Short
Ҫамрӑксене сывӑ пурнӑҫ йӗркине хӑнӑхтарас, физкультурӑпа спорта аталантарас ӗҫе тивӗҫлӗ тӳпе хывнӑ хастарсенчен пӗри - Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ, Чӑваш Республикин физкультурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей Федерацийӗн наци кӗрешӗвӗпе спорт мастерӗ, ирӗклӗ майпа кӗрешес енӗпе нумай хутчен Патӑрьел районӗнчи «Акатуй-Сабантуй» паттӑрӗ ята ҫӗнсе илнӗ хисеплӗ спорт ветеранӗ, Пикшик территори пайӗнче ултӑ яла пӗрлештерсе тӑракан «Герой» колхоз ҫумӗнчи физкультура коллективне вунӑ ҫул ытла ӑнӑҫлӑ ертсе пынӑ Абдулла Минзарифович Камалетдинов.
Спортра туптаннӑ ят-сум - ӗмӗрлӗх // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52026-spor ... um-m-rl-kh
Вырӑсла термина тӳр килекенни чӑваш чӗлхинче тӗрлӗ йышши лексема пулма пултарать: тӗп чӑваш сӑмахӗ, вӑл шутра пӗлтерӗш кальки, урӑхла каласан, термин пӗлтерӗшӗпе функцине йышӑннӑ ахаль сӑмах, тӗслӗхрен: развитие — аталану, пространство — уҫлӑх, ствол — кӗпҫе т. ыт. те; вырӑс сӑмахӗн калӑпӗпе хайланӑ сӑмах пулӑвӗн кальки: безопасность — хӑрушсӑрлӑх, пятилетка — пилӗкҫуллӑх, разоружение — хӗҫпӑшалсӑрлану, хӗҫпӑшалсӑрланни т. ыт. те; вырӑс чӗлхинчен е ун урлӑ йышӑннӑ сӑмах: революция — революци, коммунизм — коммунизм, каучук — каучук, опера — опера т. ыт. те.
Икӗ чӗлхеллӗ словарьсенче терминсен пӗлтерӗшне ӑнлантармалли мелсем // М. И. Скворцов, М. В. Лазова. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 139–153 с.
Ҫавна кура Аркадий те тӑп чарӑнчӗ те вӑрт сулахаялла сулӑнчӗ, кӗпер карлӑкӗ урлӑ аялалла тимлерӗ — хумханса, пӑтранса, авӑр евӗр хӑмпӑланса тӑракан шывра, пӗр вырӑнта, сарӑ квадрат майлӑрах лаптӑк палӑри-палӑрми мӗлкеленсе ҫуталкалать, тачка пӑяв пек хумсем, унран уйрӑлса, авӑнчӑк-пӑрӑнчӑк ункӑлана-ункӑлана, пӗр-пӗрин ҫине йӑвалана-йӑвалана, утлана-утлана, шуйхӑнсах аяккалла йӑпӑртатаҫҫӗ, йӑкӑр-йӑкӑр кусаҫҫӗ; сарӑ «квадратпа» юнашарах, хӑйне путма памасӑр: «Пулӑшӑ-ӑ-ӑр!» тесе пыр тулли тӑвӑнса кӑшкӑрашкаласа, ӗҫ ҫи-пуҫлӗ темле арҫын халсӑррӑн тапӑлтатать.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Михаил Васильевич ЧР Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура пусӑмласах ҫапла палӑртнӑ: «Хамӑн ҫырусенче эпӗ ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсемпе усӑ курас ӗҫре йӗрке туса ҫитермеллине, тӳрӗ мар кӑмӑллӑ харпӑрлӑхҫӑсемпе арендаторсенчен хӑтӑлмаллине, ҫӗрпе саккунсӑр тата ултавлӑ майпа усӑ курма тата унпа спекуляци тума ирӗк памалла маррине пӗр хут кӑна мар палӑртнӑччӗ. Ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсемпе мӗнле усӑ курнине муниципалитет енчен ҫӗр тӗрӗслевне тухӑҫлӑ йӗркелени ку тӗлӗшпе тумалли пӗрремӗш утӑм тесе шухӑшлатӑп. Ҫӗрпе ҫыхӑннӑ информаци уҫӑ тата уҫӑмлӑ пулмалла».
Кашни ҫӗр лаптӑкӗ усӑ кӳтӗр // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№
«Сирӗн вӑрӑм та ҫирӗп мӑшӑрланӑвӑн вӑрттӑнлӑхӗ мӗнре? - хӑш чухне ылтӑн юбилярсенчен тӑванӗсем ыйтаҫҫӗ. «Нимӗнле вӑрттӑнлӑх та ҫук, — тет Ольга Ивановна. — Эпир пурне те пӗрле тӑватпӑр, инкек-синкексемпе йывӑрлӑхсене пӗрле татса паратпӑр, ачасене пӗрле ӳстертӗмӗр, килте кам тата мӗн тумалли пирки нихҫан та тавлашман. Пуян пурӑнман пулин те, пурлӑх тӗлӗшӗнчен эпир тавлашни пулман. Упӑшка мана пулӑшать, тӗрек парать, май килнӗ таран пулӑшать. Эпӗ хуҫалӑха ун ҫине лӑпкӑ хӑварма пултаратӑп, вӑл мана нихҫан та улталас ҫуккине, пурне те тума пултарассине пӗлетӗп».
Вӗсен союзӗ нумайӑшӗсемшӗн тӗслӗх // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-06- ... -h-3815610
«Володьӑн малтанхи арӑмӗнчен канӑҫ ҫук: мӗн кӑна кӑтартмарӗ-ши? Лӑпкӑ пурнӑҫшӑн, хӗвел айӗнчи вырӑншӑн кӗрешме тивет. Ҫавӑнпа сирӗнтен пулӑшу ыйтрӑмӑр. Тӗрӗслӗх — пирӗн енче, эпир никама та усал туманнине халӑха ӗнентерес килет. Пӗрмай шухӑшланипе начарланса кайрӑм ӗнтӗ. Пирӗн килте пурнӑҫ вӗрет, ҫемье вучахне ҫӗнӗрен чӗртрӗмӗр, выльӑх-чӗрлӗх, кайӑк-кӗшӗк туянтӑмӑр. Тӗп сакай тулли ҫимӗҫ хатӗрлетпӗр, пахча-ҫимӗҫ ӳстеретпӗр... Кунта пурӑнма тытӑнсанах кукӑль пӗҫертӗм, кил-йыш епле савӑнчӗ: «Килте кукӑль шӑрши юлашки хут хӑҫан тухнине те астумастпӑр», — терӗҫ.
Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Анчах Марина хӑйне ӳпкеленипе килӗшмесӗр шухӑшне ҫапларах уҫӑмлатнӑ: «Эпӗ асӑрханӑ тӑрӑх, мӗскӗн чунлӑ этем кӑна тум-юмшӑн именет — комплекс ку. Несӗлсем ҫӑпата тӑхӑннишӗнех хальхисен мӗн именмелли пур? Ӑслӑ, ӗҫчен хресчен ҫемйинче сӑран атӑ та пулнах. Мӗн ӗҫ тума хӑшӗ меллӗ е вырӑнлӑ пулнӑ, ҫавна тӑхӑннӑ. Паян эпир акӑш-макӑш капӑр та шукӑль ҫӳреме пултаратпӑр, чун-чӗремӗрте, кӑмӑлӑмӑрта несӗлӗмӗрсен пулни — пӗр сӑмахпа шалти культура теме май пурри, И. Яковлев асилӗвӗнче «бог весть откуда дошедшая до нас деликатность» текенни унта… — юлнӑ-и-ха? Тем пекчӗ!»
Ҫӑпатана музейран кӑларса пени мӗскӗнлӗхе пӗтерӗ-и? // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2800.html
Пухӑннисене Пӗлӳ кунӗ ячӗпе шкул директорӗ П.Алексеев, Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Д.Иванов, райадминистрацин вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин управленийӗн начальникӗ Н.Борисова, Вӑрмар хула тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Петров, Тихвински Турамӑш турӑшӗн Мӑнҫырмари чиркӗвӗн настоятелӗ, V благочиннӑй округӑн благочиннӑйӗ Л.Ермолаев протоиерей, район депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ Г.Егоров саламларӗҫ, ачасене лайӑх вӗренме, ҫав вӑхӑтрах спортпа туслӑ пулма, творчествӑра ҫирӗп утӑмсем тума сунчӗҫ, вӗрентекенсене те ӑшӑ сӑмахсемпе хавхалантарчӗҫ.
Пӗрремӗш шӑнкӑрав урока йыхравларӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9776-p-rrem- ... jykhravlar
Тинӗсрен те тарӑн, пылран та тутлӑ пулчӗ кунӗпех хула «тӑршшӗпе сарлакӑшне виҫсе» ӗмпӗлтетнӗ, ҫурӑма-ҫурӑммӑн выртнӑ каччӑсен ыйхи ҫак «люксра» (Ула Тимӗр вара тӗлӗкре ҫӗрӗпех темле шап-шурӑ пӗлӗт ҫинче Полинӑпа таҫталла вӗҫрӗ, анчах, тӗлӗнмелле, ҫак пӗлӗт вӗҫнӗ ҫемӗн тӗксӗмленсе-тӗксӗмленсе пычӗ те юлашкинчен пач хуралса ларчӗ), ир енне ҫеҫ, тухӑҫ майӗпен кӗренленекен кӑвак чечеке ларнӑ чух, ҫурҫӗр енчен вичкӗн, харсӑр варкӑш та кастарса вашкӑрткаланине пула, вӗсене хытах, шӑлӗсем пӗр-пӗрне тӗкӗнмиех ҫатӑрларӗ тӑртӑр чӗппи, пӗтӗм шӑмма-шакка витӗрех йӗплерӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Информаци ушкӑнӗ йышӗнче ЧР транспортпа ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗн заместителӗ Н.Максимов, ЧР Культура, национальноҫ ӗҫӗсемпе архив ӗҫӗн министрӗн заместителӗ Т.Казакова, ЧР Патшалӑх статистикин Федераллӑ службин Территорири органӗн пуҫлӑхӗн заместителӗ Л.Егорова, ЧР вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министерствин вӗрентӳ сферинчи надзорпа контроль енӗпе ӗҫлекен Управленийӗн начальникӗ М.Федотов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Г.Васильев, Чӑваш Ен - ЧР «Правосудие» ГАС Суд департаменчӗн ФГБУ информаципе аналитика центрӗн филиалӗн директорӗ В.Петров пулчӗҫ.
Уйӑхран уйӑха - ҫивӗч ыйтусем тавра // Н.Шишкина, Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21
«Чӑваш Енре ҫул ҫитменнисен хирургийӗн службине Республикӑри ача-пӑча клиника больницин никӗсӗ ҫинче централизацилерӗмӗр. Усси куҫ умӗнчех: пӗчӗккисене операци туса сиплес, ҫав шутра пысӑк технологиллисем, пӗчӗк инвазивлисем тӗлӗшпе те, палӑрмаллах ҫитӗнӳ турӑмӑр. Эпир кашни пациентшӑн кӗрешнине кӑтартусем аван ҫирӗплетеҫҫӗ. Сывлӑхӑн 1-мӗш тата 2-мӗш ушкӑнӗсенчи ачасем йышланса пыни, хӗсмете юрӑхлӑ яшсен хисепӗ пысӑкланни уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Ҫаксем — халӑх сывлӑхӗн, ҫӗршыв пуласлӑхӗн кӑтартӑвӗсем», — пӗтӗмлетрӗ ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова.
Шупашкарта - ача-пӑча хирургӗсем // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
«…Тӑруках пурне те юсаймӑн-ха. Чи малтан куҫа курӑнакан выртан-тӑрана пуҫтарса, юрамине тухнине те пулин йӗркене кӗртесчӗ. Акӑ тӗкме юсамалла, карта тытмалла, вуттине татса ҫурсан та аван пулӗччӗ», — уйланса тӑчӗ Улькка аппа хура курак (ялти кайӑк-кӗшӗк атаманӗ) янахсӑрланаса кранклатнипе, пуҫтах, пиртӗклӗ салакайӑксем хӑлхана йӳҫӗхтерсе чӗриклетнипе, хӗрлӗ пӗсехеллӗ вӗтӗ кайӑксем — ҫӗр ҫинчи илем хыпарҫисем — ӑс-тӑна кӗмӗл саслӑн минретсе, чун-чӗрене ырӑ тӑвӑнтарса, чечеклентерсе, чӗрӗ пурнӑҫ сӗткенӗпе шӑварса чӗвӗлтетнипе янӑраса тӑракан анкартине тухсан.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Вӗсен шутӗнче: «Савиры, булгары и тюрко-монголы в истории чувашей», «Академические исследования этнической самобытности чувашского народа», «История чувашского народа: анализ основных версий», «История чувашского народа: савирская гипотеза», «Древние праздники чувашей», «Жертвенные дары у чувашей», «Народная обрядность чувашей», «Предводители обрядов у чувашей», «Семантика дома у чувашей», «Система верований чувашей», «Три чувашских божества», «Колдуны и знахари», «Система религии чувашей», «Праздники, обряды и верования чувашского народа» тата ыттисем те.
Пирӗн ентеш // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51572-pir- ... entesh-100
Чӑн та чӑн тенӗрен, хай пуянӑн суя сӑмахне чисти чӑна кӑларсан кӑна, ку ҫӗнӗ пуянӗ, ҫукран пур пулнӑскер, каллех халӑхсем енне ҫавӑрӑнса ларсан: «Итлӗр-халӗ, ватӑсем, пуянсем, ӗлӗк, эпӗ ҫук ҫын чухне, сире темӗн тӗрлӗ тӗрӗсне кала-кала параттӑм, эсир уп чухне манӑн ӑслӑ сӑмахӑмсене сума сумасӑр, шанмасӑр, манах ухмах тесе вӑрҫаттӑр; халӗ эпӗ сирӗн пек пуян пулсан, сирӗнпе пӗрле сӗтел хушшинче калаҫса ларнӑ чухне, сире суя суйса каланӑ сӑмахсене те эсир: «Пулӗ те ҫав, ах вӑл епле пит вичкӗн шӑллӑ шӑши пулнӑ-ши?» – тесе, чӑна кӑларса тӗлӗнсе ларатӑр», – тет вӗсенчен кулса.
Иван Юркин // Вичкӗн шӑллӑ шӑши. https://vulacv.wordpress.com/2019/04/30/ ... %88%d0%b8/
Шалти ӗҫсен хула райпайӗн пуҫлӑхӗ ларакан пӳлӗмӗн кӗмсӗркке алӑкӗ ытла та ерипе, такам тахӑш яла-пӑлана ҫилӗ-хаяр хывнӑ пек мӑкӑр-мӑкӑр-мӑкӑр «тута тӑсса» уҫӑлчӗ — тачка тултармӑш пек пӳлемес, хӗрлӗ помидор пек хулху сӑн-питлӗ, лапчӑк сӑмсаллӑ, чӗлтӗр-чӗлтӗр ҫӳҫне тӑм тивнӗ пуҫлӑх, чӗп-чӗр тара ӳксех кӑнттам палисандр сӗтел (урисене винтӑлла эрешленӗ) хушшинче сканворд хайласа лараканскер, сулахай аллин ятсӑр пӳрнин чӗрнине сӗтеклӗн кӑшлама чарӑнчӗ те «чӗрӗ тимӗрпе лӑк тулнӑ» чапрас куҫне (ҫӑра куҫ харши — пӗр хӑлат) алӑкра тӗксӗмленекен мӗлке ҫине палт ҫӗклерӗ.
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Акӑ вӗсем ҫӑкӑр татки патне пӗрин хыҫҫӑн тепри виражсем тукаласа, ярӑна-ярӑна, ҫунаттисемпе лӑпӑл-лӑпӑл лӑпӑлтатса е ҫатӑл-ҫатӑл ҫатӑлтаттаркаласа вӗҫсе анма пуҫларӗҫ: малтанах тӗксӗм хӗрлӗ ҫутӑпа ҫиҫекен тулли пӗсехеллӗ кӑвак кӑвакарчӑн, унтан, кранклатса, хӑйне ял-хула таврашӗнчи кайӑк-кӗшӗк пуҫӗ пек картакан, ҫак мӑнаҫлӑхпа касӑлнӑ йӑмӑх хура курак, кӑштахран ялан тем тиркешсе, ҫуйӑхса, кӗскен те татӑклӑн чаклатакан чана, юлашкинчен, пӗр тикӗссӗн чакӑлтатса, чакӑртатса, вӑрӑм хӳри ҫинче, халӑхра калашле, шанчӑксӑр сас-хура йӑтса ҫӳрекен хура-шурӑ тумлӑ чакак…
Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.
Унтан Дмитрий Геннадьевичпа Олег Степанович ял хастарӗсене – пуҫарулӑх бюджетне активлӑ хутшӑннисене тата ытти тӗрлӗ пулӑшу кӳнисене – Михаил Григорьевич Сидорова, Юрий Валерьевич Емельянова, Олег Германович Краснова, Степан Владимирович Кузьмина, Юрийпе Михаил Григорьевич Павловсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗн Тав хучӗсене, Виталий Владимирович Кузьмина, Иван Григорьевич Павлова, Юрий Геннадьевич Андриянова, Михаил Геннадьевич Максимова, Стас Григорьевич Егорова, Алексей Михайлович Иванова Кӗлкеш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн Тав хучӗсене парса хавхалантарчӗҫ.
Ҫӗнӗ клубӑн алӑкӗ уҫӑлчӗ // А.Николаева. «Хӗрлӗ ялав», 2021.09.03, http://gazeta1931.ru/gazeta/8072-khal-khran-ta-numaj-kilet-34
ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов, ҫак министерствӑн экономика тишкерӗвӗн пайӗн тата Экономика аталанӑвӗн министерствин сектор ертӳҫисем Алексей Александровпа Имма Иванова, «Агро-Инновацисем» ХУП директорӗ Николай Васильев, Шупашкар хула администрацийӗн потребительсен рынокӗпе предпринимательсен аталанӑвӗн управленийӗн пуҫлӑхӗ Фасиха Солдатова утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче республикӑра туса кӑларакан апат-ҫимӗҫ, эрех-сӑра, ӗҫмелли шыв, ытти продукци Шупашкарти суту-илӳ организацийӗсен лавккисенче мӗнле вырӑн йышӑннине палӑртас тӗллевпе мониторинг ирттерчӗҫ.
Хамӑрӑн тавара туянӑр! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.20
Елчӗк округӗн ертӳҫи Леонард Левый, Леонид Григорьев уйрӑм пайтаҫӑ, «АСК-Яльчики» хуҫалӑхӑн ӗҫ тӑвакан директорӗ Юрий Галкин, Елчӗкри тӗп больницӑра эндоскопист тухтӑрта тӑрӑшакан Владимир Катайкин, «Чувашъенкрахмал» ООО ертӳҫи Александр Кудряшов, философи наукисен кандидачӗ, Курнавӑшри ГСВГ ветеранӗсене халалласа кӑларнӑ кӗнеке авторӗ Петр Кузнецов, Ленин ячӗллӗ хуҫалӑх ертӳҫи Валерий Падуев, округ администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин пайӗн ертӳҫи Владимир Николаев, Владимир Судаков ҫыравҫӑ тата поэт… — списока тата та тӑсма пулать.
Пӗрлӗхре — вӑй // Владислав САЗОНОВ-ПИНЕР. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/0 ... a%d0%b9-5/
«Операци ирттермелли залсем кӑткӑс техникӑпа пуян, хӑйсен ӗҫне профессионалсен шайӗнче пурнӑҫлакан пӗр шухӑшлӑ сиплевҫӗсен туслӑ ушкӑнӗ чӑмӑртаннӑ. Операцисен 60 процентне ытла пӗчӗк инвазивлӑ технологисем пулӑшнипе ирттереҫҫӗ. Чи пӗлтерӗшли — ӗҫӗн ырӑ ҫимӗҫӗ: операцисен пысӑк эффективлӑхӗ тата пӗчӗк ачасем вилессин Раҫҫейри чи пӗчӗк кӑтартӑвӗ — 3,3 промилле. Вӗсене ҫӗнсе илмешкӗн мӗнлерех тӑрӑшма тивнине тата ача-пӑча хирургӗсем пысӑк тӳпе хывнине пурте аван туятпӑр», — ҫапла хакланӑ Владимир Круглый регионти ертсе пыракан ача-пӑча сиплевӗн учрежденийӗн ӗҫне.
Шупашкарта - ача-пӑча хирургӗсем // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№


