New
Иккӗлле пурнӑҫпа пурӑнать герой: пӗр енчен, Ухтивана майсӑр хытӑ ӑмсанать, тепӗр енчен, ӑна Шахрун пулӑшнипе ӑса вӗрентсе илесси те килет ун — ма вӑл, Ухтиван, унран ҫӳллӗрех, ӑслӑрах, хитререх?
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Юлташӗ, Петӗр, вӑл Савтепипе епле хӑюллӑн калаҫнине курманнишӗн те хытах пӑшӑрханса ӳкет — курнӑ пулсан тусӗ умӗнче вӑл самай паттӑр, маттур ҫын пек курӑнма пултарӗччӗ…
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Кил картине выльӑхсене хупнӑ пек хупса лартнӑ хресченсем Ивукран пурмиссем пӳртрен хӑҫан тухасса ыйтаҫҫӗ, Ивук вара хӑй кӳршине те палламанҫи пулать.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ҫавӑнпах ял ҫыннисене, тусӗсене хӑйне хисеплемеллине ас тутарса пыма тивет тӑтӑш.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Акӑ Ивук ашшӗ укҫипе тиеке вырнаҫать, анчах хӑйӗнче ҫав шая тивӗҫлӗ сум ҫуккине туять вӑл.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ҫавӑнтан курса пуль, Уяр та ҫавӑн йышши вӑйӑ саккунӗсене ытараймасть, «Таната» романра ун геройӗсем те ҫавнашкал хӑтланкаланине тӑтӑш асӑрхатӑн.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ку ӗнтӗ ҫын камит каласа панӑ пекрех, сӑмахпа театр, спектакль кӑтартнӑ евӗрлӗрех.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Анчах чӑн пурнӑҫне те асрах тытса пырать прозаик; хайхи, икӗ ен шайлашса тухать ун калавӗ-очеркӗнче — чӑнни тата ултавли, ҫиелти тата пытарӑнчӑкки.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ахаль пурнӑҫ мар, выляса-юптарса кӑтартнӑ пурӑнӑҫ тухать куҫ умне.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Вулакан питӗ аван сисет — сӑмаха тӗрлӗ енлӗ вылятса, тӗрлӗ майлӑ хуҫкаласа сыпӑнтарса пырать талантлӑ ҫыравҫӑ.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Парабола-танлаштару хайлас йӗрке чӑваш культурин никӗсӗнчен тымарланса тухнине ӑнлантарма каллех Тӑхти пирки аса илем.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Сӑнарлӑ сӑмах екки нациллӗ техӗмпе тутлӑхланса пыни куҫ кӗретех.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Куратпӑр-ҫке!

Сӑмаха Тӑхтилле, Уярла ҫавӑрнине курмастпӑр-и вара кунта?!
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Писатель Шӑши ҫинчен каласа парабола хайлать; урӑхла: анлӑлатнӑ, уйрӑм новелла шайнелле капашакан танлаштару йӗркелет.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Анчах икӗ йӗр ҫук повеҫре, иккӗшӗ те Тарасӑн кӑптӑрмашла пурнӑҫӗ ҫинчен калаҫҫӗ вӗсем.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Шӑши Элекҫейӗн пӳкле шӑпине сӑнарлать.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Унтан вара пач урӑх япала ҫинчен калать пек ҫыравҫӑ.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
«Ҫапса ҫумӑр ҫӑвать» повеҫе илер-и акӑ: икӗ йӗр унта, пӗринче вулакана Тарасӑн ӑнӑҫсӑр шӑпипе паллаштарнӑ, вӑл телей тупайманнин вӑрттӑнне шӗкӗлченӗ.
«Чӑваш эпӗр пултӑмӑр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Уйрӑммӑнах ку Агивер хайлавӗсенче уҫӑмлӑ.