Corpus of the Chuvash language

Short

«Женя шкулта питӗ лайӑх вӗреннӗ, унӑн ашшӗ те — Николай Дмитриевич — ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын пулнӑ /шел, 5 ҫул каялла ҫӗре кӗчӗ. Темшӗн шкул хыҫҫӑн аслӑ пӗлӳ илес темерӗ, тӳрех салтака кайрӗ, — каласа парать Галина Петровна ывӑлӗ пирки. — Унта вӑл мир тӑвакан ҫарсен йышӗнче Абхазинчи хирӗҫтӑрӑва хутшӑннӑ. 2 ҫултан киле таврӑнчӗ, ӗҫлеме тытӑнчӗ, ҫемьеленсе мӑшӑрӗпе Татьянӑпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче тӗпленчӗ. Ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫлансан вара, хӗрӳ вырӑнта пӗрре пулнӑран ӗнтӗ, ҫав ҫулхинех мобилизацилерӗҫ. Паллах, Женьӑшӑн питӗ кулянатпӑр, ҫав вӑхӑтрах унпа мӑнаҫланатпӑр та, вӑл чӑн-чӑн патриот, ҫирӗп кӑмӑллӑ тата харсӑр».

Help to translate

Ҫар задачисене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлать // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/12351-car-za ... -purn-clat

Пӗр-пӗр сӑлтавпа ӑна унта ан яччӑр, е парткомра: «Юрӗ, санӑн кунашкал биографипе кайнинчен кайманни лайӑхрах — урӑх ӳкӗтлесе тӑмӑпӑр», — тесе калаччӑр — тепӗр пысӑк хуйхӑ тупатчӗ, пурнӑҫран таҫта аякра тӑнӑн туятчӗ хӑйне; вунулттӑрах мана вӑрҫа ярӑр тесе Ҫар комиссариатне аптратса ҫитернӗскер, ҫакнашкал пит кирлӗ ӗҫрен тӑрса юлтӑр-и; сӑрт-ту районӗнче «Чувашия» стройучасток йӗркелеҫҫӗ, ҫутҫанталӑк инкекне пула инҫетри туссем ҫурт-йӗрсӗр тӑрса юлнӑ — вӑл, строитель, коммунист фронтовик, Данил юлташӗ сӗннӗ пек, кӑнтӑрти курорт хулана куҫса кайса, унти Хисеп хӑми ҫинче хӑй валли «вырӑн пуррине» пӑхса ҫӳретӗр-и?

Help to translate

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

«Ӗмӗр ҫурӑ ытларахра больница анлӑ ҫул утса тухнӑ. Аслӑ Патӑрьел ялӗнчи пуҫламӑш медицина пунктӗнчен ку чухнехи нумай профильлӗ диагностикӑпа сиплев учрежденине ҫитнӗ. Ҫӗнӗ ӗҫ технологийӗсем, сиплев мелӗсем пурнӑҫа кӗрсе пыраҫҫӗ, инфратытӑм улшӑнать. ФАПсем, врач амбулаторийӗсем ҫӗкленеҫҫӗ, оборудованисемпе тивӗҫтереҫҫӗ. Сывлӑх сыхлавӗн системине ҫӗнетсе пынӑран ҫывӑх вӑхӑтрах тата больницӑра юн тымарӗсен чирӗсене сиплекен центр уҫӑлмалла. Пӗри ҫеҫ пурнӑҫра улшӑнмасӑр юлать: професси ӑсталӑхне ӳстерсе пырасси, пациентсем патне тимлӗх уйӑрасси, чӑтӑмлӑх, тӑрӑшуллӑ ӗҫ», - палӑртнӑ Олег Алексеевич саламра.

