Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шанчӑклӑ the word is in our database.
шанчӑклӑ (тĕпĕ: шанчӑклӑ) more information about the word form can be found here.
Унпа пӗрле Тимофей-хусах хӑйӗн чи шанчӑклӑ икӗ ҫыннине ячӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шанчӑклӑ ҫын вӑл — пурнӑҫ сиплӗхӗ.

Help to translate

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗлместчӗҫ те пулӗ, патька-патшан шанчӑклӑ ҫыннисенчен пӗри, упа пек вӑйлӑ чӑваш ачи Хусанкка: «Эсир-и-ха вӑл Укаслу-полковник ҫыннисем?» — тесе ыйтрӗ.

Help to translate

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унӑн шанчӑклӑ ҫыннисем тӗрлӗ ҫӗре ҫитсе халӑха ҫӗклемелле.

Help to translate

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Патька-патшана шанчӑклӑ ҫын нумай кирлӗ, — терӗ Хусанкка.

Help to translate

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Чӑваш ҫынни — шанчӑклӑ ҫын, хӑй ӗҫне, халӑх ӗҫне нихӑҫан та сутмасть вӑл.

Help to translate

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Вӗсем пурте патька-патшан шанчӑклӑ нукерӗсем.

Help to translate

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эсӗ шанчӑклӑ ҫын иккен, — терӗ хӑшместӗре Ахмар.

Help to translate

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ку ҫын, хурӑн ҫинчи паллӑна кӑтартаканни, Алюнӑн шанчӑклӑ этемми, вӑл Алюн патне епле ҫитмеллине лайӑх пӗлет.

Help to translate

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Паянтан пуҫласа пирӗн пӗтӗм йӑх санӑн чи шанчӑклӑ нукерӳ пулмалла.

Help to translate

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шанчӑклӑ нукерӳ пулӑп.

Help to translate

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Сана хамӑн чи шанчӑклӑ ҫынсемпе пӗрле Хусан енне яратӑп.

Help to translate

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Государь-императорӑн шанчӑклӑ тарҫисем пулнӑ ялан.

Help to translate

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ку — Пӑкачавӑн чи шанчӑклӑ ҫыннисенчен пӗри, Тимофей ятлӑ Ейӗк хусахӗ.

Help to translate

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шанчӑклӑ Ейӗк хусахӗсемпе пушкӑртсен отрячӗсем каялла хӑйсен тӑван ҫӗрне кайса пӗтрӗҫ.

Help to translate

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу хресчен патши Емельян Пугачевӑн полковникӗ, унӑн чи шанчӑклӑ ҫарпуҫӗсенчен пӗри пулса тӑрать, чи йывӑр вӑхӑтра та, йӗри-тавра тӑшмансем хупӑрласа илнӗ, юлташӗсем сутнӑ чухне те ӑна пӑрахса хӑвармасть.

Help to translate

Юратнӑ Чӑвашстан сӑнарӗ // Роза Петрова-Ахтимирова. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с. — 3–6 с.

Еркиней ҫеҫ шанчӑклӑ уртипе Ҫирӗп вӑрҫать Хусан шывӗ хӗрринче: Пукач ҫарӗ ун патне пынипе Ҫар вӑйланать пӗр самант хушшинче.

Help to translate

XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тӑкӑрлӑкри сад пахчи Ҫӑтмах пекех илемре, Анчах шалта хуралҫи — Хура упа ӳплере: Упа Урхан хуралҫи Пит шанчӑклӑ сыхлавра, Халӗ Чӗкеҫ ун хуҫи Ирӗк илнӗ пахчара.

Help to translate

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ентимӗр шанчӑклӑ каскӑн тусӗсемпе Качака утравӗнче хуралта кунӗпе.

Help to translate

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— «Ҫапла ҫав, ҫапла, тӗрӗс сӑмаху, Вара лайӑхрах ырӑ курӗ халӑху», Тесе тӑраҫҫӗ пухӑннӑ улпутсем, Майра патшан шанчӑклӑ чурисем.

Help to translate

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed