Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шанчӑклӑ the word is in our database.
шанчӑклӑ (тĕпĕ: шанчӑклӑ) more information about the word form can be found here.
Ку енӗпе вӑл Василий Филиппович шӑллӗнче, Чӗмпӗрте ӗҫлекен адвокатра, шанчӑклӑ хӳтлӗх тупнӑ.

Help to translate

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Апла пулин те, композитор ӗҫӗнче ҫирӗп шухӑшласа хунӑ шухӑш йӗррипе шанчӑклӑ структура лайӑх сисӗнет, калама ҫук пысӑк ҫутҫанталӑкпа хӑй тӗллӗн, пӗччен тӗл пулнишӗн вӑл хӑраса ӳкмест.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Хӑвӑр тавра тирпейлӗ, шанчӑклӑ ҫынсене пухӑр.

Окружите себя серьёзными, порядочными и преданными людьми.

17-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Тытса ан чар, ирттерсе яр, эпир шанчӑклӑ ҫынсем…

Help to translate

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Чи шанчӑклӑ ӗмӗт — пулас Ҫӗнтерӳ — Хытарчӗ йӑваш кӑмӑла.

Help to translate

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Ҫакнашкал слётсем вара вӗсен ӑсталӑхне туптама тата шанчӑклӑ туссем тупма пулӑшаҫҫӗ.

Help to translate

Пограничниксен ҫамрӑк тусӗсем - слётра // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60951

32 ҫул хушши эсир ӗҫсӗрлӗхпе кӗрешмелли тата патшалӑх пулӑшӑвӗ кирлӗ ҫынсене пулӑшу кӳмелли шанчӑклӑ вӑй пулса тӑратӑр.

На протяжении 32 лет вы являетесь незаменимым инструментом борьбы с безработицей и поддержки тех, кто нуждается в помощи государства.

Олег Николаев Ӗҫпе тивӗҫтерекен службӑн кунӗпе саламлани // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/19/poz ... i-s-dnem-s

— Караньялов шанчӑклӑ ҫын.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ҫумра юлташ пулсан уй урлӑ каҫма та шанчӑклӑ.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Чӑнах вӗсем пулни пирки Испуханов иккӗленмерӗ, мӗншӗн тесен Санаровсем мӑнаккӑшӗн кил-ҫуртне сутса «жигули» туяннине вӑл шанчӑклӑ ҫынранах илтнӗччӗ.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Палӑртса хунӑ шанчӑклӑ ҫын пур-и сирӗн хӑвӑрӑн?

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Чӑннипех те, вӗсен пысӑк ӑсталӑхӗпе опычӗ тата яваплӑхӗ – республикӑра пурӑнакансен ырлӑхӗн никӗсӗ, предприятисемпе учрежденисен кӑлтӑксӑр ӗҫлевӗн шанчӑклӑ гаранчӗ.

Help to translate

ЧЭСК республика энергетикине икӗ миллиард тенкӗ ытла инвестици хывать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/ches ... rd-tenke-i

Часах ӗмӗрлӗхех куҫне хупасса пӗлсессӗн вара вӑл тин тупӑннӑ юлташӗсене пухрӗ те хӑйӗн утаманӗ пулнӑ патька-патшан шанчӑклӑ ҫарпуҫӗ Укаслу-полковник ҫинчен мӗн пӗлнине, вӑл ертсе пынипе хӑйсем ӑҫта-ӑҫта ҫитнине, ирӗклӗхшӗн епле кӗрешнине пӗтӗмпех каласа пачӗ.

Help to translate

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Патька-патшан чи шанчӑклӑ ҫарӗнче.

Help to translate

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кашни иртен-ҫӳрен кунта чӑн-чӑн паттӑра, патька-патшан шанчӑклӑ ҫыннине пытарнине пӗлтӗр.

Help to translate

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шанчӑклӑ тус, ырӑ ҫын, хаклӑ Пинер…

Help to translate

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Алюнов та, Укаслу та вӗсем Атӑл урлӑ каҫса хӑтӑлнӑ патька-патшан шанчӑклӑ ҫыннисем пулӗ тесе шухӑшларӗҫ.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Патька-патшан шанчӑклӑ ҫынни, Укаслу ертсе пыракан чӑваш ҫарӗн ӑслӑ та ырӑ кӑмӑллӑ тусӗ ҫӗре кӗнишӗн йӗчӗ пулмалла вӑл…

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Кала Алюнова, — пӑшӑлтатса илчӗ шанчӑклӑ нукер, — вӑл ыйтнине эпӗ нихӑҫан та манмарӑм.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ытарайми ырӑ ҫын — Тимофей-хусах, вӑл ҫак тарана ҫитичченех Укаслушӑн чи шанчӑклӑ нукер та, вӗрентекенӗ те, сыхлавҫӑ та пулчӗ.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed