Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ӗҫри (тĕпĕ: ӗҫ) more information about the word form can be found here.
Анчах эрнен пӗрремӗш ҫурринче сывлӑхшӑн хӑрушлӑх пур е ӗҫри партнерпа хирӗҫме пултаратӑр.

Однако, первая половина недели представляет опасность для здоровья либо конфликтные отношения с партнёрами по работе.

21-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗҫри тавлашусенче вӑл час-часах парӑнатчӗ.

И в горячих профессиональных спорах часто уступал.

Орест Филиппова халалланӑ курав уҫӑлнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34968.html

Ун чухне чирлисем патне килти ҫывӑх ҫыннисем, хурӑнташӗсем, ӗҫри юлташӗсем йышлӑн килеҫҫӗ, палатӑран ют ҫын татӑлмасть темелле.

Help to translate

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чылайӑшӗ ҫӗре хисеплеме пӑрахнин, ялти ҫынсен ӗҫри хастарлӑхӗ йӑшса пынин сӑлтавӗ — ӗҫчен халӑха вӑйпах ҫӗртен уйӑрса колхозсем йӗркелени — ҫапларах пулӗ романӑн тӗп шухӑшӗ.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Опера артисчӗн роль тӑвас ӗҫри ҫул-йӗрӗ драма артисчӗн ҫул-йӗрӗнчен пачах уйрӑм, ҫавӑнпа вӗсен художествӑлла техники те пӗр пек пулма пултараймасть.

Help to translate

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ҫак тапхӑрта Ванкӑна уйрӑмах совет ҫамрӑкӗсен юратӑвӗ, тивӗҫӗ, ӗҫри телейӗ ҫинчен калакан темӑсем интереслентернӗ.

Help to translate

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Алга сӑввисем пархатарлӑ ӗҫри савӑнӑҫа кӑтартса параҫҫӗ.

Help to translate

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Ҫав пӑр катӑкӗ ҫумне ҫитсе ҫапӑнсан, хурлӑхпа савӑнӑҫ та, ӗҫри ӑнӑҫупа инкек те пӳске пекех каялла сирпӗнчӗҫ.

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

«Ҫырури хӑш-пӗр фактсем тӗрӗс, ҫавӑншӑн Сардимиров юлташа ҫирӗппӗн асӑрхаттарнӑ, хӑй вӑл ӗҫри ҫитменлӗхсемпе йӗркесӗрлӗхсене кӗске вӑхӑтрах пӗтерме сӑмах панӑ».

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Саманине кура библиотекӑн ӗҫ мелӗсем улшӑнса, ҫӗнелсе пыраҫҫӗ, анчах та унӑн тӗшши – халӑхӑн йӑли-йӗркипе культурине, ӑс-хакӑл пуянлӑхне упраса хӑварс ӗҫри кӗнеке пӗлтерӗшӗ, вӑл пӗлӳ ҫӑл куҫӗ пулни – хӑйӗн пӗлтерӗшне нихӑҫан та ҫухатмӗ.

Help to translate

Библиотека паян // Наци вулавӑшӗ. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/bibli ... eka-payan/

«Совет литературипе искусствинче оптимизм, ҫӗнӗ пурнӑҫ тума хавхалантаракан коммунизмлӑ идейӑсем витӗр палӑрса тӑраҫҫӗ, литературӑпа искусствӑн идейӑллӑ воспитани парас ӗҫри ролӗ пысӑк, вӗсем совет ҫыннин ҫӗнӗ пурнӑҫ тӑвас пахалӑхӗсене аталантарса пыраҫҫӗ.

Help to translate

Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.

«Уяр кунсем хӗвеллӗ, хӗвеллӗ те хаваллӑ; ӗҫри хӗрсем илемлӗ, илемлӗ те хаваслӑ», — тенӗ ҫак вӑхӑт ҫинчен чӑвашсем.

Help to translate

Кӗтме пӗлекенсем телейлӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Арҫынсем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем шалу пӗчӗк пулин те ӗҫри машинӑсем валли хӑйсен укҫипе саппас пайсем тата кирлӗ ытти япалана туянаҫҫӗ.

Мужчины сообщают, что, несмотря на малую зарплату, они на свои деньги покупают запасные части для служебных машин, а также другие необходимые вещи.

Васкавлӑ медпулӑшура ӗҫлекен водительсем кӑмӑлсӑр // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34626.html

Вӑрҫӑри наградӑсем ҫумне мирлӗ вӑхӑтра «Ӗҫри хастарлӑхшӑн», «Ӗҫре палӑрнӑшӑн» медальсем хушӑннӑ.

Help to translate

Алексей Егоров — пилӗк орден кавалерӗ // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... n-kavaler/

Вӑл юлашки ҫулсенче Чӑваш Республикине аталантарас ӗҫри чӑрмавсене пӗтерсе пыма май килнине палӑртнӑ.

Help to translate

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Ӗҫри ҫитӗнӗвӗсене кура Раиса Ивановнӑна пӗрре мар райӗҫтӑвкомӑн ялхуҫалӑх управленийӗн, колхоз правленийӗн Хисеп хучӗсемпе чысланӑ.

Help to translate

Тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11683 ... -clen-sh-n

Ферма пӳртне пухӑнсан, пурте — халӑх хушшинчи йӗркене сыхлакан юлташсем те — ӗҫри пӗрремӗш ӑнӑҫупа саламларӗҫ Верука.

Help to translate

Хӗр вӑрланӑ // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 15–16 с.

Ӗҫри пӑтӑрмахсем-и?

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ӗҫри хастарлӑх лайӑх кӑтартусем илсе килӗ.

Предприимчивость и деловая активность должны принести хорошие результаты.

9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӗҫри пуҫлӑхне те, «сатрапне», «кирӗкне ҫуса» хӑлха чикки тӑхӑнтартса, кутӗнчен таҫлаттара-таҫлаттара тӑна кӗртетех.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed