Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑвӑнса (тĕпĕ: шӑвӑн) more information about the word form can be found here.
Пурнӑҫра курни-тӳснисем унӑн пуҫӗнче умлӑн-хыҫлӑн шӑвӑнса иртеҫҫӗ; вӑрҫӑ ҫинчен кӗскен те татӑкӑн-татӑкӑн аса илнисем ҫумне тахҫан ача чух пулса иртнӗ тепле пӗр ӗҫ ҫинҫешке кӑвак ҫип манерлӗн пырса чӑлханать.

Память услужливо воскрешала пережитое, и в скупые отрывочные воспоминания войны тонкой голубой прядью вплетался какой-нибудь далекий случай из детства.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Куҫ умне вӑхӑт шӑпӑрӗ шӑлса тӗссӗрлетнӗ Аксинйӑн вӗҫӗмсӗр ҫывӑх та, ҫав вӑхӑтрах ют сӑнӗ шӑвӑнса тухрӗ.

Память вылепила неясные, стертые временем бесконечно дорогие и чуждые линии лица.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казаксен пичӗсем тӑрӑх тӗрлӗ туйӑмсем шӑвӑнса иртрӗҫ: хӑшӗсем, нимӗн тавҫӑрайманнипе, пичӗ-куҫӗсене пӗркелентерчӗҫ, теприсем, хӑйсен ӑпӑр-тапӑр япалисене офицерсем ним тӑрлавсӑр ҫавӑрттарнине курса, хӑраса ӳкрӗҫ, виҫҫӗмӗшӗсем шӑл йӗрсе пӑхса тӑчӗҫ.

Лица казаков выражали разнородные чувства: одни хмурились, недоумевая, другие испуганно поглядывали на офицеров, рывшихся в скудных казачьих пожитках, третьи посмеивались.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Унӑн пысӑк та тӗксӗм сӑн-пичӗ тӑрӑх ҫавнашкал ҫемҫе кулӑ шӑвӑнса иртни пачах тӗлӗнмелле пулса тухрӗ.

Странно было видеть улыбку на крупном угрюмом лице.

I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Григорий, пӳрт мӑрйисенчен шӑвӑнса тухакан кизек тӗтӗмӗпе ҫӑткӑннӑн сывласа, хутор витӗр тухрӗ.

Жадно вдыхая горький кизячный дым, выползавший из труб куреней, Григорий проходил хутор.

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Йӑлтӑртатса тӑракан мундирсен ушкӑнӗпе хаклӑ духисен хумӗ Григорий ҫине шӑвӑнса килет.

Толпа блестящих мундиров и густая волна дорогих духов надвигалась на Григория.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чӑрӑш ҫумне сӗвеннӗ этем ҫӗр ҫине шӑвӑнса анчӗ.

Человек у сосны сполз на землю.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

«Пӗтрӗ» — шухӑш сыпӑкӗ ҫӗлен пек шӑвӑнса иртрӗ.

«Все», — змейкой скользнула облегчающая мысль.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Каменка-Струмилово ятлӑ хула тӗлӗнче виҫҫӗмӗш взвод взводнӑй офицерпа пӗрле пӗтӗмӗшпех разведкӑна тухса кайрӗ: ҫакӑн умӗн ик-виҫ кун малтан чикӗ урлӑ тарса килнӗ чех салтакӗ командование Австри ҫарӗсен чаҫӗсем ӑҫта тӑни ҫинчен тата Гороши — Ставинцкий линийӗ тӑрӑх контрнаступлени тума шутласа хуни ҫинчен пӗлтерчӗ; тӑшман чаҫӗсем шӑвӑнса килме шутласа хунӑ ҫулсене яланах сӑнаса тӑма тивет; ҫак шутпа взводнӑй офицер вӑрман хӗррине тӑватӑ казакпа тепӗр взводнӑй офицере тӑратса хӑварчӗ, хӑй вара ыттисене сӑртлӑх хыҫӗнче курӑнса ларакан черепица витнӗ ҫурт-йӗрсемлӗ темле пӗчӗк ял патне ертсе кайрӗ.

Под городом Каменка-Струмилово третий взвод целиком со взводным офицером выехал в рекогносцировку: накануне чех-перебежчик сообщил командованию о дислокации австрийских частей и предполагаемом контрнаступлении по линии Гороши — Ставинцкий; требовалось постоянное наблюдение за дорогой, по которой предполагалось передвижение частей противника; с этой целью взводный офицер оставил на опушке леса четырех казаков со взводным урядником, а с остальными поехал к видневшимся за взгорьем черепичным крышам какого-то выселка.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Фронталла 2-мӗш корпусӑн тӑваттӑмӗш дивизийӗ шӑвӑнса килет.

К фронту стягивается 4-я дивизия 2-го корпуса.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Халӗ, акӑ, юррӑн ҫав сыпӑкӗ, нимрен ытларах унӑн юлашки сӑмахӗ: «По-коо-о-р-ны-ы-ы-ы» тени пуҫӑма шӑвӑнса тухсанах, — ҫӑварӑм карӑлса каять, анасланипе янах шӑммисем чӗтреме пуҫлаҫҫӗ, нерв чирӗ пулас пулать ку япала.

А когда в уме встает эта фраза, особенно конец: «По-коо-о-р-ны-ы-ы…» — челюсти мне судорожно сводит зевота, нервная по всей вероятности.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Астахов рота командирне, сӑрт тӑрӑх местечкӑна ҫавӑрса илсе нимӗҫсен разъезчӗ шӑвӑнса килни ҫинчен каласа пачӗ.

Астахов доложил командиру роты, что по бугру, огибая местечко, идет немецкий разъезд.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Халӗ ӗнтӗ вӑл хӗрлӗрех курӑк ярӑмӗ хыҫӗнчен шӑвӑнса килекен юланутсен ушкӑнне бинокль витӗр аванах курать.

И теперь уже ясно видел в бинокль плывущую за рыжеватой полосой травы кучку всадников.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тӑшман ыранах кунта шӑвӑнса ҫитет-тӗр ахӑртнех.

Противник завтра, пожалуй, продвинется сюда.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорин ҫывӑрманнипе кӳпчесе кайнӑ куҫхупаххийӗсем айне ачаш ҫутӑ шӑвӑнса кӗчӗ, — Григорий пуҫне ҫӗклерӗ те ҫав-ҫавах Прохорӑн ҫу сӗрмен урапа пек, пӗр ҫемӗллӗн хӑйӑлтатса пыракан сассине илтрӗ.

Ласковый свет заползал Григорию под набухшие от бессонницы веки; Григорий поднимал голову и слышал все тот же однообразный, как скрип арбы, голос Прохора.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Петро, ҫитсе ҫапнӑ инкеке татӑклӑн тавҫӑрса илмесӗрех, тусан ӑшӗнче чӗтренсе выртакан тар кӑпӑкӗ ҫине тата хутор патнелле хумлӑн-хумлӑн шӑвӑнса анакан ҫеҫенхир ҫине сӗмленсе пӑхрӗ.

Не осознав еще окончательно подступившего несчастья, Петро тупо оглядел трепещущую в пыли пену, степь, сползающую к хутору волнистым скатом.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унӑн пичӗ ҫине темле пӑлхануллӑ сисӗм шӑвӑнса тухрӗ, ҫӗкленсе тӑракан ик куҫхарши юппине ҫитсе чарӑнчӗ.

Некое смятение коснулось его лица и застыло на развилке приподнятых бровей.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Шӑвӑнса килекен чӑмакка пӗр вара ӳкрӗ, унтан кӑткӑ кӗлетки пек курӑнакан пулса тухрӗ.

Комочек упал в лощину, выбрался оттуда, увеличенный до размеров муравья.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Инҫетре, хутор енчен, сӑрӑрах тӗслӗ курӑнакан ҫул варрипе тусанлӑ чӑмакка кӳмерккине улшӑнтаркаласа шӑвӑнса килни курӑнса кайрӗ.

Далеко по серой спине шляха от хутора быстро двигался меняющий очертания пыльный комок.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ашшӗ кӑмака ҫинчен сиксе анчӗ те чӗркуҫҫи тӑррин кровать патнелле шӑвӑнса пырать.

А отец сполз с пригрубка и на коленях к кровати гребется.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed