Short
Шӑпах Виссарион пульницӑна ҫитсе кӗнӗ чух стройучасток кантурӗнче унӑн икӗ эрне каяллахи «концертне» ирӗксӗррӗн аса илнӗ: парти райкомӗнчен шӑнкӑравланӑ Благий патне: «Чувашия» стройучастокри Виссарион Данилович Данилов ӗҫ кунӗнчех ӳсӗрӗлсе кармунь каласа ҫӳрени, рабочисене ҫурт лартма чӑрмантарни пирки шалӑп пур иккен, шалӑпӗнче участок пуҫлӑхӗсем кун пек тӑрлавсӑр ӗҫшӗн Данилова ним туманнине те кӑтартнӑ; ну, паллӑ ӗнтӗ кун пек чух, райком Благийпе Курмышова ҫак «ЧПна» хӑвӑртрах пӑхса тухса тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнма сӗннӗ.
5 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
В. И. Ленин хӑйӗн «Мӗн тумалла?» ятлӑ кӗнекинче ҫакӑн пек ҫырнӑ: «Малта пыракан кӗрешӗвҫӗ рольне малта тӑракан теори тӑрӑх ӗҫлекен парти кӑна пурнӑҫа кӗртме пултарать. Ҫакӑ вӑл мӗне пӗлтернине кӑшт та пулин конкретлӑ ӑнланса илес тесен, вулакан ӗнтӗ вырӑс социал-демокрачӗсем умӗнхи ҫынсене — Герцена, Белинские, Чернышевские тата 70-мӗш ҫулсенчи революционерсен ушкӑнне аса илтӗр; вырӑс литератури хальхи вӑхӑтра мӗнле пӗтӗм тӗнчипе пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулса тӑни ҫинчен те шухӑшласа пӑхтӑр; шухӑшласа пӑхтӑр… вара ҫакӑ та ҫителӗклӗ!»
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.
Коллективлӑ хуҫалӑхсем йӗркеленӗ тапхӑрти терт-нуша, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче чӑтса ирттернӗ йывӑрлӑх, каярахри лӑпкӑ мар пурнӑҫ аннесен тӑнлавӗсене самаях кӑвакартрӗ пулин те, пурнӑҫ илемлӗхне-техӗмне ҫухатмарӗ чӑваш хӗрарӑмӗ: ӗне-вӑкӑр кӑкарса суха турӗ, тырӑ вырчӗ, авӑн ҫапрӗ, вӑрман касса турттарчӗ, юн ӗҫен Гитлер ҫарӗ Атӑл ҫине тухма тапаланнӑ вӑхӑтра Сӑр тӑрӑхӗпе окоп-траншея чаврӗ, блиндаж-дзот турӗ, ҫӗрлесерен фронтри мӑшӑрӗ-ывӑлӗ валли чӑлха-нуски ҫыхрӗ, хӑй выҫӑ ларсан та мӗн пур апат-ҫимӗҫе фронта ӑсатрӗ.
Хĕрарăм – пурнăç, чĕрĕлĕх Турри // ЮРИЙ ЛИСТОПАД. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10
Таврари эсрелсемпе кӳлӗ таврашӗнчи шыв шуйттанӗсене ватти-вӗттипех ура ҫине тӑратма шутланӑн, урине хӗстернӗ качака евӗр ихӗрет юрӑҫӑ; темле пульӑсем вшик! вшик! шӑхӑраҫҫӗ; пуртӑпа ҫапса кӗленче таврашне ватнӑн, шапӑрр, шапӑрр тӑкӑнать асар-писер кӗвӗ-ҫемӗ вӑрманҫӑ ҫине; пӗтӗмӗшле анрашу лӑпланнӑ пекки пулсанах, куритесене ярса панӑ апата сыснасем вӑрҫа-вӑрҫа ҫинӗн, тем нӑриклетни, хӑрӑлтатни, шыва путнӑн пакӑртатни илтӗнсе тӑрать, вара эсрелсемпе шуйттансене астармалли, вӗсен хӳрисене чӑнк тӑратмалли мекеклетӳ тапранса каять.
Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Кайран, уйӑха яхӑн ҫатӑр сивӗ тӑнӑ хыҫҫӑн, Хӗл Мучине такам сасартӑк ура хурать те такӑнтарать; ҫанталӑк хӑвӑрт ҫемҫелет; юр куҫ умӗнчех хуралма, путма тытӑнать; тепрер уйӑхран, ҫумӑр шывӗ пӗвене татса янӑ евӗр, вӑрмана ҫурхи хаваслӑх капланса пырса кӗрет; сасси уҫӑлнӑ кӑсӑясем, туратсем ҫине ҫака-ҫака янӑ йӗс шӑнкӑравсем евӗр, тинь-тинь тӑваҫҫӗ чарӑнма пӗлмесӗр; вӗсем, ӗшенкелеме пуҫланӑ ҫӗре ҫу сӗрнӗн йӑлтӑртатакан шӑнкӑрчсем, картунти пушӑ вӗллесене йышӑнма ӗлкӗрнӗскерсем, шӑхӑракан, ихӗрекен, чӗвӗлтетекен ансамбль йӗркелеҫҫӗ…
Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Мероприятие Владимир Сергеевӑн амӑшӗпе ашшӗ — Елена Гавриловнӑпа Петр Владимирович, кадет класӗнче вӗренекенсен ашшӗ-амӑшӗсем, Вӑрмар муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Василий Шигильдеев, шкул директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлаканӗ Константин Васильев, 39-мӗш пушарпа ҫӑлав чаҫӗн начальникӗ Сергей Григорьев, Чӑваш Республикинчи ачасен прависене хӳтӗлессипе ӗҫлекен Уполномоченнӑйӗн Вӑрмар районӗнчи обществӑлла пулӑшуҫи Ирина Алексеева, Тихвински Турамӑш турӑшӗ ячӗллӗ Мӑнҫырмари чиркӳ настоятелӗ Леонид Ермолаев протоиерей хутшӑнчӗҫ.
5 «Г» кадет класне В.П.Сергеев аслӑ лейтенант ятне пачӗҫ // Вӑрмар тӑрӑхӗ. http://gazeta1931.ru/urmary/12007-5-g-ka ... tne-pach-c
Н. А. Баскаков вӗсене ҫак япаласене пӗлтерекен ушкӑнсене уйӑрать: юханшывсем (Сула, Каяла), хула ячӗ (Тьмуторокань), рельеф ячӗ (яругы), кайӑк ячӗсем (кречет, гоголь), ӳсентӑран ячӗ (ковыль), халӑхсемпе йӑхсем (хинови, толковины, оварскыя, угорскыи, могуты, татраны, шельбиры, ревуты, ольберы), пайӑр ятсем (Шарокань, Кончак, Гза е Гзак, Кобяк, Овлур е Влур), миф сӑнарӗсем (Велес, Баян, Диво, Болван), социаллӑ пурнӑҫ терминӗсем (каган, быля, боярин, салтан, чага, кощей), ҫарпа ҫыхӑннӑ терминсем (орьтма, япончица, жемчуг, ногата, котора, босый, багряный).
«Игорь вӑрҫӑпа кайни ҫинчен хунӑ сӑмахӑн» чӑвашла куҫарӑвӗсем // Г. Ф. Юмарт. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 88–101 с.
Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов округ администрацийӗн пуҫлӑхӗпе — Леонард Левыйпа тата округ администрацийӗн ял хуҫалӑхӗпе экологи пайӗн начальникӗпе — Сергей Волковпа пӗрле иртнӗ эрнере Елчӗк муниципалитет округӗнче ӗҫлӗ ҫул ҫӳревпе пулнипе усӑ курса Кӗҫӗн Таяпари Александр Викторов предпринимателӗн пуҫаруллӑ ӗҫӗ-хӗлӗпе тата Николай Головин ертсе пыракан «Победа» ОООра пурнӑҫлакан черетлӗ пысӑк объектри ӗҫсене мӗнле йӗркеленипе паллашни ахальтен пулман…
Патшалӑх пулӑшнӑран умри ҫул уҫӑлать // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/0 ... %82%d1%8c/
Ҫак ушкӑнах спортист (спорт-ист) термина та кӗртсе ямалла пек (болгарла спортист), анчах вырӑс чӗлхинче англицизм, спортсмен, ҫирӗпленнӗ, вӑл чӑваш чӗлхине кӗнӗ, анчах тутарла спортчӑ; (3) вырӑсла, чӑвашла гобоист, тутарла гобоист е гобойда ойнаучӑ; вырӑсла, чӑвашла кларнетист, анчах тутарла кларнетчӑ/кларнетист; вырӑсла, чӑвашла контрабасист, тутарла контрабасист е контрабаста ойнаучӑ; вырӑсла, чӑвашла виолончелист, тутарла виолончелист е виолончельдэ ойнаучӑ; вырӑсла, чӑвашла валторнист, анчах тутарла валторначӑ/валторнист т. ыт. те.
Чӗлхемӗрӗн малашлӑхӗ унӑн паянхи пуянлӑхӗнчен килет // М. Р. Федотов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 6–21 с.
Анчах «Нарспи» авторӗн ҫак шухӑшне палӑртнӑ чухне эпир унӑн шухӑш-кӑмӑлӗ пур чухне те тап-таса ылтӑн пек пулнӑ тесе калама пултараймастпӑр: Иванов пурӑннӑ саманара халӑх ӑс-тӑнӗнче тӗксӗм шухӑшсем те нумай пулнӑ, халӑх турра та, усала та ӗненнӗ; пӗрисем киреметсене, теприсем турӑшсене пуҫ ҫапнӑ, виҫҫӗмӗшсем турӑшсене хӑйма сӗрсе, кил хушшине ҫӗтӗк ҫӑпата ҫине кӑларса лартнӑ; пӗрисем революцие мухтакан кӗнекесем тупса вуланӑ, патша йӗркине хирӗҫ пыракан кӗрешӗве хутшӑннӑ, теприсем революци паттӑрӗсене тытса жандармсен аллине панӑ…
Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.
О.Цыпленкова 60 ҫулхи юбилейпе саламласа мероприятире Николай Лукьянов, Мускавран килнӗ юрист Владимир Болгарский, Чӑваш наци конгресӗн ятӗнчен Вера Архиповӑпа Зоя Яковлева, Алена Силпи, Пинерпи Панкратова юрӑҫсем, Раиса Сарпи, Светлана Асамат, Альбина Юрату сӑвӑҫсем, Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай, Пензӑран килнӗ Денис Щербаков, «Чунҫӳрев» активистки Галина Николаева, флейтӑпа каласа Дмитрий Круленко, шӑхличпе Николай Фомиряков, «Телей», «Калинка» ансамбльсем тата ыттисем саламларӗҫ, парнесем пачӗҫ, ҫулҫӳревсем пирки аса илчӗҫ.
«Чунҫӳрев»: ҫулсем такӑр пулччӑр // Евгений Турхан. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... -pulchchar
Ҫав тахҫан трактор хӑварнӑ, лечекеленнӗ, сӑпӑрчӑк, ӗнтӗ куҫ витейми йӗрпе сехете яхӑн сулланкаласа сӗнккесен Пурис, ӑс-пуҫне майӗпен сӑрхӑнса минретекен-тӗтрелентерекен усал шӗвек сӗрӗмне ҫӗнкелесе, темле сарлака, урапа-машина-трактор чупакан урлӑ ҫул ҫине тухса тӑчӗ (ҫапла, ҫапла, шӑпах ҫак тӗлте пирӗн тепӗр герой малаллахи ҫул-йӗрне палӑртаймасӑр сӗмленсе, ӑшталанса тӑнӑччӗ), ӑшши-пӑшши куҫне пӗрре сулахаялла, тепре сылтӑмалла ывӑтса илчӗ, тимлесех ҫула тӗпчеме пикенчӗ, анчах йӑс-пӑслӑ ҫӑра ӗнтрӗкре нимӗн уҫҫихуппине те тупаймарӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Юлашки ҫулсенче пичетленсе тухнӑ чаплӑ произведенисем — А. Твардовскин «Инҫетрен инҫете» поэмипе М. Шолоховӑн «Уҫнӑ ҫерем» романӗн иккӗмӗш кӗнеки, Л. Леоновӑн «Вырӑс вӑрманӗпе» А. Довженкон «Тинӗс ҫинчен хунӑ поэми», Н. Погодинӑн Ленина сӑнласа кӑтартакан пьесисемпе М. Ауэзовӑн «Абай ҫулӗ» романӗ, М. Стельмах романӗсемпе М. Рыльский, А. Прокофьев, М. Турсун-заде поэтсен сӑввисем, Д. Шостаковч, В. Соловьев-Седой, С. Рихтер, В. Мравинскнй, В. Пашенная творчествисем пирӗн литературӑпа искусствӑн ҫитӗнӗвӗсене ҫав тери уҫҫӑн кӑтартса параҫҫӗ!
Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.
«Паллах, хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтересси чи пӗлтерӗшлӗ приоритетсенчен пӗри пулса тӑрать. Ҫакӑ Хӗҫпӑшаллӑ вӑйсене ҫирӗп функцилени, вӗсен аталанӑвӗ, вӗсене хальхи техника тӗсӗсемпе, хӗҫпӑшалпа, боеприпассемпе тивӗҫтересси, фронт линийӗнче, ҫапӑҫу линийӗнче пирӗн патшалӑх интересӗсене хӳтӗлеме хӑйсен пурнӑҫӗпе сывлӑхне шеллемесӗр кӗрешекен пирӗн салтаксене пулӑшасси, паллах, вӗсен ҫемйисен членӗсене те», — тенӗ Путин Федераци Канашӗн пуҫлӑхӗпе Валентина Матвиенкопа тата Патшалӑх Думин председателӗпе Вячеслав Володинпа тӗл пулнӑ май.
Путин Раҫҫей хӑрушсӑрлӑхне чи пӗлтерӗшлӗ приоритетсенчен пӗри тенӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... en-3874744
«Ӑшӑ варкӑш» ум статьяра Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер ҫапла ҫырать: «Ачасен чун туртӑмне, кӑмӑл-туйӑмне питӗ аван туять ҫыравҫӑ. Ӑна вӑл кӗслеҫӗ хӗлӗхсене ҫепӗҫ пӳрнисемпе асамлӑн перӗнсе пире тыткӑнлакан сасӑ кӑларнӑ пек чӗрӗ те сӑнарлӑ чӗлхепе ҫырса кӑтартать. Альбина Исемпин чӗлхе ӳнерӗ, ман шутпа, хӑй ятарлӑ тӗпчеве тивӗҫлӗ. Ача-пӑча калаҫӑвӗнчи ҫӗнӗ сӑмахтӑваслӑх та, сӑнарлӑха палӑртаслӑх та ун пуплевӗнче шыв юхнӑ пекех ҫыпӑҫуллӑн та ҫыхӑнуллӑн пулса пыраҫҫӗ, чуна тыткӑнлаҫҫӗ».
«Пылак сухан» тата хаваслӑ ачасем // Тантӑш. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№
Ҫие юлнине вӑрттӑнлӑхра епле упрамалли пирки канаш ыйтасшӑн-и е, — тур хӑтартӑр та кун пеккинчен! — «пире юрату ӗмӗрлӗхе ҫыхрӗ» тесе, ӑна хӑй ҫумне пӑталасах лартасшӑн мар пулӗ те, ан килӗш — парти райкомӗпе хӑратма тытӑнӗ; мӗнех тӑвайӑн, иккӗшӗ пӗрле ҫӳренисене пурте тенӗ пекех пӗлеҫҫӗ; эх, Валерий хӑй те тӑр-ухмахах ҫав — хӗре вӑхӑтра сивӗтме, ҫумран татӑклӑн пӑрма ӑс ҫитереймерӗ вӗт, вӑй выляса ҫитӗ, Римма, — манӑн урӑх ҫул, эсӗ — ирӗклӗ тенӗ пулсанах, ку хӗр Гаврилпа е урӑххипе ҫывӑхланатчӗ те, кунашкал калаҫу патне те ҫитсе тухмастчӗҫ.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
… Мукуҫ мучи, ферма тавралла витесене-мӗнсене пӑхкаласа, ют сас-чӗв пуррипе ҫуккине тимлесе ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн (Мукуҫ мучи — ӗне фермин каҫхи хуралӗ) пӳрте кӗчӗ те, хӑйӗнчен саманта та вӗҫертмен кукӑр пуҫлӑ самаях хулӑн туйине алӑк кутне сӗвентерсе хӑварса, каланкка ҫумӗнчи тӑрӑхла сак ҫине пырса ларчӗ, шӑлаварӗн шалпар кӗсйинчен тутӑр татӑкӗпе чӗркенӗ чӗлӗмне васкамасӑр кӑларчӗ те, енчӗкӗнчен махоркипе чӑпӑкне пӳрнипе пуса-пуса тултарса (енчӗкне мучи шӑлаварӗн тепӗр кӗсйине чиксе ҫӳрет), ҫӑра та йӳҫӗ тӗтӗме сипетлӗн паклаттарма тытӑнчӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тата чӗлхеҫӗсем тури-анатри синонимсем тесе калакан сӑмахсене уҫӑмлӑ пӗлтерӗшӗпе ӑнлантарасчӗ: минтер — ҫемҫе, мамӑкран, ҫытар — хытӑ тӗкрен, ваттӑран, утӑран та тунӑ пуҫелӗк; «савни» — юратни, варли — ҫураҫса ҫывӑхланни; евчӗ — каччӑ тӑванӗсенчен хӗр енне килекенни, тупкӑчӑ — лайӑх пӗлекен хӗре хӑй тӑванне тупса параканни; турисен «масар» — йӑх-таврашӑн пӗрлехи пытару вырӑнӗ (мавзолей), «ҫӑва» — пытару вырӑнӗн пӗтӗм карти (кладбище); карттус — кулленхи, ялккас — уяври пуҫ тумӗ; каҫак — ача купарчи, нӗртӗк — черченкӗ (сентиментальнӑй)…
Ахах та ылтӑн-и вирьял чӗлхи? // Виталий Станьял. http://hypar.ru/cv/ahah-ta-yltan-i-viryal-chelhi-0
Революциччен чӑваш литература чӗлхинче усӑ курнӑ ҫавӑн пек ҫыхӑнусӑр терминсенчен тата ҫаксене кӑтартма пулать: автономия, администрация, амнистия, артиллерия, астрономия, батарея, буржуазия, ветеринария, география, геометрия, гимназия, дезинфекция, декларация, демократия, демонстрация, дивизия, династия, дипломатия, интеллигенция, история, комиссия, конкуренция, конституция, монархия, естествознание, самодержавие, управление, командующий, конституционный патшалӑх, политический ӗҫ, ограниченная монархия, конституционалисты-демократы.
Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.
Унсӑр пуҫне тата 4 ятарлӑ номинаци ҫирӗплетнӗ: «Цифровизаци тата экологи» — электронлӑ «ҫӳп-ҫапа» пӗтересси, кивӗ пайсенчен ҫӗнӗ гаджетсем тӑвасси, ҫынсен историйӗсем тата организацисен опычӗ; «Чӑваш Енри ИТ-специалистӑн карьери» — ИТ-специальноҫсен хисепӗ, ИТ-специалистсен аталану майӗсем, ИТ-специалистсен ӑнӑҫу историйӗсем; «Чи лайӑх ИТ-блогер» — цифра технологийӗсене уҫса паракан автор сайчӗсене тата блогсене аталантарасси; «Алӑран укҫапа мар тӳлекен Чӑваш Ен» — республикӑра пурӑнакансене алӑран укҫа памасӑр тӳлеме хӑнӑхтарасси.
Цифрӑллӑ Чӑваш Ен конкурс // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/09/09/%d1%86%d0%b ... %80%d1%81/


