Corpus of the Chuvash language

New

1936 ҫулта куҫарнӑ сыпӑк ҫапла вуланать:

Help to translate

Куҫарас ӗҫри хӑшпӗр ҫитменлӗхсем ҫинчен // Василий Алагер. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 253–266 с.

Тӗслӗхшӗн ҫав икӗ тӗрлӗ вариантри хӑшпӗр сыпӑксене пӗр-пӗринпе танлаштарса пӑхӑпӑр, мӗншӗн тесен ун пек танлаштарса пӑхни поэт-тӑлмач мӗнле ӗҫленине, пӗтӗмӗшпех мар пулин те, кӑштах та пулин чухласа илме пулӑшасса шансах тӑратпӑр.

Help to translate

Куҫарас ӗҫри хӑшпӗр ҫитменлӗхсем ҫинчен // Василий Алагер. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 253–266 с.

Ҫапла вунтӑватӑ ҫула яхӑн иртет, вара, 1950 ҫулта тин «Евгений Онегин» романӑн чӑвашла куҫарнӑ иккӗмӗш варианчӗ кӗнеке пулса тухать.

Help to translate

Куҫарас ӗҫри хӑшпӗр ҫитменлӗхсем ҫинчен // Василий Алагер. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 253–266 с.

Ҫавӑнпа ӗнтӗ «Евгений Онегин» романӑн пӗрремӗш хут куҫарнӑ варианчӗ пичетленсе тухнӑ хыҫҫӑн вӑл ку ӗҫе пӑрахмасть, пӗр тӑхтаса тӑмасӑрах ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ вариантсем тума тытӑнать.

Help to translate

Куҫарас ӗҫри хӑшпӗр ҫитменлӗхсем ҫинчен // Василий Алагер. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 253–266 с.

Анчах Хусанкай хӑйӗн малтанхи ӗҫӗпе ҫырлахмасть, мӗншӗн тесен А. С. Пушкинӑн чаплӑ произведенине чӑвашла куҫарма мӗн таран йывӑррине те, ӑна чӑваш халӑхӗшӗн уҫҫӑн ӑнланмалла куҫарае тесен, пайтах вӑй-хал хума кирлине те лайӑх ӑнланать вӑл.

Help to translate

Куҫарас ӗҫри хӑшпӗр ҫитменлӗхсем ҫинчен // Василий Алагер. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 253–266 с.

Хусанкай поэта эпир сӑмах ӑсти тетпӗр, пӗр шухӑшласан, ун пек ӑста поэт хӑй пӗрре куҫарнине тепӗр хут пӑхса тухма та кирлӗ мар пек, мӗнле куҫарнӑ, ҫаплипех хӑвармалла пек.

Help to translate

Куҫарас ӗҫри хӑшпӗр ҫитменлӗхсем ҫинчен // Василий Алагер. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 253–266 с.

1936 ҫулта чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай А. С. Пушкинӑн «Евгений Онегин» романне чӑвашла куҫарса «Илемлӗ литература» альманахра пичетлесе кӑларнӑччӗ.

Help to translate

Куҫарас ӗҫри хӑшпӗр ҫитменлӗхсем ҫинчен // Василий Алагер. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 253–266 с.

Урӑхларах каласан, тӑлмач та поэт е писатель пекех ӗҫлет.

Help to translate

Куҫарас ӗҫри хӑшпӗр ҫитменлӗхсем ҫинчен // Василий Алагер. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 253–266 с.

Нумай чух пӗрре куҫарса пичетлесе кӑларнӑ кӗнекене, куҫарнӑранпа темиҫе ҫул иртнӗ пулин те, тепӗр хут, хӑш чух тата ик-виҫӗ хут та ҫӗнӗрен пӑхса тухса тӳрлетет.

Help to translate

Куҫарас ӗҫри хӑшпӗр ҫитменлӗхсем ҫинчен // Василий Алагер. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 253–266 с.

Ӗмӗр тӑршшӗпех ҫапла ӗҫлет вӑл, пӗрмай шырать, суйлать, нихҫан та лӑпланмасть.

Help to translate

Куҫарас ӗҫри хӑшпӗр ҫитменлӗхсем ҫинчен // Василий Алагер. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 253–266 с.

Ҫапла вӑл хӑйӗн ӑсталӑхне ӳстернӗҫем ӳстерсе пырать.

Help to translate

Куҫарас ӗҫри хӑшпӗр ҫитменлӗхсем ҫинчен // Василий Алагер. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 253–266 с.

Тӑлмач вара ӗҫленӗ чух, пӗчӗккӗн пулин те, ҫак кӑткӑс ӗҫе хӑнӑхса пырать, сӑмаха, пӗрчӗн-пӗрчӗн тенӗ пек, суйлать: хӑшӗ кирлӗрех, хӑшӗ витӗмлӗрех, янӑравлӑрах?

Help to translate

Куҫарас ӗҫри хӑшпӗр ҫитменлӗхсем ҫинчен // Василий Алагер. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 253–266 с.

Ҫук, чӗлхене тӗпчесе вӗреннипе кӑна ҫырлахмасть-ха вӑл, чӗлхе пуянлӑхӗ пурри, уншӑн пулсан, ҫителӗксӗр, мӗншӗн тесен чӗлхе пуянлӑхӗ хӑй халлӗн ҫеҫ ниме те пӗлтермест-ха, чи кирли вӑл — ҫав пуянлӑхпа усӑ курма пӗлесси.

Help to translate

Куҫарас ӗҫри хӑшпӗр ҫитменлӗхсем ҫинчен // Василий Алагер. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 253–266 с.

«Вырӑсла-чӑвашла пӗлетӗп-ха, уншӑн пулсан хуйхи-суйхи ҫук» тесе, хӑшпӗр «тӑлмач» пек, пуҫне каҫӑртса ҫӳремест вӑл, литература чӗлхине те, халӑх калаҫакан чӗлхене те куллен-кун, кашни утӑмра тенӗ пек, ырми-канми тӗпчет, вӗренет.

Help to translate

Куҫарас ӗҫри хӑшпӗр ҫитменлӗхсем ҫинчен // Василий Алагер. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 253–266 с.

Ӑста тӑлмач ҫак сӑмах тӗрӗс иккенне аван чухлать.

Help to translate

Куҫарас ӗҫри хӑшпӗр ҫитменлӗхсем ҫинчен // Василий Алагер. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 253–266 с.

Поэт е писатель ҫын шухӑш-кӑмӑлне, унӑн чун-чӗринче мӗн-мӗн пулса иртнине, ҫутҫанталӑк илемне т. ыт. те ҫырса кӑтартма кирлӗ чи витӗмлӗ сӑмахсем тупать пулсан, паллах, унӑн произведенине куҫаракан тӑлмач та чӗлхе пуянлӑхӗ тӗлӗшӗнчен автортан кайра тӑма пултараймасть.

Help to translate

Куҫарас ӗҫри хӑшпӗр ҫитменлӗхсем ҫинчен // Василий Алагер. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 253–266 с.

Пултаруллӑ, талантлӑ поэт е писатель пире хӑйӗн чӗлхи ҫав тери пуяннипе, унпа ӑста усӑ курма пӗлнипе тӗлӗнтерет.

Help to translate

Куҫарас ӗҫри хӑшпӗр ҫитменлӗхсем ҫинчен // Василий Алагер. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 253–266 с.

Чун-чӗре витӗр шӑранса тухнӑ сӑмах кирек хӑҫан та витӗмлӗ, сӗткенлӗ, янӑрасса та хӑватлӑрах янӑрать вӑл, вулакан чӗрине хускатать.

Help to translate

Куҫарас ӗҫри хӑшпӗр ҫитменлӗхсем ҫинчен // Василий Алагер. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 253–266 с.

Ку, хӑвӑрах куратӑр, предложени хыҫҫӑн предложение пӗр сисӗм-туйӑмсӑр куҫарса кайни мар, чӑн-чӑн творчество.

Help to translate

Куҫарас ӗҫри хӑшпӗр ҫитменлӗхсем ҫинчен // Василий Алагер. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 253–266 с.

Произведени малтан автор чун-чӗри витӗр шӑранса тухса ун сисӗм-туйӑмӗпе сӗткенленнӗ пулсан, халь ӗнтӗ вӑл, куҫарнӑ чух, тӑлмач чун-чӗри витӗр тепӗр хут шӑранса тухать.

Help to translate

Куҫарас ӗҫри хӑшпӗр ҫитменлӗхсем ҫинчен // Василий Алагер. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 253–266 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed