Short
Эх, кам шутлама пултарнӑ ун чух, ҫав лӑпкӑ та ӑшӑ ҫу кунӗ мӗнпур ҫӗршыв халӑхне тӗпсӗр асапа тытса ывӑтасса!
II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Мӑн Канаш ларӑвӗнче чӑвашлӑха аталантарас ӗҫе сумлӑ тӳпе хывнисене Хисеп тата Тав хучӗсем парса чысларӗҫ.
Чӗлхемӗр аталансах пытӑрччӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№
Акӑ, «Ялхуҫалӑх терминӗсен вырӑсла-чӑвашла словарӗнчи» пӗр статья: «донник донник, илӗпӗр, тӗплӗх (курӑк)».
Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.
Шупашкарти чӑлхапа трикотаж фабрикипе калаҫса татӑлса округра ҫӗвӗ цехӗсем уҫас енӗпе калаҫусем пыраҫҫӗ.
Пурте пӗрле тӑрӑшмаллине палӑртрӗҫ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d0%bf%d1%8 ... %97%d2%ab/
Халлӗхе пирӗн хирте шыв сикки патӗнче туса пӗтермен пура ҫеҫ ларать-ха, ӑна витме никам та хӑма хатӗрлемен.
VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Икӗ талӑк пурнӑҫпа вилӗм хушшинче ӑшталанчӗ Ванюк, виҫҫӗмӗш кунне тин ҫамрӑк ӳт-пӳ хӑрушӑ вилӗме ҫӗнтерчӗ.
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— Вӗсем ӑна ҫав кӗтӳрен вӑрласа килнӗ пулӗ-ха, — Хыркасси улӑхӗ еннелле тӗллесе кӑтартрӗ Шалт-шалт Пачури.
15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
…Хӑраса ӳкнӗ тилӗ юман хӑвӑлӗнче хӑйӗн урисенчен ыйтать: — Эсир мӗнле килтӗр: хӑраса-и, хӑрамасӑр-и? — тет.
Тилӗ хӳри // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6462.html
Арҫын ачасенчен пӗрремӗш — С.Чернов /Пинер/, иккӗмӗш — А.Краснов /Ҫӗрпӳ/, виҫҫӗмӗш — А.Крылов /Чупай/ пулчӗҫ.
Владимир Сергеев паттӑра асӑнса — йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ // Зинаида ПАВЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11717-vladim ... t-r-m-rt-v
Пӳрт-ҫурта тасатассипе, карта-хуралтӑна ҫирӗплетессипе вӗсем тимлеҫҫӗ, - сӑмахлать Перасковья Евдокимова.
«Атте ирӗк паманран качча та каймарӑм» // Э.КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/%C2%ABatte-irek-p ... C2%BB.html
«Чӑнах качча каять-ши вӑл? — шухӑшларӗ Славик, Эльвира пӗччен юлсанах тем шухӑша кайса чарӑннине асӑрхаса.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Дисциплинӑна пӑсакансене ответ тыттаратӑп, господа! — терӗ те Михаил Максимович, танлӑн утса тухса кайрӗ.
Ҫурхи кунсем // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Ун чӗринче пысӑкрах туйӑм пулнӑ, вӑл — чи пысӑк хӗрӳлӗхпе пурӑнасси, ҫакӑ вара уншӑн чӑн пысӑк телей пулнӑ.
16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ӗҫре вӗсем халат айӗнчен кивӗрех кӗпесем тӑхӑнаҫҫӗ пулсан, яла кайма е клуба тухма та запас ҫи-пуҫ тытаҫҫӗ.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
— «Строительство управленийӗ» категори илесшӗн, Совмина хут ҫитертӗм, трестран та унта хут тӑратма кирлӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Володя вара турник ҫинче тӗрлӗ упражненисене лайӑх тунӑ, пӗчӗк калибрлӑ винтовкӑран та тӗл пеме пултарнӑ.
Мускаври Хӗрлӗ пдлощадьри парада хутшӑннӑ ентешсем // П.ЗАЙЦЕВ. «Каҫал Ен», 2016.05.06
Крапивин чӳрече патне пычӗ, картишӗнче тӑрантассем тавра тӗрмӗшекен милиционерсене чылайччен пӑхса тӑчӗ.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ялти ҫынна ӑна хӑйне ӗмӗрлӗхех ҫӗр ҫирӗплетсе памалла, вара таҫта чикӗ леш енче ҫӑкӑр шыраса ҫӳреместӗмӗр.
9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Пирӗн хушӑра хӑюллӑ, ҫынлӑх хаклӑхӗсене мала кӑларакан ентешсем пурри чӑнах та мӑнаҫлӑх туйӑмне ҫуратать.
Ҫунакан хваттертен кӑларнӑ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11393-cu ... ten-k-larn
Петӗр ҫӗлӗкӗпе пальтине, чуссӑнкки калушӗсене хыврӗ, вара хӑй умӗнче анраса тӑракан хуҫа майри патне пычӗ.
Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.


