New
Пур хайлавӗнче те этика проблеми мала ӳкет, шухӑш шӑнӑрне ҫирӗп тытса пыма пулӑшать.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Н. Мартыновӑн Изамбаевӗ те ҫил-тӑман ытамӗнче чиксӗр асапланать, анчах хӑйне ситрелсе кайма памасть, унпа пӗрле ҫула тухнӑ ҫамрӑк ачана, ун амӑшне ҫӑлӑнма пулӑшать, вӗсен умӗнчи яваплӑха хӗмлентерсе кӗрешет ҫил-тӑманпа.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Хв. Агиверӗн Тарасӗ те «ҫапса ҫӑвакан ҫумӑр» айӗнче чунне ватса ҫӳрет («Ҫапса ҫумӑр ҫӑвать»), Йынкки те пӗтӗм тӗнчене хӗвсе лартнӑ юр кӗрчӗсенчен хӑтӑласса сунмасть («Юр хӗвет»).
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Сӑмах май, ахӑрса кайнӑ тӗнчен кунашкал еккине паянхи ҫыравҫӑсен пултарулӑхӗнче те куратпӑр.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Кун-ҫулне сарӑмсӑр пӳклес хӑрушлӑх курӑнса каять, ачи-пӑчи, арӑмӗ, ялйыш умӗнчи, вилӗмрен те вӑйлӑрах тивӗҫ мала тухать: «кам хӗрхенӗ хӗрӗме?», «хуньӑм хӗрӗ — хура хӗр, Хурлӑх курма вӑл юлать»; «тӳшек ҫинчех вилесчӗ», «йытӑ ҫури мар…» т. ыт. те.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ҫак икӗ ен (стихийӑпа тӑнӑҫлӑх, йӗрке пуррипе ҫукки) хушшинчи Хӗветӗр хӑйне арман чулӗ айне лекнӗ пӗрчӗ пек туять.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ку йӑласене халӑхӑн пин ҫул хывӑнса пынӑ ӑс-хакӑлӗ йӗркерен йӗркене сыпса ҫитернӗ, тивӗҫлӗ логикине тупнӑ, мӗн хыҫҫӑн мӗн пулмаллине палӑртнӑ, ыррипе усалне уйӑрнӑ.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ӗмӗрхи йӑласене, ӗненӳсене аса илсе пырать.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Вӑрмантан таврӑнсассӑн авӑ майӗпен урӑх кӑмӑлпа ҫунатланать Хӗветӗр, халӑх нуши-хури, социаллӑ тапхӑр уйрӑмлӑхӗсем пирки шута каять.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
«Путь ухмаххи тапраннӑ» тӗнчен саккунӗсене пӗлмен этемӗн ӗнтӗ ҫав ирӗклӗ стихийӑран тарма тивет.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Унран килмен ҫут ҫанталӑкӑн хӑватлӑ ахӑрашӑвӗ умӗнче персонаж аптраса та ӳкет, ҫине тӑруллӑ кӑмӑл, ӳсӗмлӗ хӑюлӑх тупаймасть.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Вӑрмана кайма хатӗрленнӗ герой хӑй сисмесӗрех шиклӗх юхӑмне кӗрсе ӳкет, вӑл ун чӗрине ярса илет; шыв юххине, авӑра лекнӗн туять хӑйне Хӗветӗр ҫав юхӑмра.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Чӑвашсен сӑмаха мӗн авалтан ытарлӑн ҫавӑрса калас еккипе пӗтӗҫет.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Унсӑр пуҫне Хӗветӗр пурӑннӑ вӑхӑтри самана хушши те хӑйне евӗрлӗн калӑпланать поэмӑра.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Хӗветӗр шӑпинче ҫут ҫанталӑкӑн стихийине тата ӗмӗрхи тӑнӑҫлӑха пӗр тӗвве ҫыхать.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Халиччен пуррипе ҫырлахас темест сӑвӑҫ, чӑваш тенин социаллӑ, культурӑллӑ, философиллӗ талккӑшне сарма шут хывать.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
М. Федоров куна аван пӗлсе тӑнӑ.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Сӑнар тени поэт пурӑннӑ тапхӑршӑн тивӗҫлӗ ӳт-пӳне тупма та ӗлкӗрнӗ темелле: этнографиллӗ очерксенче, публицистикӑллӑ хайлавсенче пӗр пӗтӗмленнӗ чӑвашсен ун чухнехи сӑн-сӑпачӗ.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ун сӑнарне ялан патриархаллӑ, общинӑпа ҫыхӑнтарнӑ халлӗн кӑтартни ҫителӗксӗр уншӑн.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Сӑвӑҫи хӑй чӑвашлӑх тенӗ ӑнлавӑн анлӑш-тарӑнӑшне, лаптӑкӑшне урӑхла ӑнланма кирлине сӗмленет пуль.