Шырав
Шырав ĕçĕ:
Иоаким Степанович пӗр вӑхӑт ҫухалса кайнӑн тӑрать те сасартӑк кулса-макӑрса ярать (ун пек тытамак унӑн унччен те пулкаланӑ иккен).
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Унӑн хӑвӑрт-хӑвӑрт сывлавӗ Горна чунӗнчен перӗнчӗ, вара вӑл вӑранса кайнӑн, анчах чӑнлӑха ӑнланма хӑяйманнӑн — аптӑравлӑ тӗлӗнӗвӗн тути ҫинче хытса ларнӑ кӑшкӑравӗпе чарӑнса тӑчӗ.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Кулинари ытарлӑхӗпе гастрономи шӑрши-техӗмӗ талккӑшпех сарӑлнӑ, кӑштах ас тивсенех ароматлӑ ҫав пӗтӗм капӑр-илеме ҫинӗ чухнехилле шухӑш ҫӗклентерсе янипе ӳсӗрӗлсех кайнӑн туйӑнать.
XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Икӗ хутчен мана Молли курӑнса кайнӑн туйӑнчӗ, анчах — шел те! — кусем — урӑх хӗрсем, аякран кӑна Молли пек курӑнаҫҫӗ.
XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ӑҫта, мӗнле пӑрӑннине йывӑррӑн асӑрхаса ҫапкаланса пыратӑп, тепӗр чухне хама ҫӗр тӗпне анса кайнӑн туятӑп, мӗн пирки шухӑшланине япӑх ӑнланатӑп, хамшӑн хам ют пулнӑн утатӑп; тӑвӑрлӑхра, ҫутӑра та шӑплӑхра сӗтӗрӗнсе ҫӳрев вӗҫленессе шанса ӗшенмеллипех ӗшентӗм.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
— Пӗтӗм пурнӑҫ иртсе кайнӑн туйӑнать, — мӑкӑртатрӗ Факрегед.
XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫаврӑнса пӑхмасӑрах Катрин пуҫне сӗлтрӗ, кӗҫех лавккана кӗчӗ; Стомадорпа Ботредж унта ӑна кӗтсе ӗшенсех ҫитнӗ, чӗмсӗрлӗхре анрасах кайнӑн лараҫҫӗ.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫапла пӗр кунхине, сывлӑш хусханусӑрлӑхӗпе тата вӗрипе вӑй-халӗ пӗтнӗ шӑрӑх кун, Эсборн — вилме кайнӑн Алиса Ренгольд пурӑнакан ҫурт еннелле ҫул тытрӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 153–160 с.
Сывлӑш ҫавӑрса ярса матрос шыв умне аллисемпе таянса тӑчӗ, анраса кайнӑн тӗмсӗлчӗ, унтан рехетлӗн эхлетсе пуҫне каллех ҫӑлӑнӑҫ ҫӑл куҫне чикрӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 398–403 с.
Ҫав хушӑра тӑшман флочӗ инҫетри архипелагра чарӑнса тӑчӗ, унта, ҫӑтмахри пек, хӗвел кӑвак шывӑн шупка хӗрлӗ йӑлтӑртатӑвӗпе пӗрлешсех кайнӑн курӑнать; черчен пальмӑсем, упа саррипе тӗлӗнмелле чечексем.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.
Сэт саппунне пӑтаран ҫакнӑ, — повар тин ҫеҫ кайнӑн, таврӑнать те хӑмана ҫивӗч ҫӗҫҫипе тутлӑн шаккассӑн туйӑнать.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Хунар ҫути тӗттӗмре ҫухалса кайнӑн, аптӑраса мӗлтлетет.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Вӑхӑт-вӑхӑтӑн вӑл хӑйне таҫта шӑрӑхра, хӗвел питӗнче, чылай вӑхӑт ҫывӑрнӑн, кӑкӑрӗнчи ыратупа вӑранса кайнӑн туять, мӗншӗн тесен ыйхи чаплӑ та черчен пулчӗ, шел те — юрату тунсӑхӗпе тулнӑ курӑнусем унӑн вырӑнӗ ҫумӗнчен ирте-ирте ҫухалчӗҫ, вӑл кӑнтӑрлахи ҫунтаракан шӑплӑхра, пӗчченлӗхре вӑранса кайрӗ.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Ҫав хӑватсӑр ҫутӑра Мӗтри темле хуралса-кӑвакарса кайнӑн курӑнать.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Крапивин ӑна курчӗ ҫеҫ — пӗтӗм тавралӑх ҫуталса кайнӑн туйӑнчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ватман вырӑн хӑвармастӑн-и?! — урса кайнӑн кӑшкӑрчӗ вӑл, Антун каланине тин ӑнкарса илнӗ пек.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Шӑрӑхра йӳҫӗхсех кайнӑн — матроссем палубӑн хӗрсе ҫитнӗ сӑмали тӑрӑх кумаҫҫӗ, фалсене ҫирӗплетеҫҫӗ е рейӑсем ҫинче лараҫҫӗ, типнӗ парӑссене караҫҫӗ.
IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Папкӑран вӑл отряд командирӗ патне ҫырнӑ пӗр-пӗр приказа илнӗ те, вӑл хут тивӗҫлӗ вырӑна ҫитиччен канделярисен сӗтеллисем тӑрӑх ҫӳресе хӑйӗн вӑйне ҫухатиччен, е отряд командирӗ урса кайнӑн тарӑхса каялла ҫырса яриччен, мӗнле кукӑр-макӑр ҫул тунине тӗпчесе пӗлнӗ.
5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Мана вӑл ӗнтӗ хӑйне сиктерсе ярассипе хӑратма тӑнине шӑна ҫыртни ҫинчен маннӑ пекех манса кайнӑн туйӑнчӗ.И мне кажется, что он уже забыл о попытке попугать его взрывом, как забывают об укусе мухи.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
— Апла эппин, отряда килес тетӗн? — терӗ шухӑша кайнӑн Мухарев, Шилкин хӑйӗн историйӗ ҫинчен каласа пӗтерсен.
XXI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.