Help to translate

155 ҫул - мӑнаҫланмалли нумай // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52093-155- ... alli-numaj

Очеркист, романист е калавҫӑ пекех ирӗклӗн мар пулин те, художествӑллӑ приемсемпе хӑйне кирлӗ пек усӑ курать: вӑл хӑй суйласа илнӗ типичнӑй явленисем ҫинчен кӑна ҫырать, ыттисене, очеркра кирлех маррисене, пӑрахса хӑварма та пултарать; автор хӑйӗн геройӗсен ик-виҫ сӑмахӗнченех вӑрӑм монологсемех тума ирӗклӗ, анчах вӑл монологсем герой каланӑ тӗп шухӑшран тухса тӑччӑр; автор диалогсемпе хӑшпӗр событисене (вӗсем историлле событисем мар пулсан) хӑйне кирлӗ пек куҫарса лартать; геройӑн шухӑш-кӑмӑлне «витӗр курса», ӑна тӗплӗн кӑтартать; очерка хӑйӗнчен шухӑшласа кӑларнӑ персонажсене те хушма пултарать тата ытти те.

Help to translate

Хв. Уярӑн «Ылтӑн кӗркунне» кӗнеки пирки // Александр Артемьев. Ялав. — 1951. — № 6. — 29–31 с.

Малалла йӗркипе кайӑпӑр: «Тӑван ялӑм - «Хӗрлӗҫыр» /2001\, «Тумхахлӑ та мухтавлӑ ҫулпа» /2003\, «Вӑрмарсем — Олимп ҫулӗпе» /2009\, «Пӗр тӑван Таратинсем» /2010\, «Олимп ҫулӗ такӑр мар» /2012\, «Олимп ҫулӗ такӑр мар», хушма кӑларӑм, «Вӑрмар районӗн спорт энциклопедийӗ» /2014\, «Звезды спорта Урмарского района» /2017\, «Молодость наша — комсомол» /2018\, «К Олимпийским высотам» /2021\, «Манӑн кун-ҫул — манӑн пуянлӑх» /2023. Унсӑр пуҫне Анатолий Ильич «Энциклопедия агропромышленного комплекса Чувашской Республики» //2016 кӗнекене редакцилес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ, «Энциклопедия Урмарского района» кӑларӑма хатӗрлесси те унран айккинчен иртсе кайман.

Help to translate

Вӑйне кура вӑй вылять // Владимир ТОЛМАТОВ. http://gazeta1931.ru/gazeta/12856-v-jne- ... v-j-vylyat

Вӗсенчен хӑшне-пӗрне ҫеҫ илсе кӑтартар: суйлав, суйлавҫӑ, суйлав йӗрки, вӑрттӑн суйлав, тӳрӗ суйлав, кӗрешӳ, кӗрешӳҫӗ, кун йӗрки, хӗрлӗ кӗтес, хӑрушсӑрлӑх, пуху, канашлу, лару, вулав ҫурчӗ, пӗччен хуҫалӑх, пуҫарулӑх, пуҫаруҫӑ, ӑмӑрту (обществӑпа политика терминӗсем); сӑрт-ту ӗҫӗ, йывӑҫ япала, ҫутта тӳсӗмлӗ сӑрӑ, ҫил ҫуна, йывӑрӑш виҫи, вӑрӑмӑш виҫи, калӑпӑш виҫи, уйрӑлакан кӗпер, уҫӑлакан кӗпер, ӗҫ вӑйӗ, ҫыхӑнтаракан ҫул, сывлӑш ҫулӗ, тинӗс ҫулӗ, ҫул-йӗр ӗҫӗ, сӑнав ӗҫӗсем, тӗпчев ӗҫӗ, тишкерӳ (наукӑпа техника терминӗсем); калав, юптару, юптаруҫӑ, калавҫӑ, сӑвӑҫӑ, сӑнар, тӗп шухӑш, меслет, ырӑ сӑнар (литература терминӗсем) т. ыт. те.

Help to translate

1 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Номинацисенчи ҫӗнтерӳҫӗсем - эстрада юрри (ансамбль) - «Янкӑр юрӑ» (Пишпӳлек районӗ, Пишпӳлек ялӗ), эстрада юрри (пӗчченшер) - Валентина Кобякова (Кармаскалӑ районӗ, Николаевка ялӗ), халӑх юрри (ансамбль) - «Тӑванлӑх» чӑваш халӑх фольклор ансамблӗ (Пишпӳлек районӗ, Ситекпуҫ ялӗ), халӑх юрри (пӗчченшер) - Галина Афанасьева (Пишпӳлек районӗ, Ситекпуҫ ялӗ), инструментпа каласси (ансамбль) - «Ҫӑлкуҫ» чӑваш халӑх фольклор ансамблӗ (Кармаскалӑ районӗ, Николаевка ялӗ), инструментпа каласси (пӗчченшер) - Михаил Кудряшов (Кармаскалӑ районӗ, Йӑмран ялӗ), ҫемье юрӑ ансамблӗ - Светлана Ивановапа Лира Новикова (Пишпӳлек районӗ, Хушӑлка ялӗ).

Help to translate

Ситекпуҫӗнче чӑваш юррин уявӗ иртрӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ch-vashl-kh/ ... tr-3811318

«Пушкӑртстанра тырӑ тата пӑрҫӑ йышши культурӑсене 1 млн та 140 пин гектар ҫинчен пуҫтарса илнӗ. Ҫакӑ акса ӳстернӗ тыр-пулӑн 80% танлашать. Хальхи вӑхӑт тӗлне аграрисем 2,5 млн тонна тыр-пул пухса илнӗ. Унӑн вӑтам тухӑҫӗ гектар пуҫне 22 центнерпа танлашать. Давлекан, Гафури, Бакалӑ, Нуриман, Татӑшлӑ, Ермеккей, Буздяк, Илиш районӗсенче кӗрхи ӗҫсене вӗҫлесе пыраҫҫӗ. Чи нумай тыр-пула Ҫтерлӗ районӗнче, пурӗ 150 пин тонна, пуҫтарса илнӗ. Илиш, Чекмагуш, Давлекан тата Мелеуз районӗсенчи ял хуҫалӑх предприятийӗсем 100 пин ытла тонна вырса пуҫтарнӑ. Ҫӗнӗ тухӑҫ пӳлмесенче упранать», - ҫырнӑ Радий Хабиров хӑйӗн социаллӑ сетӗнчи страницинче.

Help to translate

Пушкӑртстан аграрийӗсем кӗрхи ӗҫсене вӗҫлесе пыраҫҫӗ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/novosti/2024-09- ... ra-3945548

Ӑна сӳтсе явнӑ май унӑн ҫумӗ В.И. Пундяков, РФ шалти ӗҫсен министерствин округри ветерансен совечӗн председателӗ П.В. Лапшин, Германире тата Варшава договорне кӗрекен ҫӗршывсенче службӑра пулнӑ ветерансен совечӗн председателӗ Н.И. Смирнов, «Искра» колхозри ветерансен совечӗн вырӑнти председателӗ, «Единая Россия» партин ӗҫ тӑвакан секретарӗ Л.М. Макарова, Агропромышленность отраслӗнче тӑрӑшнӑ ветерансен союзӗн ертӳҫи И.Х. Миннетуллин, «Морское братство» союзӗн ветеранӗсен председателӗ Е.А. Орешкин, муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ҫамрӑксен ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен советникӗ О.П. Григорьева тата ыттисем те сӑмах илсе калаҫнӑ.

Help to translate

Ветерансем тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/08/16/%d0%b2%d0%b ... %bd%d3%91/

Аттестат илсен, Ула Тимӗр пилӗк уйӑх хушши колхозра «пурнӑҫ урапине бурлаксен пичевӗпе туртрӗ»: Полинана самантлӑха та асран кӑлармасӑр бригадӑри тантӑшӗсемпе, хӑйпе пӗр пусӑмри ҫамрӑксемпе (ах, вӗсенчен хӑшӗ-пӗри ачалӑхӗнчи хытлӑх саманана пула ҫӗре те кӗчӗ ӗнтӗ), ытти колхозниксемпе пакапар уй-хире фермӑран, уйрӑм хуҫалӑхсенчен тислӗк кӑларчӗ, чул кӑларнӑ ҫӗрте кутӑрланчӗ, пӗве пӗвелекенсем хушшинче тар тӑкрӗ, пӳрнисене каса-каса, вӗсем тӑваткалланса кайичченех ҫурла тытса ҫатра, пиҫенлӗ тырӑ вырчӗ, килте те, колхозра та паранкӑ кӑларчӗ, ытти-хатти ӗҫре хастарланса тӑрмашрӗ, кунне вун тӑватӑ ӗҫ кунӗшер туни те пулчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак савӑнӑҫа вӗсемпе пӗрле пайлама кӑмӑл тунисем хушшинче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов, Чӑваш Ен Культура, национальноҫ ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин пай пуҫлӑхӗ Инна Ильина, халӑх пултарулӑхӗн «Трактор тӑвакансен Культура керменӗ» республика центрӗн директорӗн ҫумӗ Валентина Яковлева, Муркаш муниципалитет округ администрацийӗн вӗренӳ, ҫамрӑксен политикин тата физкультурӑпа спорт пайӗн пуҫлӑхӗ Зоя Дипломатова, культура тата архив ӗҫӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ Любовь Рыжкова, Муркаш муниципалитет округӗн централизациленӗ клуб системин директорӗ Игорь Смирнов тата ыттисем те пулчӗҫ.

Help to translate

Ҫӗнӗ ҫул парни - ҫӗнӗ клуб // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... i-c-n-klub

А. Фадеев, А. Сурков, К. Симонов, Н. Тихонов, А. Корнейчук, М. Шолохов, И. Большаков, А. Софронов, Ф. Панферов, Л. Леонов, Ф. Гладков, В. Кожевнинов, К. Федин, А. Твардовский, Б. Горбатов, Н. Грибачев, А. Венцлова, А. Упит, А. Якобсон, Якуб Колас, Г. Леонидзе, И. Эренбург, П. Бровка, Айбек, М. Чиаурели, В. Тренев, К. Воронков, В. Василевская, Е. Поповкин, Б. Лавренев, Н. Асеев, М. Бувенков, Н. Зарьян, М. Ибрагимов, Вс. Иванов, Г. Владыкин, Б. Полевой, В. Луговской, В. Катаев, С. Маршак, А. Первенцев, П. Тычина, М. Рыльский, Л. Соболев, М. Турсунзаде, С. Евгенов, Б. Ромашов, Н. Погодин, М. Исаковский, А. Караваева, П. Вершигора, Б. Леонтьев, А. Макаров, А. Чаковский т. ыт. те.

Help to translate

П. А. Павленко // Ялав. Ялав. — 1951. — № 6. — 31 с.

Эпӗ пӗлнӗ тӑрӑх, халӗ таҫта та паллӑ, ятлӑ Казанковсем — ашшӗпе ывӑлӗ, тата вӗсене ӗҫпе тата чунпа пулӑшакансен пысӑк ушкӑнӗ (унта Тутарстанӑн пуҫаруллӑ та пултаруллӑ ертӳҫисене те кӗртетӗп) ку енӗпе тахҫанах сахал мар пуҫ ватнӑ. Анчах, вӑтӑр ҫул ытла каялла тӗплӗн шутласа туман тӗлсӗр улшӑнусене пула пур енчен ҫирӗп 15 республикӑллӑ тытӑма, тӗпрен илсен, йӗркеллех аталаннӑ колхоз-совхозсене те сыхласа хӑварма май килмен. Ҫав вӑхӑтрах Казанков аслипе ун майлисем, хӑюллӑ та вӑйлӑскерсем, ҫитменнине питех те ӑслӑ практиксем, хӑйсем чиперех тытса тӑнӑ «Звениговский» совхоза ыттисен аллине куҫарма та, салатса яма та килӗшмен.

Help to translate

Телейпе ырлӑх утравӗ // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/2 ... b0%d0%b2e/

Мероприятие район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Р. Селиванов, унӑн ҫумӗ - экономика, ял хуҫалӑх, ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен пайӗн начальникӗ Л. Кузнецов, ЧР «Агро-инноваци» унитарлӑ предприятин консультанчӗ В. Мутиков профессор тата И. Нурсов консультант, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн эпизотологи, паразитологи тата ветеринарипе санитари экспертиза кафедрин доценчӗ, ветеринари наукисен кандидачӗ В. Тихонов, морфологи, акушерство тата терапи кафедрин доценчӗ, ветеринари наукисен кандидачӗ С. Кондручина, «Мустанг технология кормления» пӗрлешӗвӗн апат ҫитерессипе ӗҫлекен специалисчӗ М. Душанин тата ыттисем те хутшӑнчӗҫ.

Help to translate

Ҫӗр пулӑхлӑхне ӳстересчӗ, выльӑхран тупӑш кӗртесчӗ // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11447-r-pul ... h-k-rtesch

«Пенсире те пирӗн аслӑ ӑру представителӗсем активлӑ, интереслӗ, тулли пурӑнни пирӗншӗн питӗ кирлӗ. Эпир вӗсене хамӑрӑн интереслӗ те уйрӑм республикӑна кӑтартасшӑн,- ӑнлантарнӑ республика Пуҫлӑхӗ. — Час-часах ҫапла пулать: ҫын ҫуралнӑ та ӗмӗр тӑршшӗпех пӗр районта ӗҫленӗ. Командировкӑна тата ытти регионсене канма кайнӑ, Пушкӑртстан тӑрӑх ҫӳресе те курман. Кирлех те пулман, тата мӗншӗн, ҫавӑнпа эпӗ ҫакна питӗ тӗрӗс мар тесе шутлатӑп. Пирӗн интереслӗ вырӑнсем туллиех. Ҫавӑнпа та эпир «Башкирское долголетие» программӑна малалла та аталантаратпӑр«. Елена Ивановна АНДРЕЕВА, районти ветерансен Совечӗн председателӗн заместителӗ:

Help to translate

"Башкирское долголетие "Туризм": пенсире пурнӑҫ тин ҫеҫ пуҫланать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/turizm-/2024 ... at-3926564

«Вӑрҫа хутшӑнни ҫыннӑн шалти туйӑмӗсене, тавракурӑмне улӑштарать. Ҫемьерен аякра пулни кӑмӑла пусӑрӑнтарать паллах, мӑшӑршӑн, пӗчӗк ывӑлӑмшӑн тунсӑхлатӑп. Вӗсене те ҫемье пуҫлӑхӗсӗр ҫӑмӑл мар. Анчах мӑшӑрӑм эпӗ таврӑнасса кӗтни, телефонпа ҫыхӑнӑва тухсан кашнинчех ӑшӑ сӑмах калани хавхалантарать. Ҫавӑншӑн эпӗ ӑна юрататӑп тата хисеплетӗп, — чунри туймӗсене уҫса пачӗ салтак. — Кирек мӗнле пулсан та эпӗ те, ҫумри юлташӑмсем те пуҫсене усмастпӑр. Ятарлӑ ҫар операцийӗн кирлӗлӗхне ӑнланатпӑр, унсӑрӑн пирӗн чӑваш ҫӗрӗсем ҫинче те лӑпкӑлӑх пулмӗччӗ. Хамӑрӑн тивӗҫӗмӗрсене яваплӑн пурнӑҫласа тӑван тӑрӑха Ҫӗнтерӳпе таврӑнатпӑрах».

Help to translate

«Тӑван тӑрӑха Ҫӗнтерӳпе таврӑнатпӑрах!» // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/12412-t-van- ... -natp-rakh

Аса илтеретпӗр, уява пухӑннисене саламлама Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа пӗрле Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ, Финанс рынок ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитетӑн председателӗ Анатолий Аксаков, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Ольга Петрова, Атӑлҫи федераци округӗн Строительсен Союзӗн вице-президенчӗ, Чӑваш Енӗн Строителӗсен Союзӗн председателӗ Энвер Аблякимов, Раҫҫей Федерацийӗн Хисеплӗ строителӗ Владимир Скосырский, «Саморегулируемая организация «Строители Чувашии» Ассоциацийӗн Правленийӗн председателӗ Алексей Грищенко тата та ытти сумлӑ строительсем пухӑннӑ.

Help to translate

Строительство пайӗ – регионӑн экономика вӑй-хӑватне аталантармалли стратегиллӗ отрасль шутланать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/11/stro ... -havatne-a

Пӗрлехи информаци информаци кунне ЧР Культура, национальноҫ ӗҫӗсемпе архив ӗҫӗн министрӗн заместителӗ Т.Казакова, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ «АККОНД» акционерсен обществин генеральнӑй директорӗ В.Иванов, ЧР Патшалӑх статистикин Федераллӑ службин Территорири органӗн пуҫлӑхӗн заместителӗ Л.Егорова, Чӑваш Ен — ЧР «Правосудие» ГАС Суд департаменчӗн ФГБУ информаципе аналитика центрӗн филиалӗн директорӗ В.Петров, «Чӑваш Енри ачасемпе ҫамрӑксен библиотеки» ЧР бюджетлӑ учрежденийӗн директорӗ Т.Григорьева, Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Тихонов, унӑн заместителӗсем А.Михайлов, Н.Павлов тата ытти яваплӑ ҫынсем хутшӑннӑ.

Help to translate

Социаллӑ ыйтусем малти вырӑнта // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.04.20

«Кивӗ Сӗнтӗр ялӗ те ҫак уява ирттермесӗр юлмарӗ. Кӑнтӑрла хыҫҫӑн ял-йыш пӗр ҫӗре — виҫӗ кас пӗрлешнӗ тӗлте чӑвашсен хитре тумтирӗсемпе пуҫтарӑнчӗ. А.Кузьмин купӑсҫӑ Шупашкартанах уява илем кӗртме мӑшӑрӗпе, Светӑпа, килсе ҫитнӗ. Иккӗшӗ те юрра-ташша ӑстаскерсем, чӑннипех те маттур. Ял ҫыннисем юрӑсем юрласа, карталанса урампа утрӗҫ. Ялта ҫак кун хӑйсен ҫуралнӑ кунӗсене паллӑ тӑвакансем те пулчӗҫ. Таисия Николаевна Чульмакова 98 ҫул, Александра Алексеевна Петрова 79 ҫул тултарчӗ. Вӑйӑ картине тӑнисем вӗсене юрӑ-кӗвӗпе саламларӗҫ. И.Н. Кокшина вӗрентекен ҫак йӑла-йӗрке малашне те ан сӳнтӗр, малалла та аталанса пытӑр тесе сӑмах каларӗ».

Help to translate

Халӑх йӑли-йӗркипе уявсем иртнӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/07/19/%d1%85%d0%b ... %bd%d3%97/

«Анне, эпӗ сана юрататӑп, — ҫапла вӗҫлет тав сӑмахне салтаксенчен пӗри, пирӗн ентеш, Алешкин-Саплӑк ялӗн каччи Евгений Клементьев. Женя пӗлтӗр август уйӑхӗнче контрактпа ҫара кайнӑ. Вӑл — разведчик, беспилотник операторӗ. Ҫапӑҫу хирӗнчи лару-тӑру ҫак специалистсенчен нумай килет. Ҫавӑнпа тӑшман разведки уйрӑмах вӑйлӑ йӗрлет вӗсене. Ҫак сӑлтавпах ӗнтӗ ентешӗмӗрӗн службин вырӑнне хамӑр статьяра палӑртмастпӑр. Икӗ уйӑх каялла Женя амӑшӗпе, Наталия Николаевнапа, телефонпа ҫыхӑнсан: «Анне, мӗнле те пулсан гуманитарка пӗлтерсе укҫа пуҫтарма пулмасть-и районта?» — тесе ыйтнӑ, подразделение УАЗ «Буханка» сывлӑш пекех кирлине пӗлтерсе.

Help to translate

«Анне, эпӗ хамӑн вырӑна тупрӑм» // Ҫӗпрел тӑрӑхӗ. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... 1718951634

Menu

 

Statistics

...more detailed