Short
Ӗнтӗ ылмаш-тӗлмӗш йӑкӑш-йӑкӑш, тӗпӗр-тӗпӗр е «ҫиҫӗм» ташши те, чӑвашра чӑвашлӑха вӑратса «чӗрӗ шыв сапакан, папкалантаракан» ҫепӗҫ чӑваш юрри те, тин ҫеҫ сарӑлса ҫитнӗ, ирхи сывлӑм сыпнӑ ҫурхи чечек пек таса та ачаш туйӑмсене вӗлкӗштерекен урӑх юрӑ-кӗвӗ те, ӑслӑ, пархатарлӑ шухӑшсем те, ӑс-пуҫ пуянлӑхӗсене чӑн е шӳтлӗ сӑмах-юмах чӗлхине кӗртекен ытти чун уҫҫисем те пулчӗҫ, анчах Ула Тимӗрпе Полинан, уяв «рулеткине» хӑйсем пӗрлех ҫавӑрттарчӗҫ пулин те, хӑйсен малашлӑхӗ ҫинчен пӗр-ик сӑмах та пулин тапратма май ҫаврӑнмарӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Мероприятие Патӑрьел муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов, ЧР культура, архив тата наци ӗҫӗсен министрӗн ҫумӗ Георгий Богоусловский, ЧР ҫар комиссарӗ Бахтиер Холиков, Чӑваш Республикин Общество палатин председателӗ, ял хуҫалӑх наукисен докторӗ Алексей Автономов, Патӑрьел район прокурорӗ Андрей Афанасьев, ЧР мӑсӑльман Тӗн управленийӗн председателӗ, Общество палатин членӗ Мансур Хайбуллов, Шӑнкӑртам территори пайӗн начальникӗ Марат Айзатуллов, прихут ертӳҫисем, имамсем тата ытти сумлӑ хӑнасем хутшӑнчӗҫ.
Ҫут ҫанталӑк пуянлӑхне упрасчӗ пӗрлехи вӑйпа // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50241-cut- ... ekhi-v-jpa
Районӑмӑрӑн вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи пуласлӑхӗ, нефть предприятийӗсемпе ял хуҫалӑхӗ пӗрле ҫыхӑнса ӗҫлесси, ял таврашне нефть индустрийӗ ҫывхарнӑ май уй-хирсене, вӑрмансене, улӑхсене, шыв-шурсене тасӑн сыхласси, районта рабочи класс ӳснӗ май пахча культурисене ытларах акса ӳстересси, кӑҫалхи тырпула ҫухатусӑр пухса кӗртесси, патшалӑх умӗнчи парӑмсене татасси, выльӑх-чӗрлӗхе ҫухатусӑр хӗл каҫарасси, пысӑк вольтлӑ электричество линийӗсем ҫывӑхӗнчи ялсене электричество кӗртме хатӗрленесси тата ытти ыйтусем те пулма пултараҫҫӗ.
Ҫынсем калаҫма вӗренеҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Ларура РФ ШӖМӗн муниципалитетсем хушшинчи «Батыревский» уйрӑмӗн полици начальникӗ Александр Сопрунов подполковник ачасем урамра, ытти обществӑлла вырӑнсенче преступлени ан туччӑр тесен профилактика субъекчӗсен пӗрлехи ӗҫне мӗнле йӗркелемелли пирки, ҫавӑн пекех профилактика субъекчӗсен мошенниксем контактсӑр мелпе тӑвакан преступленисене, банк карттисем ҫинчен укҫа-тенкӗне тӗрлӗ мелпе вӑрлакансене чарма пулӑшас, ку тӗлӗшпе территори пайӗсенче вырӑнти халӑхпа тӑтӑшах ӑнлантару ӗҫӗсем ирттермеллине ҫивӗчлетрӗ.
Саккуна пӑхӑнни те, асӑрханни те кирлӗ // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52014-sakk ... ni-te-kirl
Кунта ӗҫлеме килӗшет-и?» — ыйтусем ҫине ҫапларах хуравларӗ: «Ӗҫе чунтан юрататӑп. Ӗҫ условийӗсемпе эпӗ кӑмӑллӑ. Лавккана шыв кӗрет-тухать, газ та кӗртнӗ, ҫавӑнпа хӗлле те ӑшӑ. Ӗҫе килес килет, тӑрӑшса, хавхаланса ӗҫлес килет. Иртнӗ ҫул лавккана тӗпрен юсаса майӑн 5-мӗшӗнче уҫрӗҫ. Канашри райпо тытӑмӗнчеччӗ эпир ун чухне. Ӗҫре тӗрлӗ енлӗ пулӑшса пынӑ Эдуард Николаевич Игнатьев ертӳҫӗне ырӑпа палӑртатӑп. Ӗҫлеме условисем туни, лавккана тӗпрен юсани — ырӑ пулӑм. «Магнит», «Пятерочка» йышши лавккасенчен пӗрре те кая мар кунта.
Райпо лавккинче туянакансене хапӑл // Елена ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... bfa%d0%bb/
Ак хашакӑн сулахай енчи ҫӳлти кӗтесӗнче — мучин иккӗмӗш арӑмӗнчен ҫуралнӑ ывӑлӗ Иван (пӗрремӗш арӑмӗнчен ҫуралнӑ Лисук сӑнӳкерчӗкӗ кунта ҫук, мӗншӗн тесен паксӑр упӑшки пӗр-ик хут алӑ ҫӗклесенех хӑйӗн этем хакне-чысне ҫӗре таптама паман хӗрарӑм ҫулталӑкри ачи-мӗнӗпех Ҫтаппанран уйрӑлса кайнӑ та урӑх арҫынна качча тухнӑ; Иванӑн ашшӗ енчен те, амӑшӗ енчен те тӑван йӑмӑкӗн Зинӑн сӑнӳкерчӗкӗ те ҫук: хӗр ача виҫӗ ҫул тултарсанах Ҫтаппан ӑна, ҫемьере «ытлашши карланкӑ» тесе, аякри ялти Турӑ ача пӳрмен пӗр ҫемьене усрава панӑ).
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Агропромышленность комплексӗн аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн «Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ» АО-н сысна комплексӗн директорӗ Иван Федоров, техник-осеменаторӗ Надежда Емельянова, операторӗ Мария Большакова, выльӑх-чӗрлӗх комплексӗн доярки Лия Зайцева, «Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ» тулли мар яваплӑ обществӑн аш-какай деликатесӗсене хатӗрлекен Раиса Волкова, выльӑх пусакан цех ӗҫченӗ Александр Дмитриев, «Санары» агрофирма склачӗн ертӳҫи Ольга Плешкова Чӑваш Республикин Ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамотисене илчӗҫ.
Акатуйӗ кӗр! кӗрлерӗ – Ҫӗр ҫыннин ятне ҫӗклерӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10857-ak ... tne-c-kler
Акӑ, Хветӗр Ҫиттан (Кӗҫӗн Патӑрьел) вӑрҫӑ хирӗнчен 1942 ҫулта килне янӑ пӗр ҫырӑвӗнчи йӗркесем: «Хӗле май татах хӗрӳллӗ ҫапӑҫу пуҫланчӗ. Ҫак хӗлле тӑшмана ҫӗнтерсе вӑрҫӑ вӗҫленессе шанатпӑр. Унччен мӗнле те пулин сывлӑхӑрсене упрӑр. Эпир кунта самаях пурӑнатпӑр. Аннушка (мӑшӑрӗ) ман пата килкелесех каять. Вӑл та ҫаплах йывӑр тесе йынӑшма пӑхать. Эпӗ ӑна ятлатӑп та тата лӑплантаратӑп. Паллах, салтак пурнӑҫӗ хӗрарӑмшӑн пиртен темиҫе хут йывӑр. Ну, мӗн тӑвас тетӗн, тӑшмана ҫӗнтерме мӗн пур вӑя хумалла, унсӑрӑн ҫӗнтерӳ хӑй килмест».
Аса илӳсем, виҫ кӗтеслӗ ҫырусем // Эвелина КАРЯГИНА. https://avangard-21.ru/gazeta/52931-asa- ... sl-cyrusem
Районта иртнӗ Пӗрлехи информаци кунӗнче 2016 ҫулта граждансене социаллӑ пулӑшу кӳресси, экологи субботникӗсене тата Йывӑҫ кунне йӗркелесе ирттересси, хула, ял тӑрӑхӗсенчи урамсенче, ҫул хӗррисенче, масарсен территорийӗсенче тирпей-илем кӗртесси, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗнтернӗренпе 71 ҫул ҫитнине халалласа ирттерекен мероприятисене хатӗрленсе ирттересси, ҫурхи уй-хир ӗҫӗсене кӗске вӑхӑтра тата пахлӑхлӑ пурнӑҫласси, ҫуркуннехи-ҫуллахи вӑхӑтсенче пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе ҫыхӑннӑ мерӑсене тытса пырас ыйтусене сӳтсе явнӑ.
Социаллӑ ыйтусем малти вырӑнта // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.04.20
Тӗслӗхрен, микрорайона котельнӑй хута ямасӑр туса пӗтереймӗн, котельнӑйне иртерех лартас тесен, ун валли оборудовани тӑвакан предприятисен плансемпе графиксене улӑштармалла, ӑшӑ трасси валли пӑрӑхсемпе компессаторсем тата ытти хатӗр-хӗтӗр тӑратакан завода васкатмалла, микрорайона тума уйӑрнӑ укҫа-тенке маларах — тепӗр ҫултан ку ҫула, тепӗр кварталтан ку квартала — «куҫарса» пымалла, хайхи улӑштарнӑ графиксемпе, нормӑсемпе килӗшӳллӗн треста стройматериал тӑратмалли ҫӗнетнӗ график ярса памалла, ӑна ҫирӗплеттермелле…
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Хӑнасем уяв ячӗпе саламласа сӑмах каларӗҫ: Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑх пуҫлӑхӗн ҫумӗ Александр Кудряшов, Шупашкар район депутачӗ Николай Хорасев, ЧР ентешлӗхсен Канашӗн ертӳҫи Андрей Кузнецов, ЧР культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов, Эстонири Нарвӑри «Нарспи» ентешлӗхӗн ертӳҫи Лидия Григорьева, Крымран килнӗ Николай Трапунин, Мускав чӑвашӗсенчен Владимир Волговский, Самара облаҫӗнчи «Пехил» ертӳҫин ҫумӗ Владимир Равеев, Тутар, Пушкӑрт республикисен, Чӗмпӗр, Красноармейски, Патӑръел, Муркаш ентешлӗхӗсен представителӗсем.
Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07
Акӑ мӗн пӗлтерчӗ «Авангард» хаҫат редакцине ҫул-йӗр ҫинчи аварисем, ГИБДД сотрудникӗсен ӗҫӗ пирки РФ ШӖМӗн муниципалитетсем хушшинчи «Батыревский» уйрӑмӗнчи ГИБДД пайӗн начальникӗ, полици майорӗ Марат Юнусов (сӑн ӳкерчӗкре): - Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх патшалӑх инспекторӗсен тӗп тӗллевӗ - ҫул-йӗр юхӑмне хутшӑнакансен пурнӑҫӗпе сывлӑхне тата пурлӑхне сыхласа хӑварасси, вӗсен саккунлӑ прависемпе интересӗсене, ҫавӑн пекех обществӑпа патшалӑх интересӗсене хӳтӗлесси, транспорт хатӗрӗпе ҫӳреме хӑрушсӑрлӑх условийӗпе тивӗҫтересси.
Йӗркене пӑхӑнни лару-тӑрӑва та ҫӑмӑллатать // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51802-j-rk ... c-m-llatat
Савӑнӑҫлӑ мероприятие район администраци пуҫлӑхӗ Артур Мухлисович Зарипов, Пушкӑрт Республикин ҫар комиссарӗ Михаил Александрович Блажевич тата стратегилле пӗлтерӗшлӗ ракетӑсен ҫарӗн ветеранӗсен республика канашӗн председателӗ Анатолий Евгеньевич Балтинский (хӑй вӑхӑтӗнче район военкомӗнче ӗҫленӗскер), ҫавӑн пекех районти учрежденисемпе организацисен ветеранӗсем, районти ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, тӗрлӗ ҫарсен пӗрлешӗвӗсен ертӳҫисем, чикӗ ҫарӗсен ветеранӗсем, юнармеецсемпе патриотла «Мужество» клуб ачисем хутшӑннӑ.
Пишпӳлек ракетчикӗсем ҫар кунне паллӑ тунӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/news/obshchestvo/2024 ... un-4015895
Пӗрре ӑна, ватӑ ҫынна хӗрхенсе-тӗр, колхоз председателӗ: «Тавтапуҫ сана, Мукуҫ мучи, кун чухлӗ ӗҫлесе патӑн, кан килӳнте ирӗккӗн», тенӗ пулать те, лешӗ вара, пӑшатан пек куҫӗле тӗллесе, хирӗҫ ҫапла лаплаттарса хунӑ пулать: «Эс ачам, малтан ман ҫула ҫит, унтан килте ларассисемпе лармассисем пирки калаҫ. Сана вара, шӑллӑм, кӑшт-кашт килте ларкаласан та пӑсмасть. Арӑмна хир кӑтартма пӑрахни те ултӑ ҫул — ачи-пӑчипех пӑчланчӗ, колхоз ӗҫне ҫӳремест. Пулӑш арӑмна. Мана вара — ан тӗкӗн, ман вырӑн халь ҫӗре кӗричченех кунта!» — тенӗ пулать.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Оля сиксе тӑнӑ, анчах следователь сӗтеле чышкипе ҫапнӑ, Ольӑна ларма хушнӑ, ун хыҫҫӑн вара вӑрӑм документ вуласа пама тытӑннӑ, ҫав документ тӑрӑх, акӑ мӗн пулса тухнӑ: Арсентий Павлович Соколов, вӑтӑр ҫиччӗмӗш ҫулта хӑйӗн виҫҫӗмӗш сыпӑкри тӑванне вӑл халӑх тӑшманӗ пулнӑшӑн суд тунине пытарса пурӑннӑскер, хӑй ют ҫӗршыв агенчӗ пулса тӑрать, ӑна вӑрҫӑ пуҫламӑшӗнчех лешсем хӑйсем майлӑ ҫавӑрнӑ, халӗ, хӑйӗн хуҫисем хушнине пурнӑҫласа, юрӑхсӑр ҫӗнӗ топливо хатӗрленӗ, ҫав топливӑпа усӑ курнипе куҫ кӗретех катастрофа пулмалла пулнӑ…
15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ытла ним туман тени тӗрӗсех мар: участокри хушма хуҫалӑха вӑхӑтлӑха та пулин упраса хӑварчӗҫ; ним сӑлтавсӑр канмалли кунсенче ӗҫлеме пӑрахрӗҫ; Гаврил Этменкина тата ытти ҫамрӑксене, Акимов кӑларса яма тӑнӑскерсене, ҫине тӑрсах хӳтӗлерӗҫ; трестран строительсен тепӗр ушкӑнне, кунта пуррисем хӑйсемех ӗлкӗреҫҫӗ тесе, чӗнсе илтермерӗҫ, — маттур Лукари, кун пирки Курмышовсене, Кулаковсене вӑхӑтра систерчӗ; участокри йӑла-йӗркене (мунча кӗресси, санитари кунӗ, столовӑй-клубри кино, кану каҫӗсем тата ытти те) пӗтӗмпех пӑсма памарӗҫ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ӑшӑ лару-тӑрура иртнӗ тӗлпулӑва Тӑвай районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Михайлов, ветерансен канашӗн председателӗ Римма Гурина, Тӑвай районӗ тӑрӑх 50 ҫухрӑм иртекен Хусан хӳтӗлев чикки ҫинчен ҫырнӑ статьян авторӗ, Тӑвай районӗн Общество канашӗн председателӗ Владимир Шакров, социаллӑ пулӑшу центрӗн директорӗ Марина Петрова, Енӗш Нӑрвашри историпе асӑну музейӗн директорӗ Владимир Петров, Совет Союзӗн Геройӗ П.Х. Бухтулов ячӗллӗ Тӑвай вӑтам шкулӗн «Следопыт» шырав отрячӗн ертӳҫи Ирина Порфирьева, ветерансем хутшӑнчӗҫ.
Эстафетӑна канашсем пуҫларӗҫ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/24/%d1%8d%d1% ... 0%d1%80ec/
Владимир Александрович хӑнасене Чӑваш Енпе паллаштарнӑ май ҫак самантсене палӑртса хӑварчӗ: республикӑра терминалпа логистика комплексӗсем тума майсем ҫителӗклӗ; автотранспорт тӗлӗшӗнчен «Европа — Ҫурҫӗр Китай» ҫулӗ ҫинче вырнаҫнӑ; тӗп отрасльсен йышӗнче — ял хуҫалӑхӗ, электротехника, хими отраслӗ, машиностроени; 19 аслӑ вӗренӳ заведенийӗ, вӗсенче 38300 студент вӗренет; ирӗклӗ ҫӗр лаптӑкӗ 298, вӗсем 1688 гектар йышӑнаҫҫӗ; экспорта ял хуҫалӑх культурисене, кайӑк-кӗшӗк, кондитер продукцийӗсене, электротехника хатӗрӗсене ӑсатаҫҫӗ.
Шупашкарпа Аньхой ҫывӑхланаҫҫӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Мероприятие Патӑрьел муниципалитет округӗнчи культура, туризм тата информаци тивӗҫтерӗвӗн пай пуҫлӑхӗ Наталия Никитина, Патӑрьелӗнчи централизациленӗ библиотека директорӗ Алевтина Овчинникова, Ҫӗньял территори пайӗн начальникӗ Мария Мадюкова, паллӑ литературовед Атнер Хусанкай хӑйӗн мӑшӑрӗпе, Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗ Владимир Степанов, Чӑваш Республикинчи Наци библиотекин заведующийӗ Татьяна Николаева, поэтӑмӑрӑн ачисем - Вероника, Константин, Анна - ҫывӑх тӑванӗсем, поэзи тусӗсем тата ыттисем хутшӑннӑ.
Геннадий Айхи сӑввисем 50 ытла чӗлхепе янӑраҫҫӗ // Канаш ен. https://avangard-21.ru/gazeta/51077-genn ... e-yan-racc
«Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫсемшӗн» II степень орденӑн медалӗпе промышленноҫӑн тӗрлӗ отраслӗсенче, строительствӑра, наукӑпа вӗрентӳре, сывлӑх сыхлавӗнче, культурӑра тата ӗҫ-хӗлӗн тӗрлӗ сферинче уйрӑм тава тивӗҫлӗ ӗҫсем тунӑ граждансене, ҫавӑн пекех Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, Раҫҫей Федерацийӗн хӗҫ-пӑшалӗсен йышне кӗрекен ҫар управленийӗн, пӗрлӗхӗсен тӗп органӗсене ҫӳллӗ шайра тытса яланах ҫӗршыва хӳтӗлеме хатӗр пулнӑшӑн, саккунлӑхпа йӗркелӗхе ҫирӗплетнӗшӗн, патшалӑх хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтернӗшӗн параҫҫӗ.
Владимир Путин Ӗпхӳ мэрне орден медалӗпе наградӑланӑ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/%C3%87%D1%8B%D1% ... an-3938291


