Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тапхӑрӑн-тапхӑрӑн, ҫап-ҫутӑ чӳречесен форточкисем витӗр, уҫӑ сывлӑшалла темле ӑраснарах йышши шӑршӑсем тухаҫҫӗ, эпӗ пӗлмен урӑхла пурӑнӑҫ ҫинчен систерекен, паллашман вичкӗн шӑршӑсем тухаҫҫӗ; чӳрече умӗнче шӑршлакаласа итлесе: ку мӗнле пурӑнӑҫ-ши, ку ҫуртра мӗнле ҫынсем пурӑнаҫҫӗ-ши? тесе чухлакаласа тӑратӑн.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Чиркӳре эпӗ кӗл тумастӑм, — кукамайӑн турри умӗнче кукаҫейӗн ҫилленчӗк кӗллисене тата макӑрмалла йышши псаломсене калама лайӑх марччӗ; мана кӑмӑла кайман пекех, вӑл кукамайӑн туррине те кӑмӑла каяс ҫук тесе шутлаттӑм эпӗ, ҫитменнине тата вӗсене кӗнекесем ҫине те ҫаптарнӑ, — эппин турӑ вӗсене, хут пӗлекен ҫынсем пурте пӗлнӗ пекех, пӗлсе астуса тӑрать ӗнтӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӑшпӗр чухне мана чиркӳ кӳлӗри шыв ӑшнелле тарӑн анса кайнӑ пек, урӑхла каласан, нимле те мар йышши пурӑнӑҫпа пурӑнмашкӑн ҫӗр ҫинчен тарса пытаннӑ пек туйӑнатчӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӗсем иккӗш те ӗлӗкхи пекех: асли курпун сӑмсаллӑ, вӑрӑм ҫӳҫлӗскер, ырӑ ҫын пулмалла; кӗҫӗнни, Виктор, ҫав лаша пичӗ йышши питлӗскер пулса юлнӑ, ӗлӗкхи пекех чӗкеҫ шатриллӗскер.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ӑшӑ та чӑтлӑх вӑрманта ҫынна тем ҫинчен шухӑшлаттаркан темле ӑрасна йышши шав хуллен шавласа тӑрать.В тепле и уюте леса тихонько дышит какой-то особенный шум, мечтательный и возбуждающий мечты.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Варринче, хӑмаҫ татӑкӗпе витнӗ ҫӳлӗрех вырӑнта, пӗчӗк тупӑк ларать, тупӑкне тӑхлан хутпа ҫыпӑҫтарса илемлетнӗ, ҫурри таран ӑна темле парча йышши мир татӑкӗпе витсе хунӑ, витни айӗнчен кӑвак кайӑк урисем тата шӗвӗр сӑмсаллӑ ҫерҫи пуҫӗ курӑнса тӑрать.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Виҫҫӗмӗш коробки ӑшӗнче пысӑк йӗс булавкӑсем курӑнса карӗҫ, вӗсем те урамран пуҫтарнӑскерсем унтан атӑ таканӗсем: якалнисем, татӑлса кайнисем, лайӑххисем те, пушмак-туфли тӑхисем, йӗс алӑк хӑлӑпӗ, катӑлса кайнӑ шӑмӑ туя аврийӗ, хӗрсен пуҫтурийӗ, «Тӗлӗкпе юмӑҫ кӗнеки» тата ҫавӑн пек йышши ытти япала та темӗн чухлех.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӗрарӑмӗ хӑвӑртах хаклӑ йышши ботинка суйласа илсе, магазинтан тухса кайсан, хуҫа тутине чӑплаттарса, темле шӑхӑртса: — Ч-чупкӑн… — тесе ячӗ.А когда она, быстро выбрав дорогие ботинки, ушла, хозяин, причмокнув, сказал со свистом: — С-сука…
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пылчӑклӑ кӳленчӗке кивӗ ҫурт чӳречи мӗлкисем ӳкеҫҫӗ, шывӗ ҫинче хут татӑкӗсемпе кӗленче ванчӑкӗсем, карап ҫинчен пӑрахнӑ ҫӗмрӗк ещӗк хӑмисемпе шӑвӑҫӗсем туллиех, пур урамсем те, тӳррипе каласан, вӗсене витсе тӑракан пӗтӗм пылчӑк ҫавӑн йышши тӗрлӗрен ӑпӑр-тапӑрпа чӑп-чӑпар.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Сирӗн йышши, анчах унтанпа вӑхӑт нумай иртрӗ ӗнтӗ!
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Кусем вӗсем урӑх йышши хресченсем.
25 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Пӗр тӗрлӗ вырӑнсенче эпир Алтай, Кавказ е Швейцарири Альп йышши (чул сӑртлӑ ҫӳлӗ тусене Альп тӑвӗсем теҫҫӗ) ҫӳлӗ те илемлӗ тусене куратпӑр.
4. Тусем ерипен пӗтсе пыраҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Хӑйӑр чулӗ, акшар чулӗ, сланец йышши ҫирӗп породӑсен сийӗсем кирек те епле авкаланма хут, пустав, сӑран пек япаласем мар», — тейӗ ӗненмесӗр.
3. Ту хуҫланчӑкӗсем мӗн ҫинчен каласа параҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Ҫавӑн йышши породӑсем питӗ нумай, вӗсем ҫинчен сахал мар интереслӗ япаласен каласа пама пулӗччӗ.Этих пород очень много, и о них можно было бы рассказать немало интересного и поучительного.
3. Капмар сарт-ту породисем мӗнле пулса кайни // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Тинӗссенче чӗрчунсемпе ӳсентӑрансен тӗнчи тата пуянрах: унта тинӗс чӗрӗпӗсем, тинӗс ҫӑлтӑрӗсем, хуртсем, коралсем, губкӑсем, тӗрле йышши пӗчӗк раксем, пулӑсем, шыв курӑкӗсем пур.
2. Сийлӗ ту породисем мӗнле пулса кайни // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Анчах хӗрӳллӗ юратӑвӑн тӗтри хуллен-хулленех сирӗлме пуҫласан е кӗтмен ҫӗртен ун витӗр ӑс-хакӑлӑн таса пайӑркисем ҫул хывсан, хамӑр чунтан юратакан ҫын пирӗн куҫ умне хӑйӗн мӗнпур паха енӗсемпе, ҫитменлӗхӗсемпе, чӑннипе вӑл епле, шӑп ҫавӑн пек тухса тӑрать, — пӗр йышши ҫитменлӗхсем пире сасартӑках уҫӑмлӑн, темиҫе хут пысӑкланса курӑнса каяҫҫӗ, чун ҫӗнни патне туртӑнни, пӗр кӑлтӑксӑр ҫынсем ҫук маррине шанни пире халиччен хамӑр юратнӑ ҫынран писме кӑна мар, йӗрӗнме хӗтӗртет, вара эпир ӑна пӗр хӗрхенмесӗр пӑрахатпӑр та пӗр кӑлтӑксӑр ҫӗнӗ ҫын шырама малалла вӗҫтеретпӗр.
ХLI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫакнашкал туслашрӑм пулин те, эпӗ хамӑн чӑн-чӑн туйӑмсемпе-туртӑмсене Нехлюдовсен пӗтӗм ҫемйинчен, уйрӑмах Варенькӑран пытарассине ман умри чи пирвайхи тивӗҫ тесе шутларӑм; хама чӑннипе епле пулнӑ пек мар, пачах урӑхла йышши йӗкӗт пек, унтан та ытларах, чӑн пурнӑҫра сайра тӗл пулакан ҫын пек кӑтартма тӑрӑшрӑм.
ХL сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Амӑшӗпе хӗре пачах урӑхла йышши ҫынсем, пӗринчен тепри нумай енчен уйрӑлса тӑраҫҫӗ.Мать и дочь были совершенно других характеров и во многом различны между собою.
ХХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Иккӗмӗш йышши ҫынсем comme il faut маррисем ҫине тата ахаль ҫынсем ҫине пайланаҫҫӗ.Второй род подразделялся еще на людей собственно не comme il faut и простой народ.
XXXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫакна пула, классикла музыка ҫӑмӑлтарах тесе шутласа тата хама урӑхларах йышши ҫын пек кӑтартасшӑн тӗмсӗлсе, эпӗ сасартӑк нимӗҫ композиторӗсем ҫырнӑ музыкӑна килӗштерсе пӑрахрӑм, «Sonate Pathétique» мана, тӗрӗссипе калас-тӑк, тахҫанах чӑтмалла мар йӑлӑхтарса ҫитернӗ пулин те, ҫав сонатӑна Любочка каланӑ чух ытла та хаваслантӑм, хам та Бетховенӑнне каларӑм, тата ку ята Беетховен текелерӗм.
XXX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.