Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хыпашласа (тĕпĕ: хыпашла) more information about the word form can be found here.
Хӗрача макӑрать, хыпашласа, йывӑҫсем хушшипе утать.

Help to translate

Тӳме // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 83-84 с.

— Лисандр, манӑн хӗллехи садра эсӗ ҫапла хуҫалантӑн-и? — хурлӑхлӑ сасӑпа ыйтрӗ Фабиан господин компресне хыпашласа — Манӑн пӗтӗм чечексене тӑпӑлтарса тӑкнӑ…

— Лисандр, это ты так нахозяйничал у меня в зимнем саду? — спросил господин Фабиан с печалью в голосе, ощупывая свой компресс. — Весь цветник мой уничтожен…

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӑйне каҫарма ыйтнӑ пек компреспа ҫыхнӑ пуҫне вӑл сӑмах чӗнмесӗр хыпашласа выртрӗ.

Словно взывая о пощаде, он молча ощупывал свою прикрытую компрессом голову.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тӗттӗмре вӑл хӗскевӗн хурҫӑ хыпкӑчне хыпашласа тупрӗ те ӑна аллипе ҫавӑрса пушатрӗ, вара каллех Прелл сӗтелӗ патне таврӑнчӗ.

Пошарив в темноте, он нащупал губки тисков и, развинтив их, вернулся па место.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Куҫлӑх! — вӑйран кайнӑ сасӑпа пӑшӑлтатрӗ вӑл, хӑйӗн хӗрелнӗ куҫ хупаххисене хыпашласа.

— Очки! — прошептал он устало, ущупывая покрасневшие веки, — дайте мне очки!

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вара шалти кӗсйине хыпашласа:

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Аллисемпе стенаран тытса, суккӑр ҫын пек хыпашласа ҫӗкленчӗ вӑл.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Эпӗ кӳлӗ тӗпӗнче урасемпе хыпашласа брюкине шырарӑм.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Атте эпӗ ҫыхнине салтрӗ, хуҫӑлнӑ вырӑна темиҫе хут аллипе хыпашласа сӑтӑркаласа, хӑй пӗлнӗ пек ҫӗнӗрен майласа ҫыхрӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Усал шутлӑ ҫынсем айвансене, улах вырӑналла илӗртсе кайса, ҫаппа-ҫарамас тӑратса хӑвараҫҫӗ тенине аса илчӗ те Микула, ирӗксӗрех хӑрама пуҫласа, кӗсйинчи вунӑ тенкине хыпашласа пӑхрӗ.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук чӗри салхуланчӗ, вӑл пуҫне упӑшки кӑкӑрӗ ҫине ачашшӑн хучӗ те, аллипе пиншак тӳмисене хыпашласа, пӑшӑлтатрӗ:

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук катка-пичкесемпе михӗсем хушшинчен упаленсе тухрӗ те алӑк хӑлӑпне хыпашласа пӑхрӗ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кунпа та ҫырлахмасӑр, Анукӑн кӗпипе саппунӗ ҫинчи тӗрӗсене хыпашласа пӑхрӗ, арлакан ҫиппи ҫирӗппе сирӗп маррине тӗрӗслерӗ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Картана кӗрсен, чӑхсем ларакан каштана хыпашласа тупрӗ те Микула хӗрринче лараканнине хуллен хӑпӑтса илчӗ.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӳртре тӗттӗм пулсан та, Микула хуткупӑсӗпе ҫӗлӗкне хыпашласа тупрӗ те алӑкран сирпӗнсе тухрӗ.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл выртакан ӗнине аллипе хыпашласа пӑхрӗ те ӗне ӳт-тирӗ сивӗннине туйрӗ.

Help to translate

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑм пуҫне ҫапса хӑпартнӑ вырӑна Ҫтаппан та хыпашласа пӑхрӗ.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ура ҫӗр ҫинчине ҫирӗп туятӑп, — пуҫне хыпашласа каларӗ Макҫӑм.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл ыйхи витӗрех хӑй ҫумне хыпашласа пӑхрӗ те юнашар никам та ҫуккине туйрӗ.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кивӗ хӑмаран ҫапса тунӑ алкум алӑкне уҫса (телей, питӗрмен) шала кӗчӗҫ, мунча алӑкне хыпашласа тупрӗҫ.

Help to translate

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed