Шырав
Шырав ĕçĕ:
Таврара хула та, ял та, чиркӳ тӑрри те курӑнмасть, станцисем ҫеҫ тӗл пулаҫҫӗ.Нигде не было видно ни города, ни деревни, ни колокольни, одни только станции.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Вӑл ун чухне хапха тӑрри ку енче тулашӗнчипе танлаштарсан нумай шалалла кӗрсе тӑнине тавҫӑрса илме пултараймарӗ.Он не мог сообразить тогда, что арка над воротами выступала внутрь гораздо дальше, чем кнаружи.
VI // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енче полонинӑсем Лаутинскпа Голиц текен тискер, хӑйӑрлӑ, чӑнкӑ сӑртсене пырса лекеҫҫӗ, Говерло сӑртпа Лаутинск, Голиц сӑрчӗсем хушшинче выртаҫҫӗ, вӗсен тӑрри — мӑкӑр ҫурӑмлӑ, унта тем анлӑш сӗвек сӑртсем сарӑлса выртаҫҫӗ, вӑрмансем те ҫук.
3 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Эпир хамӑр тӑракан ту тӑрри чи ҫӳлли маррине асӑрхатпӑр — хӑшпӗр ту тӑррисем тӳрех пӗлӗтелле кармашаҫҫӗ.
2. Ӗмӗрхи юрсен тӗнчинче // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Уйӑх ҫутинче вара, вырӑн ҫинчен тӑрса, ҫурт умӗнчи пӗчӗк садалла тухакан чӳрече ҫине выртса пӑхкаламасӑр чӑтма пултараймастӑп эпӗ, Шапошников ҫурчӗн ҫуталнӑ ҫивиттийӗ, хамӑрӑн прихутри чиркӗвӗн чаплӑ тӑрри, хӳмепе тӗмӗн садри сукмак ҫине ӳкекен мӗлки ҫине тинкерсе вӑрах лармасӑр тӳсме манӑн хал ҫитмест, ҫавӑнпа кайран ирхине вунӑ сехетре кӑна аран-аран вӑранатӑп.
IX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн тӗтӗмӗ хулӑн вулӑллӑ йывӑҫ пек ҫӗкленет, сарӑлса кайнӑ тӑрри хӑйӑр ҫине мӗлке ӳкерет.Дым стоял точно дерево с толстым стволом, и его широкая крона бросала тень на песок.
VI // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Аван кун, питӗ аван кун пулать! — тет Вальфо, хӗмленнӗ шӗвӗр ту тӑрри хыҫӗнчен вут-хӗмлӗ ҫаврашка ерипен кӑна шуса тухнине сӑнаса.
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Март уйӑхӗнче вӑл ҫап-ҫарахчӗ, шӑнса хытнӑччӗ, унӑн тӑрри тӗтреллӗ пӗлӗтпе пӗтӗҫсе тӑратчӗ, вӗсем ҫине пӑхма та аван марччӗ.
24 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Сиввӗн пӑхакан хӗсӗк куҫлӑ, кӑшт тӑрри лапчӑннӑ вӑрӑм сӑмсаллӑ, мӑн янахлӑ, сарлака пит шӑммиллӗ Экэчо пӑлханни палӑрать.
Шамана хирӗҫ кайни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Каҫ-кӳлем, ак (ӗнтӗ клевер ҫинче ҫӳресе тӑраннӑ ӗнесене те паҫӑрах хуралтӑсене хӑваласа таврӑнса хупрӗҫ пуль, кӗтрӗҫ-кӗтрӗҫ пуль те Нинӑна тантӑшӗсем каҫхи сӑвӑма та хӑйсемех суса пӗтерчӗҫ пуль), ҫил лӑпланнӑҫемӗн лӑпланма тытӑнсан, чӗрери пур пек шанӑҫа та сивлекпе пусӑрӑнтарса, тӳпе тӑрри ҫӑралнӑҫемӗн ҫӑралма, пушшех те чунсӑрланма ташратрӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ун пек чух эсир хӑвӑра ҫынсем пӑрахса хӑварнӑ пек, эсир пӗр-пӗччен пулнӑ пек туятӑр; чуна темле йӳҫӗк тупать, сирӗн ҫав каҫ пӗтӗмпех пӑсӑлать, эсир киле васкатӑр та сирӗн малти пӳлӗмре ҫурта тӑрри ҫунса ларнӑшӑн, сигара япӑх туртӑннӑшӑн ҫилленетӗр, — ҫаксем пурте сирӗн сехет ҫурӑ хушшинче пулса иртнӗ завязкӑллӑ тата развязкӑллӑ роман пирки пулаҫҫӗ.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Дон Лопес, нимӗн шарламасӑр, ҫамрӑк ачана ҫурт тӑрри айӗнчи хӑмасемпе ҫапса лартнӑ ансӑр чӳречеллӗ хӗсӗк пӳлӗме илсе кӗнӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Вӗсем хӗвеллӗ ҫыранпа йывӑҫсен ешӗл тӑрри урлӑ курӑнакан кану ҫурчӗ еннелле тунсӑхлӑн пӑхаҫҫӗ, хӑйсем пуҫласа паллашнӑ вырӑнпа ӑшра сывпуллашаҫҫӗ пулас, тен, ӑна нумайлӑха е ӗмӗрлӗхе чун варрине илесшӗн, мӗншӗн тесен ҫамрӑк чухне чӗрери хускану ӗмӗрлӗхех пырас пек туйӑнать.
Тӗлӗнмеллескер // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 181–184 с.
Инҫетре, шыв леш енче, уйсем урлӑ, хӗвел ҫутинче ял чиркӗвӗн тӑрри ялкӑшса илчӗ.Вдали, за речкой, за полями, сверкнул на солнце шпиль сельской колокольни.
16 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Курмастӑн-им ху: тӑрри йӑлт ҫӗтӗлсе пӗтнӗ, куполӗсем шанк-шанклашка, чан чартакӗ мӗн пек…Сам, что ли, не видишь: крыша вся провалена, вместо куполов ржавые ребра торчат, колокольня, как…
7 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Уйӑх ҫути ӳкнӗ сӑртсен тӑрри курӑнмасть, вӑл веранда ҫивитти тӗлне пулнипе пире темле паллӑ мар тӗнчерен пин-пин ҫулхи лапсӑркка мӑксем ӳссе ларнӑ стена уйӑрса тӑнӑ пек туйӑнать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Клубӑн тӑрри пушарпа йӑтӑнса аннӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Сӑрт хыҫӗнчен паркри ватӑ йывӑҫсен чӑтлӑхӗ, вӗсен ҫийӗн замокӑн черепица витнӗ шӗвӗр тӑрри курӑнса кайсан, вӑл чӗтреме пуҫларӗ.
Хамӑрӑннисем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 281–304 с.
Вӑрман тӑрри хура пулнӑ, вӑрмана ҫитиччен уйӑх ҫутипе ҫуталнӑ уй тӑсӑлнӑ.Зубцы которого неясно чернели на горизонте за полями, точно осыпанными сверкающей лунной пылью.
Салтак вилтӑпри // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 198–210 с.
Вӑл «эр-эс» тӳрем лектерсе ҫӗмӗрнӗ бронебункерӑн шурӑ тӑрри ҫине улӑхса тӑнӑ та узбекла кӑшкӑркаласа, хыттӑн сулкаласа боецсене ход сообщенисем тӑрӑх кайма кӑтартса парать, йӑл-йӑл кулкаласа илет.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.