-тӑрупа тӗплӗн паллашаттӑмӑр. Ҫитменлӗхсене тупса палӑртса, вӗсене ҫийӗнчех пӗтерес тесе район хаҫатӗнче ҫырса кӑтартаттӑмӑр. Фермӑсене - хӗле, ялхуҫалӑх техникине ҫур акине мӗнле хатӗрлени ҫинчен рейд материалӗсем тӑтӑшах ҫыраттӑмӑр. Паллах, критикӑлла материалсем пирки хӑш-пӗр хуҫалӑхсен руководителӗсем кӑмӑллах пулман ӗнтӗ. Хаҫат пулӑшнипе район руководителӗсем ҫавӑн пек пуҫлӑхсене вырӑна лартнӑ, ҫитменлӗхсене ҫывӑх вӑхӑтрах пӗтерме хушнӑ», - калаҫӑва малалла тӑсать Вячеслав Григорьевич.
Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12
Вӗсем: С.А.Алиуллов («Дружба»), И.Н.Евгеньев («Гигант»), Н.К.Крылов («Знамя»), Н.Д.Краснов («Россия»), В.Я.Титов («Заветы Ильича»), М.М. Гибатдинов («Алга»), М.М.Сурнаев («Луч»), М.А.Маторин («Заря»), И.Ф. Мулгачев («Урожай»), Т.П.Казаков («Красный Октябрь»), Д.Г.Герасимов («Восток»), В.Т.Краснов («Комсомольский» совхоз), П.И.Сорокин («Агропромхимия»), И.Ф.Гоголев (Комсомольски вӑтам шкулӗ), М.В.Орлов (КПСС парти райкомӗ), М.П.Боровков (сӑра тата тутлӑ шывсен завочӗ), П.П.Порфирьев (РАПО), Г.В.Краснов (МПРЭО), Л.А.Драндров (МПМК), Н.Е.Браницын (райпо), О.И.Кульгеева (РСУ), Т.Г.Краснова («Эмитрон»), В.К.Кудрявцев (РТП), В.Е.Воронов (райӗҫтӑвком), А.А.Микенина (ҫыхӑну узелӗ), А.Г.Скворцова (Комсомольски ял Совечӗ), В.П.Ефремова (РБУ).
Ветерансем паян та стройра // Ю.Тимофеев. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%b2%d0%b ... %80%d0%b0/
РФ Ҫурт-йӗр Кодексӗн 161 статйин 2-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн вӗсем ҫакна виҫӗ меслетпе тума пултараҫҫӗ: хваттерсен шучӗ 30-тан ытларах пулсан патшалӑх ҫуртӗнче пурӑнакансен харпӑрлӑх хуҫисене тӳрремӗнех тытса тӑни (непосредственное управление собственниками помещений в многоквартирном доме, количество в котором составляет не более чем 30); пурӑнмалли ҫурт-йӗр хуҫисен юлташлӑхӗпе е пурӑнмалли ҫурт-йӗр кооперативӗпе е ытти специализациленӗ потребитель кооперативӗпе управленийӗ туни (управление товариществом собственников жилья либо жилищным кооперативом или иным специализированным потребительским кооперативом); организацин управляющийӗн управленийӗ (управление управляющей организацией).
Хуҫасӑр ҫурт юхӑнать // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51869-khuc ... t-yukh-nat
Ку списока тата та малалла тӑсма пулать. Вӗсенчен пӗри вӑл - Елизавета Федоровна Васильева - филологи наукисен кандидачӗ, доцент, Чӑваш Республикин вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ. Ҫынни питӗ ырӑччӗ. Кашниех унӑн ырӑ ятне чӗрере упрать, - терӗ Геннадий Дегтярев хӑйӗн вӗрентекенӗ пирки. Елизавета Васильевӑн ҫутӑ сӑнарне тӑванӗсем, юлташӗсем, хӑй вӑхӑтӗнче ун патӗнче вӗреннӗ, халӗ округри шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем аса илчӗҫ. «Елизавета Федоровна хӑй вӑхӑтӗнчен маларах утнӑ ҫын пулнӑ, ҫавӑнпа та унӑн ӗҫӗсене тӗпчесе те ҫитереймен-ха. Паянхи куна тата икӗ ал ҫырӑвӗ упранать, вӗсене пичетлесен татах пуҫтарӑнса калаҫӑпӑр», - терӗҫ пӗр ҫемьери пек ӑшшӑн иртнӗ тӗлпулӑва вӗҫлесе.
Ырӑ ячӗ халӑхра упранать // Марина МИХАЙЛОВА. https://cv42027.tw1.ru/yira-yache-xalaxr ... ranat.html


