Corpus of the Chuvash language

Short

Тӗп титула ҫӗнсе илеймен пулин те, Анастасийӑна илем конкурсне хутшӑнса Патӑрьелсемшӗн ырӑ йӗр хӑварнӑшӑн чун-чӗререн саламлатпӑр, шкултан лайӑх ҫитӗнӳпе вӗренсе тухса анлӑ ҫул ҫине тӑма такӑр ҫул сунатпӑр.

Help to translate

Пӑлапуҫ Пашьел пики Юхмапа Пӑла тӑрӑхӗн чысне хӳтӗленӗ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/52084-p-la ... e-kh-t-len

Лукашенко союзничествосемпе стратегилле партнерствӑн нумай планлӑ хутшӑнӑвӗсем патшалӑхсем хушшинчи пӗрлӗхӗн тата интеграциллӗ ҫыхӑнӑвӑн ҫӗнӗ пӗлтерӗшлӗ ҫитӗнӗвӗсене пула малалла та анлӑланасса шанать.

Help to translate

Лукашенко Путина Раҫҫей кунӗ ячӗпе саламланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... an-3807421

Германире тата Варшава договорне кӗрекен ҫӗршывсенче тӑнӑ Совет ҫарӗн ушкӑнӗсенче службӑра пулнӑ ветерансен совечӗн округри уйрӑмӗ обществӑлла ӗҫе хастар хутшӑнакан членӗсене Тав ҫырӑвӗсем парса чысларӗ.

Help to translate

Пӗрле пуҫтарӑнса паллӑ турӗҫ // Ангелина Иноходцева. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%bf%d3%9 ... %97%d2%ab/

«Макҫӑм пиччӗшӗнчен» хурав килессе кӗтсе пурӑннӑ май Телегин кашни кунах чайнӑя апатланма ҫӳрерӗ, апат-ҫимӗҫпе эрех-сӑра сутакан лавккана кӗре-кӗре тухрӗ, унта та, кунта та эрех ӗҫе-ӗҫе ӳсӗрӗлнӗ пек тукаларӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах Телегин, вӑрманта ҫӳрекелесе курнӑскер, йывӑҫ вуллисем тӑрӑх кӑнтӑрпа ҫурҫӗр енсем ӑҫтине кашни кукӑртах асӑрхаса пыма тӑрӑшнӑскер, хӑйсем пырса ҫитнӗ утар хӑш тӗлерех вырнаҫнине ӑнкарса илнӗн туйрӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӗлип, чӗлпӗртен вӗҫерӗнсе, тепӗр енне пӑлтӑрт! сирпӗнсе ӳкрӗ, тарӑхса кӑшкӑрса ячӗ, ҫавӑнтах тата, Тӑвӑл юр ӑшне пашлатнине курчӗ те, ҫиллине чарчӗ, юлташӗсем пулӑшнипе ура ҫине тӑрса, ахӑлтатса кула пуҫларӗ:

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӗрлӗ сехетсемпе кунсенче тата тӗрлӗ вырӑнсенче туса пӑхнӑ опытсем ҫакна кӑтартса параҫҫӗ: хӑйӗн йывӑрӑшӗпе атмосфера пусӑмне шайлаштаракан ртуть юпин ҫӳллӗшӗ тӗрлӗ тӗслӗхшӗн кӑштах тӗрлӗрех пулать иккен.

Help to translate

III. Гидро- тата аэродинамика // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Малтанах пӗр ҫынна палӑртса хур та, ун ҫинчен: вӑл ҫуралассах ҫапла та капла ҫуралнӑ, вӑл этеме сиен кӳмесӗр пурӑнаймасть, тесе, мӗнпур усал ӗҫсен сӑлтавне ҫавӑн ҫине йӑвантар — ҫакӑ ухмахла хӑтланни пулать-и?

Help to translate

Пурнӑҫ хуҫисем // Александр Алга. Ялав. — 1951. — № 6. — 7–12 с.

Ачасем уявра чӑтӑмсӑр кӗтнӗ хӑнасене – Хӗл Мучипе Юрпикене ҫав тери хавасланса кӗтсе илнӗ, ачасем куракансем ҫеҫ мар, уява хутшӑнакансем те пулнӑ: ташланӑ, Хӗл Мучине сӑвӑсем каласа панӑ, тутлӑ парнесем илнӗ.

Help to translate

Пишпӳлекри 2-мӗш вӑтам шкулта Ҫӗнӗ ҫула кӗтсе илнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/uyavsem/2024 ... ln-4070478

Ҫавӑрӑнакан ҫаврашкан пӗр-пӗр точкинчен пӗр груз ҫакса ярса, ӑна тепӗр грузпа шайлаштарма тӑрӑшаҫҫӗ; ҫакна тумашкӑн блок урлӑ илнӗ тата ҫаврашка ҫинчи пӗр-пӗр ҫекӗлрен ҫаклатнӑ ҫиппе тепӗр груз ҫакса яраҫҫӗ.

Help to translate

3. Вӑй моменчӗ ҫинчен ӑнлантарни // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Мероприятире кӑҫалхи 6 уйӑх хушшинче районти ҫулсем ҫинчи аварисен лару-тӑрӑвӗ тата ҫул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ ҫинченхи ыйтусене пӑхса тухрӗҫ, районти ГИБДД начальникӗн Анатолий Михайлов докладне итлерӗҫ.

Help to translate

Комисси ларӑвӗнче // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... si-larvnce

Маларахри ҫулсенче ҫапла та пулнӑ: театр умне чаплӑ автомашинӑсемпе паллӑ артистсем, акӑш-макӑш хитре тумланнӑскерсем, ҫитсе чарӑнаҫҫӗ, хӗрлӗ кавир тӑрӑх аллисене сулкаласа утаҫҫӗ, хӑйсем йӑл та йӑл ҫиҫеҫҫӗ.

Help to translate

Кинофестиваль: ниме пӑхмасӑр — малалла! // Надежда Смирнова. «Хыпар», 2015, 89 (26741)№, 1,7 с.

Республикӑра анлӑ правительство йӗркеленӗ, анчах нумай пулӑм «влаҫ вырӑнта пулнинчен» килет - шӑпах унра республика ертӳлӗхӗ вӑл е ку хулари, районти, ялти пурнӑҫа лайӑхлатмалли идейӑсен генераторне курать.

Help to translate

ПУҪЛӐХСЕН РОТАЦИЙӖ тата муниципалитет реформинчен нумай кӗтни ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11703-pu ... ni-cinchen

Лӑпланма пӗлмен кӑмӑла тивӗҫтерес тесе, Сӑпани пӗлтӗр-виҫӗмҫул каллех тӑрсан-тӑрсан сунара тухкаларӗ те-ха, анчах ытларах тӗнче касса ҫӳреме юратрӗ, кашни вырсарникун урӑх пасара е ярмӑрккана ҫитме тӑрӑшрӗ.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эпир ҫитнӗ тӗле Ильгизар Бухариев, Фарит Басыров, Фанис Каримов «Полесье» комбайнӗсемпе, Зульфат Юсупов «Класс-Тукано» комбайнпа, Ранис Багаутдинов «CS12A1» комбайнӗпе 130 гектар лаптӑкри урпана вырса ҫапнӑччӗ.

Help to translate

Уяр кунсемпе ӑста усӑ курса // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... a-us-kursa

«Его Высокопревосходительству господину директору Казанской III-ей мужской гимназии крестьянина деревни Кудемеры Воскресенской волости Чебоксарского уезда Казанской губернии Эльгеева Михаила Николаевича

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӗсен ҫемйи пурӑнакан пӳлӗм-хваттер пӗрремӗш класра вӗренекен ачасен пӳлӗмӗпе юнашарах, вӗсен, пӳлӗмӗсен, хушшинче маччанах тӗкӗнесле ҫӳллӗ, мозаикӑлла эрешлесе пӗтернӗ, хӑмӑр сӑрӑпа сӑрланӑ йывӑҫ алӑк пур.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ват ҫын «кучченеҫӗн» тутти-маси яш ҫынна килӗшмерӗ пулмалла та — ҫав йӳтӗмпе вӑл, тавӑрасла пушмак кӗллипе алӑка пӗр-ик хут хыттӑн хӳнлеттерчӗ те, вӑрҫса-ятлаҫса, алкумӗнчен те алӑка шалтлаттарса тухса утрӗ.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

«Физкультурӑпа спорта аталантарасси» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн федераллӑ тӗллевлӗ программӑна кӗртмен патшалӑх пурлӑхӗсене юсама кӑҫал Пушкӑртстана федераллӑ бюджетран 423,551 млн тенкӗ уйӑрса парӗҫ.

Help to translate

Спорта аталантарма - 423,5 млн тенкӗ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/%C3%87%D1%8B%D1% ... nk-3809317

Кур-ха, ятлӑ-сумлӑ, тӗрлӗ наградӑллӑ тава тивӗҫлӗ художник ун кӑмӑлне ҫырлахтармасть-мӗн; ӗҫе сайра ҫӳрет, килес тесен килет, килес мар тесен — килӗнчен те тухмасть, ҫамрӑксене ӳсме пулӑшас вырӑнне ура хурать.

Help to translate

IV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed