Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑвӑнса (тĕпĕ: шӑвӑн) more information about the word form can be found here.
Мартин темиҫе хутчен намӑс сӑмахсемпе ятлаҫса илчӗ, шӑвӑнса иртекен хура пӗлӗтӗн усӑнса тӑракан мӑкӑрӑлчӑкӗ ҫине пӑшалпа персе ячӗ, унтан килне таврӑнчӗ.

Мартин непристойно ругался, стрелял в черное обвислое пузо проплывающей тучи и уходил.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Каҫсерен сӑрт хысакӗсем тӑрринчен хутор ҫине ҫӑра пӑчӑ сывлӑш шӑвӑнса анать, ҫилпеле сывлӑша ӗнӗк курӑкӑн ҫӗвек шӑрши тулса ларать.

Ночами в хутор сползала с гребня густая текучая духота, ветер насыщал воздух пряным запахом прижженных трав.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Уҫса хунӑ алӑк витӗр ют ҫӗр тӳремлӗхӗ шӑвӑнса иртет, инҫетре сенкер те ачаш вӑрман ярӑмӗ карусель пек ҫаврӑнса юлать.

Мимо раздвинутых дверок вагона скользила чужая равнинная земля, вдали каруселила голубая и нежная прядка леса.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Уҫҫӑн курӑнса выртакан кӑвак пӗлӗт пек шӑвӑнса иртрӗҫ вӗсем ирхи кӗрен-сенкер тӳпе тӑрӑх.

Четко синея на фиолетовом утреннем небе.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Уҫҫӑнах илтрӗ, туйрӗ хӑйӗн ӳчӗ ӑшне сивӗ ҫава лӑтӑртатса кӗнӗ сасса; хумлӑн-хумлӑн ӳссе пыракан ҫивӗч ырату, ҫулӑм вӑркӑшнӑ майлӑн, кӑкӑр тӑрӑх пыр патне шӑвӑнса ҫитрӗ, янахран иртсе ҫивӗч йӗпсем пек хӑлха шӑтӑкӗсене пыра-пыра тирӗнчӗ.

Ясно слышала, ощущала противный капустный хруст разрезаемого тела; нарастающая волна острой боли полымем прошлась по груди до горла, звенящими иглами воткнулась в уши…

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий, татах ише-ише, аллипе чӗнсенчен тытать, анчах тевӗшсем пӳрне хушшинчен шӑвӑнса тухаҫҫӗ; тата тепре ҫулса тытрӗ те вӑл — ӑнсӑртран урипеле ҫӗре шӑйӑрттарса илчӗ.

Григорий заплывал, хватал, но поводья выскальзывали из пальцев; как-то схватил — и внезапно черкнул ногами землю.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Яриех уҫса янӑ алӑк витӗр чиркӳрен паперте, (чиркӳ умне), унтан картана евангели вуланӑ сасӑсем кӗрлесе, шӑвӑнса тухаҫҫӗ, решеткеллӗ чӳречесенче ҫутӑ йӑлкӑшать, чиркӳ картинче вара — йӗкӗтсем шӑппӑн ҫуйӑхашакан хӗрсене хыпашлаҫҫӗ, чуптӑваҫҫӗ, ҫурма сасӑпа нӑшӑлтатса, тӗрлӗрен путсӗр ӗҫсем ҫинчен кала-кала параҫҫӗ.

Из церкви через распахнутые двери на паперть, с паперти в ограду сползали гулкие звуки чтения, в решетчатых окнах, праздничный и отрадный, переливался свет, а в ограде парни щупали повизгивавших тихонько девок, целовались, вполголоса рассказывали похабные истории.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорин хупӑнчӑк куҫӗсем умӗн ҫеҫенхирти сӑрт ярӑмӗсем, ӗлӗк нихҫан курман хуторсем, чӗрешӗн ют станицӑсем шӑвӑнса иртрӗҫ.

Уплывали перед закрытыми глазами Григория степные гребни, хутора, станицы, никогда раньше не виданные, чужие сердцу.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ильинична пичӗ ҫине, мӗлке евӗр, харкамлӑх шӑвӑнса тухрӗ.

На лицо Ильиничны тенью легла замкнутость.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ун хыҫҫӑн казаксем васкавлӑн та хӑвӑрттӑн шӑвӑнса пӗтрӗҫ.

За ним стекли казаки, поспешно и скоро.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫил чӑштӑртатса пӑшӑлтатнӑ пек шӑвӑнса тухрӗ хутор тӑрӑх усал хыпар.

Ветровым шелестом-перешепотом поползла по хутору новость.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ыйхӑллӑ ӑшӑ сасӑ квасаккӑн туйӑнчӗ, Митька пӳлӗм тӑрӑх темӗнле чӑштӑртатакан шурӑ япала шӑвӑнса ҫӳренине курчӗ.

Сонный теплый голос, казалось, пахнул мятой, Митька видел что-то белое, шелестящее, двигавшееся по комнате.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗлтӗртетекен шурӑ мӗлке картиш тӑрӑх ерипен шӑвӑнса иртрӗ, кӗҫҫе ҫинче харлаттарса выртакан Митькӑна туйи вӗҫӗпе тӗртрӗ.

Проплыл по двору до амбара белой трясучей тенью и концом костыля ткнул сопевшего на полсти Митьку.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗсем аппӑшӗпе иккӗшӗ нумаях пулмасть ҫуллахи каникула таврӑннӑ та, Владимирӗ, яланхи пекех, килнӗ-килменех арман пӑхма, ҫӑнӑх тусанӗпе вараланса пӗтнӗ ҫынсен ушкӑнне хутшӑнса калаҫма, валексемпе шестернесем пӗр виҫеллӗн кӗрлесе тӑнине тата урапа чӗнӗсем шӑвӑнса чӑшӑлтатнине итлеме тухса кайрӗ.

Они с сестрой недавно приехали на летние каникулы, и Владимир, как всегда, с приездом пошел на мельницу посмотреть, потолкаться в толпе осыпанных мучной пылью людей, послушать равномерный гул вальцов, шестерен, шелест скользящих ремней.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пантелей Прокофьевич хӑлхине кӑшт кӑна илтӗнекен урапа кустӑрми хӑлтӑртатнипе йытӑ вӗркелешнӗ сасӑ шӑвӑнса кӗчӗ.

До слуха Пантелея Прокофьевича доплыл чуть слышный строчащий перестук колес и собачий брех.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пантелей Прокофьевич темшӗн сӑхсӑхса илесшӗн пулчӗ, анчах та унӑн типсе кукӑрӑлкаласа ларнӑ пӳрнисем хӗрес палли хунӑ ҫӗртенех ҫурма ҫултан иртрӗҫ те хӑйсен шайне улӑштарчӗҫ: пуҫ пӳрне, хуҫи кӑмӑлне пӑхмасӑрах, ӑнсӑртран шӗвӗр пӳрнепе вӑта пӳрне хушшине хӗсӗнсе кӗчӗ, вара ҫак пӳрнесен намӑссӑр тӗвви кӑвак чекменӗн тавӑрса хунӑ арки айне вӑрӑ пек шӑвӑнса кӗрсе кайрӗ те, шалтан хӗрлӗ пуҫлӑ кӗленчене, пырӗнчен тытса, тулалла туртса кӑларчӗ.

Пантелей Прокофьевич хотел зачем-то перекреститься, но заскорузлые клешнятые пальцы, сложившись в крестное знамение и поднявшись до половины следуемого пути, изменили форму: большой черный ногтистый палец против воли хозяина нечаянно просунулся между указательным и средним, и этот бесстыдный узелок пальцев воровато скользнул за оттопыренную полу синего чекменя, а оттуда извлек схваченную за горло красноголовую бутылку.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӗри хӑрушлӑхпа пӑхать вӑл упӑшкин апат ҫинӗ чух айӑн-ҫийӗн шӑвӑнса тӑракан кимӗрчӗклӗ пӗчӗк хӑлхисем ҫине.

С жарким ужасом глядела на маленькие хрящеватые уши мужа, ползавшие при еде вверх и вниз.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дон ҫийӗнчен нӳрӗ те сулхӑн сӗм шӑвӑнса килет.

От Дона течет сырая, студеная мгла.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Томилин, шӑлӗсене шаклаттарса, пӳрте шӑвӑнса кӗчӗ.

Томилин, вызванивая зубами, пошел в хату.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дон хӗрринче шыв вӑкӑрӗсем лӑрӑлтатни илтӗнет, салхурах хулӑн сасӑсем пӗр хут чӳрече витӗр горницӑна шӑвӑнса кӗреҫҫӗ.

У Дона гудят водяные быки, угрюмые басовитые звуки ползут через одинарное оконце в горницу.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed