Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мана вӑл ӗнтӗ хӑйне сиктерсе ярассипе хӑратма тӑнине шӑна ҫыртни ҫинчен маннӑ пекех манса кайнӑн туйӑнчӗ.И мне кажется, что он уже забыл о попытке попугать его взрывом, как забывают об укусе мухи.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
— Апла эппин, отряда килес тетӗн? — терӗ шухӑша кайнӑн Мухарев, Шилкин хӑйӗн историйӗ ҫинчен каласа пӗтерсен.
XXI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Эсир пӑхатӑр — ҫав тарӑн та янкар тӳпе сирӗн шӑлӑрсене хӑй пекех тасан йӗртерет; тӳпери пӗлӗтсем пекех, вӗсемпе пӗрле сирӗн чунӑрта телейлӗ асаилӳсем пӗрин хыҫҫӑн тепри вӑрахӑн иртсе пыраҫҫӗ; сире хӑвӑра вара сирӗн курӑм, аяккаран та аяккарах кайса, хӑйпе пӗрле сире хӑвӑра та ҫав лӑпкӑ та «ҫутӑлса тӑракан тӗпсӗрлӗхе илсе кайнӑн туйӑнать, вара ҫав ҫӳллӗшрен, ҫав тарӑнӑшран уйӑрӑлма май килмен пек туйӑнать…
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Шутсӑр нумай ылттӑн ҫӑлтӑрсем, пӗр-пӗринчен ӑмӑртса йӑмӑхса, кайӑк хур ҫулӗ еннелле ишсе кайнӑн туйӑнаҫҫӗ.
Бежин ҫаранӗ // Ярукка Сантри. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 71–91 с.
Пирӗн телее пулас, ҫанталӑкӗ питӗ лӑпкӑ тӑрать, кӳле ҫывӑрса кайнӑн туйӑнать.
Льгов // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 59–70 с.
Анчах халь ӑна хӑй урисем ытла та ҫемҫелсе кайнӑн, «ҫав вӑхӑтрах хытса, туйми пулса ҫитнӗн туйӑнаҫҫӗ.Но сейчас она чувствует, что стоит на мягких, нетвердых и в то же время каких-то деревянных ногах.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Пурте «перебежка» тенӗ кӗске те ҫивӗч сӑмаха кӗтсе тӑнӑ пулин те, вӑл кӗтмен ҫӗртенех янӑраса кайнӑн туйӑнчӗ:
Николаевска илни // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Ҫак шултра ӳтлӗ шӑмшаксем, эрехпе тата старикӗн сӑмахӗпе хавхаланнӑскерсем, хускалса кайса, какӑр тулли пӗр харӑссӑн массивлӑ сас кӑларнӑ, вӗсем кӑшкӑрнипе пӗтӗм тавралӑх кисренсе, чӗтренсе кайнӑн туйӑннӑ.
XIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Бронза лампӑн ҫути хрусталь вазисен кӗтесӗсенче тата та уҫӑрах ялтӑраса кайнӑн туйӑннӑ, пӳлӗм уйрӑмах ҫутӑланнӑ.
XI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Стена ҫумне ҫапнӑ вӑрӑм пӑтасем ҫинче хаҫат ҫӗклемӗсем ҫакӑнса тӑнӑ, ҫакна пула стенасем унтан та кунтан шыҫӑнса кайнӑн курӑннӑ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Карлӑклӑ пусмасем ҫумне те хӗрлӗпе кӑвак кӗмсӗрккесем сырӑннӑ; ҫил, кӗпе-йӗмсене варкӑштарса, ҫын кӗлеткисене тӗлӗнтермӗш формӑсем кӳнӗ, вӗсем е курпунлӑн, е ҫавраканнӑн, е хӑмпӑ пек тулса кайнӑн курӑннӑ.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ку чӑн, вӑраннӑ эпӗ, — шухӑша кайнӑн каланӑ Фома, унтан аллисене пуҫ хыҫнелле ярса, сӑмахне малалла тӑснӑ: — ҫавӑнпа ыйтаҫҫӗ те санран, мӗнле ҫын эпӗ — санӑн шутупа?
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Старик, пӳрнисемпе сӗтеле шухӑша кайнӑн шӑкӑртаттарса, сӑмаварӑн ҫап-ҫутӑ йӗсӗ ҫине ӳкнӗ хӑйӗн сӑнне сӑнаса, чылайччен ответ памасӑр ларнӑ.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Сулӑ ҫинчи ҫынсемпе пӗрле унӑн чӗринчен ҫак хушӑра капланса ҫитнӗ пӗтӗм йывӑрлӑх, пӗтӗм тӗксӗмлӗх юхса кайнӑн туйӑннӑ.
VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах, хӑйпе юнашар ҫын пынине пӑхмасӑрах, вӑл хӑйне пӗчченӗн, ҫак тӗттӗмлӗхре ҫухалса кайнӑн туйӑннӑ.Несмотря на то, что рядом с ним шел человек, он чувствовал себя одиноким, потерявшимся во тьме.
VII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫаксем пурте Фомана хӗснӗ пек, пӑвнӑ пек пулнӑ, вӑл вара хӑйне ҫухалса кайнӑн туйса илнӗ.Всё это стесняло, давило Фому, и он чувствовал себя заплутавшимся.
VI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ҫапла, — шухӑша кайнӑн калаҫма пуҫланӑ хӗр, — пурӑнма йывӑрри ҫинчен кулленех ӗненсе пыратӑп…— Да-а, — задумчиво заговорила девушка, — с каждым днем я всё больше убеждаюсь, что жить — трудно…
IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Куҫӗсене сарлакан чарса, вӑл ҫырансен вӗҫӗ-хӗррисӗр уҫӑлса пыракан чӗрӗ картинисем ҫине чӗмсӗррӗн пӑхса пынӑ, ӑна юмахсенчи паттӑрсем тата асамҫӑсем пурӑнакан тӗлӗнмелле патшалӑха кӗмӗл сукмакпа кайнӑн туйӑннӑ.
II // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Паллах — вилӗм, — Гусев шухӑша кайнӑн калаҫать.
Магр майра патша лабиринчӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Хӗр, хуса ҫитсе, йӗкӗте кӗлтепе тепре сӳсе илем текенскер, шӑп ҫав тӗле ыткӑнса пычӗ те, Матви ҫӗр тӗпне анса кайнӑн лап ҫухалнӑран, чарӑнса, кӑн-кан пӑхкаларӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.