Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унта паян мӗнле йышши апат пуласси ҫинчен ҫырнӑ ҫеҫ мар, апачӗсем мӗнлине те ӑнлантарса панӑ.
17 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Эсир ырми-канми ӗҫлени социаллӑ политика ыйтӑвӗсене татса пама, ачаллӑ ҫемьесене ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ йышши мелсемпе пулӑшма, социаллӑ контрактсене пурнӑҫа кӗртме май парать.
Социаллӑ ӗҫчен кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/news/2021/06/08/glava- ... aet-s-dnem
— Эпир ку ӗҫре судьясем мар, ун йышши вӑрӑ-хурахла ӗҫсемпе пирӗн ӗҫ ҫук!
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Часах вунпӗр ҫитет, ҫынсем килме пултараҫҫӗ, палланӑ ҫын килсе кӗрӗ те, кунта акӑ — пӑх та кур! — ҫакӑн йышши хӗрарӑм хӑна пур иккен…Скоро одиннадцать, люди могут придти, знакомый зайдёт, а тут — здравствуйте! — этакая гостья…
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Сирӗн йышши сӗтӗрӗнчӗксем хушшинче пӗр вӑл кӑна турра юрӑхлӑ ҫынччӗ!
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫав каҫхине ытлашши иртӗнсе, нимӗн ҫинчен шухӑшламасӑр-тумасӑр ӗҫсе-ҫисе савӑнчӗҫ: пурте сасартӑках пуйса кайнӑ евӗр, укҫисене пӗр шеллемесӗр тӑккалаҫҫӗ; хаклӑ йышши эрех илсе килтерчӗҫ, хӗрсем умӗнче хӑйсене хӑйсем яланхи пек те мар чарусӑр тытаҫҫӗ, пурте тата пӗрне-пӗри темле аван мар, ӑнланмалла мар сӑмахсем калаҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Дворянсем пурӑннӑ ҫуртӑн халӗ те-ха мӑнаҫлӑн курӑнма тӑрӑшакан ишӗлчӗкӗсен ӑшӗнчен, таҫта шалтан, хӗрсем ҫӑри-ҫари ҫухӑрашни, Коля-телеграфистӑн тенорӗ, ростовщик ывӑлӗн, Ванька Хряповӑн, чан ҫапнӑ евӗр хулӑн сасси, Фимка Пушкаревӑн янкӑс юррисем, гитара янӑранисем илтӗнсе тӑраҫҫӗ — анчах та ҫав кичем те ӳсӗр пурнӑҫӑн ҫакӑн йышши мӗнпур янӑрашӑвӗ Симӑна тата ӑна итлесе ларакана пӗрре те чӑрмантармасть.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫавӑн йышши чарусӑрлӑхсене кӑтартнӑ кунсенче унӑн пӑхма кӑмӑллӑ хитре сӑнӗ-пичӗ лапшакаланса ларать, унта хӑш-пӗр йӗрсем ҫухалнӑн туйӑнаҫҫӗ, тути, нимӗн тума аптранӑ евӗр, айванлӑрах йӑл кулса тӑрать, ыйхӑсӑр аптранипе пиҫсе хӗрелсе кайнӑ куҫӗсем тӑрӑ мар шӗвекпе тулаҫҫӗ, вара пурин ҫине те усаллӑн, выльӑхла анӑравлӑ салхулӑхпа пӑхаҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Вавилӑн ҫакӑн йышши хӑтланӑвӗсене пурте пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ: хӑй ҫын сӑмахӗ айне пулса юлнине туйсан, вӑл яланах ҫапла шӑртланать, ҫавӑнпа та унӑн мыскарисем ҫынсене пӗрре те килӗшмеҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Аллисене ҫурӑмӗ хыҫнелле тытнӑ, шӑхӑркаласа Артюшка Пистолет килет, вӑл пулӑҫӑ, вӗҫен кайӑкҫӑ, тӗкшӗн тата хаклӑ йышши тирсемшӗн сунара ҫӳрекенскер.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Тата ҫакна та пӗлеҫҫӗ: Фелицата патне хӑнасем нумай пырса тулсан, хӑйне пулӑшмашкӑн вӑл слободари хӗрарӑмсемпе хӗрсене чӗнет; вӗсенчен ун патне кам-кам пырса ҫӳренисене те пӗлеҫҫӗ ҫынсем, анчах арӑмӗсемпе хӗрӗсем ҫакӑн йышши промыслапа ҫыхланнине арҫыннисем тиркесех каймаҫҫӗ, лешсем ӗҫлесе тупнӑ укҫана кусем эрех ӗҫме туртса илеҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ун пек чухне хуҫа пурлӑхне туссенчен те, тӑван пиччӳнтен те пулин кӑкӑрпах хӳтӗлеме тӳрӗ килет: ҫакӑн йышши ӗҫре Андрей хӑйӗн пурнӑҫне пӗтернӗ те ӗнтӗ — унӑн пӗверне ҫапса шӑтарнӑ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Хулари мещенӗсем йӑрӑскерсем, анчах — мӑнтӑрккаскерсем; вӗсем уезда кӗрекен ялсенчи ярмаркасенче хӗрлӗ таварпа тата ытти таварпа суту-илӳ туса пурӑнаҫҫӗ, кӗпӗрне валли сӳс, арланӑ ҫип, ҫӑмарта, выльӑх-чӗрлӗх тата утӑ сутӑн илсе ҫӳреҫҫӗ; вӗсен арӑмӗсемпе хӗрӗсем тӗрлӗ тӗслӗ ҫӑмран ахаль туфлисем, ӑшӑ туфлисем, шарфсем, фуфайкӑсем тата ҫул ҫине тухмалли хутаҫ-михӗсем ҫыхаҫҫӗ — ҫак йышши алӑ ӗҫне тума вӗсене тахҫантанпах мӑнастир шкулӗ вӗрентсе хӑнӑхтарнӑ, пурте пекех вӗсем ҫавӑнта хутла вӗреннӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Князь хальхи вӑхӑтра куҫран ҫухалса пыракан ҫынсенчен, 1812 ҫулхи вырӑс генералӗсенчен пӗри пулмаллаччӗ, вӑл йышши ҫынсене эпӗ питӗ лайӑх пӗлеттӗм-ха, вӗсен сӑнарне упраса хӑварас пулать.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Оленька кӑмӑллӑ, анчах тарӑн шухӑшсӑр тата малалла ӳсмен йышши ҫынсенчен пӗри пулнӑ; ун пеккисем пӗрре вӑйлӑ туйӑмпа ҫунса илеҫҫӗ те — хатӗр, пӗр вырӑнта тӑракан пулаҫҫӗ, вара малалла каймаҫҫӗ.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ырӑ кӑмӑллӑ помещик хӑнасене Царь-град пӑрҫипе, премӗкпе, пракапа тата питӗ йӳне йышши хӑлха алкисемпе хӑналанӑ, хӑш чух хӑй те вӑййа хутшӑннӑ, анчах час-часах вӑл вӑйӑ пӗтичченех ҫывӑрса кайнӑ; чей хӑватне чакарас тесе ӑна французсен эрехӗпе хутӑштарнӑ пулин те, чей ӑна питӗ вӑйлӑ пуснӑ.
III // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ҫывӑрмалли пӳлӗм тӗлӗнче турӑшсен пӳлӗмӗ пулнӑ; ҫав пӗчӗк пӳлӗмре хӗрлӗ йывӑҫран тунӑ киот ӑшне пысӑк та хаклӑ йышши иконсем лартса тултарнӑ.
II // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ытти йышши, кӑмӑллӑрах та хаваслӑрах ҫыхӑну кашни ҫултах пӗрре пулнӑ.Сношение другого рода, более приятное и торжественное, повторялось всякий год один раз.
I // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Манран чи лайӑх рольсене тытса илчӗҫ, мана хамӑн талантшӑн пачах та ют рольсенче вӗҫӗмсӗр выляттарса асаплантарчӗҫ, манпа пирӗн пур влаҫсем те хӑр-хар, «эсӗ» тесе калаҫрӗҫ, мана лайӑх костюмсем памарӗҫ; акӑ мӗншӗн каласа парас килмест — ку пӗтӗмпех княҫе мухтанӑ пек пулӗччӗ, вӑл вӗт мана урӑхла йышши наказани пама пултарнӑ вӑхӑтрах йӗркеллӗрех пулчӗ, мана ваккӑн кӳрентернипех ырӑ турӗ.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
— Сӑмахран, пирӗнтен хӑшин те пулин лайӑх йышши эрех ӗҫес килнӗ пулсан, вӑл хӑйӗн укҫи сахал тесе чарӑнса тӑнӑ-и?
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.