: унти - пӗтӗм
— Лапчӑтса тӑкаҫҫӗ те ак чеха, кайран унти пӗтӗм ҫара пирӗн ҫине килсе пӑрахаҫҫӗ.— Вот придавют чеха, а потом как жмякнут на нас всю армию, какая под ним была.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Акӑ сана тата тепӗр тӗслӗх: Сюе Дин-шаньӑн Фань Ли-ху ятлӑ арӑмӗ пысӑк сӑрта пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫарса лартнӑ, тинӗсе тепӗр май тӳнтерсе, унти пӗтӗм шыва юхтарса кӑларнӑ.
II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Унти пӗтӗм ӗҫе йӗркелесе пыма чи маттур воеводӑсене уйӑрса лартасшӑн.
8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
33. Вара вӗсем хӑйсем пӑхса килнӗ ҫӗр ҫинчен Израиль ывӑлӗсем хушшинче усал чап сарса ҫӳренӗ, вӗсем каланӑ: эпир пӑхса тухнӑ ҫӗр — хӑй ҫийӗнче пурӑнакансене ҫисе яракан ҫӗр, унти пӗтӗм халӑх, эпир курнӑ халӑх — питех те шултӑра ҫынсем; 34. эпир унта улӑпсене те — Енак ывӑлӗсене, улӑп ӑрӑвӗнчен тухнӑскерсене — куртӑмӑр; эпир вӗсен умӗнче хӗрлӗ шӑрчӑк пек анчах иккенне хамӑр куҫпа куртӑмӑр, вӗсен куҫне те эпир ҫавӑн пекех курӑнтӑмӑр, тенӗ.
Йыш 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унти пӗтӗм йӗркене тӳрлетме эпӗ хутшӑнни кӑна ҫителӗклӗ пулас пулсан, эпӗ Черемшанкӑра ним шухӑшласа тӑмасӑр пӗр куна е ытлараха та юлнӑ пулӑттӑм.
15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Эпӗ сана хирӗҫ кӳнтелетӗп: Эпӗ — Турӑ, Санӑн Турру. 8. Сана парнӳсемшӗн ӳпкелемӗп; пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнӳсем яланах Ман умӑмра; 9. санӑн килӗнти пӑрӑву та, картусенчи качакусем те кирлӗ мар Мана: 10. вӑрманти пур тискер кайӑк та, пин-пин ту ҫинчи выльӑх та — Манӑн, 11. тусем ҫинчи пур вӗҫен кайӑка та пӗлетӗп, хирти выльӑх та Манӑнах. 12. Ҫиессӗм килес пулсан та сана калассӑм ҫук, мӗншӗн тесессӗн тӗнче те, унти пӗтӗм пурлӑх та — Хамӑн. 13. Эпӗ вӑкӑр ашӗ ҫиетӗп-и, качака юнӗ ӗҫетӗп-и?
Пс 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: ку ӗнтӗ Иерусалимра пуҫ пулса тӑракана тата унти пӗтӗм Израиль халӑхне мӗн пулассине пӗлтерет, терӗ те.
Иез 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Баркасӑн пӗтӗм хатӗрӗсем, унти пӗтӗм япаласем ҫухалнине тата тӗпӗнче пысӑк шӑтӑк пулнине курсан, вӗсем тӗлӗнсе хытсах кайрӗҫ.
Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
19. Ҫавӑнпа та Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: акӑ Эпӗ Навуходоносора, Вавилон патшине, Египет ҫӗрне паратӑп, вӑл унти пӗтӗм пуянлӑха туртса илтӗр, унта тустарса тухтӑр, Египет ҫаратса пухнӑ туприне ҫараттӑр, ҫакӑ унӑн ҫарне парне вырӑнне пултӑр, тет.
Иез 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Аҫа ҫапнин вӑйӗ те, шучӗ те, унти пӗтӗм ҫӗршыв валли хыснаран пӗр ҫулталӑк хушшине электричество виҫсе панӑ пекех, кашни ҫулах иртнӗ ҫулхи чухлӗ пулнӑ туйӑнать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унти пӗтӗм ӗҫе яваплӑ ҫынсем йӗркелесе тӑрсан аван.
Сӑваплӑ вырӑна сӑваплӑхра тытар // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2019/06/19/%d1%81a%d0% ... %b0%d1%80/
8. Вӗсем Ман валли кӗлӗ ҫурчӗ тӑвӗҫ те, Эпӗ вӗсем хушшинче пулӑп; 9. Эпӗ сана кӗлӗ чатӑрӗн ӗлкине те, унти пӗтӗм савӑт ӗлкине те кӑтартрӑм, пурне те Эпӗ кӑтартнӑ пек [тӑвӑр]; ҫавӑн пек тӑвӑр та.
Тух 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эпӗ ҫӗре туса ҫитернӗ, ун ҫинче этеме пултарнӑ; Эпӗ — Манӑн аллӑмсем — тӳпене карса тухнӑ, унти пӗтӗм ҫара Эпӗ саккун панӑ.
Ис 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Авраам ирхине ирех тӑнӑ та хӑй Ҫӳлхуҫа умӗнче тӑнӑ вырӑна кайнӑ, 28. вӑл Содомпа Гоморра енне, унти пӗтӗм тавралӑх ҫине пӑхса илнӗ те курнӑ — акӑ ҫӗр ҫийӗнчен кӑмакаран тухакан тӗтӗм пек тӗтӗм хӑпарать.
Пулт 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Турӑ Ҫуртне ҫунтарса янӑ, Иерусалим хӳмине аркатнӑ, унти пӗтӗм кермене вут-ҫулӑмпа ҫунтарса янӑ, унти мӗнпур хаклӑ япалана тӗп тунӑ.
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ тӳпене, тӳпенӗн тӳпине, унти пӗтӗм вӑй-хӑвата пултарнӑ, ҫӗрпе ун ҫинче мӗн пуррине, тинӗссемпе унта мӗн пуррине пултарнӑ, Эсӗ ҫакна пурне те чӗрӗлӗх парса тӑратӑн, Сана ҫӳлти ҫарсем пуҫҫапаҫҫӗ.
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Таса мар ҫынна тасатмашкӑн ҫылӑхшӑн ҫунтарнӑ парне кӗлне савӑта хуччӑр та унта чӗрӗ шыв яччӑр; 18. кам та пулин, тасаскер, иссоп илтӗр те ӑна ҫав шывпа йӗпеттӗр, кайран чатӑра, унти пӗтӗм ҫынна, савӑт-сапана сирпӗтсе тухтӑр, [этем] шӑммине е вӗлернӗ ҫынна, е ахаль вилене, е тупӑка сӗртӗннӗ ҫынна та сирпӗттӗр; 19. таса этем таса маррине виҫҫӗмӗш тата ҫиччӗмӗш кунне пӗрӗхтӗр, вара ӑна ҫиччӗмӗш кунӗнче тасатса ҫитерӗ; кайран вӑл хӑйӗн тумтирне ҫуса тасаттӑр, [ӳтне те] шывпа ҫутӑр, вара каҫ тӗлне таса пулӗ.
Йыш 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑнпа тахҫанах вӑл ишӗлсе анса, унти пӗтӗм ачасене аяла тӑвасран хӑрама пуҫланӑ.Что давно уже боялись, как бы он не рухнул и не придавил всех воспитанников.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
7. Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, вӗсем Мадианпа вӑрҫӑ вӑрҫма кайнӑ, унти пӗтӗм арҫынна вӗлерсе тухнӑ; 8. вӗсемпе пӗрле патшисене те вӗлернӗ, унта мадиансен пилӗк патши — Евий, Рекем, Цур, Хур тата Рева — пулнӑ, [вӗсемпе пӗрле] Валаама та, Веор ывӑлне, хӗҫпе касса вӗлернӗ; 9. мадиансен арӑмӗсемпе ачисене вара Израиль ывӑлӗсем тыткӑна илнӗ, вӗсен пӗтӗм выльӑхӗ-чӗрлӗхне, пӗтӗм кӗтӗвне, пӗтӗм килне-ҫуртне туртса илнӗ, 10. вӗсен ҫӗрӗнчи мӗнпур хулине, мӗнпур ялне вутпа ҫунтарса янӑ; 11. ярса илнӗ пӗтӗм тупӑша — тыткӑна илнӗ ҫынсенчен пуҫласа выльӑхӗ-чӗрлӗхӗ таранччен — хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ; 12. тыткӑна илнисене тата пӗтӗм тупӑша Моисейпе Елеазар священник патне, Израиль ывӑлӗсен халӑхӗ патне, хӑйсен тапӑрне — Иордан хӗрринчи, Иерихон тӗлӗнчи Моав тӳремлӗхне — илсе ҫитернӗ.
Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1