Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кайнӑн (тĕпĕ: кай) more information about the word form can be found here.
Кустӑрмасем, ҫӗрлехи пек, урса кайнӑн такӑртатмаҫҫӗ.

Help to translate

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Услантӑр мучи, «вара» сӑмахсӑр пуҫне ыттисене пӗтӗмпе манса кайнӑн, тӗпчет те тӗпчет:

Help to translate

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Ҫыру?! — йывӑр пӗркенчӗке вӑйлӑ ҫил вӗҫтерсе кайнӑн, ҫамрӑк хӗрарӑмӑн ӳрӗк-сӳрӗклӗхне вӑшт кӑна сирсе переҫҫӗ «ҫыру», «Хветӗр» сӑмахсем.

Help to translate

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Унтан, чӗре ани татӑлса кайнӑн, кинемей ы-ых! тесе йынӑшса илчӗ.

Help to translate

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Мӗнпур тӗнче айӑн-ҫийӗн ҫаврӑнса кайнӑн туйӑнчӗ Эрхипе.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Анчах… ӑҫта каймалла? — ҫухалса кайнӑн ыйтать Соколов.

Help to translate

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӗсем — ҫичӗ летчик тата полк командирӗ — хӑйсен япалисене ирех пуҫтарса вырнаҫтарма тытӑнчӗҫ: вӗсен тыла, пачах урӑх тӗнчене, урӑх пурнӑҫа каймаллаччӗ, вӗсене хӑйсем ҫав пурнӑҫран тахҫан-тахҫанах тухса кайнӑн туйӑнатчӗ.

Help to translate

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялова Коростылева таврӑнса киличчен темиҫе сехет иртсе кайнӑн туйӑнчӗ.

Help to translate

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Питӗ тӳлеккӗн, васкамасӑр, темле шухӑша кайнӑн ҫывхараҫҫӗ вӗсем анлӑ ҫӗр ҫумне.

Help to translate

XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кӑнн! тинкерсе пӑхрӗ Анатолий Семенович ун ҫине, пӑхрӗ те урӑх никам та мар, Бианкӑна шапах ҫак ҫын таптаса кайнӑн туйӑнчӗ ӑна.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Мӗншӗн сарӑ кун та хуп-хуран курӑнать, тӗнче илемсӗрленсе кайнӑн туйӑнать?

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Сӑмах, паллах, столовӑйсем пирки ҫеҫ пымасть, — пуҫларӑм та эпӗ, кун пирки хӑйсемех калаччӑр-ха калас сӑмахӗсем пур пулсан, пулмаллах-ха калас сӑмахӗсем тесе, шухӑша кайнӑн шӑплантӑм.

Help to translate

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ӑна курсан, ҫанталӑк пушшех ҫуталса кайнӑн, хӗвел пӗлӗт айӗнчен пӗтӗмӗшпех тухса ҫиҫме пуҫланӑн туйӑнчӗ.

Help to translate

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Урисене аршӑн патаккисем пек чармакласа тӑрать, хӑй мӗншӗн килнине манса кайнӑн енчен енне пӑхкалать.

Help to translate

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хутланса ларнӑран ҫапла сывласа янӑн, сывлӑшӗпе пӗрле юлашки вӑйӗ те тухса кайнӑн, ӑшчикӗ йӑлтах пушанса, пурнӑҫ хӗмӗсӗр тӑрса юлнӑн туйӑнчӗ.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Песок ярса пар-ха… тем, ал чӗтрет… — терӗ те Прохор Петрович ҫухалса кайнӑн, кашӑкне Улюка пачӗ, пысӑк ҫамки айӗнчен куҫ ҫутине ман еннелле тепӗр хут йӑлт!

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Ку-и?.. — тетӗп ҫухалса кайнӑн.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Мана Елюк Ҫтаппан патӗнчен тухса кайнӑн, каллех хӑй юратнӑ ӗҫре хавасланса, тӑрӑшса ӗҫленӗн туйӑнатчӗ…

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

«Елюк арӑмӑ-ӑм! — терӗ кӑмӑлӗ йӑлтах уҫӑлса кайнӑн (сассинче йӗкӗлтешнине палӑртмасӑр та чӑтаймасть-ха хӑй).

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хуланалла хӑпаракансем хушшинче палланӑ ҫын курӑнса кайнӑн туйӑнчӗ.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed