Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тупрӗҫ (тĕпĕ: туп) more information about the word form can be found here.
Хӗллехи Микул тӗлӗнче тепӗр пысӑк хуйхӑ сиксе тухрӗ: Лисук, мантарӑн хӗрӗ, хӑйӗн савнийӗ вӑрҫӑра вилни ҫинчен хыпар илсен, арлаҫҫинче ҫакӑнса вилчӗ; виллине икӗ кунран тупрӗҫ

Help to translate

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хӗрсем пухӑнма юратнӑ кӗпер ҫинче ҫамрӑксем йышлӑччӗ, вӗсем хушшинче пирӗн туссем хӑйсем шыранисене пӗрле тупрӗҫ: Марфа Дмитриева, Капитолина Эсливанова, Аня Карандаева алла-аллӑн тытса тӑратчӗҫ…

Help to translate

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Мӗне пула санпа мана-ши тупрӗҫ?

Help to translate

Каварлӑ уйрӑлу // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 66 с.

Тупасса ӗнтӗ пӗррехинче Альдоннӑпа Роза тупрӗҫ.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Вӗсем пысӑк хуйӑрпа хупланӑ йӑмра хӑвӑлӗнчен пӑшал (вӑл винтовка пулнӑ), хутаҫпа чӗркенӗ патронсем тата тимӗрҫӗ тунӑ пысӑк ҫӗҫӗ тупрӗҫ.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Кивӗ хӑмаран ҫапса тунӑ алкум алӑкне уҫса (телей, питӗрмен) шала кӗчӗҫ, мунча алӑкне хыпашласа тупрӗҫ.

Help to translate

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тӗкӗрҫӗсем воевода ҫуртне ҫитсе Ковяж ҫыннисене тата Шупашкартан килнӗ казаксене шыраса тупрӗҫ.

Help to translate

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кирша старике хулара лайӑх пӗлеҫҫӗ иккен, ӑна вӗсем часах шыраса тупрӗҫ.

Help to translate

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пасар курӑнми пулсан вӗсем вӑрман хӗрринче майлӑ вырӑн тупрӗҫ те ҫемйипех апата ларчӗҫ.

Help to translate

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ухантее вӗсем пӗр вунӑ ҫухрӑмра, вӑрманти вучах умӗнче шыраса тупрӗҫ.

Help to translate

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аттенейпе ытти виҫӗ тӗкӗрҫӗ мӑрсапа ывӑлне каялла Атӑл леш енне каҫсан тин шыраса тупрӗҫ.

Help to translate

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫырма хӗрринчи тутар ялӗнче мӑрсасем чи малтан хӑйсене кирлӗ ҫынсене, кунти пӑлхавӑра ертсе пыракан Янчурапа Элӗке, шыраса тупрӗҫ.

Help to translate

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр тутӑрне Ахтупай хӑйӗн мӑйӗнчен сӳсе илчӗ, тепӗрне Мелани ҫыххинче тупрӗҫ.

Help to translate

10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑна, ҫак ҫулсенче хуйхӑпа пӗтсе кӑн-кӑвак ҫӳҫлӗ карчӑк пулнӑскерне, туссем Арск улӑхӗнче, тыткӑнран хӑтарнисен хушшинче шыраса тупрӗҫ те яла тухса кайиччен кремль те пулин курса юлас тесе хӑйсемпе пӗрле илсе килчӗҫ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗн тупрӗҫ вӗсем аслӑ князь патне службӑна куҫса?

Help to translate

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вӗсем мӗн тумаллине шыраса тупрӗҫ те курӑнать.

Help to translate

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Митри Ваҫлейне хӗрарӑмсем Лапша Павӑлӗн сарай хыҫӗнчи кивӗ улӑм купи ҫинче тупрӗҫ.

Help to translate

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Вӗсем йывӑҫ картлашкасемпе сыхланса пусса аялалла анчӗҫ те тенкелсем хыпашласа тупрӗҫ.

Осторожно ступая по деревянным ступенькам, старик и юноша сошли вниз, нащупали в темноте стулья-чурбаки.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ик ҫамрӑк ҫын шывран тухса Сӑрт еннелле вӑраххӑн утрӗҫ, — Ҫӳле курасшӑн улӑхса, — Кӗҫех чечен уҫланкӑ тупрӗҫ.

Help to translate

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хӑй килӗнчех сасартӑк тупрӗҫ: Ун чунӗ тухнӑ витере.

Help to translate

VII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed